Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемТаркăнПахчапа мунча хуҫиАслă халалИрĕк çилТанатаКулăшла калавсем

Март — Пуш


Юр пĕрмай йăшса ванать,

Çул хуралнă аванах.

Çитрĕ март,

Çитрĕ март,

Кăнтăрла тумла тумлать.

Юр хыратпăр, тасататпăр.

Кашниех ĕçчен те паттăр.

Çăварни асамĕ


Çăварни эрни пуçланчĕ...

Эх, ăçта эреш çуна?

Çунине халь шӳç тупанччĕ —

Тĕлĕнтертĕр таврана!

Пушкин калашле, кӳлем-и

Ватăлми йăлттам ямба?

...Килĕшмерĕ çил-хӳре ман, —

Çырлахас пуль хорейпах.

Ав, пускил те ыр сунать-çке:

Пур-ха, тет, уяв çуни.

Ĕрĕхтер, тет, çил çунатăн —

Кĕр-кĕрлетĕр çăварни!

Йĕс шăнкравлă пĕкĕ, карăн!

Анăç çилĕ вĕрнĕçем

Вĕл! вĕçеççĕ ярăм-ярăм

Хĕрлĕ-хĕрлĕ хăюсем.

Купăс каласа çитер-ха

Пикшикпе Хурăнлăха...

Çил-тăман çулран çĕтертĕр, —

Шиклентермĕ яшлăха!

.. .Уявпа ятуллă-туслă,

Çак çуна çине пĕрле

Эс ларинччĕ — йăлтăр куçлă

Тин çураçнă пикелле,

Тăлăгата эп çупăрлайăп:

Пултăр, пултăр йăвара

Чун иленнĕ сарă кайăк —

Ăнкаратăр хăвăрах!

Юр юрлатăр, ăшшăн култăр,

Ыррине çеç шантарса.

Чунри савăк туйăм юлтăр,

Тĕлĕкри пек, тап-таса.

...Çăварни эрни пилленĕ

Сăнара пуçа тайсан,

Ан тăрсамччĕ эс ĕшеннĕн,

Нарăсри сӳрет-асам!

Каç пулать... Тăнларăм авăк:

Малалла

Шеллерĕ


Петĕр пиччесен ватăлса çитнĕ урхамахĕ ĕçлейми пулать. Лаша хуçи ăна хăй аллипе пусма шеллет, сутас тесе Выл пасарне илсе тухма шутлать. Пĕр ирхине лашана шăварчĕ, хăмăт тăхăнтартрĕ,чĕлпĕртен тытса турта патнелле уттарчĕ.

— Тăхта-ха, пăртак чарăнса тăр, — терĕç ачисем, ашшĕ лашана кӳлме пуçласан, — юратнă туспа сывпуллашар.

Арăмĕпе ачисем Хушкапуçа çилхинчен, мăйĕнчен, çурăмĕнчен ачашларĕç. Ут хăйĕнпе сывпуллашнине ăнланчĕ пулас, унăн куçĕсем шывланчĕç. Кăштах турткаланçи пулчĕ, çапах та хуçи хушнине пĕр сăмахсăр итлеме хăнăхнăскер, хăех турта хушшине кĕрсе тăчĕ.

— Ну! Кайрăмăр! — тесе Петĕр пичче лашана тилхепене турткаласа илчĕ те чăмăрккипе сулса хăмсарчĕ.

— Атте! Хытă ан хăвала,шелле юратнă çилçуната!

Хушка лаша, кунĕпе ĕçлесе самай ĕшеннĕ пулин те, хытах юртса Штанаш салинчен уялла тухрĕ.

Лапка-лапка юр çăвать, лаша çуни юр тăрăх пĕр сассăр шăвать. Лавçă асаилӳ авăрне путрĕ.

