Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнПолк ывӑлӗПепке çуралсан...Юрату йĕтесĕУтартаТанатаКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

«Пӳрт умĕнчи решетке...»


Пӳрт умĕнчи решетке,

Тĕрлĕ лайăх йывăçран

Тунă иккен ăсти те —

Пусмасăрах улăхмалла,

Утмасăрах кĕмелле.

Ай-хаях та çамрăксем,

Аллăрти сарă перçетке,

Çыхнă иккен хăйне те

Çара кăчăк çумĕнчен

Сарă, кăтра, ватă хĕрсем

Алăпа мар, урапа

Каçхи уйăх çутипе.

Ай-хаях та çамрăксем,

Ӳснĕ иккен хăйсем те,

Улăх хĕрринчи хăва пек,

Пĕр кукăр-макăрсăр,

Çавăн пысăкăш ӳссе те,

Такçан ĕç курман пек.

Курассине курман пуль

Кĕсье тулли премĕкрен,

Алăри уçă хут купасран,

Кăнтăрлахи тутлă ыйăхран.

Каçне улах тăрăх çӳресрен,

Çăвар тулли каласран

Вĕçĕ-хĕррисĕр усал сăмах,

Ашшĕ-амăшĕпе вăрçасран.

Ай-хаях та хĕрĕсем,

Ӳснĕ иккен хăйсем те,

Станран тухнă çурта пек.

Çавăн пысăкăш ӳссе те,

Пир тĕртсе курман пек.

Тăхăннă иккен хăйсем те

Çара пусма кĕписем

Хăйсем тĕртме пĕлменрен.

Ирĕклĕ иккен хăйсем те

Ашшĕ-амăшĕ умĕнче,

Çӳлти вĕçен кайăк пек.

Пăхсах ачаш пулмалла,

Малалла

Хапсăнакан халсăр юлнă


Хăмла çырли пиçсе çитнĕ. Кашни килте тенĕ пекех ырă шăршăллă çырласем решеткесем хушшинчен хĕрлĕ пуçĕсене кăларса лараççĕ. Иртсе çӳренĕ чухне, хуçи асăрхаман вăхăтра, çак илĕртӳллĕ те пылак япалана татса çăвара хыпас килсех тăрать. Килти çырласем тутлах мар пекчĕ. Çынсен çырлисем пысăкрах та сĕткенрех курăнатчĕç. Кашни кунах эпир, ача-пăчасем, ял хĕрринчи кӳлле шыва кĕме çӳреттĕмĕр. Кӳлĕ çумĕнчех колхоз садĕччĕ. Тем те пурччĕ унта: пыл пек тутлă хăмла çырли те, шултра шăрçа пек хура хурлăхан та, тĕттĕм хĕрлĕ чие çырли те, тĕрлĕ тĕслĕ улма та... Анчах колхоз садĕнче хурал пурччĕ. Çак тутлă патшалăха Ванюк пичче сыхлатчĕ. Вăл кунĕн-çĕрĕн садра каллĕ-маллĕ утса çӳретчĕ. Унăн садра хурал çурчĕ те пурччĕ. Çӳресен-çӳресен вăл çав çурта кĕрсе выртса канатчĕ. Пĕрре çапла шывра кăвакалсем пек чăмпăлтатнă хыççăн хырăмсем выçса кайрĕç. Киле каяс килмест-ха пирĕн. Вара колхоз садне кĕрсе хăмла çырли çиес шухăш кĕрсе кайре. Çипуçсене тĕмĕ айне пытарса хăвартăмăр та выçă кушак хăйма чӳлмекĕ патне йăпшăнса пынă пек сад еннелле упалентĕмĕр. Манăн алă-урасем тӳрех чĕтреме пуçларĕç, чĕре тухса тарас пек тапма пуçларĕ. Чылай вăхăт хушши кĕтме тиврĕ Ванюш пичче хурал çуртне кĕрессе. Ăк, кĕтнĕ вăхăт çитрĕ те. Эпир пĕрерĕн карта урлă ялт та ялт хăмла çырли тĕммисем хушшине сикрĕмĕр. Нихçан çырла çисе курман пек икĕ алăпа харăс татса çăвара хыпатпăр. Килленсе чăмласа çисе ларма вăхăт çук, Ванюш пичче тухма пултарать. Пĕр сăмах чĕнмесĕр çырла хыççăн çырла хыпатпăр. Унччен те пулмарĕ тахăшĕ: «Ванюш пичче...», — терĕ те решетке урлă ялт сикрĕ. Эпĕ куç умĕнчи çырлана ытараймасăр хыпрăм та, ыттисенчен юлас мар тесе, хăранипе туххăм кăна сиксе каçрăм. Хыçран хуралçă сасси: «Эп сире çиччас...» — тенĕ сасă кăна илтĕнсе юлчĕ. Хăваласа çит унта пире... Сиксе каçрăм кăна, манăн чĕлхе хытă кăна ыратса кайрĕ. Нимĕн те ăнланмастăп. Манăн çăварта темĕнле тутлă мар муклашка кускалать. Хам хыçалалла пăхмасăр сура-сура чупатăп. Сывлăш пĕтсе ларчĕ, чĕлхе ӳсе пуçларĕ, ыратнипе эпĕ ăна çăвара чикмесĕр чупатăп. Çитрĕмĕр чупса кӳлĕ хĕррине. Чарăнмасăр хашкаса сывласа выртатпăр. Кăшт лăпланнă хыççăн пуçларăмăр асаилме... Кулса вилетпĕр. Манăн чĕлхе пашалу пек хăпарса кайрĕ, çăвара та вырнаçмасть, калаçаймастăп та. Эпĕ çырлапа пĕрле вĕлле хуртне хыпнă иккен. Эх кулчĕç те манран ун чухне... Тĕрĕсех каланă çав ватăсем: «Ăмсанакан ăссăр юлнă, хапсăнакан халсăр юлнă.» Виçĕ кун калаçаймасăр çӳрерĕм ун чухне.

