Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеТăм ӳкнĕ ирАча чухнехиСунарçă халлапĕсемПурăнас килетТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемĔмĕтсем, ĕмĕтсем...

«Самант пек — пурнăç, е — пин çуллăх тейĕн...»


Самант пек — пурнăç, е — пин çуллăх тейĕн.

Е тепĕр чух тĕтре пек, тĕлĕк пек

вăл сирĕлет — вĕçсе иртен телейĕн.

Мĕскер теме пулать ку тĕлĕшпе?

 

Мĕскер теме? Кама мĕнле Тур çырнă.

Эп хам шеллеп пурнăçа мар, вута,

чунри вута, вăл чи хакли ыр çыннăн,

çав çухалать, сӳнет, çав макăртать.

 

Вут — ялкăшса — çут тĕнчене çутатрĕ.

Çап-çутă турĕ пĕтĕм тĕнчене!

Сӳнет те çухалать ак: çук ниçта та.

Те çавăнпа мана хăйпе чĕнет.

 

Пин çуллăха... Çук, çук, каймастăп эпĕ.

Тен, каяймастăп? Тĕттĕм малашра

яшлăхри пек вутсем çунаймĕç тетĕп.

Телейлĕн çунтăм эпĕ яшлăхра!

 

Унта пурте юрлатчĕ те ташлатчĕ.

Хăш хушăра самант пек, тĕлĕк пек

йăлт иртрĕ? Каласамччĕ, шухăшлавçă.

Мĕскер эс шухăшлан ку тĕлĕшпе?

Марье


Çĕнĕ Улхаш ялĕнче

Марье ятлă хĕр ӳсет.

Сар хĕр ашшĕ килĕнче

Такама та килĕшет.

 

Картара сăвать ĕне,

Кĕтӳ тухса хăвалать.

Картишри чăх-чĕппине

Тул сапса тăрантарать.

 

Апатланса тăрансан —

Хире ĕçе каймалла.

Хĕвел ансан, каç пулсан,

Клуба тухса чупмалла.

 

Шăллĕпеле йăмăкне

Йăпатма та ĕлкĕрет.

Пушă вăхăт пур чухне

Кĕпе çăвать, тĕр тĕрлет.

 

Юратаççĕ Марьене

Пирен ялăн каччисем.

Ăмсанаççĕ ĕçчене

Касăри хĕр-тантăшсем.

Синкер


Тĕттĕмленессе кĕтсе Мартин лупас айĕнчи каска çине ларчĕ, сигарет тивĕртсе ячĕ. Хăрасса хăрамасть-ха вăл, колхозăнне вăрлассине пысăк çылăх вырăнне хумасть. Хăшĕсем ав утă-улăм-и, çĕрулми-тырă-и — пайтах сĕтĕреççĕ. Юлашки вăхăтра пушшех асса кайрĕç. Ара, колхоза часах пĕтереççĕ текен хыпар сарăлнă та...

Хӳрĕ кăмăллăскер, Мартин ямăттине ытлашши хапсăнаканах марччĕ-ха. Халь вара çынран юлас мар терĕ-ши?.. Арăмĕ те, Улита, кашни кун мăртлатать: «Çав сайхалăха юсаймастăн, арçын пулать-и санран? Ыттисен арçыннисене пăх-ха, ялан килшĕн тăрăшаççĕ...»

Сайхалăх кашти çинчен сăмах пырать. Вăл чăнах та çĕрĕшнĕ, икĕ вырăнта халь-халь хуçăлас пек. Вăт çавна улăштармалла. Колхоз пилорами таврашĕнче пĕрене-кашта — купи-купипе. Çĕкле те кил. Хурал çук. Çав тĕллевпе «вăрра» тухма пуçтарăннă та Мартин. Пилорами аякрах мар. Каяс килмест те, уттармаллах пуль. Улита мăртăхма чарăнтăр. Сайхалăхне те юсаса лартĕ, мĕнрен япăх?

