Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӗмӗр вӗренВăрман ачисемЫлтăн вăчăраВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКулăш кустăрмиЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеАтте пилĕ

«Кун пек хумхану чунăмра ман пулман...»


Кун пек хумхану чунăмра ман пулман

(Çакна ашшĕ-амăш туять пит аван):

Ача пек сикетĕп,

Кулатăп чунтан:

Атте паянтан эп,

Атте — паянтан!

 

Кашни саламлать халь,

Ыйтать кăмăлтан:

«Епле арăму?

Ывăлу-и патвар?»

Эп хирĕç калатăп:

«Аван, пит аван,

Ятне çеç загсра хальлĕхе

çыртарман!..»

Лапайхар — илемлĕх Турри


Лапайхар, Лапайхар,

Санăн çутă сăнна манăн чунăм шырать:

Каçсерен сан кĕввӳ

Уçлăхра янăрать, кунсене тыткăнлать.

 

...Туссем хушшинче, амасен çĕрĕнче

Лапайхар тăрать тет çăлкуç умĕнче.

Таса чунлине чĕнет хăй патне,

Шывне сыптарса пиллет кĕввине.

 

Пиллет кĕввине, пиллет ташшине

Илемлĕх турри, Лапайхар ятли.

Таса чунсене, çунан чĕрене,

Парать тет вăй-хал тухма çул çине.

 

Аллине çиçем тытнă аслати ачи,

Тĕнчене илемлĕх килнине вăл курать.

Юрри ун хăватлă, вĕри ун ташши

Тĕнчерен Илемлĕх кайнине вăл курать.

 

Кайнине курать, тулхăрать, сикет,

Таса чунсене хăй патне чĕнет.

Янра, Лапайхар, кĕрле, Лапайхар,

Итлесшĕн эпир вĕри кĕввӳне,

Янра, Лапайхар, кĕрле, Лапайхар,

Ĕçесшĕн эпир Таса Çăл шывне.

Инкек


Çав çулхине хĕл питĕ сивĕ килсе çитрĕ. Кашни кун çил-тăман тустарать. Çил вăйлă пулнипе мĕнпур çунă юра çырмасене хӳсе тултарчĕ. Çав кун хамăн пӳлĕмре ĕçлесе ларнă вăхăтра алăка пĕр карчăк уçрĕ. Вăл: «Кĕме юрать-ши?» — тесе алăка хупмасăр пăхса тăрать. «Юрать», — тесен кĕрсе тăчĕ, анчах та иртсе ларма пултараймарĕ. Хăй унталла-кунталла пăхкалатъ, темрен хăранăн туйăнать. Пирĕн ĕçре кирек кам килсен те кашнинех чи малтан тĕплĕн, пĕр чармасăр итлесе пĕтермелле, çын нушине ăнланмалла. Çавна чухласа, карчăка хама хирĕç тенкел çине лартрăм, кун хыççăн тин мĕн пирки килнине ыйтса пĕлме шутларăм. Пĕлетĕп-ха ĕнтĕ, çакăнта никам та ырă ĕçпе килмест. Мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухсан кăна пирĕн пата пырса хăйсен нушисене каласа параççĕ.

Чи малтан çакна асăрхарăм: ман умра ларакан карчăк веç чĕтĕрет, нимĕн те калаймасть, пĕрмай ман çине куçран пăхса ларать. Вăл мана темĕншĕн ытла та нуша курнă çын пек туйăнса кайрĕ. Мĕншĕн тесен унăн аллисем хытса шултăркаса кайнă, пĕр куçĕ вара ытла илемсĕр курăнать, темĕнле çаврăнса тулалла тухса тăрать.

Лăплантарнă хыççăн хушаматне, ăçта пурăннине ыйтса пĕлсен, ватă хĕрарăм калаçма тытăнчĕ. Ĕмĕрне те çакăнта пулса курманччĕ, халĕ акă ватăлса çитсен кунта килме тӳр килчĕ. Тата мĕн курмалли пур-ши? — тесе йĕрсе ячĕ. Кун хыççăн ĕсĕкле-ĕсĕкле каласа пама тытăнчĕ.

Малалла

«Мĕн чуль ăсамлăх сан куçусенче...»


Мĕн чуль ăсамлăх сан куçусенче:

Кăвак тӳпе хĕвелĕ вĕсенче.

Вăл курăнать çут кӳлĕ евер тарăн,

Сисмесĕрех унта путма пултарăн.

 

Мĕн чухлĕ ăшăлăх куçусенче:

Чĕрĕлекен тавралăх вĕсенче.

Чун-чĕреме çунат, вăй-хал параççĕ,

Умри пуласлăха шанма хушаççĕ.

 

Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх куçусенче:

Çут çăлтăрсен ялтравĕ вĕсенче.

Шуçамчченех сӳнмест вĕсен кăварĕ,

Çавна пула вăйланчĕ чун пушарĕ...

«Тĕлпулусен хитре саманчĕсем...»


Тĕлпулусен хитре саманчĕсем

Яр уççăн куç умне тухаççĕ.

Ыр туйăмпа хавхалатса вĕсем

Мала утма хăват параççĕ.

 

Алчах та ăш вăркать:

Мĕскершĕн

Хăш чух пит аякра ман çут тивлет.

Савнийĕмçĕм,

Сиссемччĕ эс, куллен

Ман чун çунать

Çав ыр кунсемшĕн.

 

Хитре çеçке хĕвелĕн хӳттинче

Куçне уçса йăл-ял çиçесшĕн.

