Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...ЙĕрсемЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеШăплăхри аслатиАча чухнехиĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш том

«Яланлăх тĕлпулу пулсассăн...»


Яланлăх тĕлпулу пулсассăн,

Самантлăххи те сахăл мар-тăр.

Виç кунлăх, йăпăртлăх курсассăн

Ĕмĕрлĕххин картне ан лартăр...

 

1960, авăн.

Çăварнири шуйттансем


Чипер хĕртен чипер арăм туса янă чипер арăмпа, ват асаттесен йăлипе, çăварнине хуняма карчăк патне кайрăмăр. Хăналарĕç лайăх. Алтăрпа та ĕçрĕмĕр сăрине, çиес килмесен те çирĕмĕр икерчине. Ĕçни-çини çăвартан тухма пуçласан, туртасене килелле çавăртамăр. Çăварни çуни, çут çуни, пит те лайăх шăвать килелле. Уçă сывлăшпа юрă шăранать. Пăт-пат çăлтăрсем ӳсĕртереххĕн пăхаççĕ.

Çын пек ларакан тĕмескесем патĕнчен иртсе кайрăмăр, çырма урлă каçрăмăр. Шыв арманĕ курăнчĕ. Пĕве урлă каçмалла. Хăрушă арман пĕви урлă каçма. Шуйттан çуна çине пырса ларассăнах туйăнать.

Хам шикленнине арăма систерместĕп-ха. «Ыр ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, ниçта намăс курмастпăр», — тесе мăн сасăпа юрласа пыратăп (хăранине арăм сисесрен).

Арăм аçам çаннинчен ячĕ тытрĕ сасартăк:

— Йăкăнат, Йăкăнат!.. Мăн турăн, мăн турăн амăшĕ, çăлах!.. Пăх. Шуйттан пур. Пĕтрĕмĕрех! — тет.

Пăхатăп малалла — пит-куç çуталсах кайрĕ. Пырать пире хирĕç шуйттан. Çӳллĕ, çилхисем хура, куçĕсем, эпир сăра ĕçнĕ алтăр пек, йăлкăшаççĕ анчах. Ах, турă!.. Сăхсăхса илтĕм те ну тапратрăм лашана пушăпа илме. Лаши çамрăк, шухă, тапранса кайрĕ, чут-чут вăркăнса юлаттăмччĕ çуна çинчен. Шуйттан çинех пырса кĕтĕмĕр. Иртсе кайрăмăр шуйттанран сиккипе, тата тепĕр шуйттан тухрĕ. Малтанхинчен пĕчĕкрех. Малтанхи пекех хуп-хура хăй. Пуçĕ шап-шурă, юр пек, аллинче пысăк чукмар.

Малалла

Тусăма тĕл пулсан


Асилӳпе этем пуян,

Пĕр тĕл пулсан çавна туян.

Пуçа тайсан пĕрне пĕри

Аса килет пулни иртни.

 

Кăрлач, 2001.

Çавраçил


Çу уйăхин çирĕм тăваттăмĕш кунне,

Сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух,

Хамăн кирлĕ çăмăлпа1

Каймалла пулчĕ пĕр яла,

Калама çук пĕр пит пысăк яла.

Яла çитсе кĕнĕ чух

Курăнкалатчĕç хура пĕлĕтсем

Унта-кунта пĕр саплăк,

Çумăр пĕлĕчĕ те мар —

Ахаль хура, хыт пĕлĕт.

Лăпкă, ăшă, уяр çил

Хумхататчĕ майĕпе

Шурă хурăн тăррине.

Унта çунатлă çил арманĕ

Авăратчĕ савăнса

Пĕри тĕшпе хура тулă.

Эпĕ хамăн çăмăлпа

Çитес çĕре çиткелесе

Часах тухма пулмарĕ.

