Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑХĕрес хывнă хĕвелÇăлтăрчăксемИлле ТăхтиСӳнми хĕлхемАслă халалКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

Чăваш хĕрарăмне


Аннене, Мария Васильевнăна, халалласа...

 

Чăваш хĕрарăмĕ, кун-çулу санăн

Иртет пĕр сисĕнмесĕрех ялта.

Татти-сыпписĕр ĕмĕрне васканă,

Çулсем нумайăшĕ халь хыçалта.

 

Тул çутăлмасăрах ĕне сăватăн,

Ăна кĕтӳ кайма ĕлкĕртмелле.

Чупса çул майăн вунă ĕç тăватăн,

Кил-çурт ăшне тирпей те кĕртмелле.

 

Çемье шăп çывăрнă чух пĕçеретĕн,

Апат çимесĕрех юлан пуль ху.

Ăçтан-ха мĕнпурне эс ĕлкĕретĕн?

Хăш вăхăтра канатăн? Çук ыйху.

 

Килти ĕçӳсене никам хаклаймĕ,

Кунран-кун çук вĕсен вĕçĕ-хĕрри.

Нимле пуян та тӳлесе татаймĕ,

Пĕри пĕтмен — кĕтсе тăрать тепри.

 

Килте пĕр çаврăнăш тапăртатсассăн,

Ĕçе васкан. Чăваш кĕпи арки

Ваштăртатать çил майăн кассăн-кассăн,

Питре — ирхи хĕвелĕн пайăрки.

 

Ĕçре те арçынпа пĕр тан ĕçлетĕн.

Пĕр тан кăна-и? Чĕкĕнтĕр хирне

Чĕркуçленсе тухатăн, тирпейлетĕн.

Çемйӳшĕнех хавшатнă чĕрӳне.

 

Ялта сан ĕçлемен ĕçӳ юлман-тăр,

Малалла

Чăваш халăхĕ — паттăр халăх


Пĕтĕм тĕнче чапĕ эпир,

Чĕрере хĕлхем вылять.

Авалхи янрав чĕлхемĕр

Атăл тăрăх ян каять.

 

Хушса юрламалли:

Чăваш халăхĕ хăватлă,

Нухрат — пăлхар йăхĕнчен.

Илсе килчĕ Николаев

Салам çут çăлтăрсенчен.

 

Миçе хут тăшман килмен-тĕр

Чăваша чура тума.

Тимĕр кĕпепе вут витĕр

Тухнă хирĕç аркатма.

 

Вăл кĕрешнĕ арслан евĕр,

Сыхласа Пӳлер çĕрне.

Ылтăнпик юрланă кĕвĕ

Кĕрсе юлнă чĕрене.

Апельсин йывăçĕ


Пĕррехинче эпĕ пасартан пĕр апельсин туянтăм. Кăмăлласах, юратсах çисе ятăм. Вăррине пахчана тухса акрăм. Пĕр кунтанах манăн апельсин шăтса тухрĕ. Хам тĕлĕннипе тарласа кайрăм. Пĕр апельсинне çыртрăм, мăйрака шăтса тухрĕ. Теприне çыртрăм, сурăх пултăм. Халь мĕнле çын пулас? Асамçă патне кайрăм. Вăл мана темĕнле патак тыттарчĕ, анчах та унпа еплерех усă курмаллине вĕрентмерĕ.

Ман унпа хама ăçтан тĕкмелле? Ураран çапрăм — автан пултăм, пуçран çапрăм — вăкăр. Хырăмран çапсан тин çын пултăм.

Киле таврăнсан, урăх никам та ман нушана ан куртăр тесе апельсин йывăççине касса пăрахрăм.

«Эсĕ мар-и манпа юнашаррăн утаттăн...»


Эсĕ мар-и манпа юнашаррăн утаттăн

Кăпăш-кăпăш юра шуçăмла тĕрлесе,

Эсе мар-и çурхи шурă чатăрлă садăн

Симлĕ пыл шăрщине савса утрăн пĕрле?

 

Куçăмран тинкерсе эсĕ мар-и калаттăн

Чи таса, ăшăран-ăшăрах сăмахсем,

Кашнинчех уявра савăнса саламлаттăм —

Эсĕ маншăн уявччĕ куллен-кунсерен.

