Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанХусанЫлханлă хура çĕмĕртКĕтмен венчетÇич çунатлă куракТутимĕрАли-паттăр

Кăмăл-ĕмĕт


Ман кукка, хĕрлĕ командир Лисицын Кирилл Васильевич, тăван ваттана хӳтелесе ют çĕрте пуçне хунă. Пирĕн килте унăн çырăвĕ упранать. Унта вăл пире, тăванĕсене, хăй ача чухне лартнă хурăнсене пуç тайма ыйтать.

 

Вилсессĕн те пулсан, юратнă тусăмсем,

Илсе çитерĕр ӳтĕме тăван çĕре.

Курасчĕ ман, лараççĕ-и хурăнăмсем,

Вара ман лăпкă пулĕччĕ чĕре.

 

Самантлăха кăна эп уçăп куçăма,

Хурăнсене пуç тайăп юратса,

Тăван çĕре, ял-йышăма та урама

Самантлăх пăхса илĕп асăнса.

 

Вара эп кайăп çывăрма яланлăха,

Телей сунса юратнă халăха.

Трактор çурти


Усен-пулансем çуратса пама хатĕрленекен çĕр паян уяв тăвать: большевикла çуракин пысăк ĕçĕсем пуçланса кайнă паян унăн тулăх пичĕ çинче.

Пĕччен хуçалăхлисен анисене кукамай евĕрлĕ суха-пуç йĕрлесе пырать, колхозниксен уй тăршшĕпех тăсăлакан мăн «анине» кӳлмесĕрех кӳлнĕ трактор кăпăшлантарса пырать.

 

* * *

Хĕвел кăнтăрлана çитет. Сасартăк инкек пулнă уйра. Трактор, чипер ĕçленĕ çĕртех, чăхăмла пуçланă. Çынсем трактор тавра кускаласа кăна тăраççĕ. Пĕри, астăвайманнипе, «ну!» тесе те пăхрĕ трактора, анчах хурçă лаша «ну!» тенине итлемерĕ, вырăнтан та тапранмарĕ. «Тракторисчĕ» аптраса çитнĕ. Вăрçаççĕ ăна та, унăн «помощникне» те, тракторист вырăнĕнче ĕçлеме пултарайманшăн пăскăртаççĕ. Тракториста:

— Кам хăямачĕ чирлеме хушнă ăна хĕрсе ĕçлемелли вăхăтра, — терĕ трактор ураписем çине пăхса, пĕр хура сухал.

— Çынни вилес пек чирленĕ. Ним пĕлми выртать, эсĕ ăна вăрçатăн, — терĕ хирĕç кĕске пиншакли.

— Унтри кунтри — тыр кунти! Тьфу, санпала! Трактор тытса пыма пĕлетĕп тесе мухтанатăн. Ху лартăн та пĕр талăк та сухалаймарăн, трактору чарăнса та ларчĕ, — тесе вăрçаççĕ трактористăн «помощникне».

Малалла

Сырăш


Çулла илем кӳретчĕ урама

Çурт умĕнчи ем-ешĕл хурама.

Халь витĕнчĕ вăл шурă мамăкпа:

«Епле илемлĕ!» — тĕлĕнет аппа.

 

Кунта пасар тăваççĕ кайăксем —

Çерçисемпе хитре кăсăясем.

Эп сырăш çакрăм хурама çине,

Ялан хуратăп ирсерен çиме.

 

Тĕпренчĕкпе сап-сар вир пĕрчине

Сăхаççĕ кайăксем çине-çине,

Куллен хăналанаççĕ... Кур, сăна;

Чĕвĕлтетеççĕ:

«Тавтапуç сана!»

«Паттăр ĕç тума халь йывăр...»


«Паттăр ĕç тума халь йывăр», — теççĕ

Час-часах çынсем. Вара калатăп:

«Паттăрлăхпа пурнăç юнашар çӳреççĕ,

Кунсерен эп паттăрлăх куратăп...»

 

Кашни çын çуралнă ырă ĕç тумашкăн,

Ырă ĕç туни вăл — паттăр ĕç туни.

Çăмăл, теççĕ, начар çын пулмашкăн,

Паттăрлăх вăл, тетĕп, чăн-чăн Çын пулни.

«Пире ăссăррисем ялан ăса вĕретнĕ...»


Пире ăссăррисем ялан ăса вĕретнĕ,

Пил суннă ачаран пилсĕррисем.

Таса шыв мар, лачакари шыва вĕретнĕ,

Сиплевçĕсем пулса,

эмеллĕх

палачсем.

 

Пире сутăнчăксем тасалăха вĕрентнĕ,

Ырра савма вĕрентнĕ пӳтсĕрсем.

Элекçĕсем пире элек те çырар тенĕ,

Чăна савмашкăн чĕннĕ усалсем.

 

Пуласлăхне çухатнисем пуласлăх суннă.

Çĕршывшăн чĕннĕ кĕрешме иудăсем.

Эпир мĕн ачаран тертпе асапра çуннă,

Курман ниçта та чăнлăх çутисем.

Хăнара


Тенис шăппăн кĕчĕ

Пӳлĕме:

«Ырă кун сунатăп,

Асанне!»

Кĕтнĕ-тĕр асламăш

Тениса, —

Кăкшăмран вăл ăшă

Сĕт ăсать.