Эпĕ ялтан тухнă чух

Паçăрхи саплăк пĕлĕтсем,

Пурте хуп-хура хуралса,

Паçăрхи хĕртсе пăхакан хĕвеле,

Çутатса тăракан çутă пĕлĕте

Хăй айне хупланă,

Пĕтĕм тĕнчене сарăлса.

Майĕпе хумханакан шурă хурăнсем

Авăнаççĕ уласа,

Пуçне çĕре тивертес пек.

Ял çывăхĕнчи çил арманĕ,

Çавăрнать ултă çуначĕ,

Армана çавăрса ярас пек,

Пĕтĕм тĕнчери юрра юрласа.

Чĕтрет арман кăшкарĕ

Ултă çуначĕ çуннипе,

Кĕрлет арманĕ ăшĕнче

Хăрушă аслати алтнă2 пек.

Малалла

Салтак ачине ăсатни


Салтак ачине ăсатса янă чухне

Пылчăклăрах çанталăк пулать кĕркунне.

Анчах ăна-кăна пăхмасăр,

Кайлă-майлă шутламасăр,

Çамрăк салтак тус-йышсене прощеть тума тухать,

Юратнă юлташсем юлнăшăн чылай хытă кулянать.

Ун чухне килтен киле çӳремех

Виçĕ лашапа чупаççĕ — самай та пахисемпех.

Унта пĕрле çурекен юлташсем те сахал мар,

Анчах вĕсем ытла пĕлейми ĕсĕрех мар.

Салтак ачине ытакласа илсе çӳреççĕ вĕсем,

Каймалли те, кайса килни те пур ун тантăшсем.

Çапла прощеть туса çӳренĕ чухне

Пурте юрлаççĕ авалтан тухнă сăвви-юррине.

Прощеть туса çӳресе пĕтерсен,

Çамрăк салтак хăй килне çавăрăнса килсен,

Тухса каяс срук та инçех юлимасть,

Анчах салтакки «часрах каясчĕ» тесе калимасть.

Салтак кайнă çĕре пускилсем сăра ăсса пыраççĕ,

Çапла вара кĕреке туллиях сăра витрисем лараççĕ.

Тухса каяччен салтакки ашшĕсене ӳксе пуççапать,

Унтан вара виç курка сăрине те лайăххăнах ĕçимасть.

Кĕреке умне ура çине тăрсан,

Виç çавра салтак юррине юрласан,

Ватăрах салтаксем ытакласа илсе тухса каяççĕ;

Малалла

Елик


(Халăх халапĕ)

 

«Атте, ытлашши пултăм-и-мĕн?

Мĕншĕн ирĕксĕрех паратăн?

Мĕншĕн Атăл урлă каçарса,

Юратман çармăса парса

Мана телейсĕр тăватăн?

Пуяна пăхрăн-и-мĕн?

Ан тив, мана пуян кирлĕ мар,

Уншăн пулсан, ан та пар.

Е каччă тупаймăп терĕн-и?

Тупăп: манăн суйлани пурччĕ,

Ырă, хамăр чăваш пурччĕ.

Эсĕ çавна тахçанах пĕлмен-и?..

Пĕлнĕ: мăнкăмăлна парахаймастăн.

Хуна3 ху та чараймастăн.

Эпĕ санăн ирĕкӳне тăватăп —

Юратман çыннах каятăп.

Манăн чунăм хуйхăрать,

Чĕре çунса кăмрăкланать.

Юратни — чăваш ачи,

Упăшка пуласси — тĕттĕм çармăс ачи,

Вăрман ăшĕнче ӳснĕскер,

Упа пек тискерскер.

Юратакан чăвашран уйăрса,

Çав ют çармăса парса,

Пурăнăçа вута пăрахатăн.

Хуна манран ӳпке хăваратăн.

Атте, эсĕ мана нимĕн те мар-и?

Мана эсĕ хĕрхенместĕн те-и?»

