Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çул хыççăн çулКушкă ачиХĕрлĕ тюльпанÇич çунатлă куракХĕрес хывнă хĕвелĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томАндрей Петтоки

Илем


«Ăша пусарнă, ăшăтнă сăмах

Тин ăшаланă аш-пăшран та тутлă», —

Тени килет пĕр вĕçĕм асăма,

Эп усала унпа сирес хĕм шутлă:

Çут тĕнчере чи çивĕчскер, чĕлхем,

Вĕçтертĕр шурă картаран Илем.

 

Çак ăслă-ăсла сăмахсем — расна,

Чуна тивсе, асра тытма хистеççĕ:

Пуçна çухат та — ан çухат чысна,

Пуçран хакли — Тăван çĕршыв вăл теççĕ.

Вăл парĕ пĕтĕм пурнăçа Илем.

 

Анне парни — ик пĕчĕк ĕнчĕ, кур,

Вырнаçаять-çке пысăк çут тĕнчемĕр.

Кашта тулли шал-шур чăхсем те пур —

Çапах мĕнпе мухтанмалла-ши ĕмĕр?

Хивре шăпи шăнтнисене чĕрем

Хĕври хĕвел пек ăшăтни — Илем.

 

Çак тĕнчере мĕскер çемçе тесен,

Тӳрех хитре хурав илтетĕн: «Алă».

Суха пуçпа та вăл хытмастъ иккен,

Хĕç-пăшалпа — чул пек, чун сӳ тумалăх

Ăна ыр ĕç, этемлĕх, пиллесем,

Çапла çураттăр ĕмĕрех Илем.

 

Алса ăшне чикетĕп ал шăнсан,

Чĕре кӳтсен тăван патне каятăп.

Тăшман йăпăлтатсах усал сунсан,

Тăванăм, тавлашсах эс ыр тăватăн.

Малалла

Тăван кил ăшши


Сар хĕвел хавас куллиллĕ

Тăван ен — кĕтрет çути.

Атте килĕ, анне пилĕ

Ĕмĕр-ĕмĕр пыл тути.

Акă ман тăван кĕтесĕм:

Пăла шывĕ, пирĕн ял…

Чун-чĕремшĕн ылтăн эсĕ,

Умăнта пуçа таям.

Чи çемçе сăмах шырарăм,

Сăввăмра савса ырларăм,

Тăвансемшĕн хаклă кил

Йыхăрса чĕнет пек: — Кил!

Ачисемшĕн тунсăхланă

Ытарми атте-анне.

Пичĕ-куçĕ кушăрханă

Тинкерсе çулсем енне.

Тăван ялăм, тăван килĕм,

Эсĕ маншăн — чун ăшши.

Вăранап та илĕм-тилĕм

Çывăхрах пек ял хушши.

Ырă урхамахсем


Икĕ тăлăх хĕрача вăрманта ӳссе çитĕннĕ. Лизăпа Валя сакăр çула çитнĕ. Вĕсене вăрманти чĕрчунсем тупнă, шелленĕ, пĕрле пухăнса канашласа пулăшма шутланă, кашкăр-кашамана хăваласа янă. Упа-утаман хĕрачана пылпа хăналама шантарнă, пакша —мăйăрпа, куян — кишĕрпе — кашниех мĕнпе те пулин пулăшнă. Хĕл кунĕсенче ăшă вырăн тупса панă.

Пĕррехинче ачасем кăмпа пухма тухаççĕ те пĕр сухаллă пĕчĕк старике кураççĕ.

— Сывлăх сунатпăр!

— Салам Лиза! Салам Валя! Ăçталла çул тытатăр?

Хĕрачасем тĕлĕнсех каяççĕ. Ăçтан вĕсен ячĕсене пĕлет-ха ку мучи?

— Эпĕ пурне те пĕлетĕп. Эсир ăçта пурăннине те, сирĕн аçу-аннӳ ăçта пурăннине те, — тĕлĕнтерме пăрахмасть мучи.

— Веçех пĕлеймерĕр çав. Пирĕн аттепе анне çук, вĕсем вилнĕ.

— Кам каларĕ? Вĕсем чĕрĕ. Эпĕ вĕсем ăçта пурăннине те пĕлетĕп.

