Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăхăт таппиМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Шевле çутиКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеÇил-тăвăлКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеПурнӑҫ утравӗсем

«Санăн ĕненĕвӳ мана...»


Санăн ĕненĕвӳ мана

сывлăш пек кирлĕ.

Санăн çепĕçлĕхӳ мана

çăкăр пек кирлĕ.

Санăн илемлĕхӳ мана

хĕвел пек кирлĕ.

Пурнăç


Хаяр çилсем вĕрет,

Хаяр çилсем...

Пуçне пĕкет-пĕкет,

Пĕкет этем.

 

Элчел пиллет-пиллет

Хаяр пилсем...

Пуçне пĕксен пĕтет,

Пĕтет этем...

Кам айăплă-ши?


Çамрăклăх, ачалăх пур çыншăн та асра юлакан, чи идемлĕ пурнăç тапхăрĕсем. Кашни çыннăн çак тапхăрпа çыхăннă асаилмеллисем нумай.

Çуркунне. Тавралăх хĕллехи тумтирне хывса ăшă сывлăшпа тарăннăн сывлама пуçлать. Илемлĕх пурнăçра паллă вырăн йышăнать. Çамрăксем те чăтса тăраймаççĕ, хут купăспа вăййа тухаççĕ, вăйă-кулăпа киленеççĕ. Хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса мăшăр кăвакарчăнсем пек вăркаççĕ.

Вера кăçал саккăрмĕш класра вĕренет. Çак çуркунне уншăн темле асамлăрах та илĕртӳллĕрех туйăнать. Мĕн пулчĕ-ши вунпилĕк çулхи хĕр чĕрине? Мĕншĕн кӳршĕре пурăнакан Толяна курсанах чĕри хăвăрт-хăвăрт тапма пуçлать-ши унăн? Хальлĕхе çакна хĕр ăнланаймарĕ.

Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Вера çуралнă кунне паллă турĕ. Ашшĕпе амăшĕ ирĕк панипе хăйпе пĕрле вĕренекен икĕ хĕрпе икĕ каччăна тата купăспа калама тесе кӳрше каччине Толяна чĕнчĕ.

Толя Верăран тăватă çул аслă. Вăл шкул пĕтернĕ, техникумра вĕренет ĕнтĕ. Канмалли кун пулнипе яла таврăннă. Юрларĕç, ташларĕç çамрăксем, Верăна саламларĕç те килĕсене саланчĕç. Хĕрĕн чĕрине çавах темен канăç памарĕ, унăн Толяран уйрăлас килмерĕ. «Толя халь клуба тухса кайĕ, унта ытти хĕрсемпе ташлĕ, купăспа вылĕ, ăна купăс каланă çĕрте хĕрсем пыра-пыра такмаксем калĕç», — кĕвĕçсе шухăшларĕ вăл. Мĕнле юратмăн-ха Толяна? Ялти хĕрсем те ун çине кăна пăхаççĕ. Вера чăтса тăраймарĕ. Толясем патне тухса чупрĕ. Каччăн йăмăкĕпе юлташлă вĕсем, пĕрне-пĕри «тусăм» тесе ченеççĕ.

Малалла

«Тĕнче пуçламăшне пĕлме пулать-и?..»


Тĕнче пуçламăшне пĕлме пулать-и?

Ун тупсăмне таçти ĕмĕрсенче,

Халь ман умра

Ялкăшакан кăвайт та,

Миçе çула çитсе-ши çĕр çинче?

 

Кама кăна курман-ши унăн куçĕ?

Вуласчĕ манăн çулăм чĕлхине.

Кăвайтпала тăратăп куçа-куçăн,

Тăратăп тĕксĕм, сивĕ каçхине,

Кăвайт çунать.

 

Шухăшăма сиссе-ши

Хăй çулăмне ман еннелле ярать,

Анчах та çулăм чĕлхине пĕлменшĕн

Кăвайт сăмахĕ кăвайтрах юлать.

«Çил шăхăрать уй урлă...»


Çил шăхăрать уй урлă.

Тăвăл килет.

Кăмăлăм темшĕн хурлă,

Кăмăл йĕрет.

 

Кĕмĕлĕм те, мерчен те

Пулмĕ, пулман.

Вăл хĕррипе черченкĕ,

Шурă кăлкан.

 

Мăн асаттен йăх пуçĕн

Шур çӳçĕ пек.

Хӳтлĕхсĕр, сасăсăр, уççăн

Вĕлкĕшрĕ тек.

 

Тăвăл, тасал, ан ашкăн,

Çитĕ ылхан.

Вăл хĕррипе пĕр ушкăн

Шурă кăлкан.

 

Чарăнăн — кăмăлăм хуçăк

Пулмĕ текех.

Шурă кăлкан йăх пуçĕн

Çӳçĕ пекех.

«Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ...»


Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,

Кама-тăр уççăн юратман.

Усал шухăщлисене хӳтернĕ,

Ыр тунине часах манман.

 

Именчĕклĕ, ытла сăпайлă,

Çын куласран хăра-хăра

Çапла эп çитĕннĕ хам майлă

Вăрманлă, лăпкă тăрăхра.

 

Ачалăхăм — çырла утравĕ,

Шап-шурă Çĕмĕртлĕ1 тĕнчи.

Ыйтсассăн вырăс-и, тутар-и,

Калаттăм эп: «Пӳлер енчи».

