Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЕркӗнСулпикепе Валĕм хунҪавраҫилСар ачапа сарă хĕрĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеХӗвел мулкачӗсемĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш том

Картсем


Эп ӳснине палăртмашкăн

Алăк сулли хĕррине

Чĕрнĕ атте картăн-картăн

Ӳсĕмĕн йĕрĕсене.

 

Йывăр та пурнăç — телейлĕ,

Курчĕ пурне те ачу.

Эпĕ те урăх ӳсеймĕп,

Карт картаканĕ те çук.

 

Юлчĕ — курса пурăнмалăх —

Халĕ — ӳссе çитĕнсен —

Вăрттăн çырулăх та палăк

Алăк сулли хĕрринче:

 

«Эпĕр сире кун кăтартнă,

Пулнă пуль йывăр, анчах

Савнă сире, пит юратнă,

Савăр эсир те çаплах...»

Кил


Эй, тем те куртăм, тем те мантăм, —

Чĕре варне вырнаçнă пуль:

Çав кил. Çав пӳрт. Çав пилĕк кантăк.

Кăштах саралнă шурă тюль.

 

Çунат сарма самант çитет те —

Инçе çул-йĕр тухать ума.

Каймашкăн йӳнĕ те билечĕ, —

Пит хаклă, хаклă таврăнма.

 

Ăçта пуç чикĕн, мĕн эс тăвăн?

Каç-каç куçа хупса выртсан

Силлет, лăскать чунра çил-тăвăл

Тăван кил еннелле туртса.

 

Вара пĕтет ура тĕревĕ,

Сисетĕн: япăх ĕç-пуçсем...

Пыма чĕнеççĕ çăлтăр евĕр

Кил маччинчи турат куçсем.

 

...Таçти ют хулара вăрантăм:

Юхать иккен куçран куççуль.

Çав кил. Çав пӳрт. Çав пилĕк кантăк.

Кăштах саралнă шурă тюль.

Çăхав


Упа патне Куян чупса пырать. Ырăпа мар, çăхав канăç паман ăна.

— Кӳрентерчĕç, — тет çакскер, куçне шăлса, — мăшкăл тӳсетĕп çăткăн Тилĕрен.

Упа çăхав тесен кирек кама та тытса çурма хатĕр. Куян çине çаврăнса пăхать те, кăшкăрса пăрахать:

— Хăçан пĕтет çăхав тавраш?! Пуршăн-çукшăн çăвар карма хатĕр! Суда памалла сан пек путсĕр чуна!

Октярь — юпа


Вĕçен кайăк хĕл каçма

Вĕçсе кайрĕ кăнтăра.

Вĕтĕ çумăр чарăнмасть,

Пĕрĕхет вăл кантăкран.

 

Хирсенче халь хуп-хура,

Сĕм вăрман та çаралать.

Хыр çинчи ула курак

Тем çинчен хыпар калать.

Çӳлĕк пуçне юр çунă


Çулĕк пуçне юр çунă,

Шăнкăртатать юр шывĕ,

Шăнкăртатмасть юр шывĕ,

Шăнкăртатать тан шывĕ.

 

Атте-анне килĕнче

Шăнкăртатать ман сасă,

Шăнкăртатмасть ман сасă,

Шăнкăртатать куççулĕ.

Тăван, вăхăт тупсан


Ытарсан ытарайми тăван ялăм пур.

Ырă-çке унта, пурте çывăх чĕреме.

Тăван, вăхăт тупсан хăнана пырса кур,

Тухăп укăлча хĕрне эп сире кĕтме.

 

Авăнать-и йăмри, ай, сире пуç тайса,

Вăй вылять-и уç çил ăш сăмах шыраса.

Ытарсан ытарайми пирĕн ялăм пур.

Тăван, вăхăт тупса пирĕн пата пыр.

 

Савăк кĕрекере хăна-вĕрле пулсан,

Чӳречерен туслăх юрри юхсан.

Чĕрем савăнăçпа тулать, чун хĕпĕртет,

Тăванлăх юрри пире кĕрекене чĕнет.

Пурăнасчĕ çапла


Чĕнтĕрленĕ çуртсем кăррипе,

Эп çуралнă Пăла хĕррипе.

Шурă хурăн вылять кăтрипе,

Çурхи савăк та уçă çилпе.

 

Тăванах кĕтесĕм,

Ылтăнтан та хаклă

Чун çути–ши эсĕ.

Тĕлĕнет ăс-хакăл.

 

Пурăнаççĕ кунта ыр çынсем,

Пит матур та хастар ĕçченсем.

Ӳстеретпĕр тыр-пул уй-хирте.

Иксĕлми хал тапать-ха пирте.

 

Малашне те пурнасчĕ çапла:

Тăванах çĕр çинче хуçалла.

Пĕр-пĕрне чунпала пĕр савса,

Пурнăçа мухтаса, савăнса.

