Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунЫлтăн вăчăраПирвайхи юратуСулпикепе Валĕм хунЧипер АннаВăрман ачисемЧапшăн пурăнмастпăр

«Тăшманăмсем çĕршывăм умĕнче...»


Розăна

Тăшманăмсем çĕршывăм умĕнче

Элеклесе чĕр хурлăх кăтартсассăн,

Туссем çухалчĕç куçăм умĕнчен,

Эп юлтам пĕчченех. Сывларăм ассăн.

 

Ун чух, тен, эс пулман пулсан,

Йывăрлăха чăтас та çукччĕ пулĕ.

Никам та мар, пĕр эсĕ çеç ялан

Манпа пĕрле çакаттăн хурлăх чулĕ.

 

Чул мар, пăр мар, металл та мар мана

Çирĕпленме, тăма вĕрентрĕ тачă.

Пĕр эс шанни те ĕненни кана

Тĕреслĕхе тупмашкăн шанчăк пачĕ.

Ылтăн витри


Пĕр пус укçа çĕр чул айĕнче выртать тенĕ ваттисем те, тен, тĕрĕсех мар пуль вăл. Укçана çул çинче те тупма пулать. Сăмахран, пĕр-пĕр хуçа, çула тухас умĕн кĕсйинене арăмне саплаттарма ĕлкĕреймен пулсан, унăн укçи тухса ӳкет те çул çине, эсĕ ăна тупатăн. Тупатăн та пуятăн. Çил армань лартма та юрать вара вăл укçапа.

Танила Мĕкĕти çавăнпа та укçа-тенкĕ шеллемест. Пĕр пус укçана вара сурчăк вырăнне те хумасть. Ав, нумаях пулмасть пасарта кăвас сутакан майрана тӳрех çапла каланă вăл:

— Пĕрре ĕçнĕ чух, — тенĕ, — ним шеллемесĕрех ĕçес-ха. Пар-ха мана пĕр пуслăх кăвас, — тенĕ.

Укçа тупма пултарнăран çапла каланă вăл. Укçа ăçта выртнине пĕлет, тен, вăл.

Пĕрре çав Мĕкĕте пуясшăн 15 çухрăм ял тавра мул шыраса çӳренĕ те, анчах вăл вăхăтра çул çине укçа пăрахса хăвараканнисем пулман та, Какаç ятлă яла, Чĕлĕм Раманĕ патне, çул май, кĕрсе тухнă.

Чĕлĕм Раманĕпе вăл пĕрмай (çу çименни 3 уйăх иртнĕ пулин те) куçĕсене çуллантарса пуясси çинчен юмахласа ларнă. Чĕлĕм Раманĕ Мĕкĕтене каланă:

— Эпĕ сана пуйтарăттăмччĕ те, эсĕ только çынна каласран хăратăп, — тенĕ.

Малалла

«Сăпран çанталăк, сăпранлă çумăр…»


Сăпран çанталăк, сăпранлă çумăр,

Сăпрамĕ мар-ха кăшлать чуна.

Кĕтмен çынна хисĕп те тумăр...

Сăпраншăн мар вет шуçмасть çуна...

Август — Çурла


Уй-хирте ытла та ырă,

Уй-хирте выраççĕ тырă.

Тинĕсре çӳренĕ майăн

Ылтăн мул пухать комбайн.

 

Пахчара эпир ĕçлетпĕр,

Панулми пухса кĕртетпĕр.

«Пĕрре чĕнеп, тепре чĕнеп...»


Пĕрре чĕнеп, тепре чĕнеп,

Чĕнместĕн эс, курмастăн эс.

Пĕрре чĕнеп, тепре чĕнеп,

Чĕнместĕн эс, илтместĕн эс.

Сана савса куçран пăхап,

Анчах та эс куçна хупан.

Санран ыйтап чăн юрату:

«Саван пулсан — пĕрре чупту...»

Кулатăн эс, çакна илтсен:

Мĕскер тăвас: «Ай çук!» тесен.

Кăвакарчăн


Ылттăн теклĕ кăвакарчăн

Хăй йĕрет, çапах куççульне чарчĕ,

Вăл тусне кĕтет.

Тусĕ ун инçе-çке кайнă,

Тен, ăна пачах та маннă,

Кăвакарчăн пурпĕрех кĕтет.

 

Йăлт кăвиклетме пăрахрĕ,

Апатне те тек хыпса пăхмарĕ,

Хуйхăрсах ларать.