Çатмине сĕрет те

Çупалан

Пĕлем тутлă питĕ

Унпалан.

Ыр асламăш хапăл.

— Лар, хăна, —

Кăмăллăн сăйлать вăл,

— Çи кăна!

Аçу пек, тĕреклĕ,

Пысăк пул,

Тыт хăвна йĕркеллĕ,

Ашшăн кул.

Пĕчĕк хăна тутă

Сăйланать.

Ват асламăш хытă

Савăнать.

Хаваслă ачалăх


(Кукаçи каласа панă тăрăх çырнă калав)

 

Эпĕ каллех тăван уй-хирпе хавхалануллăн пыратăп. Тăван киле васкатăп. Тавраналла пăхса пынă май ача чухнехисем куç умне уççăн тухса тăчĕç. Çак уй-хирте эпир тырă та вырнă, кĕлте те турттарнă, пысăккисемпе пĕрлех тĕрлĕ ĕç тунă. Халĕ, авă, йĕри-тавра машина шавĕ тăрать: çураки пырать. Часах вăйлă тырă кашласа çитĕнĕ кунта. Ун чухне пусăсене хăватлă комбайнсем кĕрлесе тухĕç.

Тыр-пул пирки асаилсен, маншăн чи малтанах кĕлте кунĕ чухнехи манăçми самантсем çаврăнса çитрĕç.

Лав хыççăн лав пырса тăрать çатма пек яп-яка та пысăк йĕтем çине. Урапа çинчен пушатнă кĕлтесенчен пысăк капансем ӳсе-ӳсе лараççĕ. Вĕсене Турчка кассинчи сарлака çурăмлă, çавăн пекех сарлака сухаллă Антун мучипе Аслă урамри Капăртма Çӳппи пичче купалаççĕ. Капан тăррине тăрланă чухне урапа çинчи кĕлтесене сенĕкпе тирсе çӳлтисене тыттаратпăр.

Çуллахи каникулта колхозра ĕçлеме эпир пурте хавасчĕ. Яшсем пурте тенĕ пекех лаша кӳлсе ĕçе çӳреме юрататтăмăр. Ĕçлесе илнĕ укçипе хут-кăранташ, кĕнеке-тетрадь илме пулать. Ялти клуба кино курма çӳреме те аннерен укçа ыйтмастпăр-çке. Çавна май çуллахи ĕççи вăхăтĕнче хастар пионерсем пурăнакан çуртсем умĕнчен лаша ураписем татăлма пĕлместчĕç. Йывăç урапасем çумĕнче тикĕт шăршисĕр пуçне уйри курăкпа çĕнĕ çăкăрăн техĕмлĕ шăрши сисĕннĕн туйăнатчĕ.

Малалла

«Пĕлместĕп, тĕлĕкӳ мĕнле-ши...»


Пĕлместĕп, тĕлĕкӳ мĕнле-ши,

Куратăн-ши курман хăватсене?

Шаккам-и кантăкран? Пӳрте кĕресшĕн,

Сана курасшăнах çунать чĕре.

 

Иртни иртнех. Сана текех чăрмавлăн

Каç кӳлĕм вăратмашкăн çук сăлтав.

Тунсăхлисем çӳреччĕр-и юлхавлăн —

Маттурсене ку вăхăтра мухтав.

 

Пĕлетĕп, эсĕ маншăн — сӳннĕ çăлтăр,

Тахçан хĕмленнĕ вутсăр юрату.

Иртни асра пĕр чĕптем те ан юлтăр,

Ан вырттăр тутăхса чипер яту.

 

Пĕтни пĕтнех. Ăна эп çавăраймăп,

Йăл-йăл кулса пăхаймăп камитле.

Ку чухнехи виçе пит йывăр таймĕ —

Черчен чунлисене халь кам итлет!

 

Пĕлместĕп, кам тесе мана шутларăн:

Те ирĕк çулçӳревçĕ, те манах...

Пулин! Эс ман тасалăх, манăн парăм,

Эс манăн асăмран тухайманах.

 

Сана эп каç та, ир те тĕл пулатăп:

Эп сан сăнна шыратăп çынсенче.

Тăхтам, хама кăштах туям-ха ватă,

Ан тив, ман канăç пултăр иртнинче.

Ёлкăра


Чи капăр, аслă пӳлĕме

Пуçтарăнтăмăр туслăн,

Çĕн çулăн чаллă уявне,

Туссем, хаваслăн пуçлăр.

 

Йăлл! йăлкăштарчĕ вут-хĕмне

Илемлĕ ёлка пирĕн.

Çĕклерĕ вăл кашнин чунне,

Янратрĕ юрă вирлĕн.

Манăн тусăмсем


Ача садĕнчен киле

Хăвăртрах çитес килет.

Кантăкран сăна-сăна,

Туслă йыш кĕтет мана:

 

Çăмламас маттур Кампур,

Хăмăр куç, упа та пур,

Ав мулкач — Чипер хăлха,

Ват кушак — Хура чăлха.

 

Таврăнатăп та киле

Эп каç пулнă тĕлелле,

Ачашлатăп кашнине,

Ытарми тусăмсене.

■ Страницăсем: 1... 410 411 412 413 414 415 416 417 418 ... 796