Хушкапуç ратни — ялти пуян ратни. Вырăс Ленька çемйи вăйлă та тĕплĕ пулнă. Вĕсен карта тулли выльăх-чĕрлĕх, кĕлет тулли тыр-пул, çирĕп кил-çурт пулнă, хуралтăсенче çич-сакăр лаша тăнă. Ялта лашасăр пĕр утăм та тăваймăн: çуракипе кĕракине вĕсемпе тумалла, пĕтĕм уй çĕрне сухаламалла, акмалла, сӳрелемелле, утă-улăм турттармалла, вăрман ĕçлемелле... Качча карти хыçĕнчи пысăк уй пĕтĕмпех Вырăс Ленькин çĕрĕ пулнă, унта вăл тыр-пул акса ӳстернĕ... Тырри яланах ăнса пулнă. Ленька çемйи ир пуçласа каçчен ĕçленĕ, аслисем сухара, ачисем — сӳрере, çĕрпе пĕлсе усă курмасан тулăх тыр-пул туса илеймĕн. Вăхăтра çĕртме тунă, çĕре лаша навусĕпе апатлантарнă, вăл çĕршĕн усăллă-çке. Çуллахи кунсенче лашасемпе пуринпе те ĕçлеме çӳренĕ, каçсерен вĕсемпе выртмана кайнă. Выртмана ялтан инçех мар вырнаçнă вăрмана çӳренĕ. Выртма ачисем вут çунтараççĕ, хăшĕ çывăрса кайнă, хăшĕ ларать, теприсем пĕр-пĕринпе пăшăл пăтти пĕçереççĕ, сайра хутра вăрăм чăпăркка сасси, лашасене хăвалани илтĕнет. Лаша кĕтĕвне шăна-пăван аптратнипе утсем тӳлек çиеймеççĕ: хӳри-çилхисене силлесе тек тапăртатаççĕ, пуçĕсене ухса каллĕ-маллĕ уткалаççĕ. Хăш-пĕр чухне утсем патне кашкăр тухни те пулать, кĕтӳ хăрт-харт туса тăпăртатма тытăнать, лашасем кĕçенсе унталла-кунталла чупкалама пуçлаççĕ.

Малалла

Тасалăх


Лапка-лапка

шап-шурă юр çăвать,

лăпка-лăпка

чуна лăплантарать.

 

Сукмакăм ман —

тасалăх айенче.

Пĕр паллă та тăрса юлман халь.

Шур çиттипе витĕннĕскер,

те такăр пулнă вăл,

те тумхахлă?

 

Лапка-лапка

шап-шурă юр çăвать,

лăпка-лăпка

чуна лăплантарать.

 

Ĕнер

хура чĕлхипеле

пуплетчĕ пылчăк:

«Эс манăн пул.

Эп пулăп санăн.

Ан имен,

куратăн-и,

ав сар хĕвел —

кулленчĕке кĕрсе выртма

пĕрре те хăрамасть вăл».

 

Ăна юр пĕрчисем пĕлмеççĕ.

Вĕсем питех те пĕчĕк.

 

Ĕнер

çара уран та çара пуçăн

шăнса кӳтнĕскерсем,

çул хĕрринче

тăпăртатса тăратчĕç йывăçсем.

 

Ăна

юр пĕрчисем пĕлмеççĕ.

 

Ĕнерхи каç тӳпе хураччĕ.

Çăватчĕ тĕттемлĕх —

çулсем çине,

çуртсем çине,

чӳречесен çути çине.

 

Юр пĕрчисем ăна пĕлмеççĕ.

Вĕсем

тасалăх илсе килнĕ.

Малалла

Çеçпĕл: юлашки каç


Манми тăванăмсем, каçарăр,

Манми чун варлисем, каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Сас пулчĕ тăвăнчăк, каçарăр,

Çул пулчĕ пăрăнчăк, каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Айван çуратнăшăн каçарăр,

Çынна юратнăшăн каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Хаяр сунманшăн та каçарăр,

Пуйма çунманшăн та каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Савса ĕлкĕреймен, каçарăр,

Çырса ĕлкĕреймен, каçарăр, —

Каятăп таврăнми...

Кĕтнĕ сас


Ку кĕр темле

ытла хевтесĕр:

сыв мар-шим? —

ӳкнĕ йăлт сăнран...

Юрри те юрланмасть

хĕвелсĕр,

сăвви те çырăнмасть

чунра.

Пасар майрин

кӳпшек те чăркăш

пĕлĕтсемпе —

тӳпе тискер.

Кун пек чухне

ăшу та вăркĕ,

хăвна çитмен пирки

темскер...

Мĕскер-ши вăл,

çав ырă пулăм?

Сăмах-ши —

ăшă пайăркан.

Е хăвăртах тухман

куççулĕ —

кирлĕ мара

сăвăракан?

