Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеУтартаӐшӑ ҫумӑрХĕçпе çурлаКатӑлнӑ уйӑхАкăшсем таврăнаççĕЮманлăхра çапла пулнă

Пурнăç кустăрми


1-мĕш пайĕ

Çамрăклăха асилсе,

— Ах, ах, ах — текелесе

Ларать ватă асатте

Кăмака сакки çинче.

 

— Килсе лар кунта, мăнукăм,

Каласа парам сана

Йывăр пулчĕ иртнĕ кунăм,

Манаймастăп çав вăрçа.

 

Çӳреттĕм эпĕ çамрăк чух

Кĕтӳ кĕтме лашасене

Ĕлĕкхи пурнăç çăмăл мар,

Лаша пит кирлĕччĕ пурне.

 

Çуркуннехи вăхăтсенче

Лаша туртать сухапуçне,

Вăл сухалать хура çĕре

Акмашкăн тырă ун çине.

 

— Мĕн ĕç туман–ши вĕсемпе?

Ăçта кăна çитмен-ши;

Вăрман турттарнă, кĕлтесем,

Утти те, улăм — пурте.

 

Каç кӳлĕмпе, ĕçсем пĕтсен

Анатпăр улăха,

Тăллатпăр урхамахсене

Яратпăр ирĕк

 

Эх! Пуçланать вара шăв-шав

Чупатпăр ыткăнса,

Мĕтри мучи чĕртет кăвайт,

Парать юмах ярса.

 

Шуçăм килет кăвакарса,

Пăс кармашать çӳле.

Çыврас килет, куç хупăнать,

Пур çын та ыйхăлать.

 

Çывăрса кайнă, тĕлĕкре

Курап Çилçуната.

Чупать пек савнă уй-хирте

Малалла

Пĕрле пурăнмаççĕ


Ĕлĕк-авал лаша хальхи пек карта-витере мар, пӳртрех пурăннă. Хуçипе пĕрлех апатланнă. Аш та тиркемен, çăкăр та юратсах кавленĕ, ытларах яшка юратнă, тортшăн каçăхсах кайнă. Сĕтпе пăтă, чей курăкĕнчен вĕретнĕ чей, кăштах шоколад лашашăн чи паха апат шутланнă.

Çывăрасса та тӳшек çинчех çывăрнă. Лашан пĕртен-пĕр кăлтăк пулнă, вăл тирпей-илеме юратман, пӳртри чечексене çитĕнме паман. Çакăншăн хуçи ăна яланах ятланă, лаша тӳрленме сăмах панă, тепĕр кунне вара хăй каллех чечекĕн туха пуçланă çулçисене татса илнĕ.

Пĕррехинче хуçисем лавккаран пин штук кирпĕч туянаççĕ. Лашана кӳлеççĕ, кирпĕчсене лав çине тиесе киле турттарма пуçлаççĕ. Лаша кунĕпе ĕçленĕ хыççăн унăн хырăмĕ хытах выçать.

Каçхине хуçисем апатланаççĕ, утне апата чĕнме манаççĕ. Апачĕ сахалрах пулнă, ут валли апат юлашки çеç тăрса юлать. Лаша валли çăкăр та çитмест.

Ут тулхăра пуçлать: «Паянтан сирĕнпе пĕрле пурăнмастăп! Кунĕпе пĕр канмасăр ĕçлерĕм, тăраниччен апат çиеймерĕм!»

Çапла калать те урамалла чупса тарать. Кунĕпех улăх-çаран тăрăх чупса çӳрет. Хырăмĕ выçса çитнипе киле таврăнать, анчах та пӳрте кĕреймест, хуçисем алăкне шалтан питĕрсе илнĕ.

Малалла

Женя ывăлăма


Ир пуçласа мĕн тĕттĕм пуличчен,

Хăйсен пуласлăхне чунтан кĕтсе,

Ача çуратмалли çурт умĕнчен

Каймаççĕ чечек йăтнă йĕкĕтсем.

 

Пĕрин пит-куçĕ — вĕçсĕр киленӳ,

Теприн сăн-пиче — татăлми тивлет.

Ман чунăмра вара иккĕленӳ:

Те хĕрача, те ывăл — кам пĕлет.

