Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениХура çăкăрСулпикепе Валĕм хунИрĕк çилКĕмĕл кĕперУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑҪул пуҫламӑшӗ

Илем çинчен


Чăвашсемшĕн сарă тĕс илемлĕ,

Вырăссемшĕн хĕрлĕ тĕс хитре.

Теприсем хура тĕспе киленнĕ...

Кам мĕне савать вĕт тĕнчере!

 

«Сарă» кун — илемлĕ пулнăран,

Хура тинĕс те илемлĕ тинĕс.

Вăл илемлĕ пулнăран — «хура».

Тĕнчере пурнать те çĕр, те пин тĕс!

 

Тĕрлĕ енлĕхре тĕнче çĕнелĕ.

Тĕрлĕ çыншăн тĕрлĕ тĕс хитре.

Тĕрлĕ тĕслĕрен тĕнче илемлĕ.

Тĕсĕ тĕрлĕ те — илем пĕрре.

«Чĕре — чарусăр, ашкăнчăк ача...»


Чĕре — чарусăр, ашкăнчăк ача.

Пĕр хăнăхнă йĕрке тытăмĕнче

Тăрасшăн мар самантлăх та, пачах.

Ялан çĕннишĕн çĕнĕлле тапса

Вăл вĕçĕмсĕр, вĕрин талпăннинче

Телей те пур, çук мар инкек-асап...

Ĕнер анчах йăпанăç туйăмпа

Вăл шăнкăрав пек вĕттĕн кĕвĕлерĕ,

Паян чан евĕр йывăр сулăмпа

Пĕр чарăна пĕлми кĕрлерĕ.

Кĕрлет, янрать манра мăнаçлă чан.

Асапланма, çунма, çĕнме чĕнет

Хĕрӳ тухаканскер шалтан-шалтан.

Пуласчĕ ман яланлăх çакăн пек!

(Çĕр чăмăрĕ те, уçлăх та чĕтрет,

Кашни тĕпренчĕк хăватпа илпек!)

Ялан, ялан çĕннишĕн ăнтăлса,

Сĕрлет, кĕрлет те çĕнелет тĕнче,

Пăлхантарать юна, чуна, ăса!

... Чĕре — чарусăр, ашкăнчăк ача,

Пĕр хăнăхнă йĕрке тытăмĕнче

Тăрасшăн мар самантлăх та, пачах.

Тăван чĕлхе


Мĕнле çепĕççĕн янăратăн эсĕ, тăван чĕлхе. Санпа Ульяновскра та, Мускавра та, Çĕпĕрте те, Турцире те, Америкăра та калаçаççĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан авалхи чăваш чĕлхи. Невушлĕ вăл шăпах пирĕн тĕлте татăлĕ? Каçарĕç-ши çакăншăн пире çитес ăрусем, ылханмĕç-ши?

«Парнелерĕн мана виçĕ çутă сăмах...»


Парнелерĕн мана виçĕ çутă сăмах —

Манăн чунăм унпа тасарах, çутăрах.

 

Пăшăлтатрăн мана виçĕ хаклă сăмах —

Кашниех хамăн пурнăçăмран хаклăрах.

 

Эс каларăн мана виçĕ ăшă сăмах —

Çуллахи хĕвелтен те вĕсем ăшăрах.

Çĕрлехи ӳкерчĕк


Каçĕ çăлтăрлă, тӳлек.

Уйăх кантăкран

Шурă-шурă конверт пек

Кĕчĕ ăнсăртран.

 

Выртрĕ сăрлă урайне

Çутă тăваткал.

Хăйĕн ăшă сăмахне

Ячĕ-ши такам?

 

Çухалмарĕ ирчченех

Çӳл тӳпе алки.

Вуламан çыру пекех

Уйăх пайăрки.

Хура кĕркунне


Çĕрлехи пахча шăп-шăпăрт,

хуп-хура çĕртме.

Сивĕ çумăр шăпăр-шăпăр

чалăшшăн иртмест.

 

Хушăран çеç чăштăр-чăштăр

çулçă тăкăнать.

«Ан васка каймашкăн, кăшт тăр», —

тем мана тытать.

