Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ПограничниксемКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеЧапшăн пурăнмастпăрКушкă ачиКăвак çĕмренЯл калавĕЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Ача çуралнă каç


Ача çуралнă Бюрократăн. Хăйĕн хут пĕлменлĕхне тĕп тума ĕлкĕреймен ача.

Арăмĕ патĕнче кускалама пилĕк тенкĕ парса тытнă акушерки çав савăнăçлă хыпара калама хăй пӳлĕмĕнче ача пек ним шухăшсăр çывăрăкан Бюрократ патне васкаса кĕнĕ. Вăранасшăн пулман Бюрократ. Хулĕнчен темиçе минут хушши тытса силлесен, вăраннă вара вăл. Куçне уçнă.

— Эс хăрлаттарса выртатăн. Арăму пысăк асаппа ача çуратса панине пĕлместĕн. Тăр ĕнтĕ!..

— Мĕн? — тенĕ Бюрократ, пуçне татах ăшă утиял ăшне чиксе.

— Санпа арăмунтан ача çуралчĕ. Ачин куçĕсем, сăмсисем, тутисем санăнни пекех, çийĕнчен тата ывăл. Куçлăх тăхăнтартсан, каснă-лартнă эсех пулать. Çитĕ ĕнтĕ çывăрма. Атя хăвăртрах тепĕр пӳлĕме ачуна курма!

— Ыран кил! Ыран! Паян ман вăхăт çук, — тенĕ Бюрократ, тепĕр аякĕ çине çаврăнса выртса.

— Мĕнле ыран? — тенĕ аллисемпе çунатланса ватă акушерка.

— Халĕ лару пуçланмалла! Вăхăт çук! Ыран кил! — сасă панă сăмса айĕн Бюрократ.

— Ай-уй, санпала! Тьфу! Арăму ыйтать пыма, эпĕ мар.

— Хм! Ыйтать пулсан, заявлени çырса патăр.

— Мĕнле заявлени тата?

— Мĕнле заявлени пулать, хăйне мĕн кирли çинчен çыртăр. Çапла, çапла, — тетĕр, — санăн ача çуралчĕ. Ачу ывăл пулчĕ. Ывăлне курмашкăн васкасах пыма пĕтĕм чĕререн тархаслатăп тесе çырса ал пустăр. Хăйĕн адресне те кăтарттăр.

Малалла

«Пăтранчĕ йăлт — тасалăх, курайманлăх...»


Но больше нет меня.

А что такое память?

И ты изменишь мне,

коль будешь мне верна.

Александр Коренев

 

Пăтранчĕ йăлт — тасалăх, курайманлăх.

Çухалчĕ арпашса асамлă юрату.

Пăрланчĕ йăлт. Кĕрхи хура сăн майлă

Салхуланса капланчĕ ырату.

 

Эп саншăн урăх çук. Пулни-иртнийĕ

Кайса çухалтăр тĕпсĕр авăра...

Мана мансан — юрат, пул ырă пиллĕ,

Юрат чунпа, яланлăх та вăрах.

 

Эп çук чухне ан пултăр сан вăтанăç,

Çумри тусна хăюллăн хапăл ту.

Сан куçсенче ун куçĕсем канайĕç,

Ачаш сăмах калатăр сан туту.

 

Пулнах пулсассăн эпĕ санăн шанчăк,

Итлетĕнех кĕске сăмаххăма:

Сӳннĕ сăнран ан юлтăр чĕптĕм ванчăк —

Мана асра тытни — чăрмав кăна.

 

1961, ака, 16.

«Енчен санпа тĕл пулайман пулсан...»


Енчен санпа тĕл пулайман пулсан,

Мĕскер пулатчĕ манпала, пĕлесчĕ сан.

 

Пурнăçăмра мĕскер курмастăм пуль,

Килйыш хуйхи тӳсеттĕм пуль тем чул.

 

Пĕлетĕп халь: телей кĕтет мана,

Саватăн эс, саватăп эп сана.

 

Килйышăм ман хаваслă пулатех,

Пĕрне-пĕри савса пурнасчĕ ĕмĕрех...

«Кашни каçах тухатăп та куратăп...»


Кашни каçах тухатăп та куратăп

Пĕччен ларан çап-çапрăк хурăна.

Куçне шăлса макăрнине туятăп,

Чунтан-вартан шеллетĕп эп ăна.

 

Çуркуннепе кăна унта ӳсетчĕ,

Пĕр вĕрене хавассăн кашласа.

Шур хурăна савса алне çупатчĕ,

Кашни ирех савса-саламласа.

 

Усал çилсем таçтан килсе вĕрсессĕн,

Хăй пĕвĕпе хӳтлетчĕ вĕрене.

Йывăрлăхра пĕри пуçне пĕксессĕн,

Тепри ăна паратчĕ хăй вăйне.

 

Анчах çулла инкек килсе, ав, тухрĕ,

Такам кăкларĕ çак вĕренене.

Çавăнтанпах пĕччен ларать çав хурăн,

Çавăнтанпах тăкать вăл куççульне.

«Тек кĕтместĕп, каялла чĕнместĕп...»


Ну, а если в жизни станет худо,

Помни: я люблю тебя. Прощай.

