Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурнӑҫ утравӗсемЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеЯл калавĕКĕтмен венчетСалампиИлемКайăк тусĕ

Çумăр


Кĕрлесе те шавласа,

Килчĕ çумăр васкаса.

Тăкрĕ шыв вăл çӳлтенех,

Çĕре турĕ йĕп-йĕпе.

 

Коля, Саша, Урине,

Тăхăнмасăр пушмакне,

Тухса чупрĕç урама

Кӳлленчĕксем шырама.

Хăрушă кун


Хăяр шӳрпи нумай çинĕрен, Хăяршӳрпи Хĕветĕрĕ тесе хушамат панă ăна ял çыннисем. Ашшĕ унăн Хăяршӳрпи пулман, Упрам ятлă пулнă. Хĕветĕр Упрамчă темелле пулнă ăна, ашшĕ ячĕпе чĕнес пулсан.

Пĕрре çав Хăяршӳрпи Хĕветĕрĕ, вăрман каснă çĕртен ĕшенсе таврăннă хыççăн, канма выртнă. Канма выртсассăн, хăлтăр! тутарнă сасă илтнĕ.

Хăлтăр! Шăн-шан!..

Хĕветĕр ура çине сиксе тăнă.

Хăлтăрр-р-р!.. Шăн-шан!.. тутарнă кăллех пӳртре.

— Воспоти! — тесе сăхсăхса илнĕ Хĕветĕр. Чăнкăрт! илтĕнсе кайнă кăмака умĕнчи турчăка сасси.

Хĕветĕр ура çине тăрса кам çавăн пек аташса çӳренине шырама тытăннă.

Пӳртре никам та курăнман.

— Фу ты! — тенĕ Хĕветĕр.

Тĕпелте ларакан сĕтел вырăнтан тапранса, Хĕветĕр патне тăват урисемпе утса пырса, тăпăрт-тăпăрт туса илнĕ.

Йывăç сĕтелĕ:

— А-ă-ă! Мур кĕвенти! — тенĕ çын сассипе. — Мур та мар эс, этем те мар... Этем кӳлепи çеç... Хăяр шӳрпипе паранкăсăр пуçне ман çине нимĕн те лартмастăн! Мункунтанпа аш яшки курман. Каятăп кунтан. Колхоза куçатăп, — тенĕ.

Сетел хăйен арчине (сунтăхне) уçнă та Хеветĕрĕн ырхан пичĕ çине лач сурса хунă.

Малалла

«Сахал мар тĕлпулу-уйрăлу...»


Сахал мар тĕлпулу-уйрăлу,

Сахал мар çулсем юлчĕç хыçра.

Сан сăну, сан куçу, сан куллу,

Яланах асăмра, асăмра.

 

Тинĕсре тулашать тискер çил,

Йĕп чиксен те курмаççĕ куçсем.

Ун чухне те умрах тăван кил,

Умăмрах сан сăну-çӳçӳсем.

 

Ун чухне, лутка-кимĕ путсан,

Пĕр-пĕччен чух хаяр тинĕсре,

Эпĕ туйрăм: чун сывă пулсан,

Пĕр никам уйăрас çук пире.

 

08.12.1958.

Хĕлле


Хĕл-арманçă аранах

Арманне юсарĕ.

Çĕр питне шур çăнăхпа

Тăрăшса хупларĕ.

 

Вĕçре шур юр сывлăшра,

Савăнса ташларĕ.

Хĕл-арманçă çӳлтенех

Çак ташша сăнарĕ.

«Мăр-мăрăлкка шур кушак...»


Мăр-мăрăлкка шур кушак,

Тяпписенче çăм пушмак.

Мăр-мăрăлкка мăрлатать,

Хăй хуçине юратать.

«Çăлтăр ӳксе çут йĕр хăварнă пек...»


А ты? Ты мне видна, как тусклая планета:

Не ярче всех других, не ближе всех других.

Николай Старшинов

 

Çăлтăр ӳксе çут йĕр хăварнă пек

Эс манăн чĕрене чĕрсе хăвартăн.

