Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЛаохПирĕн çулталăкҪул пуҫламӑшӗХура çăкăрКĕмĕл кĕперПурнӑҫ утравӗсемХĕн-хур айĕнче

Тумлам


Тумлам,

çуркуннене пĕрремĕш сиснĕскер,

янравлăн

тумласа илвт те,

самантлăха

шута кайса

тавралăха итлет.

 

Никам та

вăранман-ха.

 

Вара

каллех

тумлать.

Каллех итлет.

Хăйăр çинчи юрă


Хăйăр,

Хăйăр,

Хăйăр.

Тăхлан пек тӳпен

пĕр сийĕ йĕс пăхăр.

 

Çавра çил

ахăрать —

çухалать утма çул.

Курăнмасть çывăхра

хыт хура, саксаул.

 

Кимĕсем пек йĕрсем

урасен айĕпе

тăсăлаççĕ, чĕрсе,

Кара-Кум хирĕпе.

 

Çил тата вăйлăрах

çавăрать хăйăра,

авăсма тăрăшать —

пăтратать сывлăша.

 

Выçă хир — Кара-Кум

тинĕс евĕр шавлать.

Тӳпере сарă хум

кĕрлесе сарăлать.

 

Тăман витĕр шăпах

улт геолог утать.

Çăмăл мар-мĕн шăпа —

ултă çамрăк унта.

 

Компас çул кăтартать —

лагере çитмеллех!

Юн вылять кăкăрта —

«пробăсем» леçмелле.

 

Пĕр кĕтмен самантра

ушкăн чарăнчĕ тăп —

çак хĕрӳ вăхăтра

выçлăх хирĕ те шăп.

 

Пĕри ӳкрĕ. Чĕнмест.

Хускалмасть вырăнтан.

Шыв кăшт пачĕç ĕçме —

тăна кĕче аран.

 

Вăл чуптурĕ çĕре —

Кара-Кум хăйăрне,

ыталарĕ, йĕрет,

Малалла

Тăван чĕлхе


Аслă тĕнче хӳттинче, Çĕр планетăмăр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать, тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕлхепе пурнăç тытса кун кунлать. Çав чĕлхесен хушшинче тăван чĕлхе чи пахи, чуна çывăхтараххи, ăна сапăртараххи. Тăван чĕлхе хӳттипе, унăн ырă ячĕпе аслă ăру-несĕлсен чун хавалĕн ăшшине, йăли-йĕркин тĕшшине, ăс пурлăхĕн пĕлĕвне эпир ăша хыватпăр, пуян чунлă пулатпăр.

Этем тени тĕнчере хăйĕн тăван чĕлхине пĕлсе ӳссе çитĕнтĕр, хăй халăхĕн ăс-тăнне, мĕнпур ырă хăлăкне аслисен пилĕ урлă чунĕ-чĕрине илтĕр, ырăлăха вĕрентĕр. Тăван чĕлхе кӳрекен пур ырлăха палăртма ик алăри пӳрнесем те çитес çуках тупата. Унăн пархатарлăхне этем туять ачаран, тăван çĕрпе халăхран çав чĕлхе пĕр тымартан. Акă мĕншĕн час-часах тăван çĕртен аякка кайса тухсан этеме тунсăх туйăмĕ пусать, лав туртине каялла часрах çавăрма хушать.

Тăван чĕлхе хăвачĕ, чун хĕлĕхне перĕнсе, кăмăл-туйăм тенине вырăнтан хускатнине кам асăрхаман тата?! Çав асамлă кĕтретĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши, çавă мĕнрен килет-ши?

Халăхăмăр ăс-тăнĕ, çулсем витĕр тăсăлан пархатарлăх туйăмĕ атте-анне чĕлхипе кĕрет пирĕн чĕрене, çав хускатать чунсене. Тăван чĕлхем, сан яту тата çӳле çĕклентĕр, тĕнчен анлă çĕрĕнчи тĕрлĕ чĕлхе хушшинче тивĕçлипе илтĕнтĕр! Ыр чĕлхемĕр, тав сана, ĕмĕр-ĕмĕр сыв пулма иксĕлми хăват сана!

«Апай пĕçерчĕ çĕрулми...»


Апай пĕçерчĕ çĕрулми,

Шур чашăкла уйран кăларчĕ,

Халь çимелли сĕтел тулли, —

Кăнтăрлахи апат пуçланчĕ.

