Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Хĕн-хур айĕнчеСар ачапа сарă хĕрАтте пилĕКĕперТом Сойер темтепĕр курса çӳрениЙăмраллă ял

«Пухатăп сăвă шăрçине...»


Сăмах çине сăмах тиретĕп

Хам шухăшăм çиппи çине,

Ĕç пăрахсах ав ретĕн-ретĕн

Пухатăп сăвă шăрçине.

 

Чунри çанталăкăм кăра-и?

Хĕвел пăхать-и йăл кулса?

Йăлтах çĕн туйăмсем вăратĕ,

Вырнаçĕ сăвăсем пулса.

 

Мĕн-ма çыратăп-ши, калаймăп.

Саватăп ма юрра-сăвва?

Хуравлама эп пултараймăп

Нихçан та çакă ыйтăва.

Кĕрхи вăрманта


Вăрманти йывăçсене

Вĕçтерет çил тулхăрса.

Хумханать, ав, вĕрене

Сарă çулçă ывăтса.

Лаштра йăмра тайăлса

Ларать халĕ хурланса.

Кашни кунах тăм ӳкет,

Ĕнтĕ сивĕ те çитет.

Ют планета çыннисем


Эпĕ Оксанăпа вăрмана кайрăм. Унта уçă, илемлĕ. Кайăксем юррисене шăрантараççĕ, чечексем ешереççĕ. Сасартăк чĕрĕп куртăмăр. Ун хыççăн утрăмăр та, хамăр та сисмен, çухалса кайнă.

Тăратпăр йĕрсе, ним тума аптраса. Ăçта каймалла? Мĕн тумалла? Таçтан аякран çутă курăнчĕ. Унталла чупрăмăр. Пĕр уçланкăна çитрĕмĕр. Унта пĕр пысăк чашăк ларать. Пĕр чӳрече те çук. Сасартăк алăк уçăлчĕ те темĕнле çынсем тухрĕç. Шапасенни пек ӳчĕсем сип-симĕс. Тĕлĕнсех кайрăмăр. Кусем ют планетăран пулĕ тесе шутларăмăр. Хăраса кайса пытантăмăр. Вĕсем мĕн тунине сăнарăмăр. Хамăр сисмесĕрех çывăрса кайнă. Ирхине вăрантăмăр. Никам та çук. Савăннипе килелле чупрăмăр. Мĕнле çитнине те асăрхаман.

Мĕнлерех-ши вĕсем, ют планета çыннисем? Мĕн çиеççĕ? Мĕн ĕçлеççĕ? Нимĕн те пĕлеймерĕмĕр.

«Тĕлĕкрен пĕрре эп ыйтрăм...»


Тĕлĕкрен пĕрре эп ыйтрăм:

«Кам-ши,

кам-ши вăл — савни?

Пулнă пулĕ,

пулнă пулĕ,

тен, мана та юратни?»

«Пулнă,

хăй сана шыранă.

çепĕç юрă пек шăраннă —

вăранман эс ху, ухмах!»

«Тӳпере — шăнкăравлă тăри...»


Тӳпере — шăнкăравлă тăри.

Шăркари тулă çийĕн — ăрша.

Чӳхенет Улăп сăрчĕн тăрри.

Пĕçертет тунсăх хумĕ ăша.

 

Тан çырмийĕ.

Çӳçеллĕ

Сар Хурăн...

Тăван енĕм — ачалăх сăпки.

Таткалатăп пĕр тутлăн, пĕр хурлăн

Асилӳ пек çырла сапаки.

 

Траçăла килĕштернĕ эп майсăр,

Килсе тухрăм чĕре хушнипе.

Юхнăçемĕн юхать чарăнмасăр

Шăнкăр шыв икĕ чул хушшипе.

Балетран


Чупать хум хыççăн хум,

чупать, чупать, —

васкать хум хыççăн хум

çыран енне.

Хум çапăнать те ĕмĕрхи чулпа —

пĕле тăркач татать хăй ĕмĕрне.

 

Сасартăк çак хумсен ушкăнĕнчен

шап-шурă хум килсе тухать ума.

Мĕн-ма кунта вăл шурă

пĕр пĕччен!

Мĕн-ма чупмасть ытти пиншер

хумпа!

 

Ку — акăш.

Чул пек — вăл та авалтан.

Анчах кунта пĕр акăш çеç хуçа.

Ташшийĕ ун — пурнăçпала

пĕр тан.

Ташшийĕ ун —

пуласлăха куçать.

«Эп, акă, — акăш. —

Шурă акăш эп.

Пике пек тейĕç

ман çинчен кĕçех.

Эп,

акăш пек,

шыв çийĕпе ишеп...

Эп, акă, — акăш.

Шурă акăш çех!

Ман юрату та — акăшах.

Çынсем!

Эсир телейлĕ хăвăр çĕр çинче.

Ман юрату çухалчĕ те — кунсем,

çĕрсем

тата

çак кӳлĕ те — кичем...»

Шурă Çамка


Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳперен

Ахах-мерчен сапакан

Ушкăн çăлтăр вăйăран

Саланать пит ерипен.

 

Уйăх, кĕмĕл питлĕскер,

Çурла евĕр авăкскер,

Шупкаланса майĕпен

Çухалать куç умĕнчен.

 

Пĕчĕк, ачаш ача пек,

Канлĕ, лăпкă ыйхăран

Çутçанталăк карăнса

Вăранать чаршав илсе.

