Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперПĕчĕк патшалăхХура çăкăрСинкерАндрей ПеттокиСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеАвăн уйăхĕ

Каша


1648 çулта Чĕмпĕр хули çĕкленет,

1649 çулта Каша яле никĕсленет.

 

Антăр тăвĕнчен ямшăк çулĕпе

Кăлтăр-кăлтăр кустăрма кусать.

Вăйпитти хресчен, Чĕмпĕр хушнипе,

Шиклĕ-шухă вырăна куçать.

Тĕксĕм вăрманта — выçă кашкăрсем,

Чĕмсĕр вупăр, ашкăнчăк упа...

Чăрсăр ар Каша хăвалать утне

Сассипе те çивĕч пушăпа.

Чăтлăх хĕррипе чупрĕ урапи,

Сакăл ăйăр сурĕ сакăлта.

Шур сăхман çинче — йывăр çын Сарпи,

Чун тухас пек, выртрĕ çакăнта.

Сĕверен каçса çереме çитсен

Иккĕн ячĕç кăшкăрса — шăпа!

Амăшĕ — хаяр, ывăлĕ çаксен

Савăнтарчĕ уçă сасăпа.

Яштака Каша пĕлĕтпе танах

Çӳлелле çĕклерĕ ачине:

— Нимĕнле нуша, синкер самана

Хур тăваймĕ чăваш кун-çулне!

Тăван ял


Сĕве хĕрринче, Каша ялĕнче

Телей е инкек — чĕре çумĕнче.

Сăрт-ту тӳпинчен куç ывăниччен

Умри ял çине пăхма ан ӳркен.

Кашни çул-сукмак, инçет тĕнчерен

Тăван ялăма илсе çитерет.

Кашни çăл-çырма, уй-хир ешерсен,

Кăвак сăрăпа тĕрлет тĕрĕсем.

Хастар çил-çунат е симĕс турат

Ачашшăн куллен чуна ыталать.

 

Каçхи пĕлĕте илешнĕ савсах

Ахах-çăлтăрсем тахçан авалах.

Пĕр саншăн кĕпер карать асамат,

Хĕвеллĕ ирпе салам ăсатать.

Сĕве хĕрринче, Каша ялĕнче

Чипер çут тĕнче чечек айĕнче.

«Тантăшпа» «Ачапча»


«Тантăш» çул çинче «Ачапчапа» тĕл пулать. «Эсĕ манпа çулçӳреве тухатăн-и?» — ыйтать «Тантăш».

— Хаваспах! — хуравлать «Ачапча».

Автобус çине ларчĕç те вĕçтерчĕç. Хуласемпе ялсем витĕр иртсе кайрĕç, кайсан-кайсан Çĕмĕрлене çитсе кĕчĕç. Çĕмĕрлепе паллашрĕç, Чутаялла кайрĕç. Чутай хыççăн Мускава каяççĕ. Мускава çитсен тепĕр «Тантăшпа» тепĕр «Ачапчапа» тĕл пулаççĕ. Вĕсем пĕрле Мускав курса çӳрерĕç.

«Кашни пĕлет аван: çĕршыв мăнаçлă...»


Кашни пĕлет аван: çĕршыв мăнаçлă,

Илем тени таçта та пур тĕнчен.

Казах çыннин ав уйĕ-хирĕ аслă,

Çанталăк ырăрах Кавказ енче.

 

Çапах та эпĕ пурпĕр юрататăп,

Çырма-çатраллă Чăваш Ен, сана.

Кунта хама телейлĕрех туятăп,

Кунта вĕçевлĕрех ман чун-çунат.

 

Кирек ăçта пулсан та ăмăрткайăк

Тупать часах çуралнă йăвине.

Этем те çавнашкал — таçта та кайĕ,

Анчах та манмĕ вал тăван килне.

 

Хĕрӳ чĕре пурăнаймасть тапмасăр,

Чăн-чăн этем — хăй çершывне савмасăр.

Юрататăп


Чул юпа чĕтĕрет сивĕпе.

Ват юман кисренет тăвăлпа.

Пĕлĕтсем манăн пуç тĕлĕпе

Шăвăнаççĕ кăтраллă хумпа.

 

Эп сана ыталап, чуптăвап,

Аллуна сывласа ăшăтап.

Чун-чĕре, яланах çапла тап:

Юра-тап! Юра-тап! Юра-тап!

 

Тулхăраç, аçтаха пек, çилсем,

Шăл çыртса хăвалаç пĕр-пĕрне.

Килсе çитрĕç синкерлĕ кунсем, —

Çил калать пытару кĕввине.

 

Ахăртнех чарăнать ырана

Кашкăрла улакан хăрату.

Ан шавла, урмăшла самана, —

Пурпĕрех çĕнтерет юрату.

 

Эс мана ыталан, чуптăван.

Хӳтĕлет тăвăлтан ват юман.

Чун-чĕре яланах çапла тап:

Юра-тап! Юра-тап! Юра-тап!

«Хăмăр куçăн ахах йĕпписем...»


Хăмăр куçăн ахах йĕпписем

Чĕрери кăвара тăрăнсай —

Санăран эп ăçтан-ха писем,

Санăран еплелле уйрăлан...

 

Йĕс шăнкравлă сассу илтĕнсен,

Пĕр сăмах йăпатса каласан —

Санăран эп ăçта-ха писем,

Санăран еплелле уйрăлан...

