Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чапшăн пурăнмастпăрКĕперАтте пилĕПулас кинсемТанатаСалампиКулăш кустăрми

Лантăшсем


Лантăш ӳсет вăрманта,

Вăрманта та, сулхăнта.

Эп кĕтетĕп савнине

Вăрманти лантăшпалан.

 

Хушса юрламалли:

Лантăшсем, лантăшсем —

Шурă пĕчĕк чечексем.

Лантăш чечекне юратсах,

Иртет ĕмĕр, тантăшсем.

 

Кĕтеп эпĕ çулсерен,

Лантăш ӳснĕ вăхăта.

Вăрмантан лантăшпалан,

Килĕ савни ман пата.

 

Хушса юрламалли.

 

Иртрĕç пиртен, тантăшсем,

Лантăш ӳснĕ вăхăтсем.

Лантăш чечекне курсан

Пăчăртанаç куççульсем.

 

Хушса юрламалли.

«Çурăлайман çĕмерт çеçки»


Кам пуçне çавăрмасть-ши шап-шурă чечеке ларнă çĕмĕрт шăрши? Кам унăн ытарайми илемĕпе ассăн сывламасть-ши? Кашни çулах çĕмĕрт çеçкене ларсан Альăн куçĕ умне çамрăклăхăн манăçми кунĕсем тухса тăраççĕ.

Кӳршĕ ялти сакăр çул вĕренмелли шкула çӳрет Аля, пĕчĕк пӳллĕ те çинçескер, хура куçлă хĕрача. Вăл сакăр класс хыççăн тӳрех вăтам шкула вĕренме каясшăн. Шкулĕ ку ялтан вуникĕ çухрăмра, кĕркуннепе çуркунне ачасем куллен утаççĕ, хĕлле вара хваттере кĕреççĕ. Альăн амăшĕ хĕрне Пăва хулине тухтăрсем вĕрентсе кăларакан çĕре ярасшăн. Хĕрача амăшне ӳкете кĕртме хăтланса пăхкаларĕ, анчах та лешĕ ячĕ-ячех Альăна тепĕр кас хĕрачипе Пăвана. Пăва пысăк мар, Чĕмпĕр çумĕнче хула тесе калас та килмест. «Медицина училищи» тесе çырса хунă çурт патне çуран утрĕç, çурчĕ пĕр хутлăскер кăна. Заявленисем парса хăварчĕç икĕ хĕр. Амăшĕ çав тери сывлăх тухтăрĕ тăвасшăн ăна. Ашшĕ вăрçă хирĕнчен ӳпке чирĕпе чирлесе таврăннă, шав-шавах чирлет, хĕрĕ ăна сиплекен пуласса шаннă. Килте те йыш пысăк, ултă ача. Чирлекелеççĕ те, ав, пĕр херачи çуралсан 3 уйăхран çĕре кĕчĕ. Çавăнпа та килте тухтăр пултăр тесе хыпаланать амăшĕ.

Малалла

«Юпа каçĕ çурхи евĕр капăр...»


Юпа каçĕ çурхи евĕр капăр,

Шыв тумлать те янăрать шулап.

Çут тĕнче ачи пек йăпăр-япăр

Чун-хавал паян туртать тула.

 

Йăмрасем таса куççуль тăкаççĕ,

Эп иртетĕп шухăшлăн пăхса.

Асăмра ăсанайман çу каçĕ,

Уй хапхи те чăп-чĕрик тăпса.

 

Хапхана юри уçса пăхатăп.

Сас памасть, чĕнмест вăл никама.

Шыв çинче нӳрленчĕ сăран атă —

Ачалла йăпатрăм эп хама.

 

Йăмрасар силленчĕ те лăпланчĕ,

Тек тăкмарĕ ман çине куççуль.

Лăпкă тунсăх пĕркенсе ăсанчĕ

Ĕмĕт пек çап-çутă яш кунçул.

Савăнать чун-чĕре


Пĕр кавир-самолет

Туянас хам валли —

Юмахри паттăр пек

Сывлăшра вĕçмелли.

