Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вӗре ҫӗленĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томÇамрăк ĕмĕтЮрату ҫӑлкуҫӗЙĕрсем çухалмаççĕЧакăл-туСар ачапа сарă хĕр

Палăк


Эп — чĕмсĕр-чĕмсĕр палăк...

Аваллăх йĕресем

Эрешлĕ те хаваллă —

Ĕмĕтпелен сыв мар.

 

Эп — сивĕ-сивĕ палăк...

Васкавсăр ĕмĕрсем

Тăхăмсене, тен, калĕç:

«Этем вăл — чуллăх мар...»

Тунсăхлатăп


Аннеме, А.И. Порфирьевăна, сума суса

 

Темлерен хаяр инкек йӳппи

Пурнăç уххинчен вĕçерĕнсессĕн,

Ан лекинччĕ вăл сана, аннем...

Ан лекинччĕ çеç, эп тархаслатăп —

Пӳлĕхе те çырмари чула,

Тӳпене те чĕмсĕр кун-çула...

Ан лекинччĕ — эпĕ тархаслатăп.

Сассăр, сассăр кăшкăрнă пекех,

Уйăхран та Хĕвелтен ыйтатăп —

Ан лекин инкек ман аннеме,

Ан лекинччĕ вăл аннесене,

Ан лекинччĕ ырă чунсене...

Ан лекинччĕ — эп тархаслатăп!

Качака


Кĕркунне Кĕтерук кинеми кишĕр, кăшман кăларнă, купăста каснă. Кусене киле кутамккапа кĕртнĕ. Кăçал кишĕр, купăста, кăшман куçа килĕшнĕ. Кинемей кăмăллăн кулкаланă. Кил картинче кинемей кутамккинчен купăстине кăларнă.

Кĕтерук кинемин качаки кĕтӳрен килни курăннă. Качака кил картине кĕнĕ, купăста кăшласшăн кармашнă. «Кай кунтан, каçăрскер!» – кăшкăрнă Кĕтерук кинеми качакана. Качаки картана кăмăлсăррăн кĕрсе кайрĕ.

«Сана никам та юратми пулсан...»


Сана

никам та

юратми пулсан —

кил

ман пата.

 

Сана

никам та

ĕненми пулсан —

кил

ман пата.

 

Сана

никам та

хĕрхенми пулсан —

кил

ман пата.

Çулсем иртсен


Ун чухне-и? Именчĕклĕ хĕрччĕ,

Эсĕ пулнă чылай аслăрах.

Сарă тумлă, сар çулçăллă кĕрччĕ.

Шурă-шурă хулаçăм асрах.

 

Нихăçан тĕл пулман çын сăнарĕ

Вылянатчĕ ир-каçăн умра.

Кĕтеймерĕм çав, пурнăç васкатрĕ,

Атăл хумĕ пек пурнăç кăра.

 

Эпĕ çуннă, шутланă, шутланă,

Сан сăнна усраса чĕрере.

Унтанпа миçе тутăр шупкалнă,

Миçе çумăр йĕпетнĕ çĕре.

 

Çулланса хĕрĕхе çывхарсассăн

Тĕлпулу çулĕ тупăнчĕ тин.

Тинкерсе ан сывла ĕнтĕ ассăн,

Тахçанах хунемешĕн эп кин.

 

Тăнлава шурă çӳç те иленчĕ.

Ватăлсан та-мĕн, ĕмĕр — асрах.

Эпĕ юлăп. Именчĕклĕ хĕрччĕ...

Эсĕ пулăн чылай аслăрах.

«Çуралнă ял — анне сассиллĕ...»


Çуралнă ял — анне сассиллĕ,

Çуралнă ял — анне юрриллĕ,

Çуралнă ял — анне ташшиллĕ,

Анне вара пĕрре кăна.

 

Ун сассине чунра упрар-и?

Ун юррине пĕрле юрлар-и?

Ун ташшине паян ташлар-и

Тăрса хаваслă ушкăна?..

«Стена çинчен пăхать çап-çамрăк каччă...»


Стена çинчен пăхать çап-çамрăк каччă,

Сăн-пичĕ ун кăшт кулнăн туйăнать.

Эп пĕчĕк чух анне час-час калатчĕ:

Ачам, вăл вилнĕ сан кукку пулать.

 

Эп — айванскер, тăраттăм ăнланмасăр,

Ăçтан пĕлетĕн пиллĕкре йăлтах,

Аннем вара макăрнине пĕр сассăр

Манмастăп халь те — курнă час-часах.

 

Калаттăм ăшшăн: Ан йĕрсем, аннеçĕм,

Чунтан курас килетчĕ куккана,

Стена çинчен вăл йăл! кулатчĕ вĕçĕм,

Кулли паян та çунтарать чуна.

Мăрккапа Кампур


Мăрккапа Кампурăн ĕçлеме каймалла, анчах Мăркка: «Пуç ыратать», — тесе симĕс курăк çине выртса юлать. Кампур тарăхнипе пĕчченех ĕçе тухса утнă, тет.

Каçхине Кампур киле таврăннă.

Мăркка:

— Атя-ха, Кампур, вылятпăр, — тет.

— Çук, Мăркка, манăн выляс килмест санпа. Эсĕ манпа пĕрле пымарăн çав, — тет Кампур.

— Ах, Кампур, Кампур, манăн ура хуçăлнăччĕ, — тет те Мăркка, курăк çине кайса ӳкет. Çакăн хыççăн Кампур, çилленсе Мăркка патĕнчен тухса кайнă.

Мăркка пĕчченех, макăрать.

Тепĕр икĕ эрнерен Кампур Мăркка патне килет. Курать: Мăркка чул пӳрт хăпартса лартнă, ĕçĕсене пĕчченех тунă. Мăркка Кампура кăмăлтанах хăй патне пурăнма илет, халичченех килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем.

«Çулçă лĕп çил килсе...»


Çулçă

лĕп çил килсе

лăпкассине кĕтни пек

кĕтетĕп эп сана.

 

Курăк

çумăр килсе

çăвассине кĕтни пек

кĕтетĕп эп сана.

 

Кайăк

чечек çеçки

çурăласса кĕтни пек

кĕтетĕп эп сана.

«Хăçан та хăçан...»


Хăçан та хăçан

эс килĕн ман пата —

çавăн чухне тин

çут çăлтăрăм тухĕ ман.

 

Хăçан та хăçан

эс килĕн ман пата —

çавăн чухне тин

шур уйăхăм тухĕ ман.

 

Хăçан та хăçан

эс килĕн ман пата —

çавăн чухне тин

сар кайакăм юрлĕ ман.

■ Страницăсем: 1... 437 438 439 440 441 442 443 444 445 ... 796