Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЕркӗнĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеСăвăсемпе поэмăсемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКăвак çĕмренЧипер АннаЮрату ҫӑлкуҫӗ

Асамлă тĕлпулу


Лашана пĕрремĕш хут

Курнине эп астăватăп:

Эпĕ пĕчĕкчĕ ун чух,

Аннепе пĕрле пыратăп.

 

Уй тăрăх, алран тытса

Анне мана çавăтатчĕ.

Хĕр ан ывăнтăр тесе

Манпа ерипен пыратчĕ.

 

Çутçанталăк пит чипер,

Эпир савăнсах пыратпăр,

Хĕвелĕн пайăрки çине

Куçсене хĕссе пăхатпăр

 

Хĕвел пирĕн çине пăхать,

Кайăксем хитре юрлаççĕ,

Пĕлĕт тӳпере чупать,

Çĕр çинче вара чупаççĕ

Хурт–кăпшанкăсем, вĕсем

Нихăçан та ывăнмаççĕ.

Хайĕн пурнăçĕ çинчен

Кунĕн–çĕрĕн шухăшлаççĕ.

 

Эпĕ хам та пĕчĕк те,

Курăкран кăштах çеç çӳллĕ.

Хурт-кăпшанкă пурнăçĕ

Маншăн питĕ илертӳллĕ.

 

Лартăм эп чĕркуçленсе,

Чечеке пăхма пуçларăм.

Анне ларчĕ юнашар.

Унпа эпĕ асăрхарăм

 

Мĕнле вĕлле хурчĕ килчĕ,

Ларчĕ вăл чечек ăшне.

Сĕткене ĕмме тытăнчĕ

Хăйĕн вăрăм сăмсипе

 

Хурт–кăпшанкăн ĕç çине

Лартăмăр эпир пăхса.

«Мĕн тери ĕçчен ку халăх» —

Малалла

Тетте-лашасем


Пĕррехинче мана атте вылямалли теттесем туянса пачĕ. Ахаль теттесем мар — лашасем. Виçĕ лаша. Эпĕ питĕ савăнтăм. Кашни кун вĕсемпе вылятăп. Уçăлма уя илсе тухатăп. Çитеретĕп, шăваратăп. Шăварма ял çывăхĕнчи юханшыв патне илсе çӳретĕп. Пĕр тетти çине утланса ларатăп та ши-и-к! шăхăратăп. Теттесем тӳрех юханшыв патнелле вĕçтереççĕ. Эпĕ савăннипе юрласа яратăп. Юрла-юрла шыв хĕррине çитетпĕр, тăраниччен шыв ĕçетпĕр. Тутлă курăкпа хăналаннă хыççăн киле таврăнатпăр. Çапла кун хыççăн кун иртрĕ.

Пĕр каçхине вуниккĕ çитнĕ чухне эпĕ вăранса кайрăм. Куçа уçрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Пăхатăп: манăн тетте-лашасем чĕрĕлнĕ. Ĕненмесĕр татах пăхатăп, лайăхраххăн сăнатăп, чăнах та чĕрĕлнĕ! Эпĕ шăппăн сăнама пуçларăм: мĕн тăвасшăн-ши кусем? Лашасем манăн ĕçлемелли ĕçсене тăваççĕ! Пĕри чашăк-тирĕк çăвать, тепри урай çăвать, виççĕмĕшĕ пуçтарать.

Ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн пĕри ман пата пырса мана утиялпа витсе ячĕ. Тепри портфельтен кĕнекесем кăларчĕ. Вара пĕрле килти ĕçсене тĕрĕслеме пуçларĕç. Вырăс чĕлхипе икĕ йăнăш тупрĕç, тӳрлетрĕç, унтан акăлчан тата чăваш чĕлхипе, математикăпа йăнăшсене тӳрлетрĕç. (Эпĕ япăхах вĕренместĕп-ха, çапах та васканă чухне йăнăшсем сиксе юлкалаççĕ). Ручкăн пасти пĕтнĕччĕ, ăна та улăштарса сумкăна каялла чиксе хучĕç.

Малалла

Анне — çутă тĕнче


Аннене суйламаççĕ,

Ма тесен вал — пĕрре.

