Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнТутимĕрПограничниксемПолк ывӑлӗЧапшăн пурăнмастпăрÇул хыççăн çулЫлтăн вăчăра

«Кĕр кунĕнче карла-карла кăнтăралла...»


Кĕр кунĕнче карла-карла кăнтăралла

Картин-картин вĕçеççĕ кайăксем:

«Кайри мала, хур кайăксем, кайри мала!» —

Чупаттăмăр эпир, шăпăрлансем.

 

«Кайри мала» тенин пĕлтерĕшне-тĕшне

Ун чух, паллах, ним чухлĕ ăнланман.

Анчах туйнах-тăр çав сăмах асамлăхне,

Вăл куçнă çавăнпа ламран лама.

 

«Кайри мала!» — хыçа юлать ав ӳре хур,

Çамрăкраххи тухать ун вырăнне.

Çапла чакать, чакать умри мĕнпур хĕн-хур —

Тăсаççĕ кайăксем хăйсен çулне.

 

Этемлĕх те çавах, пырать çав çул-йĕрпех

Темле чăрмав пулсан та умĕнче,

Ăна вăл пурпĕрех çĕнет-çĕнтеретех —

Кайри мала туртать паян кунччен.

 

Мĕнех, каллех килет кĕр кунĕ — каймалла.

Иртеççĕ çаплипех кунсем, çулсем.

— Кайри мала, хур кайăксем, кайри мала! —

Чупаççĕ кăшкăрса шăпăрлансем.

Мăйракаллă лаша


Пĕррехинче эпир тантăшсемпе шыва кĕме кайрăмăр. Кунĕ лăпкă та тӳлек, хĕвел хĕртсе пăхать, ăшă çил çан-çурăма лăпкать. Пирĕн ял кӳлли икĕ урам хушшинче сарăлса выртать. Кӳлĕ йĕри-тавра çамрăк хурăнсем ешереççĕ. Шывра хур-кăвакал ишет, вăхăтăн-вăхăтăн чарлан вĕçсе иртет. Шывĕ тăрă, пулăсем ишсе çӳрени курăнать.

Кӳлĕ хĕррине çитнĕ-çитменех хывăнтăмăр та шыва сикрĕмĕр, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ишме пуçларăмăр. Эпĕ кӳллĕн тепĕр çыранĕ енне ишсе каçрăм. Кӳлĕ сарлака, çавăнпа хытах ывăнтăм. Шывран çыран хĕррине тухса канса илме шутларăм. Нумаях та лармарăм, кӳлĕ хĕрринчи тĕмсем хушшинче темĕнле чăштăртатнă сасă илтрĕм. Çав сасă еннелле утрăм. Утса çитрĕм те хăранипе чутах кайса ӳкеттĕм: ман умра шап-шурă лаша тăрать. Тĕкĕсем шап-шурă курăнаççĕ, кăнтăр кунĕнче çутатаççĕ. Çутăран мар-ха, лашан çамки çинчи мăйракаран тĕлĕнмеллипех-тĕлĕнтĕм эпĕ.

Ут тăпах тăрать. Мана вăл килĕше пуçларĕ. Эпĕ ун патнерех пытăм та ăна ачашларăм. Вăл темшĕн хăраса кайрĕ.

— Ан хăра, эпĕ сана тĕкĕнместĕп.

— Эсĕ мана ачашларăн, ăшă сăмахсем каларăн. Ку таранччен мана никам та ачашламан. Пурте мана курсан хăраса каяççĕ, часрах пăрăнса тараççĕ. Эсĕ пĕртте хăрамарăн, — терĕ лаша этем чĕлхипе. Манран хăраманшăн эпĕ санăн ĕмĕтӳсене пурнăçлама шантаратăп. Кам эсĕ? Мĕн ятлă?

Малалла

«Кашни ăру ĕненĕвне...»


Кашни ăру ĕненĕвне

Упрать пĕр самана кăна.

Ĕненмесен этем хăйне,

Йăван та юл мăн çул хĕрне.

 

Кашни ăру ăс-хакăлне

Туптать пĕр самана кăна.

Вăл çав ăс-хакăл аллине

Парать çĕр-шыв ăраскалне.

 

Кашни ăру ĕçне-хĕлне

Курать пĕр самана кăна.

Хурать те тараса çине,

Килес ăру парать хакне.

«Панельлĕ çĕнĕ çурт чӳречинчен...»


Панельлĕ çĕнĕ çурт чӳречинчен

Пăхса ларать салхуллăн вата карчăк,

Те çут куççуль юхать ун куçĕнчен,

Те йăлтăрать сӳнме пĕлмен çут шанчăк.

 

Ырми-канми ĕçленĕ-тĕр ялта.

Тен, халиччен алне тытман туя та.

Эп хам та ял ачи-çке, тупата, —

Ун тунсăхне чĕремпеле туятăп.

 

Сисетĕп: чунĕпе вăл ялĕнчех,

Хăйне курать кĕтӳ кĕртме тухассăн.

Анчах вучахĕ сӳннĕ килĕнче,

Çавăншăнах сывлать-тĕр халĕ ассăн.

 

Ĕмĕчĕпе вăл халĕ те ялтах,

Унти масар çинче — мĕнпур тăванĕ.

Хула таврашĕ ют ăна йăлтах,

Анчах та ватлăхра мĕскер тăвайăн?

 

Панельлĕ çĕнĕ çурт чӳречинчен

Ăçта пăхан — унта тĕтре те тĕтĕм.

