Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Атте пилĕХум пӑшӑлтатӑвӗĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томХура çăкăрЮрату ҫӑлкуҫӗВăрман ачисем

«Шап-шурă юр пек шуррăн...»


Шап-шурă юр пек шуррăн

Тăнлав йăлт шуралсан,

Тахçан юрланă юррăн

Çу кунĕ янрасан,

 

Каллех эп асаилĕп

Ăсаннă çулсене,

Ума хам яшлăх килĕ

Чĕнсе юлташсене...

 

Тен, макăрăп, тен, кулăп,

Пĕлеймĕп-ха халех.

Темле пулсан та, юлăп

Чунпа хальхи пекех.

Тăван çĕршыв


Тăван çĕршыв! Манми кĕтес!

Кăтра йăмраллă Чăваш Ен!

Мĕн-ма ытла та хаклă эс?

Мĕн-ма-ши питĕ илĕртен?

 

Тăван кĕтес нимрен паха:

Çуралнă кил, уй-хир, вăрман.

Санра çеç ĕмĕтĕм, вăй-хал,

Санра çеç ăраскалăм ман!

 

Темле хăват санра пурах:

Тавралăху сиплет чуна.

Санпа ман пурнăç çутăрах,

Чĕрем юрлать санпа кăна!

Шăпа


Çĕр çине çуралакан мĕнпур çын кун-çулĕнчех Çӳлти Хуçа пил парса, ятран-шывран ыр сунса пехиллесе палăртан уйрăм шăпа тĕвви пур, çавăн çинчен малалла сăмах çăмхин çиппине кăштах сӳтме шухăш пур.

«Шăпа хуçи эпĕ хам!» — тет пиртен нумайăшĕ, çавнашкал шутлакансен, чăн та, шутсăрах йышĕ. Анчах тĕрлĕ пăтăрмах урлă утса иртнĕçем, пурнăç тути-масине кăшт астивсе пăхнăçем, çавăн пек калакансен ылмашăнать шухăшĕ. Ку кăна-и, пăх та кур, сахалланать шут-йышĕ. Мĕн хистет çапла тума, шухăша улăштарма?

Шăпа текен пулăмпа этем кăна хуçа мар, унăн тĕвви Тӳпепе çыхăнура пулнине саманта та манар мар. Турра манса пурăнсан, хăвна кăна уяса хăвшăн кăна тăрăшсан, çут тĕнчере ыр шăпа пулмĕ саншăн нихăçан. Е усалпа туслашса укçа-нухрат пайтишĕн çын куççульне юхтарсан — пуласлăхри шăпуна ăмсанмалли çуках сан.

Ырри — ырпа таврăнать, усалли усалпалах сан çинелле тăрăнать. Апла пулсан, тăванăм, шăпа кӳрен ырлăха туллин курас тесессĕн, пурнăç çулĕн хĕррине чипер çитес тесессĕн — кашни кунах тĕнчере чĕптĕм-чĕптĕм пулсан та ыр ĕç тума пултарар. Кун çуттине кăтартнă атте-аннемĕрпеле тăван несĕл-ратнене чун-чĕремĕрте упрар, шăпа тĕвви пурнăçра тĕнче тытса пыракан, пурне те пĕлсе-сиссе, туйса-курса тăракан Пултараканăмăрпа çыхăннине астăвар! Астăвар та тĕв тăвар, хамăр вăя пурнăçра ыр ĕç валли ытларах уйăрмашкăн тăрăшар!

«Анне мана ачашшăн ыталатчĕ...»


Анне мана ачашшăн ыталатчĕ,

Эп ун чухне пиллĕксенчи ачаччĕ.

 

Кашни кунах эп аннепе пĕрлеччĕ,

Çу кунĕсем паянхинчен хитреччĕ.

 

Кун-çул мĕнне пĕлмен те, ăнланман та,

Туссем нумайччĕ, çукчĕ пĕр тăшман та.

 

Унтанпала çулсем килми ăсанчĕç,

Туссем сахал, тăшман вара йышланчĕ.

«Эп юрланă юрă...»


Эп юрланă юрă

Илтĕнмĕ текех:

Вăхăт та халь урăх,

Хам та пĕчченех.

Юлташсем ăсаннă,

Юлташсем таçта!

Сӳнчĕ ĕмĕт манăн,

Сивĕтет тулта.

Сивĕтет çанталăк,

Çак сиввех чунра.

Çăлтăр та çухалĕ,

Мĕн юлать умра?

Мĕн юлать? Ăçта эп

Çитĕп ĕмĕтре?

Халь ан тăвăр айăп,

Юрлăп-ха пĕрре...

Паян телейлĕ эп


Телей тени савăнаçпа тăванлă:

Пĕри çухалсанах тепри те çĕтĕ.

Телей тупăнсанах хавха та çитĕ,

Вĕсем пуртан кун-çулăм манăн анлă.

 

Кун пек чухне чуна ытла та çăмăл

Вĕтĕртетет пулсан та кĕрхи çумăр!

Ан тив, вăл çутăрах канмасăр çутăр.

Çук, хуçăлмĕ пачах та уншăн кăмăл!

 

Чунри çанталăкăм çавах хĕвеллĕ,

Ун çут шевлийĕ те, савниçĕм, эсĕ!

Мĕнех кĕтет ыран? Килмест пĕлессĕм

Паян телейлĕ эп! Паян телейлĕ!

Этем тăшманĕ


Тем тумалла Эрхипе

Ытла туслă эрехпе.

