Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йышăнман сăмахсемҪавраҫилХĕçпе çурлаАтăл шывĕ юха тăратьЫлтăн вăчăраПахчапа мунча хуҫиАсаттесем

«Ун чух, тен, пулĕ çумăрлă çанталăк...»


Ун чух, тен, пулĕ çумăрлă çанталăк,

Ӳккелĕ юр, ирĕлейме манса...

Ытахальтен мана эс сулăн алă

Ху ăшунта кайнишĕн савăнса.

 

Эп ӳпкелемĕп эс инçе кайнишĕн —

Телей айне чарак лартмашкăн çук.

Ал сулăп çеç (йăли çапла ял-йышăн) —

Таса чунран сунса телейлĕ çул.

 

1961, пуш уйăхĕ.

Вăрман Çĕктер, Хыркасси.

Çичĕ çыру


Тĕлĕкре курнăн тăвас пуль кунта каланисене. Калăпăр, эпĕ, алла ручка тытса, «Капкăн» валли статья çырма ларнă пултăр. Çырса ларнă çĕртех, куçсем çывăрса кайнă пирки, хам та çывăрса кайнă пултăр. Пулăшкомсемпе ревизи комиссийĕсем пек (мар, чăн-чăнах çывăрса кайнă пултăр. Калăпăр, пыр шăтăкĕ харлаттарнă пултăр, сăмса шăтăкĕ ши-ши! шăхăрса хăй кĕввине каланă пултăр. Çав пыр шăтăкĕ харлаттарнă вăхăтра эпĕ тĕлĕк курнă пултăр. Тĕлĕкре редакци ячĕпе çырусем нумай килнĕ пултăр. Çав нумай çырусенчен çиелтисене алла тытса конверчĕсенĕ чăр-чар çĕтсе, ăшне чикнĕ хучĕсене вулама тытăннă пултăр. Ну, тытăнăпăр вулама!

 

Пĕрремĕш çыру.

Шупашкарти пĕр комиссариатра ĕçлекен («ларакан» тесен те юрать) аллине пусса янă пĕрремĕш çыру çине. Ахаль çын мар — комиссариатра ĕçлекен пысăк çын. Çавăнпа унăн çырăвне вуласа панă чухне хăлхана тăратсах итлемелле. Хăлхăрсене тăрататăр пулсан, вуласа парам.

«Акса хăварнă ыраш калчисем çине выльăхсем ярса ваттарассине чарас тĕлĕшпе вирлĕн ĕçлеме кирли çинчен районсене кăтартусем çителĕклĕ панă пулин те, райĕçтăвкомсем вăл тĕлĕшпе çителĕклĕ ĕçлемен. Ку япала райĕçтăвкомсем енчен питĕ пысăк çитменлĕх пулса тăрать. Халĕ, социализм тунă чухне, тырпула уйра лайăх пăхса, ăна выльăхсемпе ваттармасăр çитĕнтерни (ӳстерни) кирлĕ...»

Малалла

Шкул, тараватлă пул!


Пирĕншĕн çулталăк иртрĕ,

Тепĕр хут сентябрь çитрĕ.

 

Савнă шкул пире кĕтет,

Лайăх вĕренме хистет.

 

Сывă-и, юратнă шкул,

Тараватлă, ырă пул!

Кампур


Кампур — пирĕн йыт çури.

Вăрçтарап ăна юри:

«Эй, Кампур, кунта кам пур?

Каласам часрах Кампур».

Тарăхать вара Кампур:

«Кам пур, кам пур... Эпĕ пур!»

«Çĕмĕрт шур юр пекех шурă...»


Çĕмĕрт шур юр пекех шурă,

Ешĕл чечек çеçкере.

Тусăм, каçпа сана курăп,

Эс çеç ялан чĕрере.

«Тăвăл тухнă та...»


Тăвăл тухнă та...

Улать те ахăрать анчах.