Ват карчăка хĕрхентĕм чĕререн,

Сисмесĕрех унпа пĕрле эп йĕтĕм.

«Çур...»


Çур.

Çу.

Кĕр.

Хĕл.

 

Улмуççи çеçке çурать.

Панулми пиçсе çитет.

Панулми çĕре ӳкет.

 

Çур.

Çу.

Кĕр.

Хĕл.

 

Хĕрарăм ача çуратать.

Ача, ӳссе, çын пулать.

Çын тупăкра выртать.

 

Çур.

Çу.

Кĕр.

Хĕл.

«Ик енче — ик чăнлăх...»


Ик енче — ик чăнлăх.

Варринче — чĕре.

Тĕттĕме çĕнсе

Çунакан чĕре.

 

Ик енче — ик çиçĕм.

Варринче — куççуль.

Вил тăпри çине

Ӳкекен куççуль.

 

Ик енче — ик пурнăç.

Варринче — асап.

Ĕненме, тӳсме

Хистекен асап.

Тĕлĕнмелле лаша


Пĕррехинче аттепе пулă тытма кайрăмăр. Çанталăк лайăхчĕ, ăмана вăлта çине тирме вăхăт та çук, самантрах вăлта хулли авăнать, пулă çине пулă туртса кăларатпăр. Пĕр витрене яхăнах тытрăмăр. Сасартăк пирĕн ума лаша тес лаша мар, кенгуру тес кенгуру мар, темĕнле тĕлĕнтермĕш чĕрчун килсе тăчĕ, лашан малти урисем пĕчĕк, кайри урисем вăрăм.

Лаша патнелле утăм ярса пусрăм, тĕлĕнсех кайрăм, лаша урисем хăй вырăнĕнчех, пĕчĕк те мар, вăрăм та мар. Айккинелле пăрăнтăм, лаша урисем каллех улшăннă. Хăранипе тăн çухатнă. Тăна кĕнĕ чухне эпĕ такам пӳлĕмĕнче выртатăп. Лаша сĕтел хушшинче чей ĕçсе ларать. Хамăн та чей ĕçес килсе кайрĕ. Сĕтел хушшине лартăм. Лаша манпа этем чĕлхипе калаçма пуçларĕ.

Хăраса кайрăм та сĕтел хушшинчен тухса тартăм. Шкаф хыçне пытанса лартăм. Сĕм çĕрлечченех çавăнта лартăм. Çĕрле хăра-хăрах тухрăм, никама та курмарăм. Лашана пӳртре шырама пуçларăм, шыраман вырăн хăвармарăм, тупаймарăм. Урама тухса чупрăм та пĕлĕтелле вĕçекен лашана куртăм. Вăл хыçалти урисемпе пĕлĕтрен тĕксе пырать, малти урисемпе çул уçса пырать.

— Акă мĕншĕн ăна тĕлĕнмелле урасем кирлĕ пулнă иккен.

Наташа хĕрĕме


Ытла та нумай пăлмелли халĕ ман,

Мĕскер кирлĕрех: çĕр çул е самант,

Тӳртен каймалла е утас тавраран,

Хăçан хăш тĕлте тăхтасассăн аван.

 

Ытла та нумай çырмалли халĕ ман,

Чи лайăх хайлав та çаплах çырăнман.

Мĕн чухле ĕçе эп пачах пуçăнман,

Пĕр вĕçем шутлатăп ватса пуçăма.

 

Самант евĕрех авă ĕмĕр иртет,

Каллех çав ыйту астарса илĕртет:

Нумай-и ĕçлерĕн е питĕ сахал.

Кала-ха, тархасшăн, чăнне, шур сухал?

 

Нумай эпĕ пĕлтĕм, ĕçлерĕм, анчах

Чи лайăх хайлав çырăнмарĕ çапах.

«Эпĕ çиччĕ кулса çиччĕ макăртăм...»


Эпĕ çиччĕ кулса çиччĕ макăртăм

Чурăс вăхăт мул е чул çутарнăран.

Çиччĕ сиксе тăрса çиччĕ такăнтăм

Телейпе инкек те çумăн пулнăран.

 

Çиччĕ макăрнишĕн çиччĕ савăнтăм

Пурнăçăм хаяр та савăк пулнăран.

Çиччĕ çухалсан та çиччĕ таврăнтăм

Çичĕ ют та, ыр сунан та пулнăран.

Людмилăна


Сана кĕтсе чĕре кӳтсе пăрланчĕ.

Эс килтĕн те — чĕрем каллех кăвар.

Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле пулсамччĕ,

Пĕччен мана нихçан та ан хăвар.

 

Çумра çук чух — ытла салху та тунсăх,

Хĕвел пăхать пек — юнашар чухне.

Санпа кăна пуласчĕ, савнă тусăм,

Нихçан çухатас марччĕ пĕр-пĕрне.

 

Эп сансăр ним тума та пултараймăп,

Эп сансăр тăлăх-туратпа пĕр тан.

Çапла савнишĕн ан тусамччĕ айăп,

Каçар çапла савманшăн чăн малтан.

 

Сана кĕтсе чĕрем кутсе шансассăн,

Хĕрӳ чĕре кăварĕ пур-ха ман.

Эп çав-çавах пачах сывламăп ассăн —

Мана хăтарăн эсĕ сив пăртан.

■ Страницăсем: 1... 406 407 408 409 410 411 412 413 414 ... 796