Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ял калавĕПирвайхи юратуХĕллехи каçсенчеЙытă тĕлĕкĕКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Пăва çулĕ çинчеХĕçпе çурла

«Çăтмах та, тамăк та шырамăп...»


Çăтмах та, тамăк та шырамăп

Эп санăн чакăр куçсенче.

Сан куçсенче-и вăл чĕр тамăк?

Куçусенче — таса тĕнче!

Сан куçусем хĕвел пек савăк.

 

Вĕсем мана пĕрре пăхас-тăк

Кăвак хуппи пек çутăлса —

Вара эп пулмăттăм алпастă,

Ыратмĕччĕ чун татăлса.

Лăпланнă пулăттăм пĕр ластăк.

Чахутка пуçлăхĕсен пуххинче


Чахуткă микробĕсене Кох тухтăр чахуткăпа чирленĕ çыннăн сурчăкне микроскоппа пăхса I882-мĕш çулта тупнă.

 

Пирĕнтен çырма урлă, кайри касра, хурал пӳртĕнчи çӳп кĕтессинче иртнĕ каçхине чахуткă микробĕсен пуххи пулнă, йышĕ калама çук нумай: шутне-вĕçне тупма çук. Сăнран-пуçран пурте пĕр пек яштака патак татăкĕ евĕрлĕ. Хăйсем ытла та пĕчĕккĕ: пĕр йĕп вĕçне çĕршерĕн вырнаçма пултараççĕ. Çийĕнчи хупăлчăксем пит çирĕп: сивĕ те, ăшă та часах тивмелле мар. Хăшĕ малти кĕтесре, хăшĕ сак çинче, хăшĕ тата кăмака çине çитсе выртни те пур. Пуринчен ытларах çӳп кĕтессинче: таса мар, шăршлă, нурĕ, хĕвел çути çитмен вырăнта.

Çӳп кĕтессинчен тапратрĕ пĕри ыттисене каласа вĕрентме.

— Тантăшсем! — тет. — Пирĕн савăнăçлă пурнăç этем ăшĕнче, пуринчен ытла этем ӳпкинче. Эпир ватти-вĕттине тиркемесĕр чахуткăпа чирлеттерсе çынсене масар çиие куçарттарнине никам та шутне тупас çук. Хальччен пулнă вăрçă та, мур та этеме эпир вĕлернĕ чул нихçан та вĕлереймен. Ытти чир пуçлăхĕсенчен пире чи аслă чир пуçлăхĕсем темелле. Çĕр çинче пирĕн йăх çитмен вырăн çук. Пире пула мĕн чул тăлăх ача, мĕн чул хусах хĕрарăм юлать. Чăваш республикинче те эпир аслă вырăнта: çултан-çул чахуткă чирне хушса пыратпăр. Пĕтĕм республикипе пĕр ял та çук кам та пулсан чахуткăпа чирлеменни. Нумай чухăна ураран ӳкернĕ, мĕншĕн тесен чухăнсем выçăллă-тутăллă пурăнса, пĕчĕкренех имшерленсе ӳсеççĕ. Чухăнсен пӳртĕнче чухăнсене ерме пуринчен час пулать. Чухăн пӳрчĕ пĕчĕккĕ, чăкраш пӳрт, хĕвел çути кĕмест унта.

Малалла

«Ăсăмпа та килĕшмест-ши кăмăл...»


Ăсăмпа та килĕшмест-ши кăмăл —

Хăш чухне çак кăткăс пурнăçра

Йăнăш çул тупма, чăнах та, çăмăл,

Йывăр ăнланмашкăн вăхăтра.

 

Улталатъ-çке темшĕн кăмăл-туртăм

Çĕнтерсе чылай чухне ăса,

Йăнăш еннелле хăш чух пĕр утăм,

Утăм — çухатмашкăн намăса.

«Мĕн çухатрăм Нурăсра...»


Мĕн çухатрăм Нурăсра —

Кансĕр çав тери.

Çавалçи кĕпер тĕрри

Вĕçĕмсĕр асра

Çунтарать вĕри.