 

Апай çавах тем кускалать,

Татса кĕрет хăяр. Мăнтарăн,

Ялан çапла вăл тăрмашать —

Ыр йăлана ăçтан мантарăн?

 

Çиетĕп эпĕ савăнсах,

Çĕрулмирен тутли курманăн,

Апай калать: çисем татах,

Çитĕнмелле, мăнукăм, санăн.

 

Тин пиçнĕ çĕрулми вĕри,

Пусран лăпкать апай ачашшăн,

Пурах-ши çакăнтан ырри

Хăй амăшне курман ачашăн?

«Эпĕ маннă, чăнахах та маннă...»


Эпĕ маннă, чăнахах та маннă

Лашапа хăçан çӳренине,

Халь пăхатăп

нихăçан курманăн

Тур лашаллă тăрантас сине.

 

Ăмсанатăп лавçине, мĕн калăн:

Вăл манран телейлĕрех паян,

Юлчĕç лашасем халь

пит сахаллăн,

Хушăран çеç вĕсене куран.

 

Çавăнпах-ши тунсăхлă ялта та,

Лашасем кирлех ăна, кирлех!

Эх, кӳлесчĕ пĕр хутчен пулсан та

Тур лаша. Кӳлейĕп-ши тинех?

Пĕчĕк палăк


Лучше гор могут быть только горы,

На которых еще не бывал.

Владимир Высоцкий

 

Ан ятлăр мана тусене юратнишĕн,

Ан юлăр хыçран йĕкĕлтевлĕн кулса.

Чĕнет ту çине çулçӳревçĕсен йышĕ,

Ăсатăр эп кайнă чухне ыр сунса.

 

Унта хĕресленнĕ тасалăхăн çулĕ,

Унта кашниех тупĕ тус-пĕлĕшне.

Мухтанчăк пĕр ĕмĕр юхтарнă куççулĕ

Тăраймĕ çут сывлăм пĕрчийĕ тĕшме.

 

Сив çумăр-и карĕ ума сив шăналăк —

Хĕмленĕ кăвайт çул çӳрен куçĕнче.

Пĕччен тунсăхлать тахçанах пĕчĕк палăк

Шур чуллă Эрмен ту каççийĕ çинче.

 

Ӳсет пин хĕвелĕн сарпуç çумлă-çумлă,

Юлать пирĕнтен çулçине юсаса.

Пулаймĕ, пулаймĕ парнеçĕм ман сумлă,

Каçар, пĕчĕк палăк, параймăп татса.

 

Татсассăн-и? Çумăр та, юр та хӳтерĕ,

Эппин, айлăмри хӳтлĕхре ӳстĕрех.

Шух çил варкăшса сан патна, тен, çитерĕ

Ун ыр шăршине кунсерен ир-ирех.

 

Малалла

Çутă сăнар


Юр пĕрчисем вĕлтĕртетсе вĕçеççĕ.

Вĕсем умра ташланине пăхса

Сана асилтĕм, кăмăллă аннеçем,

Шап-шурă çӳçлĕн тăтăн эс тухса.

 

Тавах сана, асаилӳ саманчĕ:

Каллех кĕтет тăрна сассиллĕ ир.

Каллех хĕвел йăл-йăл кулса вăранчĕ,

Шкула утатпăр ушкăнпа эпир.

 

«Аван вĕренĕр, тимлĕ пулăр», — тетĕн.

Куллен илтетпĕр ăшă сăмахна.

Телейлĕ пурнăç, савăнăç пиллетĕн,

Чи ырă шухăш çутатать сăнна.

 

Çу кунĕсем кĕре кĕрсе çухалчĕç,

Сар çулçăсем те пулчĕç юр айне.

Çурхи шыв пек, çулсем иртсе ăсанчĕç —

Ӳссе çитсе çьш иултăмăр, анне.

 

Кайран пире инçе çула ăсатрăн.

Тӳр кăмăллăх сунса кашни ĕçре.

Этем ятне çӳлте тытма пил патăн,

Сăмахусем паян та чĕрере.

 

Мĕнле мăскал çине хурса виçем-ши

Сана калас сăмахсене пухса?

...Çаплах пире шкултан кĕтсе илесшĕн

Хапха умне тăратăн пек тухса.