Хăрамастăп сан çумра эп

нимĕнрен пачах.

Ман шăпа пĕрле пĕрлешнĕ,

ӳснĕ саннипех,

Уйăрма нимле меслет те

тупас çук тинех.

План!.. план!.. план!..


План... План... План... Пысăк плансем пуçра. План-н-н!.. План-н-н!.. Тон!.. Тон!.. План-н-н! 55 пăтлă чан план!.. — тесе Пахомов шухăшĕсене инçете илсе каять. Çĕн çул каç çĕнĕ шухăшсем. План-н-н!.. План-н!

План тăрăх «таса атте» Пахомов халăхпа лăках тулнă чиркĕвĕн амвонĕ1 çинче сарăлса тăрать. Хăй шухăшласа кăларнă çĕнĕрен те çĕнĕ чиркĕвĕн пупĕ вăл. Халăхпа пĕрле кăнтăрлахи кĕлĕ тăвать.

— Ашшĕн, ывăлĕн, çветтуй сывлăшĕн ячĕпе паянхи спектаклĕн пĕрремĕш пайне итлĕр! — тесе Пахомов кăнтăрлахи кĕлле пуçласа ярать.

Хор:

— Итлетпĕр, итлетпĕр, итлетпĕр, — тет нотлă кĕвĕпе.

— Ырă кăмăлпа физкультур тума тытăнар! Халăх сăхсăхмалли физкультура тума тытăнать.

— Малалла лозунгсене итлеме пуçăрсене тайăр!

Халăх кăмăллăн таять.

— Çавалстроя тăвас ĕç хăвăртланса пытăр тесе, çĕнĕрен хапрăк-савăтсем тăвас ĕç ӳссе пытăр тесе, çул-йĕрсем тăвас тĕлĕшпе Автодор вăйлăрах ĕçлесе пытăр тесе, физкультур туса илер.

Халăх сăхсăхать.

— Кооператив лавккисем умĕнче тăрса каймалли черетсене пĕтерес тесе, тавар хакĕсем 10-шар процентăн йӳнелччĕр тесе, физкультур туса илер.

Малалла

Катюк ĕмĕчĕ


Катюк аннă кӳл хĕрне,

Хăвса килнĕ хурсене.

Эх, ишеççĕ чĕпписем,

Шампăлтатаç урисем.

 

Катюк тăрать савăнса,

Хăйпе хăй шухăшласа:

«Акă кăштах ӳсем-ха,

Эп те пĕрле ишĕп-ха».

«Кунçул иртсен, иртсе кайсан яш вăхăт…»


Кунçул иртсен, иртсе кайсан яш вăхăт,

Янах çине шăтсассăн мăк сухал,

Эп сан сăнна алла тытса, тен, пăхăп,

Ӳпкелеп çукшăн яшлăхри вăй-хал;

 

Ыратĕ чун тĕллевсĕр иртнĕ çулшăн,

Ĕнселĕ еншĕх тунсăх пулнăран.

Пĕр эсĕ çеç ман ĕмĕтре ан улшăн:

Сана кура хама эп хак парам.

 

1961, пуш, 2.

Вăрман Çĕктер, Хыркасси.

«Шур юр çинчи чĕр сасă пек…»


Шур юр çинчи чĕр сасă пек

Ăшра асапăм натăртатрĕ,

Чĕре ани туртса ыратрĕ —

Эс иртрĕн пĕр чĕнмесĕрех.

Çулталăк кĕтнĕ тĕлпулу

Асамлă асилӳ вăратрĕ,

Пĕр евĕр тунсăха пăлхатрĕ —

Умра çуталчĕ сан куллу.

 

1960, раштав.

■ Страницăсем: 1... 416 417 418 419 420 421 422 423 424 ... 796
 
1 Амвон — чиркӳн чаршавлă, ик еннелле уçăлакан малти алăкĕ умĕнчи пупсем тăракан вырăн