Аннене хурламаççе —

Вăл çуратнă пире.

 

Эс, аннеçĕм, юратнă

Кашнине чĕререн.

Ăшă туйăм вăратнă

Юрласа каçсерен.

 

Сана вăхăт илеймĕ

Ачусен чĕринчен.

Эсĕ — пурнăç илемĕ,

Эсĕ — çутă тĕнче.

 

Ачусем сас памаççĕ,

Тухса кайнă килтен.

Вĕсене ирĕн-каçăн

Чăтайми эс кĕтен.

 

Сухаланă пит тарăн

Çăн-питне хура-шур.

Çӳçӳнте сан, мăнтарăн,

Пурнăç пурçăнĕ пур.

Çăкăр лаши


Хĕлĕн-çăвĕн вăл çулран юлман.

Ик енче ун пулнă ик турта.

Çирĕм çул хушши юрта-юрта,

Ял-йыша ăш çăкăрсăр лартман.

 

Чаплă ут та ватăлать иккен.

Пурпĕрех туртатчĕ-ха хуллен.

Тăвалла хăпарнă чух паян

Чăтаймарĕ, ӳкрĕ ураран.

 

Кутăнла кӳлменччĕ пĕккине —

Ăсатмашкăн тиврĕ мĕскĕне.

Ĕçĕ йывăр пулнă-çке лашан...

Туртнă чух çакна асăрхаман.

Ким чечек


Ким чечекĕме шыраттăм

Анлă, ешĕл улăхра.

Тупрăм. Чăтаймарăм. Татрам —

Пултăр-и ялан çумра.

 

Тек сив çил сана хăратмĕ,

Тăм ӳкни хăрушă мар.

Ешĕлскерĕм, пит юратрăм —

Таврана ыр шăршă сар.

 

Пурте пултăр: ăшă, çутă...

Савăтра шыв тап-таса.

Çук чару та, ятлаçу та —

Пурăнасчĕ савăнса.

 

Ким чечекĕм шăппăн, юттăн,

Хурлăхлăн пăхать куçран:

Халăхăн та кунĕ шутлă

Уйăрсассăн тымартан.

Покровский соборĕ умĕнче


Мускав. Астăвăм керменĕ.

Пурнаççĕ унта музăсем.

«Чулран ăсталанă поэма», —

Калаççĕ иртен-çӳренсем.

 

Собор ирхи шуçăм пек çиçрĕ —

Пуç тайрăм асамлă алла.

Каçар, ятсăр чулçă! Çак ĕçшĕн

Ятна ылтăнпа çырмалла.

 

Ахаль хапха мар эп уçатăп,

Яр уçăлчĕ вăхăт хапхи:

Вунулттăмĕш ĕмĕр хуçа пек

Хăна кĕтме тухрĕ хайхи.

 

Шала пĕр-ик утăм тăватăп —

Тинкерчĕç куçран ĕмĕрсем.

Хĕм сапрĕ асамлăх хăвачĕ,

Хӳхлеççĕ тевет пек чулсем.

 

Чул мар, музăн типнĕ куççулĕ

Çĕртен тӳпене калланать,

Ят-сумсăр ăстаçăн кун-çулĕ

Аставăм пулса вуланать.

 

Чулран ăсталанă историн

Тăмхи паллă пулчĕ: «Çынна

Чунри мулĕ вилĕмсĕр турĕ,

Ытти йăлт куçать тусана».

Вăрманти тĕлпулу


Çак ĕç пĕр пĕчĕк ялта пулса иртет…

Пурăннă тет çак ялта пĕр хĕрача. Вăл Улькка ятлă пулнă. Улькка мĕн пĕчĕкренех ашшĕпе амăшĕсĕр тăрса юлнă, хăйĕн кукамăшĕпе ӳснĕ. Кукамăшĕсĕр пуçне унăн çывăх çын урăх никам та пулман. Улькка яланах унпа хайĕн чунне уçса калаçнă. Хĕр ача питĕ тирпейлĕ, ĕçчен пулнă. Вăл кукамăшне питĕ юратнă.