Хĕрачасем савăнсах кайрĕç: ниушлĕ вĕсен ашшĕ-амăшĕ чĕрех? Ăçта пурăнаççĕ-ши вĕсем, енчен те чĕрех пулсан?

Шурă сухал вĕсене картта тыттарать, ăна тĕрĕс вулама пĕлсен хĕрачасем ашшĕ-амăш килĕ тĕлне çитсе тухма пултарĕç.

Лизăпа Зина çийĕнчех картта йăтса çула пуçтарăнчĕç. Вĕсене хирĕç темиçе лаша килет. Лиза Вальăна:

Малалла

Ырăпа усал


Ырă çынпа тĕл пулсан —

Ырă тупăн.

Унпа пĕрле калаçсан

Шанчăк çутăн.

 

Усал çынна тĕл пулсан —

Хурлăх тупăн.

Чунна кĕрĕ вăл кулса

Çывăх тусăн.

 

Усал çепĕç те чее,

Юс пек сапăр.

Мĕн ун вăрттăн чĕринче,

Шел, курмастпăр.

 

Чечек евĕр вăл хитре,

Ырă чунлă.

Савăк кулă сăн-питре,

Чĕри чуллă.

 

Такăнтарĕ ерипен,

Шăппăн-лăпкăн.

Илĕртет çав тилпĕрен,

Куççуль тăкăн.

 

Пĕлейместпĕр çав темме,

Хăшĕ ырă.

Тем çитмест шав этеме

Курать шырлăх.

 

Усалли утпа çӳрет,

Ку — каларăш.

Усала чăн, кам кӳрет, —

Кала, тантăш.

Ывăлăма


Кашни хусканăву пĕр ылтăн —

Манран пуян этем те çук.

Ах, ывăлăмçăм, ывăл, ывал,

Пин çуллăх вăй кĕрет аçун.

 

Вĕçсĕрлĕхри тусан пĕрчи те

Ан лартăрччĕ лĕпкӳ çине,

Хăвла пĕр тантăш çил ачи те

Вĕçсе ан кĕтĕрччĕ хĕвне —

 

Сана салтак пекех сыхлатăп,

Çĕрле те улшăнмасть хурал.

Аннӳ кăшт ытларах пăхсан та

Тупатăп кĕвĕçмешкĕн хал.

 

Эс пур та — эп ача пек сывă.

Тетте тесех сана тытам.

Ах, ывăлăмçăм, ывăл, ывăл,

Ман ывăл, ылтăн чăмăрккам.

«Пĕччен ларать хура курак...»


Пĕччен ларать хура курак

Çаралнă хурăн тăрринче.

Çук, хура мар вăл, шап-шурах

Йĕпе юпа пĕтмĕшĕнче.

 

Хăюллăрах е хурлăрах —

Мĕн-ма кайман-ши кăнтăра?

Ак килĕ те раштав, хурах,

Мĕскер-ши юлĕ çав чунра?

 

Тен, пăр татки? Тен, çуркунне

Çĕкленĕ çеçпĕл пек çунса?

Çапах та унăн шăпине

Курас марччех курнăçланса.

 

Шур курака тĕлĕнтерме çуратнă,

Хури кăна чĕп кăларма çуралнă.

«Çинçе пилĕк, çӳллĕ кăкăр...»


Çинçе пилĕк, çӳллĕ кăкăр,

Айнерех «З» саспалли —

Авăк-авăк, йăкăр-йăкăр...

Хура юбка ун валли.

 

Хура кофта — йăштăр-йăштăр.

Йăрăс пӳ, яштак ура.

Юррăмçăм епле-ха йăштăр:

Чи хитре хĕр умăмра!

 

Тӳрĕскерĕн, çамрăкскерĕн

Куçĕсем — кăвак шăрçа.

Хӳхĕмскерĕн, çырăскерĕн

Тутисем — тулли ырçа!

 

Йăпăр-йăпăр, йăпăр-йăпăр... —

Ĕмĕтĕм илем çинче.

Йăкăр-йăкăр, йăштăр-йăштăр

Хура юбка — шур тĕнче...