 

Эсĕйех савăнаттăн, эсех вĕт ятлаттăн,

Эсĕйех çиленеттĕн мана сивлесе,

Аптăранă енне-ши шӳтлеттĕм-калаттăм

Çиллĕ тăвăл мана тĕрĕслет-тĕр, тесе...

 

Тусăмсем-тантăшсем уява пухăнсассăн

Мĕншĕн-ма эс килмерĕн пĕле тăркачах?

Çĕнĕ юр тăрăх ĕнтĕ утатăп хăраххăн,

Пĕчченех ирттеретĕп çап-çутă каçа.

 

Каласам-ха, эс мар-и мана ăнлантартăн

Самана туйăма вăхăтпа виçнине...

Уйрăлу виçевне тӳсеймесĕр-и тартăн?

Е манатăн пачах хамăр яшлăх çиичен.

 

1960, кăрлач, 1,

Шупашкар.

«Чылайранпа сана пачах курманччĕ...»


Чылайранпа сана пачах курманччĕ,

паян темле майпа çеç ăнсăртран

шăпан телейлĕ те салху саманчĕ

сăнна илсе çитерчĕ аякран.

 

Асаилӳ, çăмартари чĕп евĕр,

пит вăйсăррăн вăранчĕ чĕрере.

асаилӳ, ниçта кайма пĕлмесĕр,

йĕрсе шаккать кашни тĕпренчĕкре.

 

Çук, пĕр сăмахта, ним те каламастăп:

сан айăп çук мана савайманран.

Тӳснишĕн пурнăçа тек ылханмастăп —

пĕрремĕш хут та курнă ăнсăртран.

Энтепе


Вун тӳпе айĕнчи асăмри Энтепе!

Эпĕ кайнă унта чи малтан аттепе.

 

Такăрлатнă кайран сукмакне пĕчченех,

Энтепе хăнана паян кун та чĕнет.

 

Вун тӳпе çумĕпе эпĕ чупнă хĕлле —

Çил ачи манпалан явăçатчĕ пĕрле.

 

Уртмахри Стивенсон, пур Майн Рид та Жюль-Верн.

Афалек1! Çулçӳрев тĕнчинче-и çӳрер?

 

Çул тусанĕ ман хыççăн юлатчĕ çулла.

Çырмари ват кĕтӳçĕ каларĕ çапла:

 

«Сăвăрсем вун тӳпешĕн пулсаччĕ хĕрт-сурт,

Сăвăра вĕлерсен кил-çурта хыпĕ вут».

 

Сартсене сухаланă, аркатнă тĕрен

Сăвăрсен йăвине тустарса çулсерен.

 

Пĕтнĕ чапăр шăрши, çук текех сăвăрсем...

Сапăр чунĕ сире куçрĕ мар-ши, çынсем?

 

Çав-çавах йыхаратъ тус-тăван кĕреки,

Каялла кайнă чух ăсатать çул курки.

 

Эпĕ ыйтрăм санран пĕринче, Афалек

«Мĕншĕн сан садунта тĕмесем çăра пек?»

 

Эс каларăн мана: «Çак чие, хурлăхан

Аттепе аннене асилтерĕç ялан.

Вĕсене сайратма, ваттине тĕплеме

Малалла

Çухалнă хавхалану çинчен


Парнелерĕн мана

темиçе йăлтăр çутă самант.

Эс кайсан юлнĕ тĕксĕм каçра

вĕсене эп çутатăп.

Эс хăварнă йĕре

шанчăка çухатмасăр шыратăп.

Таврăнмас таврăнми инçетрен,

чунăма ан амант!

Парнелерĕн мана

темиçе йăлтăр çутă самант,

Вĕсемпе эс хăварнă каçа,

сĕмлĕхе çутататăп.

Шăрпăк евĕр тивеççĕ...

Йĕре çухататăп —

Пурнăç çилĕ вĕрсе

сӳнтерет вĕсене! Пурпĕр шан:

ман сана тупмалла, тен, паян,

тен, ыран, тахăçан...