 

Кăтра пуçлă хурăнсар,

Витĕр — утма çул.

Маншăн пур та, саншăн çук

Леш енчи пасар

Эпĕ кĕтнĕ чух.

 

Çупах пулă Çавалта,

Пасарта — хӳри.

Аш вăркамăш чун пӳрни

Тахăш ют ялта

Тĕрĕс çӳрĕ-ши?

«Пĕлместĕп, ăçта эс, кампа...»


Пĕлместĕп, ăçта эс, кампа,

Тус-тантăшсемпе е пĕччен?

Тен, уйăхлă каç такампа

Çӳретĕн ирччен.

 

Çу каçĕ ытла та кĕске,

Тирекĕн шур мамăк вĕçет.

Шупка кĕрен-хĕрлĕ тĕспе

Çуталчĕ инçет.

 

Шартлатрĕ виç çаврăм автан,

Юрлать Çавалта шапа.

Утатăр пуль иксĕр пĕр тан...

Тавралăх — шăпах.

Тараватлăх


«Эп авлансанах çĕр кĕскелчĕ», — тенĕ тет ĕлĕк-авал пĕр чăваш. Çемье çавăрнăранпа виçĕ çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Акă кӳршĕ районти чăваш ялĕнче пурăнакан хуньăм юбилейне палăртма каймалла. Арăмпа тата иккĕри ывăлăмпа каланă вăхăта çитрĕмĕр. Инçетри хăнасем те, ял-йыш та чылаййăн пуçтарăннă. Мана пурте кĕрӳ теççĕ. Вăрахламасăр кермен пек пысăк çуртăн пысăк пӳлĕмĕнчи апат-çимĕçпе тулли сĕтелсем хушшине лартăмăр. Юбиляра паллă кун ячĕпе саламласа парнесем патăмăр, ырлăх-сывлăх, телей сунса черккесем пушатрăмăр.

Аванах сăйлансан уçăлма тухрăмăр. Пĕри калаçать, тепри табак туртать, виççĕмĕшĕ уткаласа çӳрет. Çав хушăра икĕ чăваш кĕрешме тытăнчĕ. Ыттисене те кăсăклантарчĕ пулас ку: канашсем параççĕ, хăш енчен тытмаллине, мĕнле мелпе ывăтмаллине вĕрентеççĕ. Акă пĕри теприне кăкăрĕ çине йăтса илчĕ те çĕклесе çапрĕ. Çĕнтерӳçе хирĕç тепĕр чăваш тухрĕ, ăна та çав шăпах кĕтрĕ. Паттăрпа кĕрешме хăюлăх çитерекен пулманран мана ӳкĕтлеме пуçларĕç. Эпĕ акатуйсенче кĕрешменни пирки çине-çине калатăп. «Пĕрре пăхсах эсĕ паттăр пулни курăнать», — çаплипех кăмăла çавăраççĕ арçынсем. Тĕрĕссипе каласан, çамрăк чухне кĕрешмен мар ĕнтĕ. Мана пурте шăнăрлă тетчĕç. Самантрах алла пиçиххи тыттарчĕç. «Мĕнех, кĕрешсе пăхам ара», — тетĕп. Пĕтĕм вăйпа паттăра хамăн кăкăр çинелле туртса илтĕм те çавăрса пăрахрăм. «Пирĕн кĕрӳ паттăр! Кĕркурие ним мар çавăрса çапрĕ!» — пĕр харăс кăшкăрма тытăнчĕç пăхса тăракансем.

Малалла

Тусăм, тĕлпуласчĕ


Авăтать куккукĕ, лăпкă мар чĕрем.

Хăçанччен кĕттерĕн, савнă тус-пикем.

Сукмаку, пĕлетĕп, такăр мар, тумхах,

Пĕр-пĕрне саватпăр, тен, халь кăлăхах.

Эп сана кĕтетĕп — хальтерех çитсем,

Кăмăлтан парнелĕп хӳхĕм чечексем.