Чиперĕмçĕм,

Санпа чухне веçех

Сив тунсăха хамран сиресшĕн.

 

Эппин хĕвел пек ăшăтсам чуна,

Куллен-кун вăй парсамччĕ эс мана.

«Ман сассăм янравĕпе те таппипе...»


Ман сассăм янравĕпе те таппипе

тулса

Сăмах пулать.

Туссен, ютсен чĕрисене кĕрет

Сăмахăм,

Çăвар уçма хăйман

самантсенче

Мăйран пăвать.

Чарма пăхсан, хирĕç тăрсан —

Хама çапать.

«Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне...»


Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне

Эп

Ĕнер —

Шурă юр хуралсан —

Туйса илтĕм.

Хура каç илемне, унăн йăл çутине

Эп

Ĕнер

Çутă Кун шуралсан —

Туйса илтĕм.

Йăлтăр Çăлтăр ятне, унăн вĕçсĕр сасне

Эп

Ĕнер —

Сăмахсем çухалсан —

Туйса илтĕм.

Тискерлĕх


Вовăпа Юра пĕр çулхисем, пĕр касăра юнашар пурăннă, шкулта та пĕрле çӳренĕ. Икĕ çывăх юлташ мĕн вунă класс пĕтеричченех пĕрле ӳсрĕç. Юра кăшт хавшакрах пулнă пирки Вова ăнă яланах хăйпе илсе çӳреме тăрăшрĕ, ан кӳрентерччĕр тесе никама та ун патне çывăха ямарĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вăтам шкул пĕтерсе тухрĕç. Халĕ ĕнтĕ каччăсене кĕтмен çĕртен юрату туйăмĕ çунтарма пуçлать. Вовăпа Юра пĕр касăра пурăнакан Лена ятлă хĕре юратса пăрахаççĕ. Вĕсем виççĕшĕ шавах пĕрле çӳреççĕ, ăçта каймалла пулсан та пĕр-пĕрне пăрахса хăвармаççĕ. Çавăн пек чухне ĕнтĕ кĕвĕçӳ туйăмĕ çуралать те.

Лена ытларах Вовăна кăмăллать, ăçта пулсан та унран юлмасть, ăна хăйĕн аллинчен ямасть. Лена Вовăна юратнине Юра ăнланса илет, çавăнпа унăн çывăхне те пыма хăраса тăрать.

Пĕррехинче икĕ юлташ хушшинче темĕнле пăтăрмах сиксе тухнăччĕ. Темиçе кун Юра урама тухмарĕ, Вовăпа калаçма пăрахрĕ. Çапах Юрăн Вовăпа килĕшме тиврĕ. Мĕншĕн тесен вăл пĕччен урама тухса çӳреме хăрать тата хĕрсемпе те калаçма пултараймасть. Каллех пĕрле çӳреме тытăнчĕç çывăх юлташсем. Виççĕн пĕрле калаçса тăнă вăхăтра Лена Вова куçĕнчен йăл кулса пăхса тăратчĕ те ăна хăй мĕнле юратни çинчен систеретчĕ. Вова та ун çинчен куçне илмесĕр, çурхи пĕрремĕш чечек çине пăхнă пек, ик куçĕнчен пăхатчĕ, унтан вара Ленăна икĕ аллинчен тытса хăй юратнине сăмахпах юлташĕ умĕнче каласа хуратчĕ. Юра çакăнпа ниепле те килĕшме пултараймастчĕ, кĕвĕçнипе иккĕшне те темĕн туса хума хатĕрччĕ. Çапах çырлахмалла, урăх нимĕн те тума çук. Вĕсем пĕр-пĕрне юратаççĕ, çакна Юра лайăх ăнланатъ. Хăш-пĕр вăхăтра Юра юратуллă мăшăра курас мар тесе килне тĕрлĕ сăлтав тупса пăрахса каятчĕ. Хăйне Лена юратманшăн вăл çĕр хута çывăрмасăр шутласа выртнă. Лешсем иккĕшĕ ыталанса çӳренине курсан куççуль те кăларнă. Çапах та ăнланчĕ: Вова пур чухне Лена хăйне нихăçан та юратма пултараймасть.

Малалла

«Тин чĕрĕлен çанталăк сăнĕпе...»


Тин чĕрĕлен çанталăк сăнĕпе —

Çуркуннепе — сана танлаштаратăп,

Сăн-сăпатна хăпартланса сăнатăп

Илĕртнĕрен таса илемĕпе.

 

Санра лайăххине кăна куратăп,

Туйса тăратăп яланах ăсна.

Ыр кăмăлна мухтатăп та шанатăп

Кирек хăçан пулăшасса мана.

 

Кун-çул таппи, ун иксĕлми хавалĕ,

Телейĕм те санра çеç упранать.

Çул иртнĕçемĕн ытларах саватăп,

Чĕре сана, сана çеç йышăнать.

Салтака каякан тусăма


Çулсем иртеç ытла та хăвăрт,

Тултартăн ак вун тăхăр çул.

Çара кайма сан çитрĕ вăхăт —

Эс уншăн кулянса ан çун.

 

Канаш Çарне каятăн эсĕ

Тăван çĕре хӳтĕлеме,

Хăруш самант килсе çитсессĕн

Тăшман çине сиксе ӳкме.

 

Виç çул иртсен кĕтсе те илĕ

Сана тусу — чи юратни.

Ăна эс калăн: «Эпĕ килтĕм.

Спаççипă кĕтнĕшĕн, савни...»

■ Страницăсем: 1... 440 441 442 443 444 445 446 447 448 ... 796