Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Али-паттăрХĕрлĕ тюльпанКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеЮманлăхра çапла пулнăЕркӗнЙĕрсем çухалмаççĕПахчапа мунча хуҫи

Ăвăслăх витĕр


Ах, атте, атте, пăх-ха таврана:

Ăвăслăх тулли вĕçет шурă хурт.

Ватăлатăн-им — шăлайсам куçна:

Вĕçмест шурă хурт, вĕçет шурă юр.

 

Ах, аттеçĕм, эс сакăр вуннăра,

Ах, аттеçĕм, эп ĕнтĕ аллăра.

Эсĕ те шап-шур, эпĕ те шап-шур:

Çӳç çине куллен тăкăнать сив юр.

 

Çамрăк хĕрĕмçĕм, пăх-ха кантăкран,

Харсăр ывăлçăм, тух-ха алăкран:

Шур ăвăслăхра лапка юр çăвать,

Ăвăслăх витĕр аслаçу каять...

«Урамри хунар çутисем...»


Урамри хунар çутисем

Мана,

Пĕчченскере, сыхлаççĕ,

Пĕлĕчĕсем, юпана çапăнса,

Сивĕ Ачашлăх сапаççĕ.

Тăванлăх


Тăван тени мĕн тени?.. Чуна çывăх çын тени! Чунпа юнăн пĕрлĕхне палăртакан сăнарлăх шăпах пулать тăванлăх. Чăваш тĕрлĕ ятпала палăртать çак туртăма — пархатарлă туйăма. Ахальтен мар халăхра тăванлăхăн шайлăхне кăтартакан паллăсем чи авалхи ăнлавсем, шучĕпе те йышлисем. Çакă мĕне пĕлтерет, мĕскер çинчен систерет? Хуравĕ кунта пĕрре — тăван-пĕлĕш сумлăхĕ халăхăмăр хушшинче, çакна пĕлтĕр пур тĕнче, авалтанпах хисепре!

Тăван тăвана сумлать, хисеплесе пуç таять. Ыр хунавлă, ятлă йăх, е урлхла каласан, пĕр тымартан вăй илен тăванлăх-хурăнташлăх пире пухать пĕр çыхха — инкек хуçайми йыша. Савнăçа та, хурлăха та этем пайлать тăванпа, чун саван хурăнташпа. Халăхăмăр хушшинчи ниме евĕр ыр йăла, тĕрлĕ уяв-праçниксем, туй-çуй йăли-йĕркисем сĕм авалхи тапхăртан тивĕçлипе упранса, йăхран йăха тăсăлса ĕçчен, харсăр пур чуна çыхать туслă кăшăла.

Çав кăшăлăн никĕсне, тăванлăхăн паллине, йăх пуçĕнчен пуçласа çичĕ сыпăк таранччен ăру тымар вуллине компьютерсăр-мĕнсĕрех пирĕн мăн асаттесем пĕлсе тăнă пит лайăх. Мĕншĕн тесен пурнăçра, çавăн пекех хурлăхра пĕр-пĕрне чăн пулăшма, ал тăсса тĕрек пама пултарать пĕр кăк-йăхри шанчăклă тус-йыш кăна.

Малалла

Данко пек


Пĕр суккăр хĕр Лакрей вăрманĕнче

Хăй çырнă сăввине каларĕ.

Хайлавĕ пулчĕ ун хĕвел çинчен,

Ăна пур кăмалтан мухтарĕ.

 

Кайран ăнкартăм:

Вăл ăна курман

Синкерлĕхне кура пĕрре те.

Ачаранпах сĕм суккăр пулнăран

Хĕвел пирки пĕлмест ĕретлĕн.

 

Итлекенсем хĕре те мухтаса,

Те хĕрхенсе часах ал çупрĕç.

Сăн-пичĕ лешĕн илчĕ туртăнса,

Унтан чаршав хыçне вăл тухрĕ.

 

Пĕлмерĕм эпĕ савăç кăмăлне,

Мĕн-ма кӳреннине пĕлмерĕм.

Чухлатăп çеç çакна:

Хăй шăпине,

Çын сисмен чух, вăл пит шеллерĕ...

 

Каяаççĕ-ха, те чăн ку, те суя:

Суккăр çынсен пит пысăк сисĕм.

Çутта кашнийĕ чунĕпе туять,

Аллисемпе тытать пек çиçĕм.

 

Маттур çак сăвăç,

Чун ĕмĕчĕпе

Кирек ăçта çитмерĕ тӳсĕм.

Утать сĕм тĕттĕмре вăл Данко пек,

Юлташĕсемшĕн хĕр — ертӳçĕ.

Тирек


Тымар хыççăн тымар ярать —

Çĕр-аннепе пĕрлешет.

Турат çумне турат хушать —

Аслатирен вăй илет.

Çамрăк тирек,

Яштак тирек

Çур килнишĕн хĕпĕртет.

Ăш çил хыççăн сив çил килет —

Пурпĕр пурнăç чĕрĕлет.

Çумăр хыççăн шăрăх çитет —

Тӳпе çаплах илĕртет.

Ташлать тирек,

Юрлать тирек,

Сар хĕвелшĕн хĕпĕртет:

— Пĕвĕм çӳле,

Тымар — шала,

Пурнăç тытма вăй пултăр,

Çынсем килсен,

Ларса канма

Канлĕ сулхăн сарăлтăр!

Килтен


Кил умĕнчи лаштра йăмра

Пуçне сулларĕ тухăçа,

Ял хушшинчи ват куками

Пил пачĕ ĕмĕр манайми.

Çут сывлăмпа ура йĕпенчĕ,

Килтен тухсан хĕвел хĕрелчĕ.