 

Шурăм пуçĕ хĕм сапса

Çутă куна парнелет.

Сар хĕвел çĕкленнĕçем

Шăплăх сирĕлсе пырать.

 

Çут хĕвел шевлипеле

Тăр-тăри хĕпĕртесе

Чарăнмасăр, пикенсех

Юррипе çĕклентерет.

 

Çепĕç шăпчăк тавлашса

Юррине янраттарать.

Путене пĕтĕлтетет,

Унăн сасси иксĕлмест.

 

Чĕвĕл чĕкеç вĕçнĕрен

Тĕкĕ юлать вĕлкĕшсе.

Тавра тулать илемпе,

Чуна çывăх кĕвĕпе.

 

Çаран ешĕл улăхра,

Сиплĕ уçă сывлăшра.

Çутă сывлăм пĕрчисем

Ялтăраççĕ кĕмĕлле.

 

Çăлтăр куçлă чечексем

Черченкĕ чеченлĕхпе

Астараççĕ куç хĕссе

Ант1 тунăнах илĕртсе.

Малалла

Кăмпана кайни


Кĕркунне. Кун тăршшĕ кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Çанталăк çумăрланчĕ, сивĕнчĕ. Кăмпа вăхăчĕ çитрĕ. Эпир кӳршĕсен лашипе вăрмана кайрăмăр. Вăрмана кăмпана каякансем питĕ нумай. Вăрман пире каш кашласах кĕтсе илчĕ. Мĕн тери ырă вăрманта! Кăкăр тулли пĕрре сывлама мĕне тăрать! Вăрман хуçи пӳрчĕ патĕнчен иртрĕмĕр. Ленин карти патне çитрĕмĕр те лашана чартартăмăр. Нинук çул çинчен вăрманалла кĕчĕ. Аннепе Марине иккĕшĕ çырма леш енне каçрĕç. Эпĕ тата Нинукăн ачи Сашук лаша патĕнче юлтăмăр. Нинук кăмпа пуçтарса мала кайнă, пире Сашукпа иксĕмĕре чĕнсе илчĕ, пĕрле малалла утрăмăр. Манăн аннепе Марине кая юлчĕç. Çул икĕ пая пайланчĕ: пĕри, мăн çулĕ, Логинов карти патне, тепри вăрман ăшнелле каять.

Пирĕн шкулта вĕреннĕ, вăрçăра пуçне хунă Алексей Романович Логинов Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе вăрманта йывăçсем лартса ӳстернĕ, ăна Логинов карти теççĕ.

Нинук вăрман ăшнелле кĕрсе лашана йывăç çумне çыхса хăварчĕ. Пире вăл: «Ниçта та ан кайăр», — тесе каларĕ, хăй кăмпа пуçтарма кайрĕ. Эпĕ Сашукпа пĕччен юлма питĕ хăрарăм. Кăштахран анне çитрĕ. Вăл çул хĕрринче кăмпа нумаях тупайман.

Пире каллех çапла каларĕç: «Лаша урапи çинчен анма ан та шутлăр», — терĕç.

Малалла

Кĕвĕ


Кĕвĕ çутă пек çиçе-çиçе илет.

Шăнкăртатăвĕ юхать юхан шывла.

Мĕнлерех-нш ун чĕлхийĕ — Тур пĕлет...

Пĕр çакна çеç калама пулать: юрлать.

Пас лаппи-и чăлтăр çуттăн йăлкăшать,

е хĕвел тӳперен пăхать пĕччен —

чун пурне те йышăнать те хуравлать,

кăлт та кăлт! тапать чĕре — тăраниччен!

Çемĕ шав аталанать те çул хывать,

Пĕр ăна çеç парăнас, хама манас.

Кун-çултан эс ан хăра: кун-çул чухлать,

хăв кăна эс пул кăшт та пулин таса.

 

Ку симфонин мĕнлерех тĕшши? — «Эпир!»

Çул юлташĕ витĕрех сана курать.

Ăнланмасть-и? Ăнланмастăн ху, эппин,

уйрăлмаслăх, çынлăх — çак тĕлпулура.

 

Ля бемолъ пек ырату е юрату?

Хуть мĕнле те вăл хăй ирĕк пулмалла.

Эс хăвна ытла тулли е нишлĕ туй —

чун-çке зсĕ. — Ку пит кăткăс япала.

Пурăнма пĕлни паха


Çĕр çинче çук нимĕн те яланлăх,

Мĕн пурри килет вăхăтлăха:

Пурнăç çулĕ курăнсан та анлă

Хăвăртах çитетпĕр ватлăха.

 

Ĕнер çеç хитре çеçке çуратчĕ

Çамрăклăх турачĕ чĕрĕлсе.

Çепĕç, ырă ĕмĕтсем умраччĕ —

Çук паян чĕнсессĕн те йĕрсе.

 

Çын телейĕ те çĕтет хыпарсăр:

Ун çути те, шел, вăхăтлăха.

Пурăнатпăр нимĕн хакламасăр,

Çухатсан шыратпăр кăлăхах.

 

Çĕр çинче çук нимĕн те яланлăх,

Мĕн пурри килет вăхăтлăха.

Умăнта мĕн пур — йăлтах пуянлăх,

Пурăнма пĕлни нимрен паха!

■ Страницăсем: 1... 429 430 431 432 433 434 435 436 437 ... 796
 
1 ант — тупа