 

Кăн-кăвак тӳпере

Эп вĕçем ярăнса,

Чунăм савнă çĕре

Тинкерем савăнса.

 

Сарлака уй-хирсем,

Ешерен вăрмансем,

Питĕ пĕчĕк çуртсем,

Кăткă евĕр çынсем.

 

Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçет

Ман кавир-самолет,

Çĕршыва курнăçем

Чун-чĕре хĕпĕртет.

 

Çӳл тусем хушшинче

Çип пекех çырмисем,

Тӳп-тӳрех çул çинче

Машинсем, машинсем.

 

Эх, илемлĕ тĕнче

Тӳперен сăнама,

Пурпĕрех çĕр çинче

Лайăхрах пек мана.

«Юрлать сар кайăк çепĕç юррине...»


Юрлать сар кайăк çепĕç юррине,

Çак вăхăтра тĕнче епле илемлĕ!

Манса каятăп хурлăх пуррине,

Иленнĕ кăмăл — уявлать, телейлĕ.

 

Киленĕçĕ самантлăха пулин,

Самантлăхшăн пайтах эп хĕпĕртетĕп.

Асамлă сасă юхăмне кĕтетĕп,

Пĕрех тăхтатăп сывлама туллин.

 

Сар кайăк юррине ăçтан вăй тулнă —

Çакна чылайăшĕ пĕлесшĕн пулнă,

Анчах никам çук теплĕн калакан.

 

Чипер тасалăха чунпа сăнанăн

Танлаштару тахçан тупса хăварнă:

Сар кайăкпа тан юрă юрлакан.

«Лăпланчĕç шуйхашу, уяв шăв-шавĕ...»


Лăпланчĕç шуйхашу, уяв шăв-шавĕ.

Кун урапи вырнаçрĕ кулленхи йĕрне.

Аллу ĕçчен пулнишĕн çĕн кун савĕ

Çитĕнӳсем тума чĕнет каллех эрне.

 

Уяр ман пуç, таса та тăрă шухăш,

Тăрса ĕçе йĕркелеме вăй-халăм пур.

Кас-кассăн вĕрекен сив çилĕ шухă,

Хĕл ларнăран йĕри-тавра шал-шур.

 

Ак симĕс чăрăш. Вăл — уяв чечекĕ,

Уяв иртсессĕн урăх кирлĕ мар.

Ăна тата епле хисеп-чыс лекĕ?

Йĕппи тăкăниччен часрах тула кăлар!

 

Эх, пурăнăç! Сан шавлă çак уявунта

Эп симĕс чăрăшпа пĕрех пуль, тупата.

Чăваш тĕнчи пысăк...


1991 çулхи раштав уйăхĕнче Крымри Саки хулинчи «Саки» ятлă санаторире каннă хыççăн киле таврăнма тухрăм. Симферополь хулинче хама кирлĕ япаласем туянтăм та чукун çул вокзалĕ çумĕнчи перрон çинче пуйăс кĕтсе тăратăп. Перрон çинче халăх: ларса каякансем те, ăсатма тухнисем те сахал мар. Кивĕрех кăна пальто тăхăннă, хуçалăх сумки йăтнă арçын пĕр ушкăн çын патĕнчен тепĕр ушкăн патне пырса сăмах хушса çӳрет. Акă вăл ман пата та пырса çитрĕ, сумкине перрон бетонĕ çине лартрĕ. Унта кăмăшка тултарнă кĕленчесем иккен. Хайхи сыпмалли туянма сĕнет.

— Хама кирлĕ япаласене туянтăм, çав шутра эрех те, — терĕм вырăсла калаçакана вырăслах. Хам çав хушăрах: «Ай-хай, кам-ха ку çын, чăваш мар-ши?» — тесе шухăшлатăп. Сутăçă сумкине илчĕ те тепĕр ушкăн патне кайма тăчĕ.