Эдуард Асадов

 

Тек кĕтместĕп, каялла чĕнместĕп —

Килес çук эс пурпĕр çаврăнса.

Сан телей, тен, (эп ăна пĕлместеп)

Инçетре йăл илчĕ пуль ăнса.

 

Кам пĕлес, мана та тӳр килтерĕ

Саннинчен те кая мар хăват...

Пурнăçра тухма пултарĕ херĕп.

Пĕр тиркевсĕр чĕн пулăшăва.

 

1961, ака, 2.

Шупашкар.

«Хĕвеллĕ çу иртсессĕнех...»


Хĕвеллĕ çу иртсессĕнех

Пур кайăк та каять-мĕн.

Халь ак пурнатпăр иккĕнех,

Эрнесерен кĕтетпĕр.

Халь иккĕн çеç,

Халь иккĕн çеç,

Пурнатпăр эс те эп.

Мăшăрăм ман, мăшрăм ман,

Чи хаклă çыннăм ман.

 

Сан çивĕтсен илемлĕхне

Эп кунĕпех саватăп:

Вĕçейнĕ кайăк шур тĕкне

Сан çӳç çинче куратăп.

Ан тив ман çӳç юр пĕрчи пек

Тахçантанпах шап-шур

Çапах та маншăн тĕнчипе

Чи лайăххи эс пур

 

Çунат çинче çу кунĕпе

Çĕн кайăксем кĕç килĕç,

Анчах та пирĕн шур пуçсем

Çаплах шап-шурă юлĕç.

Калатăп хĕвел пек кулса

Салхуллă туйăмпа:

Мăшăрăм ман, мăшăрăм ман,

Чи хаклă çыннăм ман.

 

Вырăсларан Владимир Андреев куçарнă.

Юпа уйăхĕ, 2010 çул

Асамлă ручка


Атăл хĕрринче вырнаçнă пысăк та илемлĕ хулара çуралса ӳснĕ Сенттипе Илемпи пĕр тăвансем. Чăн-чăн шăпăрлансемех пулнă хĕрачапа арçын ача, пĕр самант та ахаль ларма пултарайман.

Вĕсем тĕрлĕрен кĕнеке вуланă, темĕн çинчен те пĕлме тăрăшнă: авалхи пурнăç та, тĕрлĕрен çĕр-шывсем те кăсăклантарнă вĕсене, таврари ӳсентăрансемпе чĕрчунсен пурнăçĕ те тыткăна илнĕ. Килсĕр-çуртсăр çӳрекен кушаксемшĕн те питĕ куляннă вĕсем. Чĕрчунсем пирки вара ачасем темĕн те пĕлнĕ. Ара, шăпăрлансен ашшĕпе амăшĕ выльăх тухтăрĕ пулнă-çке. Хулари зоопаркра ĕçленĕ. Сенттипе Илемпин юратнă чĕрчунĕ вара вăл — лаша. Арçын ачана лаша мĕнле ан килĕштĕр-ха вăл? Епле хăвăрт чупать, темĕн те тума пултарать. Илемпине вара лаша хăйĕн ытарлă илемĕпе килĕшет: урисем яштака та тăн-тăн чупса пыраççĕ, йĕрет кĕлетки вара — пăхса ытараймăн… Хĕр пĕрчи çилхемес çӳрен лашасене ытларах кăмăллать. Кукашшĕсен килĕнче лаша тытаççĕ. Чĕлхесĕр янаварĕ ачасене курсанах (яла кукашшĕсем патне кайсан) пуçне ухса, тулхăрса савăнса кĕтсе илет. Чĕвен тăрса саламлать. Ара ачасем унпа аçта кăна çитмеççĕ-çке. Чылайранпа картара тăрса та йăлăхать-тăр. Кашни çулах ачасем кукашшĕсем патне яла кайсан лашапа ярăнаççĕ. Кунне-çĕрне ирттерме хатĕр вĕсем унпа.

Малалла

Усал арăслан


Çăмламас çилхи, усал —

Ку вăл вăйлă арăслан.

Питĕ хыттăн харлатать,

Пур çынна та хăратать.

Пурпĕр хăрамап унран:

Çыртаймасть мана, мăран.

Мĕншĕн тесен арăслан

Чĕрĕ мар — тетте çеç ман.

Антунюк


Ултă çулхи Антунюк

Ларать кӳлĕ хĕрринче.

Тытас пекех пуллине,

Вăлта унăн аллинче.

 

Вăл пĕрре сулса ярать —

Çĕтĕк пушмак çеç тухать.

Тепре ывăтса ярать —

Пулли вăлтаран тарать.

 

Антунюк пĕрех ларать,

Вăлтине ывтать, сулать.

Вĕренни аван, паллах,

Пĕчĕккĕллех, ачаллах.

Тухтăр


Нарпи халĕ улттăра,

Вĕренесшĕн тухтăра.

Пуканесене хăех

Çыхать, сиплет чиперех.

Питне те çуса ярать,

Çимелли те хăй парать.

Амăш калать Нарпие:

«Мухтав тетте тухтăрне!»

■ Страницăсем: 1... 415 416 417 418 419 420 421 422 423 ... 796