 

Шур хурăнсемччĕ айлăмра —

Тухаяс çук çав манăçа.

Шур пир пек выргрĕ çул йĕрри —

Асра юлан чăваш тĕрри.

Шур хурăнсен сăнне манмарăм,

Чăваш хĕрне асран ямарăм.

 

Ак çӳлĕ-çӳлĕ сăрт умра,

Ват хурама шăлать пуçа.

Ун куштăрханă ват алли

Ачашлăх пулчĕ ман валли.

Тен, çавăнпа кăштах хурлантăм,

Чĕр куççуле тытса тăмарăм.

 

Сăртран çеç антăм, çырмара

Çиçет, çиет тăр шыв куçа.

Тăван çăлкуçăм чĕр шывне

Ĕçсе вăй илтĕм аттенне.

Çав вăй инçе çулта сыхларĕ,

Киле килме чуна упрарĕ.

Каçхи хăна


Çурçĕрпеле çумăр ташлать

Ман кантăкра.

Çурçĕрпеле çĕр çил чупать

Çак урамра.

Çамрăк тирек çамки шăнать

Каç варринче.

Такам пуçне чиксе чĕтрет

Ун айĕнче.

— Эй, çын!

Итле!

Çутă çунать! Эс куçсăр-им!

Алăк уçах:

Кил калаçма!.. Чĕлхесĕр-им?

Кун каçипе йĕпленĕ чĕрене

Куллу

Сиплет.

Ватă çын халалĕ харамра выртмасть


Пĕр çуртра, хире-хирĕç е юнашар хваттерсенче пĕр-пĕринпе ютшăнса пурăнни хулара сахал тĕл пулать-и? Нимĕн те тăваймăн, чăн та, ун пеккине тăтăшах асăрхатăн. Амăшне инсульт çапса пăрахиччен Петя та Кларăна сывлăх сункаланипе çеç çырлахнăччĕ, анчах йывăрлăха лекрĕ те те амăшĕ аптраса ӳкнĕ-ӳкмен хирĕçе чупса каçрĕ. «Пĕлместĕп, мĕн тумалла... Пулăшăр-ха, тархасшăн...» — йăлăнчĕ çухалса кайнăскер. «Мĕн тумалла? Пульницана ăсатмалла, «васкавлă пулăшу» чĕнмелле...» — тавăрчĕ кӳршĕ хĕрарăм, çирĕм улттăри каччăран тăватă çул аслăрахскер. «Пырса пăхаймастăр-ши?» — тилмĕрчĕ арçын. Клара турткаланса тăмарĕ, васкаса хирĕç хваттере каçрĕ. Çитменнине тата Клара медсестра иккен, алă усса тăракан Петьăна чăрмантармасăрах мĕн кирлине пĕтĕмпех хăй турĕ...

Каччă амăшĕн Василиса Петровнăн сывлăхĕ майĕпен лайăхланчĕ, тăркаласа ларма пуçларĕ вăл, анчах та хваттерĕнчен тухса çӳреймерĕ. Клара вара вырăнпа выртакан хĕрарăм патне кĕрсе çӳрекелеме пăрахмарĕ. Петя ăна хваттер уççи те шанса пачĕ: хăй ерçмен чухне амăшне пăхкалама ыйтрĕ. Пĕччен хĕрарăма кӳршине пулăшкаласси пит чăрмавлă пек туйăнмарĕ — ӳкĕтлеттермерĕ, килĕшрĕ, инкеке лекнĕ çынна «шефа» илчĕ, ăна тăванĕ пекех пăхма пуçларĕ: кĕпе-йĕмне çукаларĕ, ятарласа кукăль-пӳремеч пĕçеркелерĕ...

Малалла

«Утса иртрĕн те çухалтăн...»


Утса иртрĕн те çухалтăн,

Канăç кайрĕ санпала.

Шăплăха халь эп тăнлатăп,

Тинкеретĕп малалла.

 

Хăлхаран куссем ыйтаççĕ:

«Илтрĕн-и эс, туйрăн-и?»

Хăлхасем куçа калаççĕ:

Куртăн-и эс, куртăн-и?

Крахмал


Нихăçан манăçмасть. Манăçма

Вырнаçман пуль вăл ман чĕрене.

Юр çине хĕвелпе шуралма

Пир саратчĕ анне çуркунне.

 

Вăрçă чарăннăччĕ. Хăшĕн,

Сар хуплуллă сĕтелччĕ пӳртре.

Пирĕн çăнăх катки пушăран

Йăванатчĕ ир-каç çенĕкре.

 

Йăвашлатнă час-час хырăма

Сурчăк е чĕрĕ шыв çăтнипех.

Выçăпа вилесрен хăрама

Чун ним чул та пĕлмен пур пĕрех.

 

Юр кайсассăн крахмал пуçтарма

Тухнине пĕлсен кӳршĕ ачи

Шăппăн ыйтрĕ манран: «Халь мĕн-ма

Пĕçермеççĕ крахмал икерчи?»

 

...Саккăр пирĕ манран шуралса

Выртса юлчĕ хĕвел питтинче.

Сĕлкĕш кăмăл алран çавăтса:

«Ан выç, — терĕ, — крахмал пур çинче».

 

Эй, крахмал! Çак уйра эп тата

Мĕскер тупăп сан пек тутлине?

Урари пур-çук кивĕ атта

Хывса юлчĕ ана каç енне.

 

Кунĕпе уйра шăмă таран

Шăннипе хуçланмасть чĕркуççи.

Килелле хуллен утрăм çарран, —

Хула усрĕ крахмал хутаççи.

 

Утас хыççăн утас. Таврана

Малалла

■ Страницăсем: 1... 441 442 443 444 445 446 447 448 449 ... 796