 

Çӳç кăтри ăнсăртран çеç тивсен,

Тĕлĕкри пек, пуçа çавăрсан —

Санăран эп ăçтан-ха писем,

Санăран еплелле уйрăлан...

 

Сан аллу ăнсăртран перĕнсен,

Çут хĕвел пек хĕрӳ туйăнсан —

Санăран эп ăçтан-ха писем,

Санăран еплелле уйрăлан...

 

Хăмăр куçăн ахах йĕпписем

Чĕрери кăвара тăрăнсан —

Санăран эп ăçтан-ха писем,

Санăран еплелле уйрăлан...

Юрă


Инна... Нина... Зина... Дина... —

Ахрăм пек килеç ятсем,

Тинкĕл-тинкĕл пианино

Янратасшăн юрă тем.

 

Инна, Нина, Зина, Дина

Ман ирте, кунра, юнра.

Илтĕнет тата Ирина

Хĕвел аннă хушăра.

 

Дина, Дина, Дина, Дина —

Пĕр ят çеç халь пуç çинче.

Ман нухрат, илем, машина,

Ман чура, патша, инке.

 

Дина... Дина... Дина... Дина...

Шав супатăп çак ятпах.

Дина... Дина... Дина... Дина...

Вилĕп-шим пĕр юрăпах?

Малтан йăмăх, кайран...


Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнине Оля астумасть — виççĕре çеçчĕ ун чухне. Анчах çитĕнсе пынăçемĕн хăйне тантăшĕсенчен катăкрах пек туйма пуçларĕ, амăшне шеллеме тытăнчĕ. Темрен ытла арçынсен уявне — февралĕн 23-мĕшне — кăмăлламасăр ӳсрĕ: çав кун саламламашкăн уншăн çывăх çын тупăнмарĕ.

Улттăмĕш класа куçсан Оля хăйĕн амăшĕ Вера тăрук улшăнма тытăннине сисрĕ. Хĕрарăм ĕç хыççăн каярах юлса таврăнма пуçларĕ, ывăнса килсен те кăмăлĕ пăсăлни туйăнмарĕ, хаваслăрах тыткаларĕ хăйне. Кĕçех вĕсем патне хăнана Юра — амăшĕнчен виçĕ-тăватă çул аслăрах арçын — килкелеме тытăнчĕ. Пĕррехинче вара çĕр каçмах юлчĕ.

Анчах та сасартăк Ольăсем патне темĕнле хĕрарăм телефонпа шăнкăравлама пикенчĕ. Пĕр-икĕ хут чăрмантарнипе çырлахмарĕ хайхискер, шăнкăравламассерен хаярланса пычĕ вăл, хĕрачапа ун амăшне тавăрассипе хăратрĕ. Пĕррехинче хваттере килсе кĕчĕ. Верăпа Юра тата кĕтмен хăна кухньăра хытах шавларĕç. Хĕрарăм макăрса, Юрăна усал сăмахсемпе хăртса хăварчĕ.

— Тек пырса ан курăн, ывăлу патне ура ярса ан пус! — арçынна чышкипе юнаса тухса кайрĕ вăл.

Ăнланса илчĕ Оля: ку Юрăн арăмĕ.

Арçын тек Верăран уйрăлмарĕ, вĕсем иккĕшĕ пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Оля Юрăна хăнăхса пычĕ, пурăна киле ăна «атте» теме тытăнчĕ.

Малалла

Чĕрĕлĕх


...Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать.

Шыв юхать те — чул юлать.

Шухăшлăр-ха, тăвансем:

Ĕмĕр иртет — кун юлать...

Халăх юрринчен

 

Ярать çак юрă тарăн шухăша,

Çыран пекех: каçас — ăçта кĕперĕ?

Пăлханчăк туйăм шăнăçмасть ăша,

Чун иккĕлле — лăпланчĕ те кĕрлерĕ.

 

Кунсем иртни кулянтармасть мана,

Этем ăс-халĕ вăрăм ĕмĕр пачĕ:

Вилни те ырă суннă ырана,

Эппин малашлăх — чĕрĕлĕх хăвачĕ.

 

Мала кайсамччĕ, Пурнăç, Çĕр çинче

Таса шыв юхнă евĕр шăнкăр-шăнкăр.

Чи чурăс чунсене пула тĕнче

Пĕр вырăнта чул пек хытса ан шăнтăр.

 

Телей — чипер кунсем юлас пурри,

Пулмасть никам та вилĕмĕн хурри.

Ылтăн самана


Ушкăнра чух хирĕç тĕл пулсассăн,

Пĕр сăмах та ан кала мана.

Куçупа пăхса йăлл! çеç кулсассăн —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

 

Уявра чух хавхаланнă халăх

Ал çупса кĕтсе илет сана.

Юрă шăрататăн савăнмалăх —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

 

Хăнара чух сан çине пăхмастăп,

Эп çапах ялан санпа кăна.

Çывăхрах е хирĕçе ларсассăн —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

 

Çăлтăрлă çулпа, тул çутăлсассăн,

Лăпкă çил çитерчĕ саламна.

Эп ăна кĕтеттĕм куç хупмасăр —

Çитрĕ маншăн ылтăн самана.

■ Страницăсем: 1... 445 446 447 448 449 450 451 452 453 ... 796