 

Сăнатăп тĕмсĕлсех чӳречене,

(Çӳлти хута пăхма кансĕртерех.)

Курах каятăп мăшăрăм сăнне,

Вăл халь нихçанхинчен те хитререх.

 

Ун аллинче, ун аллинче чĕркем, —

Те тĕлĕк пулчĕ ку, те — кĕтретех, —

Сиксе тухас пекех тапать чĕрем,

Вăл хĕрача е ывăл — пурпĕрех.

 

Тавах сана, мухтавлă Çут тĕнче!

Тинех ак çитрĕ ĕмĕрхи Тивлет,

Ун вилĕмсĕр сăваплă çуттинче

Ман юратас, ман пурăнас килет.

«Шурă фарфор чашăк...»


Шурă фарфор чашăк.

Хуп-хура сĕтел.

Пысăк сарă алăк.

Тунсăхлă тĕпел.

 

Эп — çав фарфор чашăк.

Хуп-хура сĕтел —

Ман яланлăх палăк,

Ман хура элчел.

 

Алăка уçмашкăн

Хăтланать такам.

Тен, мана çăласшăн

Кам-ши, кам-ши, кам?

 

Кăлăхах тăрăшать вăл

Алăк леш енче.

Ăна уçĕ тăвăл

Çурçĕр тĕлĕнче.

 

Шурă фарфор чашăк

Сивĕ урайне

Ӳкĕ те сасартăк

Тупĕ канлĕхне.

Каç кӳлĕм. Виççĕн


Аннене

 

Виççĕн ларнă та лараççĕ

Пĕрене çинче —

Виçе карчăк, виçĕ тантăш,

Виççĕш — виç тĕнче.

 

Чи малтан сӳтсе яваççĕ

Çĕн хыпарсене,

Мĕтрисен çухалнă хурĕ

Иртнĕ каçхине.

 

Вĕçелис мăнуклă пулнă.

Мĕн тери телей!

Çĕн мунча туса пĕтернĕ

Тимĕрç Ĕлĕкçей.

 

Çăвĕпе çумарĕ çумăр.

Йывăр çул кăçал.

Мĕн тăвас тен — çӳл тӳпешĕн

Турă çеç — хуçа.

 

Çĕршывра та йĕрке çук ав.

Тем лапăртăтаç...

Тиливисăрпа кăтартрĕç,

Ай-тур-тур, çĕркаç!..

 

Халь камсем пурнаççĕ лайăх?

Вăрă-хурахсем.

Çĕршыва та сутса ярĕç,

Чармасан вĕсем.

 

Ав, паян та параймарĕç

Пенси укçине.

Мĕн çисе пурăнмалла тет

Пирĕн малашне?

 

Хулара мĕнле пурнаç-ши?

Хуть эпир кунта

Юр-вартан та татăлмастпăр,

Аш та пур кăштах.

 

Ахальтен куçмаççĕ пулĕ

Хуларан яла.

Пирĕн ял та хула пулĕ

Малалла

Чунăма


Пĕрре çӳлте-çӳлте вĕçетĕн,

Тепре — ӳксе ванатăн эс.

Пĕрре эс хĕвел пек çиçетĕн,

Тепре — халь-халь сӳнес пек эс.

 

Мĕскер эс?.. Сывлăш-и, хĕлхем-и?..

Ăçта эс?.. Пур-и эс?.. Сана

Куç хӳрипе çеç ман курасчĕ...

Çук, кăтартмастăн эс хăвна.

 

Сана хăш чух чăтма çук тăвăр —

Эп çеç-и — пĕтĕм çут тĕнче!..

Эс ирĕклĕ. Анчах эс маншăн

Яваплă Турă умĕнче.

 

...Сахал пĕлетĕп эп, тунмастăп.

Эс ытларах пĕлен манран.

Кала мана, мĕскер вăл — Пурнăç.

Мĕскер кĕтет унта — кайран?!

 

Кала мана, мĕскер вăл — Вилĕм?

Кала, мĕнле пурăнмалла?

Кала мана, çак Чăтлăх витĕр,

Ăçта çити ман утмалла?..

 

Мĕскер эс?.. Сывлăш-и, хĕлхем-и?

