Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Атте пилĕЫтла та вăрттăн юратуÇич çунатлă куракЫлханлă хура çĕмĕртЮрату ҫӑлкуҫӗСăвăсемпе поэмăсемАвăн уйăхĕ

Май — Çу


Çĕмĕртсем çеçке çураççĕ,

Ешереççĕ çарансем.

Пикенсех ака тăваççĕ

Уй-хирте çĕр çыннисем.

 

Пахчара ĕнер çеç шăпчĕ,

Шăпчĕ çĕмĕрт, улмуççи.

Çепĕç-çепĕç саслă шăпчăк

Паянтан — пахча хуçи.

Тĕлĕнтермĕш лашасем


Пĕррехинче эпĕ каçхине ĕне çитерме кайрăм. Çанталăк питĕ уярччĕ. Хĕвел те ман çине питĕ ăшшăн кулса пăхатчĕ. Йĕри-таврари йывăçсем çĕнĕ симĕс кĕпе тăхăннă евĕр ем-ешĕл ӳсеççĕ.

Эпир юлташсемпе çерем çине вăйă выляма пуçтарăнтăмăр. Инçех те мар лаша ферми пурччĕ. Унта пирĕ кӳршĕ – Коля тете ĕçлет. Вăл паян кунта хурал тăрать иккен. Эпир ун патне юмах итлеме çӳретпĕр. Вăл питĕ сăмах çапма юратать.

Ачасем мучие йĕри-тавра сырса илчĕç те тимлĕн юмах итлеме вырнаçса ларчĕç. Акă мĕн çинчен каласа кăтартрĕ пире мучи: «Ĕлĕк-авал пĕр хресченĕн виçĕ ут пулнă, вĕсен пĕрер тиха. Çак лашасем питĕ хитре те ăслă пулнă. Виçĕ чĕлхепе калаçма пултарнă, пĕтĕм çĕр-шыв тăрăх курса çӳренĕ. Хуçи вĕсемпе питĕ савăннă, мухтаннă.

Пĕррехинче вăл инçе çулçӳреве тухма шутлать. Пĕр лаши çине ларать те çӳлелле хăпарса каять. Ют çынсем çак лашасене вăрласшăн пулнă, анчах вĕсем хуçине çеç итленĕ, ниçталла та пăрăнман. Темиçе çĕр-шыва çитсе курать хуçа, унти пурнăçа сăнать. Акă вăл чаплă Пăлхар хулине çитсе кĕрет. Кунта ăна мăн асаттесем кĕтсе илеççĕ. Вĕсем лашасен ăмăртăвне йĕркеленĕ иккен. Çакăнта хутшăнма шутлать те хайхи мучи. Вĕсене чи йывăр ĕç хушаççĕ — тӳпери çăлтăрсене çĕр çине илсе анмалла. Кам пĕрремĕш пуçтарса анать, çав çĕнтерӳçĕ пулать. Ăмăртуçăсем виçĕ талăк хăпарнă. Çак хресченĕн лаши вара пĕтĕм вăйне пухса пирвайхи вырăна тухма тивĕçлĕ пулать. Хăш-пĕр учĕсем е тихисем çул çинчех выртса юлнă. Çакăншăн вара хресчене питĕ нумай укçа парса чысланă.

Малалла

Çăка


Астăватни эс çăка йывăçне,

Çăка йывăçпа хӳтлĕх пулнине.

Астăватни эс тупа тунине,

Тупа тунине, манăн тенине.

 

Çуркунне çитсен çăка ешерет,

Çăка ешерет, хăй патне чĕнет.

Анчах эп пĕччен, мана пит кичем,

Çăка вăл пире иккĕне кĕтет.

 

Çуллана тухсан çулçă кăларать,

Çулçă кăларатъ, шаршине сарать.

Ах, мĕскĕн çăка, пире тунсăхлать,

Эпир килессе вăл çавах шанать.

 

Асилсем савни, таврăнсам яла,

Пĕчченех ларать мĕскĕннĕн çăка.

Каçсерен кĕтеп, тухап улăха,

Эс килен тесех пăхап анăçа.

 

(Кашни куплетăн юлашки икĕ йĕркине икĕ хут юрламалла).

«Илемлĕ йăмрасар çинчен...»


Илемлĕ йăмрасар çинчен

Сăмах пуçларăн эс хавассăн

Ял çумĕнчи çырмасенче

Çăра йăмрасене курсассăн.

 

Тăван ялти йăмрасара

Асилтĕн йăл кулса телейлĕн.

«Вулли парка, çулçи çара,

Хĕлле-çулла та пит тирпейлĕ»...

 

Хура çăматă пуçĕпе

Кăпăш юра чĕрсе йĕр турăн.

Сан шухăшна ăнланнă пек

Пуçне силлерĕ вăштăр хурăн.

«Эп тапрантăм кăвак çут килсессĕн...»


Эп тапрантăм кăвак çут килсессĕн,

Кураксем карлаттарсан çилессĕн,

Ирлесе çул тытрăм кайăкла.

Кăтра пуçлă йăмрасарăм, эсĕ

Манăн шух чуна ан айăпла.

 

Çапларах ман сарăмсăр тивлетĕм,

Эс ăна манран аван пĕлетĕн...

Чипер юл-ха, кайрăм эп вара.

Çаврăнса шăпа тухсан килетĕп.

Ан илсем, тăванăм, йывăра.

 

Нурăс ялĕ,

1960 çулхи ака-чӳк уйăхĕсем.