 

Авăтмасть халь ĕнтĕ вăрманта куккук,

Чун савни килмерĕ — урăх курас çук...

Чечексем пуплеççĕ манпала паян:

«Пурпĕрех, сар каччă, эсĕ ан кулян.

Авăтĕ куккукĕ. Ан пăрах кĕтме,

Санăн чун варлин те савасси пĕтмен...»

 

Кĕтрĕм эпĕ, кĕтрĕм — пулчĕ кăлăхах:

Тен, тус çулне пӳлчĕ тĕрлĕрен тумхах...

Уйăх та çухалчĕ — тĕттĕм каçхине,

Ах, никам туймарĕ чунăм çуннине.

Сивĕ çилĕ вĕрчĕ — шăнтрĕ чĕрене,

Пĕр пĕччен эп тӳсрĕм тунсăх пуснине.

Аннене парне илсе патăм


Хĕрарăмсен кунĕ çитнĕ май анне валли парне илме кайрăм. Лаша кӳлтĕм те çула тухрăм. Вăрман çулĕпе вĕçтерсе пыратпăр. Йĕри-тавра епле хитре, кашни йывăç юр пĕркенчĕкĕ айĕнче ларать, хăшĕ-пĕри кĕрĕк тăхăннă, тепри шупăрпа,виççĕмĕшĕ - шурă тутăрпа. Темĕнле çурт патне çитсе тăтăмăр. Лашана кăкартăм та пӳрте кĕтĕм. Шалта никам та çук. Алăк патĕнче илемлĕ патак тăрать. Кушак мяуклатса пычĕ, патака тĕкĕнчĕ те, кушакран сысна пулса тăчĕ. Тĕлĕнсех кайрăм. Сак çине пырса лартăм. Пӳрте старик пырса кĕчĕк Шурă, вăрăм сухаллăскер.

— Мĕн кирлĕ сана? — ыйтать старик манран.

— Анне валли парне шыратăп.

— Мĕн парнелесшĕн эсĕ ăна?

— Хитре тутăрпа илемлĕ чечек çыххи.

— Юрĕ, сана хитре тутăр та, чечек те парнелетĕп, киле кайма пултаратăн.

Лаша çине лартăм çеçю вăл çунатлă пулчĕ тăчĕ. Çӳлелле вĕçсе хăпарчĕ. Пĕлĕтре вĕçсе пыратпăр. Пăхатăп та, лаша çухалнă, çуни çеç. Çаплипех вĕçетĕп-ха. Киле çитрĕм. Манăн лаша витере тăра парать. Эпĕ шăпах мартăн 8-мĕшĕнче киле çитнĕ иккен. Пӳрте чупса кĕтĕм те аннене юрă юрласа патăм, сăвă каласа савăнтартăм, тутăр çыхтартăм, чечек çыххи парнелерĕм. Анне питĕ-питĕ савăнчĕ.

«Пĕр ретреччĕ шăкăрин йăмра...»


Пĕр ретреччĕ шăкăрин йăмра,

Юнашар ларатчĕç, çумма-çумăн.

Айккинче, çул урлă, сăртăмра,

Тепĕриччĕ, тусĕ çукчĕ унăн.

 

Çил шавларĕ, аврĕ йăмрана,

Пĕчченçи мĕнле-ши чăтрĕ чунĕ?

Тăлăх ларчĕ ĕмĕр таранах,

Тен, вутра та пĕччен сыппăн çунĕ...

«Куççуль пек çумăр шăварса тасатнă...»


Куççуль пек çумăр шăварса тасатнă

Сарăхайман ырашăн пуссипе

Эс кайнине паян курса тăмастăп,

Асаилес те марччĕ тетĕп эп.

 

Кăвак та хĕрлĕ, симĕс-кĕрен тутăр.

Ман алăри чечек пекех хитре.

Сан илеме текех никам ан куртăр

Тесех-ши анчĕ çумăрлă тĕтре?

■ Страницăсем: 1... 426 427 428 429 430 431 432 433 434 ... 796