«Тĕнче икĕ питлĕ…»


Тĕнче икĕ питлĕ…

Тăшман мана витлĕ,

Хăравçаллăн питлĕ.

Юлташ шăппăн итлĕ.

Утас çул çине

Никам кĕмĕл сапмĕ…

Тĕнче уççине

Турри те салатмĕ.

Савнă тус


Аттен трантас пур чухне

Кулсе тăрат пар лаш[у]на:

Çилхисене çи[вĕ]тлесе,

Хӳрисене тӳлесе,

Пĕккисене тĕрлесе

Тăрантасне тасатса,

Кускăçсене çулласа,

Ларкăçсене якатса,

Пускăçсене пĕветсе.

Савнă тусăм, лар çӳлерех,

Мамăк минтер çинерех;

Эсĕ лармасан, кам ларас,

Манăн урăх савни çук,

Санран ытла çыннăм çук,

Шырасан та тупас çук,

Тупсассăн та пăхас çук.

Арман авăрни


Халтăр-халтăр! чул çавăрнать,

Çамрăк мелник кускалать.

Чул хăпартма каймалла:

Вăта çĕрти чула тăкмалла...

Вăрăм хуçа савăнать,

Тăватă чулĕпе авăрать.

Çаран çулнă вăхăт


Чăвăшт-чăвăшт! тутарать,

Максим пичей çаран çулать.

Ах-ах, пăван, ах, пăван!

Эсĕ унта мĕн тăван?

 

Касрĕ татрĕ пӳрнине...

Пĕлмерĕ эсĕ усă илнине.

Çĕрлехи çутăсем


— Туртăр, — пирус пачкине тăсрăм ун енне.

— Çук, çук, тавтапуç, — именчĕклĕн хирĕçлерĕ вăл. — Пĕлетĕр-и, йăвашраххине хăнăхнă эп.

Кĕсйинчен сигарет кăларса кăвайт çинчи кăвартан тивертрĕ, тарăннăн сăвăрса çумĕнче ларакан машина енне куç ывăтрĕ те ассăн сывласа илчĕ.

— Тыр-пул пухса пĕтереççĕ-и-ха? — ман енне çаврăнмасăр ыйтре хайхи.