Тĕвĕленет

каплам-капламăн

упранасси,

çухаласси...

Чим, тăхтăр! —

илтĕнет

такамăн

ырра систерекен сасси...

Параппан


Тӳнклетет параппан...

Темшĕн тунсăх,

салху ун сасси.

Параппанçă-им ырна

ик алри патакне вылятса

е сыв мар

тӳнклетен параппанĕ?

Ах, нумай-çке, нумай

вăл калаçрĕ çулпуç пек

кĕрлевлĕ...

Тен, çавна астусах

сӳрĕкленчĕ янравĕ

кутемĕн?

 

Çĕкленӳллĕ, кичем —

сапăнать, сапăнать

сӳнчĕк сас

ватлăха куçнă

яшлăх чунне —

кĕрхи ĕнтрĕк хыçне

пытанасшăн...

 

Тӳнклетет параппан —

кӳренсе, тунсăх саслă.

Тӳнклетет —

çынсемпе сывпуллашнăн.

Ачалăхри пĕр кун


Паян савăнăç! Манран аслăраххисен канмалли кун. Вĕсен шкула каймалла мар. Муççей, Волоть тата Куçма, эпĕ малтан Вăрăм шывĕн тепĕр енне кайса килтĕмĕр. Пĕçмен çырми хĕрринче ыраш кĕпçи татса çирĕмĕр. Тутана лектерме юраманскер йăлт пăсса пĕтерет. Ăш-чик тӳсет. Таврăнтăмăр. Пукла выляса илтĕмĕр. Кустăрмалла тупăшрăмăр. Йыш хушăнсах пычĕ. Мечĕкпе выляма пикентĕмĕр. Шупкарах сăнлă сăранпа сырнă. Ăшĕнче те каучук, те урăххи — лайăх çапсан таçтах ыткăнать.

Мечĕкĕ хамăнах-ха. Анчах кам ăсталанă, пирĕн киле мĕнле килсе лекнĕ — калаймастăп.

Пĕрисен çапмалла. Сыхлакансен çăмхана çĕре ӳкиччен е тытмалла, е çапса таракансенчен пĕрне персе тивертмелле. Вара çапаканнисем пулаççĕ.

Ĕнер çумăр лӳшкерĕ, аслати кĕмсĕртетрĕ. Паян — хĕвеллĕ. Çул çинчи пĕр шит хулăнăш тусан пусăрăннă кăна. Кĕрсе кайсан пурпĕрех çĕкленет. Урамăн пĕр енĕ тип-тикĕс, сысна курăкĕ ем-ешĕл. Çавăн тăрăх чупатпăр.

Мана çапма черет виççĕмĕш хут çитрĕ. Хатĕрлентĕм — пирĕн киле салтакăнни пек карттус тăхăннă çын кĕрсе кайнине асăрхарăм. Кам-ши? Калиткене те, пӳрт алăкне те нихăçан та питĕрсе тăмастпар та — ал туйине пăрахрăм, киле чупрăм. Картишĕнчи Улай каçса кайса вĕрет. Пӳрте кĕтĕм. Арçын тĕпеле çитнĕ. Сăран сумкине хăйĕн умне çавăрнă, хутсем кăларнă. Вĕсене пĕр чĕнмесĕр пăхать.

Малалла

Февраль — Нарăс


Çил улать ытла та хытă,

Вĕçтерет тăман тулта.

Йăвине пытаннă йытă

Шарламасăрах выртать.

 

Урама тухсан, сисетпĕр,

Чĕпĕтет хĕл сăн-питрен,

Пурпĕрех шкула çӳретпĕр,

Хăрамастпăр сивĕрен.

«Тĕлсĕр çул евĕрлех ăнман пурнăç...»


Тĕлсĕр çул евĕрлех ăнман пурнăç:

утатăн, утатăн, утатăн,

утатăн та, — ăнăç е тухăç

ăçта пулнине те манатăн.

 

Çӳлте — кайăксен патефонĕ,

умра — çутçанталăк чĕрçи.

Итле! — тет, кĕрлет симфони,

çырла йăлăнать: тат — çи!

 

Йăван икĕ çул юппине

çитсе хутаçне хунă пек,

тухатпăр эпир тĕнчене

чунри мĕнпур ыр ĕмĕтпе.

■ Страницăсем: 1... 432 433 434 435 436 437 438 439 440 ... 796