Çавна илтсен, хăна-вĕрле хурланчĕ,

Пур чĕре те хĕршĕн хуйхăрса илчĕ,

Пĕр çын анчах çавна илтмен,

Малалла

Пуртă


Çемьере эпĕ пиччесенчен пурне те пĕлме юратнипе уйăрăлса тăраттăм. Пиччесем пур ĕçе те васкамасăр тăватчĕç. Кирлĕ мар çĕре пуçĕсене чикместчĕç. Вĕсем шкулта вĕренетчĕç. Эпĕ тăватă çулта кăна. Манăн вара... çитмен вырăн çукчĕ. Çавăнпа та мана аслисенчен часах лекетчĕ.

Пĕрре çапла, хĕллехи шартлама сивĕ кун, урамран шăнса кĕтĕм. Кăмака çине хăпарса лартăм та ăшăнса ларатăп. Анне кăмакаран ухватпа куршак туртса кăларчĕ те пӳртре пуç-ура яшки шăрши сарăлчĕ. Хырăм выçса кайнă — чăтма çук.

Атте кĕлетре йывăçран рамăсем ăсталать. Кăнтăрччен вăл рейкăсем саваласа хатĕрлет, кăнтăр апачĕ хыççăн вара, пӳртре, çав пулас рамăсене эрешпе илемлетет.

Аттене чăтăмсăр кĕтетĕп. Вăл кĕмесĕр анне яшка антарса памасть. Акă çенĕкре ура сассисем илтĕнчĕç. Эпĕ часрах кăмака çинчен йăпăр-япăр сиксе анса сĕтел хушшине кĕрсе те лартăм. Пиччесем те, вĕренсе лараканскерсем, кĕнекисене васкаса пуçтарса хучĕç. Апат антарса парасса кĕтсе ларатпăр.

Ак, атте алăка уçса ячĕ те, пӳрте «кăвак такасем» кĕрсе тулчĕç, тĕпелелле иртнĕçем çухалчĕç. Урасене сивĕ сывлăш çапрĕ. «Кăвак такасем» тесе эпир тĕтĕм пек сивĕ сывлăша калатпăр. Вĕсем алăка уçсанах хамăртан малтан кĕреççĕ. Çавăнпа та пире атте: «Алăка улпут пек уçса ан çӳрĕр, сивĕ кĕрсе тулать пӳрте», — тетчĕ.

Малалла

Ан васка


Ан васка, ан васка ман пата:

Мана инçетре питĕ йывăр чухне,

Манăн тĕлĕкĕм йывăр чухне,

Кантăкран инкек пăхнă чухне.

Эс васка кӳрентернĕ чухне,

Эс васка юлташ кирлĕ чухне,

Эс васка хуйхă пуснă чухне,

Эс васка, эс васка.

 

Ан васка, ан васка эпир

Иккĕн чухне, инкек çуккă чухне.

Калаччăр шывсем, çулçăсем,

Çултăр, çутă тата поезд: «Çапла»

Ан васка — пăхсан куçран куçа,

Ан васка — юрамасть васкама,

Ан васка — çут тĕнче шăплăхра,

Ан васка, ан васка!

 

2010 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ

«Пин çул пурăнасчĕ...»


Пин çул пурăнасчĕ,

Пин çул юратасчĕ

Çак çут тĕнчене —

Этем пахчине.

Ĕçпе хăпартасчĕ

Телей керменне.

Ыр йĕр хăварасчĕ

Çапла кай енне.

«Кăвайт сӳннĕ чухне...»


Кăвайт сӳннĕ чухне вучаха шăрпăкпа тивертмеççĕ —

Шăрпăкран хĕрӳрех тĕлкĕшсе выртакан шĕл кăвар!

Сивĕнсе уйрăлсан «Юрататăп сана эп» ан теччĕ.

Йăкăлти сăмахпа юрату асăмне пăсар мар.

■ Страницăсем: 1... 419 420 421 422 423 424 425 426 427 ... 796
 
1 ĕçпе
2 авăтнă
3 Хăвна