«Шеллерĕç...»


Пахча çимĕç тухăçлăхĕ çулсеренех хăйĕн хуçине савăнтарать. Ара унăн тухăçĕ вуçех хăй тăрăшнинчен килет-çке. Çĕрулми калчисем симĕс авăрсемпе тата шурă е кĕрен чечексемпе савăнтарнă кунсенчен ку чухне колорадо нăррисем кил хуçине тăватă уран упалентерме пуçларĕç. Хăмла çырли пек çакăнса тăракан эсрелсене пĕр вырăнта пуçтарса пĕтернĕ хушăра каялла çаврăнса пăхатăн та, «тинĕс матросĕсем» пеккисем тăрăхлашса, хăрах куçĕсемпе хĕсĕккĕн пăхса шăл йĕрсе лараççĕ. Çапла терткеленсе çĕрулмие çăлса хăварнă хыççăн та асапĕ пĕтмест-ха. Авăрсем тĕсне çухатсан пулса çитнĕ çимĕçе «ик ураллă кайăксем» куç хываççĕ.

Вĕсенчен сыхланас тесе пĕрреччен, канмалли кун, çĕр каçмаллах кайса выртрăм йăрансем хушшине. Ларса ывăнса çитсен çемçерех вырăна пуçа хутăм пăртак тĕлĕрсе илес тесе. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и, сасартăк манăн çĕр лаптăкĕ тĕлне пĕр машина çитсе те чарăнчĕ. Вăтам çулхи арçынсем кĕреçисене йăтса эпĕ выртакан тĕле пычĕç те:

— Эсĕ кунта мĕн тăсăлса выртатăн? — терĕç.

Вĕсем виççĕн. Çакна кура чĕнме шиклентĕм. Аптранă енне:

— Хамăр çĕрулми лаптăкĕ çукран, хуçи курман чухне çур михĕ пек те пулин кăларса кайса тутанса пăхас терĕм, — суйрăм çакскер.

Малалла

Аташсем е Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи Миккалайсен эртелĕ


(Хальхи тата ĕлĕкхи пурнаçпа çыхăннă такмаксем)

 

Кашни чăваш ялĕнче

Арçынсем куç умĕнче.

Сахал мар Миккалайсем,

Аташсем — пĕр ятлисем —

Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче.

Ентешсем-çке-ха эпир...

Кĕски, Мĕскĕн, Аванир,

Макар, Кашкăр тенисем —

Аташсем — Микулайсем.

Амус Микалайĕ кам?

Пĕлмесен — хамах калам:

Ялти паллă агроном,

Аллинче ун пур диплом.

Пур Тукасра Головин,

Ячĕ, паллах, Миккалай.

Çав ĕçчен чăваш ачин

Алли пит ăста, ай-ай!

Е Никифоров Куля,

Вăл та ĕçченне пула

Ырă ята тивĕçет.

— Пилорамщик эпĕ, — тет.

Тĕрĕсне калать. Маттур!

Çулпа ватă — вучĕ пур.

«Тава тивĕçлĕ» ята

Ялта илнĕ ик хăта,

Иккĕшĕ те Миккалай —

Акă мĕнле япала!

Пĕри — Чашкин, Агапчă

Тесе чĕнеç теприне.

Çапла пухсан аванччĕ

Тăван колхоэ туприне.

Марук Санин Миккалайĕ

Ку чух ĕçлет районта.

Налук пуçтарать сахал-и,

Укçа кĕртет бюджета.

Мĕскĕн-Мĕскĕн терĕмĕр,

Малалла

Кăмăкаçă юрри


Йĕлмелĕнче сахал-им

Кăмака маçтăрĕсем?

Эп вĕсенчен начар-им?

Çапла мар-и, ентешсем?

 

Пултăкла эп кăмакаç,

Манпа никам танлашмасть.

Ялта пайтах тунă лаç,

Мансăр тĕтĕм те тухмасть.

 

Аван мăр-çке каймасан,

Тухса утатăп килтен.

Наччасрах туса парсан

Ыр сăмах, пехил илтен.

 

Мунча кăмаки тесен

Хапăл туса ĕçлетĕп.

Ĕçне-пуçне вĕçлесен

Аншарлине ĕçетĕп.

 

Кашни кун каçпа килте

Арăм «тăман тустарать».

Вăрçать: «Ялан ӳсĕр!» — тет,

Турчăкапа хăмсарать.

 

«Ĕçрен нихçан ан хăра,

Вăл хăратăр хăй санран», —

Куçса пырать чăвашра

Çак каларăш авалтан.

 

Ĕçне ĕç пекех тăвар,

Ханшалла сутăнар мар.

Аса ĕçсе ярар мар,

Ял-йышран култарар мар.

■ Страницăсем: 1... 457 458 459 460 461 462 463 464 465 ... 796