Сарай алăкне уçса Мартин йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Тĕттĕмленчĕ хайхи. Çапах та ăшра лăпкă мар. Вăрра каймалла-çке! Çитменнине тĕлĕк аса килет. Паçăр Мартин, пăртак сыпнăскер, кĕлетри кивĕ диван çинче кăтăш пулнăччĕ. Пулать вĕт япала — ухмахла тĕлĕк курнă. Кӳршĕ хĕрарăмĕ, качча каймасăрах виçĕ ача çуратнă Христина, ăна шĕвĕр пӳрнипе кăчăк туртать пек. Ку ун патнелле çывхарать кăна — лешĕ, каскăн качака, якăлт çеç айккинелле сикет, аскăнчăклăн ихĕлтетет. «Колхоз пурлăхне мар, мана хапсăн эс, Мартин, мана! Атту синкер курăн таçта, синкер!..» Вăт якăлти! Пит кирлĕ пуль эс...

Малалла

«Çĕршывăм, сăвăçусене пилле...»


Çĕршывăм, сăвăçусене пилле, —

Юр витĕрех ешерччĕр çеçпĕлле,

Çут çăлтăрăн хĕмленччĕр таврара

Илемлĕ вут чĕртсе кашни чунра, —

Çĕршывăм, сăвăçусене пилле.

 

Çĕршывăм, сăвăçусене ĕнен,

Вĕсем — çунатсăр эс ĕненмесен:

Çĕмрен пек çĕкленеймĕç тӳпене,

Сĕрен пек ыталаймĕç тĕнчене, —

Çĕршывăм, сăвăçусене ĕнен.

 

Çĕршывăм, сăвăçусене упра,

Вĕсем — хĕвел пек, сывлăш пек тупра,

Ни ылтăнла тупаймăн вĕсене,

Ни кĕмĕлле илеймĕн вĕсене, —

Çĕршывăм, сăвăçусене упра!

Кĕрхи кăмăл


Сап-сарă тумлă кĕркунне…

Саватăп эпĕ ун кунне.

Çĕрти чĕр ылтăн пуххине

Сив çил пырса пăлхатнине.

 

Шап-шурă хурăн речĕсем

Çăтăлтатса калаçнине,

Хресчен пӳлме-кĕлечĕсем

Тыр-пулпала каçрăлнине.

 

Кĕр мăнтăрпе кĕрекере

Тус-тăванпа савăннине.

Ак мĕншĕн эп савап кĕре —

Вăл тӳрлетет авăннине.

 

Çу каçипех мĕн вăй хуни

Паян йăлтах куçпа курни:

Сĕтел çинче ĕçме-çими,

Эппин, пурнать чăваш çынни.

Хирти çăкăр


Анне пĕçернĕ хура çăкăр

Шăрши пӳрт ăш-чикне тулать.

Ӳт-пӳ те шерпет сыпнăн, кăкăр

Ыр канăçпа туллин сывлать.

 

…Ачалăха эп астăватăп:

Уй-хир каçалăкĕ, явкай…

Лăш канмалла апатланатпăр,

Çăкăр чĕлли — тутланнă пай.

 

Хирте апачĕ те çав кăйттă,

Чĕре сурилĕх лар та кан.

Ир тăнăран килет-и кăтăш,

Уйра çуках иккен пукан.

 

Кунта хыт çăкăр та кулачă,

Ĕçле, эс пулăн уй патши.

Пуç тăрринче тăри юрлатчĕ…

Хирте-и çăкăр ытлашши?

Кĕрхи пахчара


Çулçине шутлать ват ăвăс

Пирĕн кантăк умĕнче.

Кĕрхи кун ытла та тăкăс

Кур, шывланнă чӳрече.

 

Çулçăсен хитре эртелĕ

Вĕлтĕр! Вĕçрĕ çĕр питне.

Калăн, туйăн теветкеллĕн

Кĕр хывать–çке кĕпине.

 

Каç хĕвелĕ пек кĕр пичĕ

Саррăн-хĕрлĕн ялкăшать.

Тутлă çимĕçĕн терпечĕ

Пахчара халь йăлт кушать.

Пĕр сăмах


В. Агеев ӳкерчĕкĕ
В. Агеев ӳкерчĕкĕ

Вăл мыскаралла этеме эпĕ чайнăй патĕнче асăрхарăм. Вара эпир пĕрле апат çирĕмĕр. Анчах паллашасса каярахпа тин паллашрăмăр-ха. Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Ирхине эпĕ, района командировкăна килнĕскер, апат çиес тесе, чайнăй патне пытăм. Эпĕ иртерех тухнă-мĕн, алăк çине «сакăр сехетре уçăлать», тесе çырса хунă.