Çӳлелле вĕçсе каять те,

Çаврăнса вĕçсе çӳрет те,

Каялла, çĕре вĕçсе анать.

 

Кăшт пуçне усса тăрсассăн,

Пăртлатса вĕçсе каять каллех ним сассăр,

Тантăшне кĕтет.

Вăл кĕтет, анчах та лешĕ

Таврăнмарĕ халь те темшĕн,

Кăвакарчăн пурпĕрех кĕтет.

 

Ак сасартăк пырса ларчĕ

Ун патне кĕтмен ют кăвакарчăн,

Кăлтăртатрĕ тек.

«Тантăшу сан вилнĕ ĕнтĕ,

Вăл килмест!..»

Тата тем чĕнчĕ.

Хирĕç илтрĕ:

«Çук, вăл килетех!..»

 

Хăтланать ыталама та,

Вăтанмасть тутинчен чуптума та,

«Эп саватăп!» тет.

Кăвакарчăн итлемерĕ,

Лешне хиреç нимĕн те чĕнмерĕ,

Савнинех кĕтет.

 

Акă çитрĕ кĕтнĕ кунĕ,

Таврăнчĕ килне савнийĕ унăн:

Малалла

Вăтăр çул иртсен...


Петя тетене халаллатăп

 

1

Пуйăс чикĕ урлă каçсассăн та Патрей лăпланаймарĕ. «Епле шыраса тупрĕç-ха мана поляк харцерĕсем. Ятăма-хушаматăма, эпĕ Чăваш çĕршывĕнчен иккенне ăçтан пĕлнĕ-ха вĕсем? — шухăшларĕ вăл. — Чим, аттен вилтăпри çине çырса хуни тăрăх шыраса тупман пулĕ те...»

Пуйăс анăçалла васкать. Вăрмансем витĕр тухать, кĕперсем урлă каçать, васкать те васкать.

Патрей ашшĕн вилтăприйĕ çине мĕн çырнине асаилме тăрăшрĕ. Унта вăл Чăвашстанран иккенне палăртманччĕ. Пурĕ те темиçе сăмах çеçчĕ: ят, хушамат, хăçан вилни. Айккине вара: «Коля, эпир саншăн тавăратпăр», — тенĕччĕ.

Патрей вакун чӳречи патне пырса тăчĕ. Çапла, çак çултан çурçĕр еннерех вĕсен дивизийĕ хаяр çапăçура аркатса тăкнă тăшмана йĕрлесе пыратчĕ. «Померанине тухатпăр!» — тетчĕ хăшĕ-пĕри. Ун чухне Кенигсберг таврашĕнче хаяр çапăçусем пыратчĕç. Çирĕп унка лекнĕ фашистсен дивизийĕсем урса кайса хирĕç тăратчĕç, вăрçă пĕтесси куçа чарса пăхсан та курăнмастчĕ-ха.

«Шăп та лăп çак вырăнсемпех иртсе пынă-çке эпир», — шухăшларĕ Патрей. Анчах, тăрăшса пăхсан та, вăтăр пĕр çул каялла çапăçу пынă вырăнсене паллаймарĕ вăл.

Малалла

Парне


Парнелерĕç Сашука

Çăмламас хура упа.

Ăна тытрĕ хăлхинчен,

Тек ямарĕ аллинчен.

Çутăр çумăр


Çумăр пĕрчисем шап-шап!

Ӳккелеççĕ çĕр çине.

Пĕчĕк Машук урамра

Тытнă чечек чӳлмекне.

 

Çутăр-ха, — тет, — вăйлăрах,

Пултăр чечек тасарах,

Пултăр вăл илемлĕрех,

Пултăр тата хитререх!

«Пахча варринчи пулă кӳлли...»


Пахча варринчи пулă кӳлли

Пулă вылямасăр пулханмасть.

Чунăм савнă тусăма

Куллен-кун курмасан,

Çамрăк чĕрем лăпланмасть.

Пирте тăн-пуç пулас çук,

Савнă туса курмасан.

Ĕçсе-çисе ăна кĕрес çук,

Пĕртте хыпарне илтмесен.

Пĕртте илтмерĕм пĕр уйăх;

Пĕрре ка[й]рă шырама,

Урам варринче тĕл пултăм.

«Сывă-и, тусăм?» терĕм те —

Икĕ куçĕнчен шыв тухрĕ,

Икĕ пичĕ хĕрелчĕ,

Юн сиксе тухас пек, —

Пĕр кăмăлсăр юлайчĕ.

■ Страницăсем: 1... 417 418 419 420 421 422 423 424 425 ... 796