Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирĕн çулталăкКулăш кустăрмиПепке çуралсан...Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХум пӑшӑлтатӑвӗКăвак çĕмренХĕрес хывнă хĕвел

Тусăм


Савнă тусăм Уляна

Свăнчĕ сывлăм типиччен.

Каланăччĕ сăмахсем

Чĕре варне витиччен.

Юратнăччĕ чунĕпе

Чĕрĕ курăк типиччен.

Ĕмĕтленнĕччĕ ĕмĕчĕ

Кĕске ĕмĕр иртиччен.

Салам ячĕ Уляна,

Чунĕпеле савăнса,

Калас сăмахне каласа.

Пĕтĕм чуна илĕртсе.

Лайăх çемçе сăмахпа

Çамрăк пуçа çавăрса,

Чĕрипеле юратса,

Ăшă сăмахсем каласа.

Чее Еххĕм


Вилес теекен карчăк вилеймен, тет. Сарă Еххĕм карчăк мар, вилмелле ĕнтĕ, çапах та тем чул вилес тесен те хăй ĕмĕрĕ тăршшĕнче пĕрре те вилсе курман. Паян кунчченех чĕрĕ пурăнать. Хăшпĕр чухне, çынсем курман вăхăтра, чĕрĕскер, сухалĕсене каçăрткаласа та илкелет. Тата нумайрах каçăртмалла та вăл сухалне, анчах унăн ачи-пăчисем çук пулнă-çке, арăмĕ те тахçанах уйрăлса кайса тупăка кĕрсе выртнă.

Арăмĕ кайса выртнă çăва (масар) çине иртнĕ раштав хьгççăн Еххĕм хăй те кайса выртатчĕ пулĕ те, анчах чĕри, сыв мар пулсассăн та, тапма пăрахасшăн пулманни чарса тăнă.

Вилмех выртнăччĕ ĕнтĕ вăл ун чухне. Шурă кĕпе-йĕм тăхăннăччĕ. Çуралнăранпах ырхан пулнă икĕ пичĕ хушшинчи сăмсине, Хусан тутарĕсем тунă пашне пек, каçăртса выртнăччĕ.

— О-ох, вилетĕп!.. Çылăхăмсене кăçарăр. Ĕçпе те, сăмахпа та, алă-урампа та çылăха кĕтĕм пулĕ сирĕн умра, — тетчĕ вăл пухăннă кӳршĕ çыннисене.

— Ху каçар, — тетчĕç хĕрарăмсем шывланса тăракан куçĕсене чышкăпа шăлса.

Хĕрарăмсем çеç пухăннăччĕ. Арçынсем хысна валли вăрман касмашкăн хатĕрленетчĕç пурте пикенсе. Арçынсенчен, никам çукран, Упрампа Раман çеç кĕрсе курчĕç вилме хатĕрленнĕ Еххĕм вилнине пĕлме.

Малалла

«Çĕршывăмран эп тăлăххăн ăсантăм...»


Çĕршывăмран эп тăлăххăн ăсантăм, —

Чĕрем пуласшăн мар хурах хурри.

Куççулĕпе ир-каçăн çăвăнатăп,

Савăнтармасть мана хĕвел пурри.

 

Анне, аннеçĕм, эс мĕнле пурнатăн?

Пĕлесчĕ сывлăху сан мĕнлине.

Чĕкеç, чĕкеçĕм, çурçĕре васкатăн,

Манран салам кала-ха аннене!

 

Çӳл ту енчен вĕçет шап-шурă акăш,

Тен, эсе курнă пулĕ аннене?

Ăш çил çĕкленчĕ, акă, акăш-макăш,

Тен, ячĕ пуль мана салам анне?!

 

Анчах та çил çĕкленчĕ те лăпланчĕ:

«Курман çав эпĕ санăн аннӳне!»

Шур акăш та таçта вĕçсе пытанчĕ,

Чун-чĕремре туятăп сивĕ тыткăнне.

 

Тăван çĕршывăма епле çитес-ши манăн,

Тăван çĕре епле ман чуптăвас?

Чĕкеç пулса вĕçсе каясчĕ манăн,

Çунатăм çук, тăванăм, мĕн тăвас?

 

Пĕр чарăнми васкать этем кун-çулĕ,

Пĕлетĕп: такăнма пĕрре те юрамасть.

Çухалнă çул-йĕре тупмашкăн та, тен, пулĕ,

Юратнă халăха манмашкăн юрамасть!

«Хĕлле...»


Хĕлле. Чӳречесем хупланнă шур юрпа.

Шур кĕрт хывать сив çил-шур кашкăр картишне.

Асамçă Хĕл Мучи асамлă сăрăпа

Хăй ĕмĕтне çырать ман кантăкăм çине.

 

Ун çыруне пĕлесчĕ манăн вулама.

Мĕскер çинчен ĕмĕтленет-ши Хĕл Мучи?

Асамлă кайăксем те пальмăсем умма

Тухса, чĕп-чĕрĕ пек чупаççĕ катаччи.

 

Эй, Хĕл Мучи, ман евĕрех, кала,

Çитесчĕ тетĕн-им асамлă çĕрсене.

Эппин, илсем мана эс хăвпала,

Хĕле манса, çитер, атя, Хĕвеллĕ тĕнчене.

Пулăра


Майепен юхать Эврел.

Шывĕ тăрă мĕнешкел!

Çăра хăва айĕнче

Эп ларатăп... Эй, тĕнче!..

Шыв çинче путмах чĕтрет...

«Йышăнсам пулла, витре!»

Тытăп кăртăш та çăрттан.

Шӳрпи пулĕ пит аван.