 

Мăнаçчĕ çак самант ман сăнăм,

Кĕрен витсен те питĕме,

Умра уксах Тимур хăй тăнăн,

Сапатчĕ куçăм хĕлхеме.

 

Пĕртен-пĕр хурçă сăнă евĕр,

Шăтарасла пăхса илсе

Эп хатĕрччĕ çич ĕмĕр витĕр

Ямашкăн çулăмсăр ĕнтсе.

 

Çапла ман кăмăл тĕрекленнĕ,

Аваллăхăн ятне яман.

...Кама-тăр вăрттăн килĕштернĕ,

Кама-тăр уççăн юратман.

«Усал хыпар утпа çӳрет...»


Усал хыпар утпа çӳрет,

Ырри вара — çуран.

Пĕри — çынна телей кӳрет,

Тепри — сĕнет суран.

 

Ик хирĕç хыпара епле

Пĕр тан йышăнмалла?

Пĕри — туртать тӳпенелле,

Тепри — аялалла.

 

Çуран çӳрен — юрлаттарать,

Юлан утли — йĕртет.

Пĕри — çын пурнăçне тăсать,

Тепри — кĕскелетет.

 

Алла тытса çăкăр-тăвар

Ыйтасчĕ Турăран:

Утпа çӳретĕр ыр хыпар,

Усал хыпар — çуран!

Ĕçе мухтав!


Ĕçлев йĕрки çĕр çинче тахçан-тахçан авалах, нумай пин çул каяллах упăтесен йышĕнчен этем йăхне уйăрса ура çине тăратнă, ик урапа уттарнă. Ĕç пĕлтерĕшĕ пирки ахальтен мар халăхра сахал сăмах çӳремест, нихăçан та тĕнчере ун хисепĕ çӳхелмест.

Ĕç çынна илем кӳрет, кахал пулни ӳкерет. Çавăнпа та халăхра ĕçчен çынсем чыслăхра. Чăваш ĕçченлĕхĕнчен пĕтĕм тĕнче тĕлĕнет, çав таранччен харсăр чун ăçтан пула пĕлнĕ тет. Чăннипех те ку кĕтрет тĕрлĕ шухăш тĕвĕлет.

Аслă Турă, ахăртнех, чăваш чунне витерсех ĕçченлĕхе пилленĕ, çак çĕр çинче харсăр йăх сывă пурăнтăр тенĕ.

Чăннипех те ĕç йĕрки тĕнчене тытса тăрать, унсăр çакă çĕр çинче нимĕскер те çуралмасть. «Ĕçле-ĕçле-ĕçле çи», — тенĕ сумлă ватăсем, ăслă шурă сухалсем. Кунсем-çулсем иртсен те çак каларăш «ватăлмасть» — хăйĕн хакне çухатмасть. Çак чăнлăха ыр чăваш яланах асра тытать, хăй çăкăрне тар тăкса хĕрӳ ĕççире тупать.

Ĕçлекен çын пурнăçра нихăçан та аптрамасть, çиме çăкăр çуккипе куççуль тăкса макăрмасть. Эппин ĕмĕр уттинче, кунсен-çулсен чуппинче ĕçе савма вĕренер, чун суйланă ĕç чысне çӳлтен çӳлелле çĕклер!

«Куçăм улталамасть-ши?..»


Куçăм улталамасть-ши? —

тесе пăхатăп сан çине.

 

Хăлхам мана улталамасть-ши? —

тесе тăнлатăп сассуна.

 

Чĕрем мана улталамасть-ши? —

тесе шутлатăп сан çинчен.

Хĕл пуçламăшĕнче


Курак йышне пăхса ăсатрăм,

Кăнтăралла, пĕр кунхине.

Сассисемпе чуна пусартăм,

Сисмерĕм те хĕл çитнине.

Çаралчĕ йывăç-курăк сачĕ

Сапса чĕр кĕмĕл ылттăнне.

Çапла иккен кĕр сăн-сăпачĕ

Кĕтсе илет хĕл кăмăлне.

Тулашрĕ çил… Ирпе лăпланчĕ,

Пытанчĕ тарăн çырмара.

Лапка-лапка шур юрĕ анчĕ

Ача куллиллĕ урамра.

Килсеренех явкаланать, ав,

Шап-шурă тĕтĕм мăрьерен.

Хĕл ларниех мĕнле уяв-и?

Пуян хуплу-икерчĕрен.

Кĕрекере — тăван-пĕтенĕ

Пуçтарăнсан, хисеп туса,

Ыр кунпала кам хĕпĕртемĕ

Канма та вăхăт лăш пулса.

Çу каçипе маттур ĕçленĕ

Тарпа шăварнă анана.

Уйри ĕçе хастар вĕçленĕ,

Çимĕçĕпе-и — мухтанать.

Чăваш чунне нимскер хуçаймĕ,

Тĕрекĕ ун — тăван çĕртен…

Çамки çинче кун-çул хуçламĕ

Хитре йăран пек илĕртет.

— Мĕнех, шур юрĕ хулăн лартăр, —

Тесе чăваш хавхаланать…

Кĕрекере хресчен юрлатăр,

Хĕл кунĕнче пучах тулать.

■ Страницăсем: 1... 436 437 438 439 440 441 442 443 444 ... 796
 
1 Сăвăç çуралнă ял, Тутарстанра