Вутра çуралнă туслăх


I

1942 çул. Çурла уйăхĕ. Пирĕн чаçе Ленинградран çурçĕрелле пĕр пĕчĕк станцие хӳтĕлеме илсе пычĕç. Нимĕç фашисчĕсемпе шурă финсем çак станцие илесшĕн темиçе кун хушши урса кайса çапăçаççĕ ĕнтĕ, анчах илеймеççĕ, мĕншĕн тесен пирĕннисен урăх пĕр утăм та чакма юрамасть: хыçра — Ленин хули.

Станцие эпир çĕрле пырса çитрĕмĕр. Тавралăх лăпкă, теплерен кăна шăплăха пĕччен тупă сасси пăсать.

Станцирен тухсан, çухрăма яхан вăрманпа анăçалла кайрăмăр. Сарлака шоссен икĕ енĕпе сĕм вăрман кашласа ларать. Çӳлелле кармашнă яштака хыр-чăрăш тăррисем тĕттĕмре пысăк сăнăсем пек курăнаççĕ.

Шоссепе час-часах машинăсем кĕрлесе иртеççĕ: пĕрисем — фронт еннелле, теприсем — пире хирĕç, каялла. Вĕсенчен нихăшĕ те хунарĕсене çутатман. Хунар çутатма мар, кунта шăрпăк чĕртме те юрамасть, чикарккăна та шинель çанни ăшне пытарса туртатпăр. Çĕрлехи тĕттĕм вăхăтпа усă курса, нимĕн шăв-шав тумасăр, передовойнелле çывхаратпăр. Пире хирĕç килекен пĕр пысăк автобус тем пирки кăшт чарăнса тăрсан, машинă ăшĕнчен аманнă салтаксем ахлатса йынăшни илтĕнчĕ. Юнашар пыракан Андрей Пономарев тусăм хулăмран тĕртрĕ те:

Малалла

Курак хули


Каçар, тăван çырма, килме пӳрмерĕ

Кашни çур кунĕ сан чĕрçӳ çине:

Куллен мала чĕнен çулсен кĕперĕ

Текех васкатрĕ урăх çĕрсене.

 

Паян каллех мана ӳстернĕ çĕрĕн

Йыхравĕпе çитсе, çунатланса,

Куратăп эпĕ — çамрăк, чĕрĕ,

Шыву тӳпе карри пек тап-таса.

 

Хĕл каçипе ачишĕн тунсăхланăн

Хĕвел лăпкать ачашщăн çырана,

Ун пилĕпе çерем çĕре сăрланă —

Хур чĕпписем сăхмалăх курăнать.

 

Кăваккăн йăсланать кушасшăн юшкăн,

Именчĕклĕн тапаççĕ çăлкуçсем.

Сар тутăрлă хĕрсем пек ушкăн-ушкăн

Черченнĕн карталаннă чечексем.

 

Курак сасси яланхилле янравлă

Кăлтăртатать çырма тăршшĕпеле.

Ман Чăваш Ен кураклă та йăмраллă,

Çурхи илем кӳрет кашни киле.

 

Кураксăр йывăçсем салху, илемсĕр,

Вĕсен сассисĕр ял та пушă пек.

Ачалăх пирĕн чухăнрах вĕсемсĕр

Иртетчĕ пулĕ çырмара тӳлек.

 

Кунта эпир çӳлтен çӳле хăпарнă,

Вĕçевшен карăннă ачаш чунсем.

Курак йăвисене хăш чух тустарнă,

Малалла

Тăван кил — пĕрре


Инçе кайма ĕмĕтленетпĕр

Ача чухне тăван килтен.

Таçта телей пайлаççĕ тетпĕр,

Юлас килмест ыттисенчен.

 

Хушса юрламалли:

Тăван кил çурт ăшши

Лăпкать куллен пире.

Çук урăх ун йышши,

Кашнийĕн вăл — пĕрре.

 

Ютра çăтмах та килĕшеймĕ,

Чун лăпланмасть, канмасть.

Тăван йăва — çăтмах этемшĕн,

Çуралнă кил асран каймасть.

 

Çăлкуçсăр типĕ анлă Атăл,

Вĕçеймĕ акăш çунатне кассан.

Вăй пар, кил-çуртăм, тархаслатăп,

Хевтесĕр эпĕ — эсĕ пулмасан.

■ Страницăсем: 1... 452 453 454 455 456 457 458 459 460 ... 796
 
1 Афалек — А.Энтепе поэт