 

Ялкăшса çунать кăвайтăм —

типĕ пуленке.

Пĕчченех эп чӳк тăватăп,

тулăх кĕреке.

 

Мăнтăр çĕрĕн пархатарĕ

ӳтĕме кĕрет.

Ĕçлесен сад çимĕç парĕ

килес çул тепре.

 

Çĕр куçне хупать мăраннăн,

çулçăпа витет.

Ман кăвайт ăна ăнланнăн

ерипен сӳнет.

 

Илтĕнмест чакак сасси те

чăрăш тăрринчен.

Кĕр мана калас пек:

«Çитĕ, кан çурхи кунччен».

«Ан сивле тĕнчене...»


Ан сивле тĕнчене:

Кăмăлу лĕнчĕр-лĕнчĕр...

Лар та пуйăс çине —

Станцисем черетленччĕр.

 

Эс тарман телейрен,

Шыраман инкек çулĕ.

Тăван ен теекен

Çĕршыву хыçа юлĕ.

 

Пĕтĕмпех кулăшла,

(Инкекӳ-телейӳ те!)

Ним çинчен шухăшла

Купери кантăк витĕр.

 

Хуларан хулана

Сĕтĕрнет тăлăх пуйăс,

Вăл ниçта та каймасть,

Çутăсем сана — суйрĕç.

Ултав


Е эсĕ çак тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каясран хăратăн? Çĕмрен пек е хĕсĕнсе те пулин çын чунне кĕретĕн. Ултав. Эсĕ миçе çыннăн куççульне тăкман пулĕ? Эсĕ ырра, юратăва туймастăн, ăна уру айĕнче таптатăн. Мĕншĕн çав териех сĕмсĕрленетĕн-ха эсĕ? Епле пулсан та, парăнмастăп эпĕ сана. Чĕре тапнă чухне йышăнмастăп.

Янтарь


Сап-сарă янтарь — авалхи хыр куççулĕ,

Мĕльюн çул хушши чулланса

Çемçе дюнăсен айĕнче выртнă пулĕ,

Халь акă тухать вутланса.

 

Вăл тĕлĕрнĕ ĕнтĕ нимскер те туймасăр,

Хăйне тупасса та шанман.

Ӳпри, ăшĕнче ик куçне чăлт хупмасăр,

Пĕр кун та пĕр каç çывăрман.

 

Тинех тĕнчене тепĕр хут ӳпре курчĕ,

Янтарь те вут-хĕмлĕн сунать.

Вĕçсе çĕкленме ун хăвачĕ те пурччĕ,

Анмах... илем пулнă çунат.

 

Кашнин пирĕн пурăнăç — сухăр тумламĕ,

Эпир те çаплах вĕçсĕр мар.

Каяс мар тесен те, никам та юлаймĕ —

Кашни пирĕн пурнăç — янтарь.

 

Тухайĕç кайран ĕмĕрсен çитти витĕр

Хальхи чăн сапайлă сăнсем.

Куçсен тепĕр хут уçăлма вăхăт çитĕ,

Куçсем — эпир тунă ĕçсем.

 

Сана ылханмастăп, пĕрре килен ĕмĕр:

Кунсем хуçлатсан çуната,

Çавах эпĕ калăп, янтарлă тĕнчемĕр:

Пĕрре çуталнишĕн те тав.

«Хула сана хăй сунтăхне...»


Хула сана хăй сунтăхне

Чиксе хурать те — шăшилле

Кăштăртатса эс антăхни,

Чăнах та, кулăш-путишле

Курнать пуль сунтăх умĕнче

Тăраканнишĕн. Кам-ши вăл?

Пĕлместĕн эс, пĕлмест тĕнче:

Мĕнле хăват, асамлă вăй.

Сана çак сунтăха чиксе

Картун-картун курупка пек

Кварталсенче пĕчĕклетсе

Чуптарчĕ кунĕ-кунĕпех...

 

...Çĕрле эс тĕлĕке путан.

Сĕме пуçхĕрлĕн чăмнăскер

Шыв тĕпĕ мар, тӳпе тупан —

Тĕлĕкре çеç — ирĕклĕскер.

■ Страницăсем: 1... 454 455 456 457 458 459 460 461 462 ... 796