Çав самантра эпĕ хыттăн кăна:

— Ара, эсĕ чăваш вĕт! Мĕн туса çӳретĕн кунта? — терĕм.

Кайма тăнă çын чарăнчĕ, хыçалалла çаврăнчĕ, ман çине тинкерсе пăхрĕ, çывăхарах ура ярса пусрĕ те:

— Ăçтан пĕлетĕн эсĕ эпĕ чăваш иккенне? — ыйтрĕ тĕлĕнсе.

Эпĕ хамăн тавçăрулăхпа мăнаçланнине кăтартас мар тетĕп:

— Пăхсах курăнать вĕт чăваш пулни. Эпĕ Пушкăрт Республикинче пурăнакан чăваш, курортра каннă хыççăн киле таврăнатăп.

Малалла

«Тĕлĕке килкелет те аттем...»


Тĕлĕке килкелет те аттем,

Пăлханса тем шырать те шырать.

«Пурăнаççĕ-ши ман сăввăмсем...»

«Пурăнаççĕ — пĕр-икĕ тетрадь».

 

«Алла пар-ха мана купăса,

Ĕнерлер-и пĕрле пĕр кана...»

«Аннем ăна ячĕ сутса,

Çăкăрлаччĕ пулас... чикана».

 

«Пурччĕ ман патефон та гитара...

Чăланта тупаймарăм пуртта...»

Тек аннем çуккине те, мăнтаран,

Ĕненесшĕнех мар, тупата.

 

«Эп пĕлсех ӳксе вилтĕм Мускавшăн.

Мĕнлерех-ши çĕршывăм ку чух?»

Ан та пĕл!

Ан та ыйт-ха, тархасшăн,

Çĕршыву тахçанах ĕнтĕ çук!

 

Сан пекех эпĕ хам та пăрахăç.

Тĕрĕсне пĕтĕмпе каласан,

Тепĕр хут, тен,

персе-и пăрахĕç,

Тепĕр хут чĕрӳ çурăлĕ сан.

 

Курнăçма пире Турă пӳрмен.

Ах, çапах та, çапах... шутласан...

Эс телейлĕ — сана çын сутман.

Эс репресси мĕнне те пĕлмен.

 

Çĕнтерӳ Çĕрĕнче эсĕ юлтăн, —

Тапма чарăнчĕ шухă чĕре...

Ан та кил çĕршывна çичĕ ютăн,

Эс кунта ăнланаймăн пире.

«Хама-хам эп çĕрĕ пек туяттăм...»


Мĕншĕн çук-ши ман асамлă çĕрĕ?

Денис Гордеев сăввинчен

 

Хама-хам эп çĕрĕ пек туяттăм —

Аллунти пĕр пĕчĕк çĕрĕ пек.

Çуттăм пурччĕ, пурччĕ сумлă ятăм,

Çĕрĕ çĕтрĕ — тупăнчĕ инкек.

 

Манран çутă халĕ каçхи уйăх,

Ир шевлийĕ темтĕр çутăрах.

Эпĕ саншăн ĕнтĕ тĕксĕм тутăх,

Кирлĕ мар та кивĕ пĕр хăрах.

 

Кирлеми мĕн тутăр çухалмасăр?

Кам упратăр киввине вăрах?

Çĕрĕ çукшăн пӳрнĕре ан касăр —

Таçти мар, çумри вĕт хаклăрах!

«Йĕс тӳмеллĕ чĕлпĕр вĕçĕпе...»


Йĕс тӳмеллĕ чĕлпĕр вĕçĕпе

Çӳрен ут çамки çине сикеймĕп.

Каяс çул ик енлĕ çĕçĕ пек,

Тухсанах юлан ута сиенлĕп.

 

Умри çулăм уçăмлă мар чух

Мĕншĕн урхамахăм асаплантăр?

Ман асапăм хамшăн лăп та чух.

Эпĕ чăтăп. Урхамахăм кантăр.

■ Страницăсем: 1... 424 425 426 427 428 429 430 431 432 ... 796