Ăçта эс?.. Пур-и эс?.. Сана

Эп кăлăхах, тен, тархаслатăп.

Эс, тен, ман Ĕмĕтĕм кăна.

Сарпике — асамлă тĕнче Патши


Автан виççĕмĕш хут авăтсан Сарпике куçне уçрĕ. Тӳпене çĕкленекен хĕвел кантăкран пăхрĕ, хăйĕн ылтăн пайăркисене пӳлĕм тăрăх сапаларĕ. Пĕр пайăрки хĕр питне те çутатса илчĕ. Килтисем тăрайман-ха. Амăшĕ çеç тĕпелте кăштăртатать, ирхи апат хатĕрлет пулас. Сарпике çав вăхăтра тем асаилчĕ те йăл кулчĕ...

Йĕри-тавра тĕп-тĕттĕм. Куçа чиксен те нимĕскер те курăнмасть. Шикленнипе хĕр унталла-кунталла пăхса илчĕ. Çав вăхăтра алăк майĕпен уçăлчĕ. Сарпике çутă ӳкнĕ еннелле ялт пăхрĕ. Алăкран кĕрекен çутă куçа шартарса ячĕ. Куçне алăпа хпланипех вăл алăк патнелле утрĕ. Такам хăйне ятран чĕннине илтрĕ.

Куçне уçрĕ — ун умĕнче икĕ Урхамах тăрать. Иккĕшĕ те сăмахпа каласа пама пĕлмелле мар илемлĕ. Пĕри тин çунă юр пек шап-шурă, тепри — хуп-хура. Çутă çинче икĕ лаши те йăлтăртатса тăраççĕ. Вăрăм çилхисене пĕр еннелле тураса якатса хунă. Шурринне чечексемпе тыттарнă. Кĕлеткисем тӳрĕ, яштака. Сарпике умĕнче тапăртатса тăраççĕ, çавăнтах пуçĕсене ухса илеççĕ.

— Эпир сана тахçантанпах кĕтетпĕр, — терĕ Шурă учĕ.

— Мана...

— Çапла. Сарпике, Эсĕ пирĕн Пирĕшти, пирĕн Патша.

Малалла

Вĕрентекене


Кашни кунах çуралнă кун хĕвелĕн.

Вăййи те ĕçĕ — кăмăплă, хевтеллĕ.

Тӳпе арки çинчен сапать уяв ятне

Пурне те кирлĕ чĕрĕлĕх — парне.

 

Кашни кунах чун тухнă кун вĕрентекенĕн.

Вăйран ӳкет ĕçне вĕçленĕçемĕн.

Шырать чун канăçне килес ăру ятне

Валеçнĕ май этем пархатарне.

Йĕрсем


Çулсем чупаççĕ кай енне,

Йĕрсем ӳкеççĕ пит çине.

Пĕр-пĕринпе хĕресленеççĕ

Тарăнниие чи ăшăххи,

Йĕрсем пулса ӳкерĕнеççĕ

Этем телейĕпе хуйхи.

Çав йĕрсенче — кун-çул таппи,

Чун кĕввипе этем шăпи.

«Хĕсĕкрех иккен...»


Хĕсĕкрех иккен

Халь тăван кил-çурт.

Илĕртет ĕлккен

Инçетри мăн çул.

 

Пĕлес çук ăна,

Умăнти кунна:

Те телей сунать,

Те инкек кăна.

 

Этеме темме

Пӳрнĕ хур курма.

Кирлĕ мар йĕме,

Хурланма-тума.

 

Ватăлни каять,

Çамрăкки килет.

Çак шăпа-пая

Кашниех кĕрет.

 

Хĕн тивсен те, тем

Илĕртет инçет.

Пурпĕрех этем

Ыррине кĕтет.

 

Çавăнпах-и, тен,

Чĕтремест алли.

Çавăнпа этем

Пуринчен вăйли.

 

Савăнса-кулса

Эпир ӳсрĕмĕр.

Ырлăхне курса,

Хурлăх тӳсрĕмĕр.

 

Кĕреçе çĕре

Касса кĕчĕ пуль.

Çывхарать черет...

Тăкăнать куççуль...

■ Страницăсем: 1... 407 408 409 410 411 412 413 414 415 ... 796