Пирĕн çăлтăр


Каç пулсанах капăрланать тӳпе:

Тухаççĕ çăлтăрсем çут кĕтӳпе.

Куç хĕсмелле выляççĕ те вĕсем,

Çăлкуçĕнче канаççĕ çутисем.

Ĕшнесенчи чечек-çеçкесене

Илемлетеç асамлă тĕспеле.

Гранит тусем мăнаçлăн курăнаççĕ —

Шăратнă кĕмĕл евĕр туйăнаççĕ.

Мĕн чухлĕ çăлтăр! Ялкăш çутине

Кашни сапать сăпайлăн Çĕр çине.

Анчах пур çăлтăртан ятарласа

Пĕрре туса хурсан та унаса,

Çути ун пулĕ пурпĕр йăвашрах, —

Пин хут çутти вăл — пирĕн Çăлтăрах!

Хĕлхемĕсем ун вăйлă çав тери,

Хăвачĕ ун асамлă та вĕри.

Кĕрешӳре, хаяр çапăçура

Эпир туяннă хамăр çăлтăра.

Промфинплан


Энтри Энтипе чӳлмек хĕррипе каснă хура çӳçпуçне салатса янă. Пичĕ çине пăтăм-пăтăм хĕрлĕ тухнă. Хаяр пусăмсемпе утса илчĕ те, аллинчи хаçатне çиллессĕн пăрахса, пуçне икĕ аллипе йывăррăн ярса тытрĕ.

— Мĕн пулчĕ? — çăмах çăрма пăрахсах ыйтрĕ арăмĕ.

— Пĕтрĕм, — терĕ Энтип, — большевик пултăм!

— Ой, мĕн пулчĕ аплах? — терĕ арăмĕ упăшкин хĕрелерех панă хура куçĕнчен шикленсе пăхса. — Хаяр ӳкнĕ пулĕ?

— Хаяр ӳкнĕ сана. Илтетне... илтетне — большевик пултăм! — терĕ, мăн чышкине арăмĕн лапчакрах сăмси тĕлне тытса.

Арăмĕн кăвак куçĕсем хăранипе мăч-мăч уçăла-уçăла хупăнма тытăнчĕç. Тутипе чĕлхи: «Эпĕ... эпĕ... эпĕ...» — тенĕ хыççăн: «м... м... мĕнле апла пулса кайрăн?» — тенисĕр пуçне, нимле сăмах та тупса калаймарĕç.

— Пултăм çав!! — терĕ Энтип, чышкине арăмĕн сăмси айĕнчен илсе.

Унтан çĕре ӳкнĕ хаçатне чĕтрекен аллипе ярса тытрĕ те, кирлине шыраса тупса, çилĕллĕ сассипе вулама тытăнчĕ: «Чăпта çапас ĕçĕн промфинпланне тĕппипех тултарарю Промфинплана тултарассишĕн кĕрешни — социализм строительствишĕн кĕрешни пулать». Илтетне, мĕн çырнă?

Арăмĕ: «Нимĕн те ăнланмастăп сана», — тесшĕнччĕ, хăяймарĕ.

Малалла

«Тусăм, тусăм, ăçта-ши раскал?..»


Тусăм, тусăм, ăçта-ши раскал?

Уйрăлу...

 

Пĕр-пĕрне юратса пурнас чух,

Куçа-куçăн пăхса кулас чух.

 

Усал чир, кай кунтан, тасалсам,

Эп сана парнас çук, ăнлансам!..

 

Тытамак, эс мана пусмăрлан,

Тусăм, тусăм, ытла ан хурлан.

 

Ан хурлан, куççульне ан юхтар,

Усалпа кĕрешме эп хастар.

 

Ман маттур чĕремре пур хăват,

Пур йыхравлă ынатлă çунат.

 

Сар хĕвел тӳпере ярăнать,

Çутă кун сĕм каçа пытарать.

 

Çавăн пекех чире эп часах

Кур, пытарăп хура çĕр чавсах.

 

Вара килĕп каллех сан патна,

Чĕререх эп тытатăп ятна.

«Роза-ханум, эс — манăн сум...»


Роза-ханум, эс — манăн сум;

Вăл сумăн хакĕ çук, —

Çав сум пурри хитре кучух.

Итле, ханум,

Хум хыççăн хум

Çапать кимме,

Тăвать хӳме...

Çапах кимме путарас çук,

Кимĕçинче вăйсем пур чух.

Тем тĕрлĕ шут

Килет çĕр хут.

Пĕр юрату анчах ялан,

Роза-ханум — çурхи палан.

 

02.11.1959.

«Ачалăхри ачаш ачашлăха...»


Ачалăхри ачаш ачашлăха

Сана йăлт патăм эп, савниçĕм.

Çитес кунри маттур пуласлăха

Санпа пайларăм эп, савниçĕм.

 

Ан айăпла, ачашлăхăм сахал, —

Ачалăхăм пулман пылак çӳпçеллĕ.

Вут-саманан савма пулмарĕ хал,

Асапĕ — пит çӳллĕ тӳпеллĕ.

 

Хăрушă вăрçă, выçлăх, çухату, —

Çăка çулçи çиме çитмерĕ...

Çапах пуласлăха хуçмарĕ тупату,

Мăнаçлăха асап витмерĕ.

 

Ан айăпла, ачашлăхăм сахал,

Ун вырăнне — пайтах тасалăх.

Пуласлăх пысăк, чунăмра пур хал,

Кӳр аллуна, чĕнет пире пуласлăх.

 

08.12.1959.

■ Страницăсем: 1... 413 414 415 416 417 418 419 420 421 ... 796