Сарă тутăр


Кĕркунне. Çумăр çусах тăрать, йĕпе, пылчăк, урама тухас та килмест. Мишапа Надя çаплах çумăр витĕр йĕпенсе урам тăрăх каллĕ-маллĕ çӳреççĕ. Пĕр лăпкă çĕре кĕрсе тăма та шутларĕ Мишша, анчах та лăпланса тăраймасть, мĕншĕн тесен вăл кĕçĕр юлашки каç çамрăк хĕрпе тăван ял урамĕпе утать, ыран кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче салтака тухса каять. «Каламалли сăмахсене веçех каларăм пуль», — терĕ те Мишша, Надьăна пӳрчĕ умне илсе çитерчĕ. Ытла çĕре юлсан хĕре ашшĕпе-амăшĕ вăрçма пултараççĕ, ыран ăсатма та ямĕç тата.

Надя вырăн çине выртсан та часах çывăрса каяймарĕ, пуçне çавах пĕр шухăш çĕмĕрчĕ. Мĕн пулать малалла, енчен те...

Мишша вара килне кайма васкамарĕ, Надьăран инçех те мар унăн юлташĕ пурăнатъ, вăл Надьăн кăна мар, Мишшан та хаклăран та хаклă юлташĕ. Пур сăмахсене те çак юлташ-хĕре каласа, унран ăс ыйтса, кăмăлра аван мар туйăмсем пулсан каласа парса лăпланаканччĕ. Надьăпа та юлташ-хĕрĕ урлă паллашса кайрĕç.

Юлташ-херĕ ăна, кĕрессе пĕлсех, кĕтсе тăнă, алăкне те тĕртсенех пырса уçрĕ. Мишшана вĕри чей ĕçтерчĕ, кукăль çитерчĕ. Ыран ăсатма каясси пирки калаçса ларчĕç. Ăсатма каймасан Мишша ăна каçарас çук, вăл каймасан Надя та пымасть, çынсенчен вăтанать, ашшĕ-амăшĕ пĕлсен те ырă каламĕç, юлташĕпе кайсан вара вăрçмĕç.

Малалла

Кĕрхи шухăшсем


Мăшăрăма, Гальăна

 

Çулçисене тăкма пуçларĕ сад,

Тĕмсем çаралчĕç, чечексем те шанчĕç.

Сив çил халь пур çĕрте хуçаланать.

Чунра халал йĕркийĕсем çуралчĕç.

 

Сана каласшăн ăшă сăмахсем,

Халь вĕсене илтмешкĕн эсĕ тивĕç.

Садра хуçалансан та сив кунсем,

Чечен юратăва нихçан тăм тивмĕ.

 

Савнийĕмçĕм!

Кунран кун эс хитре,

Çулсем мала чупсассăн та чарусăр.

Телей шевли çĕтмест-ха сăн-питре,

Кĕрхи кунсем иртмеççе кăлăх, уссăр.

 

Ан тив, хĕвелĕ перекетлĕрех

Хĕмне те, çутине те сапалатăр.

Юратăву, калатăп, пурпĕрех

Умри çула çут çăлтăр пек çутаттăр.

Тăлăх ватлăх


Йывăç пӳрт ларать тем кĕтнĕн,

Чалăшса, ав Тукасра.

Тахçанах ăшши пуль пĕтнĕ

Çил вылять кĕрсе-тухса.

Пĕччен карчăк-шăрчăк юлнă.

Хĕвел кайăк — кукамай.

Ачисем килне ал сулнă

Çунатсем тĕкленнĕ май.

Хулара çăтмах-ши тупнă

Ял тусанĕ хураран?

Ăсатмашкăн амăш тухнă,

Кайнă чух укăлчаран.

Чĕрисем мĕнрен-ши пулчĕç

Ачисен хăть, иçмасса.

Кинемейĕн ĕмĕт пурччĕ

Терт-асап тек курмасса.

Унччен пулнă вăйĕ-халĕ,

Сиктермен колхоз ĕçне…

Тус туяллă ватлăх халĕ

Тинкерет пурнăç вĕçне.

«Кам пусран шыв илсе кĕрĕ

Вут хутмашкăн ирлĕ-каç?

Манчĕ ĕнтĕ ывăл-хĕрĕм,

Сăмахпа ан та калаç…»

Текелет те тăлăх карчăк

Туйине çавăркалать.

Хуçине пăрахмасть-çке анчăк, —

Кил таврах çаврăнкалать.

Халь çынсем урăхланаççĕ,

Паян манĕç амăшне.

Кĕç вĕсем сутса яраççĕ

Хаклă тенĕ тăванне.

■ Страницăсем: 1... 438 439 440 441 442 443 444 445 446 ... 796