Халь ĕнтĕ лăплансассăн пĕтĕмпех,

Пĕлетĕп — пурнăç çулĕ васкаварлă.

 

Эс маншăн халь таçти-таçти мĕлке,

Хуркайăк Картинчи путланнă çăлтăр:

Сӳнсен те хăй çутийĕ килнĕ пек —

Юлашки хут кăтартрăн тĕксĕм йăлтăр.

 

1961, ака, 28.

Кĕрхи кунри тамаша


Ĕçе пуçласа яраканни Çитăр мучин вăрăм сухаллă качаки пулнă.

Вăрăм сухаллă качакин тăнĕ çук. Çавăнпа çав качака, хуçинчен ыйтмасăрах, Михаля мучин ял хĕрринчи ани çине калча çиме кĕрсе кайнă.

— Э-э! — тенĕ Михаля мучи, Çитăр мучин качаки хăйĕн калчине çисе тăнине курсан. — Э-э, пукравра ман чышкăсем санăннинчен йывăртараххине лайăх туйтартăм та, халĕ хирĕç тавăрас шухашупа качакуна ман калча çине ярса, сăтăр тăвас терĕн-и? — тенĕ вăл, ним те пĕлмен Çитăр старике вăрçса.

Çак сăмахсене каланă хыççăн Михаля мучи, Çитăр качакине хӳринчен патакпа çапса, Пракух мучи ани çине хуса янă. Унтан, киле таврăнсан, хăйĕн виçĕ сурăхне Çитăр мучин ани çине хуса тухнă.

— Ме, çийĕр Çитăр сухалĕн калчине! Пĕтĕмпех çисе ярсан та паян сире чару çук.

Михаля сурăхĕсем Çитăр «сухалĕн» калчине саранча пек сырса илнĕ. Михаля хе-хе-хе! тесе кулса тăнă. Кулса тăрансан, килне таврăннă.

Кăштах тăрсан, Çитăр мучи тула тухсан, çивчĕ куçĕсемпе уялла пăхнă та ани çинче Михаля сурăхĕсем çӳренине курнă.

— Эх, мур çăпатин хăрах кантри, — тенĕ вăл, кӳршĕре ларакан Михаля пӳрчĕ еннелле юнаса. — Сурăхусене ман калчана çитерсе самăртма шухăш тытрăн-и? Анчах çăкăр-тăвар кирек хăçан та хире-хирĕç. Манăн та сурăхсем пур.

Малалла

«Илсе панă Уçăпа...»


Илсе панă Уçăпа

Кăвак куçлă шур упа.

Уçăп халь унпа пĕрле

Пуçтарăнать Çурçĕре.

«Эп ют çĕре каятăп-и...»


Эп ют çĕре каятăп-и,

Ларатăп-и çырса килте,

Йывăрлăхра пулатăп-и,

Пулатăп-и таçти çĕрте,

Эх, мĕн тери аван.

Савни савса кĕтет пулсан.

 

Васкать апат-мĕн тупăнсан,

Кашни чĕрчун хăй йăвине.

Мĕн-ма тесен хăй мăшăрне

Кĕтет унта ами чунтан.

Эх, мĕн тери аван,

Кам та пулин кĕтет пулсан.

 

01.06.1957.

Савнă Розăна


Кулса кăна пăхатăн та куçран

Ман чĕрене чунтан савăнтаран.

Телейлĕ, тусăм, эпĕ санпалан,

Эс пулмасан, епле пурнас-ха ман?

 

* * *

Сана курсан, çунат хушать чĕре,

Сана курсан, çӳле вĕçес килет,

Сана курсан, алра та ĕç вĕрет,

Сана курсан, çут тĕнчене илем килет.

 

* * *

Юрат мана, таса чунтан юрат,

Юратура телей тупать чĕре.

Маттур çынна савмашкăн та юрать,

Начар çынна чĕре чунтан чĕрет.

 

15.05.1957.

■ Страницăсем: 1... 414 415 416 417 418 419 420 421 422 ... 796