«Юрлатчĕç ĕлĕк çепĕç юрă...»


Юрлатчĕç ĕлĕк çепĕç юрă,

Сăмахĕ юлчĕ чĕреме:

«Йăмра касса эп кимĕ турăм

Мăн Атăл тăрăх çӳреме

Йăмра касса эп кимĕ турăм...»

 

Тураттинчен туя тусассăн

Савни патне кайни çинчен

Пĕр татăлса, пĕр кассăн-кассăн

Кĕвви каятчĕ пит инçе

Савни патне кайни çинчен.

 

Чунра упранчĕ сассăр юрă,

Хурлантăм йывăра сиссе.

Кăвакçут чух туя эп турăм

Тумхах çула аса илсе

Кăвакçут чух туя эп турăм.

 

Çĕн туяпа çула тĕрлерĕм,

Пĕртен пĕр ят та пĕр йĕрке...

Йăмра çулçи, ан пĕлччĕр тенĕн,

Витет ăна йĕре-йĕре

Йăмра çулçи, ан пĕлччĕр тенĕн...

Юлашки уявçă


Пупсене, капиталистсене, кулаксене, пыршă-пакартасене, резинка пек сарăлакан хăмпусене савăнтаракан мункун çитес умĕн пирĕн ялта юлашки единоличник Эртем Ехреме икĕ пăт салатран сăра турĕ, сухан хуппи шывĕпе çăмарта хĕретрĕ.

Мункун кĕллине тăрса килнĕ хыççăн Ехрем лашине тăварчĕ те арăмне «Христос чĕрĕлнĕ» ятпа ыталаса чуптăвас шухăшпа пӳртелле васкарĕ. Анчах арăмĕ вырăнне пӳрт алăк хăлăпне çеç чуптуса илмелле пулчĕ: арăмĕ алăкне питĕрсех таçта тухса. кайнă иккен. Юрать — çăраççи ăçтине пĕлет-ха Ехрем. Уçса кĕчĕ.

Вăхăт нумаййине кура, Ехрем хырăмĕн тăпăрчă икерчи çиес килекен пулса кайнă. Анчах арăмĕ пĕçерсе хăварман.

Тип çăкăрах кавлеме тиврĕ.

Тĕпсакайĕнчен сĕтел çине пĕчĕк чăмпа сăра тухса ларчĕ. Сăра курки те тупăнса пычĕ. Пирвайхи сăра куркине, ахаль чухнехи пек, никампа чуптуса илмесĕрех ĕçме кичем пек туйăннăран, Ехрем тулли сăра куркине «Христос воскрес» тесе чуптуса илчĕ те сăрине пыр шăтăкĕ витĕр хырăмне ячĕ.

Виç-тăват курка умлă-хыçлăн тĕпленĕ хыççăн пӳрте хĕрлĕ питлĕ, çутă çӳçне кĕскен илтернĕ пионер — галстуклă ача кĕрсе тăчĕ. Унăн чакăр куçĕсем савăнăçлăи пăхаççĕ.

Малалла

Ах, аннеçĕм, анне...


Ах, аннеçĕм, анне,

Килсем эс куç умне,

Курас килет сăнна санăнне,

Эс мана çуратнă,

Эс мана юратнă,

Панă ăсна мана хăвăнне.

 

Çуллахи кунсенче,

Хĕллехи каçсенче,

Ывăнмасăр тăрăшнă маншăн.

Тайма пуçăм сана,

Каçарсам, эс мана,

Чуна пама хатĕр эп саншăн.

 

Улт ача ӳстерсе,

Ӳстерсе, вĕçтерсе,

Пĕчченех тăрса юлтăн киле.

Эс пире тунсăхлан,

Час пăхан кантăкран,

Ачамсем килмеççĕ-ши тесе.

 

Ах, аннеççĕм, анне,

Килсе лар ман çума.

Çунтаратăн манăн чĕрене.

Печĕк парне туса,

Парнелем çак юрра,

Тупас теп кăмăлна санăнне.

 

(Кашни куплетăн юлашки виçĕ йĕркине икĕ хут юрламалла).

Апрель — Ака


Çуркунне.

Шыв шăнкăр-шăнкăр

Çырмара юхать.

Ывăнма пĕлмесĕр шăнкăрч

Шăхăрать, юрлать.

 

Юрăçă валли эп турăм

Вĕр çĕнĕ вĕлле,

Çавăнпа хаваслă юрă

Шăнкăрч кĕвĕлет.

Çутçанталăкăн тăватă вăхăчĕ


Хĕл кунĕсем сивĕ–çке:

Ăшă кунсем тамалнă.

Хĕл кунĕсем тăманлă.

Хĕл хаяр та çивĕч-çке!

 

Çур кунĕсем симĕс-çке!

Çутçанталăк чĕрĕлсен,

Юр шывĕсем кĕрлесен

Тунсăхăма сирмĕç-ши?

 

Çу кунĕсем ырă-çке!

Хĕвел хытăрах хĕртсен.

Чуна ăшăлăх кĕртсен

Çулла — чăн-чăн ырлăх-çке!

 

Кĕр кунĕсем килпет-çке

Ылтăн тумлă пулнăран,

Сад пахчи пылланнăран

Савăнассăм килет-çке.

 

Кунсем иртĕç сиккипе,

Çутçанталăк йĕркипе.

Çулла, хĕлле, çуркунне, —

Сикнĕ юлнă кĕркунне.

■ Страницăсем: 1... 423 424 425 426 427 428 429 430 431 ... 796