Ĕçет эрни-эрнипе

Ĕçкĕ чирĕ ернипе.

Шăлне шаккать кашкăрла,

Тăр-тăр! кăна чĕтретсе.

Арăмне вăл кăшкăрать:

— Ăçта хутăн чĕресе?

Иртни тата юлман-ши?

Паян сыпăп юлашки.

Пар-ха, кăштах, вилесрен,

Илме килчĕ пуль эсрел.

Эрех юхать пăрăхран

Четвĕрт тулать тумламран.

Сисмест этем, элчелне

Парать эрех аллине.

Ĕçсен пурнăç çуталать,

Усал çапла улталать.

Ан ĕç, шуйттан куççульне

Ан тăс эсрел кун-çулне.

Амăшĕсĕр ачаран хăтăлни


Пĕр класра вĕренекен Нинапа Нюран паспорт илме çул çитрĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсенчен ирĕк ыйтса пуйăспа район центрне фотографине сăн ӳкерттерме кайрĕç.

Район центрĕнче кирлĕ ĕçсене туса пĕтерсен тантăшсем лаввкасем тăрăх çӳрерĕç, унтан чукун çул вокзалне кайрĕç.

Вокзалта çын нумаях мар. Кетесре виçĕ каччă кулкаласа лараççĕ, вĕсене хирĕç карчăк ларать. Нюрапа Нина тепĕр кĕтессе пырса тăчĕç. Çав вăхăтра вокзала вăтам çулсенчи хĕрарăм алăри ачапа кĕчĕ. Ачине утиялпа чĕркенĕ. Лешĕ сасă кăлармасть, çывăрать пулмалла.

Унччен те пулмарĕ, хĕрарăм хĕрсем çумне пырса тенкел çине ларчĕ. Кăшт вăхăт иртсен: «Ачана тытса тăрăр-ха, эпĕ лавккана кайса килем, манăн çăкăр илмелле», — терĕ те ачине Нюрана тыттарса хăварчĕ. Пепке мăш-мăш сывлать, тутлăн çывăрать. Вăхăт самаях иртрĕ пулин те, ача амăшĕ таврăнмарĕ. Хĕр тантăшсем ларса каймали пуйăс та çитмелле ĕнтĕ. Ача та вăранчĕ, йăшăлтатма, макăрма пуçларĕ. Нюра утияла сирчĕ. Хĕрачан айĕ йĕпе иккен. Кипкине тепĕр май çавăрса хунă хыççăн пĕчĕк хĕр тепĕр хут çывăрса кайрĕ. Хĕрарăм çавах çук-ха.

Нюра тантăшне, çăкăр лавккине кайса, ача амăшне шыраса килме хушрĕ. Нина чупса кайса килчĕ, анчах кăлăхах пулчĕ. Халăх шавлать, ача тепĕр хут вăранса кайрĕ, йĕме пуçларĕ. Кĕтесре ларакан çамрăксем Нюра çине пăха-пăха кулаççĕ. Кулччăрах! Анчах пуйăс килсе çитсен ачана ăçта хумалла-ха? Вокзал та ăшах мар. Нина, ачана аллине илсе, вокзал тăрăх уткаласа çӳрерĕ — пепке çаплах йĕме чарăнмасть.

Малалла

«Макăрмастăп...»


Макăрмастăп. Мĕншĕн макăрас?

Çулçăн ĕмĕрĕ шăпах çур çул ун.

Вут çунать чунри кăмакара,

Çунатне çапсах ташлать сар çулăм.

 

Ыранхишĕн макăрмаççĕ халь.

Чĕри çук кăкăрĕнче кĕр кунĕн.

Те вăл ĕнтрĕк, те хура çăхан? —

Чĕтренсе илет йăмра курпунĕ.

Сансăр


Сансăр — кун-çулăм кансĕр.

Сансăр — эп вăйсăр, халсăр.

Сансăр — эп мĕскĕн шутсăр.

Сансăр — ман вырăн ансăр.

Сансăр — кун хĕсĕк, хăнчăр.

Çĕр çывраймастăп сансăр.

Сансăр — тӳпемĕр сăнсăр.

Сансăр — ман сăвă сăрсăр.

Сансăр — çу кунĕ ăмăр,

Пĕлĕт хура та хăмăр.

Сансăр — сар уйăх катăк,

Калăн вăл — каснă татăк.

Сансăр — хĕвел тĕ тĕксĕм,

Вăл та йĕрес пек, мĕскĕн.

Тертĕм хăçан-ши пĕтĕ?

Хăтлăх хăçан-ши çитĕ?

Çăлтăрсем кирлĕ — çунччăр!

Çунччăр та ырă сунччăр!

Сансăр — вĕсем те хурлă, —

Темшĕн килеççĕ урлă.

Эсĕ пур чух — эп сывă,

Шăрçаланать ман сăвă.

Пурнăç — хаваслă, ирĕк,

Çурăм таса — çук кирĕк.

Эсĕ пур чух — кун çутă,

Хырăм тулли те тутă.

Хатĕр шӳрпе е пăтă, —

Килччĕ, кĕтетĕп хытă!

Эсĕ пур чух — чун савăк,

Кил, калаçар пĕр авăк.

Шел, курманни çулталăк, —

Саншăн ман уçă алăк.

Çул çăмăл мар, пĕлетĕп,

Килччĕ çавах, кĕтетĕп.

Ăшшăн аса илетĕп, —

Сансăр — пĕччен пĕтетĕп.

■ Страницăсем: 1... 434 435 436 437 438 439 440 441 442 ... 796