— Çук-ха, çумăр чăрмантарать. Кун сиктерсе лӳшкет.

— Çапла çав, çу кăçал йĕпе-сапаллă килчĕ. Çанталăк çинчен пĕлтернине телевизорпа кулленех пăхатăп-ха. Пур çĕрте те çумăр. Çавă пăшăрхантарать.

— Ял пурнăçĕ кăсăклантарать апла? — калаçу йăл илнишĕн савăнса сăмах хушрăм эп.

— Кăсăклантарать çав, чуна та илĕртет. Кашнинчех тăван ялпа хам ĕçленĕ комбайна тĕлĕкре куратăп.

— Эппин, яла таврăнатăрах.

— Пĕлместĕп-ха, ялти ĕç-пуç еплерех çаврăнса тухассинчен килет ку...

Хуларан тухакан аслă çул çинче алă çĕклесе тăнине кура лартрăмăр ăна. Хĕвел анса килет. Текех автобус та пулас çук. Пирĕн «Газель» пушах, мĕншĕн пулăшас мар çула тухнă çынна.

Сăнран пăхсан, вăтăртан иртнĕ, лутрарах типшĕм çын. Тӳрех асăрхарăм: ялта пурăнаканскер мар. Шурă кĕпепе хура костюм çинчен хура сăран куртка тăхăннă. Аллисем ĕçпе хытса кушăрханă.

Малалла

«Каçхи тӳпере хур кайăк сасси...»


Каçхи тӳпере хур кайăк сасси —

Нумай та юлман Пукрав çитесси.

Çĕрле те вĕçеççĕ вĕçен кайăксем,

Анчах та юлаççĕ кунта йăвисем,

Çӳл-çӳл тӳпери хур акăш çулпе

Вĕçеççĕ вĕсем ирччен çĕрĕпе.

Сасси хуйхăруллă çĕрле уйрăмах

Сасне та параççĕ чĕнсе тăтăшах:

— Юлать тăван çĕр, шыв-шур та çерем, —

Тенĕн илтĕнет пур сас тӳперен, —

Каятпăр, килетпĕр çитес çуркунне,

Сыв юлăр, сыв юлăр, — кĕрет чĕрене.

 

Юпа, 2001

«Инкеклĕ пулчĕ çул...»


Инкеклĕ пулчĕ çул.

Мана малтан эс ăнланман:

Чун-чĕрене суранлатса, хăвартăн пĕччене.

Çунатăм хуçăлчĕ, шанми те пултăм эп хама,

Йăлт усăнчĕ ман ал-ура, ним тăвайми енне.

 

Аçа çапса ислетрĕ çумăр ман çула,

Чун-чĕрене ăман кăшларе-çке сана пула.

 

Тепле пулсан та, тусăм, эп ют çыннăн чĕринче

Хама валли нихçан самантлăх савнăç шыраман.

Юратăва куç пек сыхларăм сăхă куçсенчен,

Сана, чĕкеçĕм, нихăçан ямарăм асăмран.

 

Ан тив суранлă чун-чĕре, суран тулли тусан, —

Чун çумĕнчи юратăва çитертĕм эп тасан.

«Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм чечекрен...»


Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм чечекрен.

Чечек пуçне сулчĕ питĕ хурланса.

Ыйт-ха терĕ çĕмĕрт çеçкинчен,

Эп пĕлместĕп юрату ăçта.

 

Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм çĕмĕртрен.

Çĕмĕрт пуçне сулчĕ питĕ хурланса.

Ыйт-ха терĕ юрăç-чепченрен,

Эп пĕлместĕп юрату ăçта.

 

Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм чепченрен,

Чепчен пуçне сулчĕ питĕ хурланса.

Ыйт-ха терĕ сар хĕр-пикерен,

Эп пĕлместĕп юрату ăçта.

 

Юрату ăçта тесе эп ыйтрăм сар хĕртен.

Сар хĕр ăшшăн пăхрĕ йăл кулса.

Ыйт-ха терĕ хăвăн чĕрӳнтен,

Эп пĕлетĕп юрату ăçта.

■ Страницăсем: 1... 418 419 420 421 422 423 424 425 426 ... 796