Юратнă лаша Çăлтăр


Пĕр хресченĕн çирĕм лаша пулнă. Вăл вĕсене питĕ юратнă.Уйрăмах Çăлтăра килĕштернĕ. Çăлтăр пăхса ытармалла мар хитре пулнă. Ăмăр кĕрĕ лашан çамки çинче çăлтăр евĕрлĕ пăнчă пулнă, шăпах çавăнпа ăна Çăлтăр тесе чĕннĕ. Хресчен хăйĕн юратнă лашине вăрласа тарасран хытă хăранă, çавăнпа та каçсерен ăна уйрăм пӳлĕмре пысăк сăнчăрпа кăкарса усранă. Çăлтăр ирĕке тухса каясшăн пулнă. Пĕр кунхине хуçи ăна çитерме кĕрсен лаша картишне чупса тухать те карта урлă каçса уялла вирхĕнет.

— Çăлтăр! Çăлтăр! — кăшкăрать хресчен. Çук, лаша каялла çаврăнса та пăхмасть, пĕр чарăнми малалла чупса тарать. Лаша çилхи çилпе çиçсе юлнине кăна курса юлать хресчен.

Хăвăрт пуçтарăнать те лаша хыççăн чупать. Ăçта унта; Ăна вăл кунĕпе шыранă, шыранă, тупайман. Киле таврăннă чух ăна темĕнле хура çын тĕл пулнă.

— Ăçталла утатăр, ырă çыннăм? — ыйтать лешĕ.

— Эпĕ васкатăп-ха. Юратнă лаша тарса çухалчĕ, кунĕпе шырарăм, тупаймарăм. Турăран пулăшу ыйтма васкатăп-ха. Эсĕ кам вара?

— Эпĕ шăпах туррăн пулăшаканĕ. Вара эсĕ лаша çухатрăн-им?

— Çухатрăм çав, çухатрăм, — тет тимĕрçĕ.

— Эп пĕлеп сирĕн лаша ăçта çӳренине. Вăл Уйкас хыçĕнче çӳрет.

Малалла

Кунĕпех çутçанталăк йĕрет


Хĕрхенмесĕр пачах куççульне

Кунĕпех çутçанталăк йĕрет.

Тен, кӳреннĕ ултавлă кĕре?

Е такам-ши амантнă чунне?

 

Ах, мĕн чухлĕ илем таврара:

Капăрланнă сар шĕшкĕ кати.

Кайăк хурăн шăрçа пек карти

Кашнинех шухăша путарать.

 

Кунĕпех çут çанталăк йĕрет

Хĕрхенмесĕр пачах куççульне,

Тупайманшăн телейĕм çулне

Унпа макăртăм эп те пĕрле...

«Тул çутăлать...»


Тул çутăлать. Тăхлан пек тӳпере

Шупка сăрсем çуталчĕçĕ аран.

Курил утравĕсем çине тĕтре

Илсе килет мăнаçлă океан.

Канмасăр вичкĕн çил вĕрет,

Бамбук чăштăртатать хуллен.

Çӳлте вулкан салхуллăн тĕлĕрет...

Çак тăнăçлăх куç умĕнче куллен.

Тавралăх шăппăн, ыйхăллă сывлать.

Пĕр чĕптĕм куç хупман юлташăмсем.

Тӳпенелле антенна кармашать,

Тăнлаçсĕ шăплăха локаторсем.

Расчет хастар та тимлĕхĕ пирки

Аппаратура та ĕçлет кал-кал,

Куçать васкавлăн çутă пайăрки,

Экран çинче йăлтăртатать сигнал.

Куç виçейми, анаслă инçетре

Асăрханса вĕçет «чĕнмен хăна».

Анчах иртеймĕ пирĕн чикĕрен:

Куç вĕçертми сăнать расчет ăна.

Самант! Ир шăплăхне сирсе,

Çĕр чĕтретсе çĕкленеç кăйкăрсем,

Иртейĕçĕ çĕмрен пек вирхĕнсе —

Тӳпе хуралĕ — перехватчиксем.

Çĕршывăн анлă, аслă тӳпине

Варалама хăймасть «хура çăхан»!

Тăван Курил утравĕсем çинче

Тĕтре сапать мăнаçлă океан.

■ Страницăсем: 1... 449 450 451 452 453 454 455 456 457 ... 796