Пĕррехинче Улькка хăйĕн юлташ хĕрĕ патне пилĕк çухрăмри яла каять. Вĕсем нумай калаçса лараççĕ. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Часах тӳпене уйăх шуса тухать. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе куç хупмалла выляççĕ. Тулта тĕттĕмленсе каять. Хĕр киле каясшăн пулать.

— Улькка, юл ĕнтĕ, каç пулчĕ. Санăн уй витĕр каймалла-çке! Пĕччен çĕрле çӳреме хăрамалла, — тет ăна Ируç, Улькка юлташĕ.

— Çук, çук. Килех каятăп. Кукамай та мана çухатрĕ пулĕ. Эпĕ киле час таврăнманшăн кулянса çĕрĕпех çывăраймĕ, — тет Улькка.

— Ара, шăнкравла ĕнтĕ кукаму патне. Пĕр каçлăха юлсан нимĕн те пулмасть ĕнтĕ. Юл ман патра, çĕр каçмалăх вырăн та пур кунта, — терĕ Ируç.

— Эй, телефонăн зарядки те пĕтнĕ. Шанкăравлаймастăп. Сана кансĕрлес мар, килех каятăп.

— Кирлĕ мара ан калаç-ха, Улькка! Никама та кансĕрлеместĕн эсĕ.

Малалла

Хур кайăк çулĕ


Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр

Карталанса, карла-карла, кăнтăралла?

Çитес инçетĕр çав тери инçе-тĕр,

Çапах та ăнтăлатăр малалла.

 

Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр

Çунатсемпе çухрăмсене çĕне-çĕне?

Таçти çĕре те çаврăнса çитетĕр,

Çитет-тĕр çул виçме çине-çине.

 

Хур кайăксем мана хурав памарĕç.

Салху санар тĕрленчĕ тӳпере.

Çапах та çутă шанăç çухалман-иç:

Хур кайăк çулĕ юлĕ ĕмĕре.

Манăн тус


Сивĕ хĕл иртсе каять,

Ăшă çуркунне çитет.

Пĕтĕм вăрман чĕрĕлет,

Йывăç-курăк ешерет.

 

Ăшă енчен васкаса

Кураксем таврăнаççĕ.

Часрах йăва çавăрса

Чĕп кăларма васкаççĕ.

 

Çĕнĕ вĕллесем туса

Йăмра çине çакатăп.

Хамăн юрăç-туссене

Чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

 

Кунран кунах ăшăтать,

Юр та ирĕлсе пĕтет.

Çеçпĕл чечекĕ тухать,

Чунăма савăнтарать.

 

Çут çанталăк илемпе

Эп киленсе утатăп.

Симĕс тумлă улăха

Акă тухса тăратăп.

 

Улăх тăрăх илемлĕ

Урхамах чупса килет.

Мана утлантарать те

Çӳле-çӳле вĕçтерет.

 

Çак урхамах асамлă,

Вĕçмешкĕн те пултарать.

Çĕр çине ансассăнах

Ун çуначĕ çухалать.

 

Лаша пĕрре тапсассăн

Ылтăн-кĕмĕл сирпĕнет.

Унăн пĕккийĕ çинче

Йĕс шăнкăрав янăрать.

 

Эпĕ çак урхамахпа

Питĕ çывăх туслашрăм.

Вăл ман пата килессе

Чăтăмсăррăн кĕтеттĕм.

 

Малалла

«Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр теççĕ...»


Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр теççĕ.

Çапла ĕмĕтпе тухрăм вăрăм çула.

Туссем ăçтарах пулнине пĕлеймесĕр

Çаклантăм пĕччен пит хаяр тăвăла.

 

Çӳл ту, çил çапсассăн, сăмахсăр йăпатрĕ,

Чармарĕ хысакĕ çумне тершĕнме.

Тавах чун çумми! Аслати тек хăратмĕ —

Пăрахрăм тинех эп сиксе чĕтреме.

 

Хӳтте тăратнишĕн нимех те ыйтмарĕ:

Çынна ыр туни — кивçенле пани мар.

Чăн-чăн юлташа пурнăçра суйламарăм —

Суя пулмасассăн парать пархатар.

■ Страницăсем: 1... 408 409 410 411 412 413 414 415 416 ... 796