Ку район центрĕ вăрман варринче ларать те, ун урлă мăн çулпа татти-сыпписĕрех машинăсем иртсĕ çӳреççĕ. Пушăлла килеççĕ те вăрман турттарса каяççĕ. Чăвашла, вырăсла, тутар-мишерле калаçни илтĕнет. Чăвашĕсем те тĕрлĕ вырăнтан: «аре» текеннисем Елчĕк тăрăхĕнчен, «ами» текеннисем («ку эсĕ мар-и, ами?») Тутар республикинчен. Ульяновск облаçĕнчи машинасем те курăнкалаççĕ.

Чайнăй уçăласса кĕтсе, аслă çул çинчи тĕркĕшĕве сăнаса ларнă май, эпĕ пĕр темле çынна асăрхарăм. Вăл халĕ çеç машинă çинчен анса юлнă пулас, çул хĕррине пăрăнса танă та тусанлă карттусне тăрăшсах карта вĕрлĕкĕ çумне шаккать. Арпашса кайнă хура çӳçне вăл пӳрнисемпе кăна якаткаларĕ те карттусне, çӳлĕк çине хунă пек, пуçĕ çине хурса ячĕ. Унтан йӳнĕ костюм пиншакĕн аркисене лăстăр-лăстăр силлерĕ, çурăмĕ хыçĕнчи кутамккине вĕçертсе аллине тытрĕ. Юлашкинчен ĕç-пуç кĕсйинчен пĕчĕк куç кĕски кăларса тӳрленесси патнех çитсе тухрĕ.

Малалла

Тилĕ мĕншĕн хĕрлĕ?


Вăрман хĕрринче пĕр тилĕ пурăннă тет. Пĕррехинче унăн хырăмĕ выçнă та вăл яла автан вăрлама чупса çитнĕ. Ял хĕрринчи хресченĕн автанĕ шăпах чăххисене ертсе уçăлма тухнă-мĕн. Вĕсемпе пĕрле хуçан йытти те чупса çӳренĕ. Тилĕ автана тапăннине курсан йытă çилленсех кайнă, тӳрех тилĕ çине сиксе ӳкнĕ, ăна мăйран çыртса илнĕ. Суранран юн юхма тытăннă. Ыратнипе тилĕ автана ирĕке янă, хăй вăрманалла тарнă.

Юнĕ ниепле те юхма чарăнман, чĕр чунăн кĕрĕкне хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Тилĕ юханшывра та çăвăнса пăхнă, симĕс курăк çинче те йăваланнă — хĕрлĕ тĕсе пур-пĕрех çуса ярайман, тасалайман. Акă мĕншĕн тилĕ хĕрлĕ тĕслĕ иккен.

«Çунса кĕлленчĕ чун, çунса кĕлленчĕ!..»


Çунса кĕлленчĕ чун, çунса кĕлленчĕ!

Вутра тĕп пулчĕ юрату та ырату.

Кĕл сывламасть. Вăл сивĕ те йӳçенчĕк.

Вăл вилĕ, чĕрĕ мар, ан пыр патне, асту.

 

Те сӳнчĕ пурнăç, те сӳнклен, — вĕссĕр?

Те хăвăрт ирĕлсе пĕтет çурхи юр пек?

Пăхать хĕвел çавнă пĕлес темесĕр.

Сăнать хир-вăрмана, çĕр анлăшне — тӳпе.

 

Ун чух кĕрленĕ пур яш туйăм-сисĕм

пĕр чăрсăр, пĕр айван курнать халь куçăма.

Чун кĕлленмест сăлтавсăр, ним уссисĕр.

Вăл кĕл çеç мар — вут çуннă вырăн, кĕл çеç мар!

 

Мĕскер-ши? Ма хальччен пĕлместĕп? Намăс!

Тен, вăхăта манса, çулсем чылай иртсен,

çапах та пымалла çăв вырăна ман:

туйса илес тесе — ма чĕрĕ, ма вилмен...

■ Страницăсем: 1... 461 462 463 464 465 466 467 468 469 ... 796