Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шăплăхри аслатиВатă чĕре — çамрăк чунСулпикепе Валĕм хунПурнӑҫ утравӗсемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеВăрман ачисем

Хисеп


Ĕç çынни паян сумра-и,

Хисепре-и çĕршывра?

Уçсăн калама хăратăп:

Вĕçĕ çухалать шывра.

 

Мĕншĕн çакăн пек калатăп,

Мĕн хистерĕ-ха мана?

Эп çавна кăна чухлатăл:

Халĕ урăх самана.

 

Уявсем ав йышлăланчĕç,

Ĕлĕкрех кун пек пулман.

Халăх та самай лăпланчĕ, —

Май çук пурнăçран юлма.

 

Пурнăçра пулать кун пек те:

Каннă чух ĕçлемелле.

Çак чăнах-ши чун илпекĕ?

Çын сивлет кун пек меле.

 

Кирлĕ мар чухне канатпăр

Пĕр кун мар, икшер эрне.

Ĕç çинчен йăлтах манатпăр, —

Йывăр Турă чурине.

 

Каннинчен курмасть çын усă, —

Ун кĕсйи çеç çӳхелет.

Пулĕччĕ алтмашкăн пусă

Çул парса пур мехеле.

 

Йăлана пăсас та марччĕ,

Выляс марччĕ халăхпа.

Касăлсан йĕрке тымарĕ

Чун ан кӳттĕр хурлăхпа.

Çитрĕ авăн


Çĕрулмийĕ,

Панулмийĕ —

Кĕр мăнтăрĕ.

Ял-йыш тарĕ.

 

Çитрĕ авăн,

Пиçрĕ кавăн.

Пуç çавăрнă купăсти,

Хĕпĕртет пахча ăсти.

 

Хĕл каçмалăх,

Юп курмалăх

Çимĕç çитĕннĕ кăçал.

Савăнмалăх,

Тав тумалăх

Тухăç илĕртет куçа.

 

Авăнсассăн,

Вăй хурсассăн

Пулĕ-çке пӳлме тулли.

Хăй ĕçне этем курсассăн

Савăкрах та, ав, кулли.

Мучи савăнăçĕ


Шухăша путнă сăн-сăпатлă, кăвакарнă çӳçлĕ мучи, хирĕç пулакан çынсене сăпайлăн сывлăх сунса, кашни ир лесничествăна васкать. Ку вăл — Эрхип мучи. Тепĕр темиçе утăмран вăл вăрман уçланкине тухрĕ. Вăрманта çав тери шăп. Лапсăркка туратсем хускалмаççĕ, пĕр йывăç тăрри те хумханмасть, таврара пĕр сас-чӳ те çук. Тахçан пулса иртнисем аса килчĕç: вăрманта çара уран çӳреме, ачасемпе пĕрле çаран тăрăх чупма юратни. Халĕ ĕнтĕ акă мучи çитмĕл çулта...

Вăрманти шăплăха симĕс улатакка ăнсăртран татрĕ. Ун сассине илтсе çийĕнчех мăйпăран, кăсăя тата ьггти кайăксем хускалчĕç. Чун-чĕре хумханать. Вăрман тулли пурнăçпа пурăнать. Аякрах та мар турат шартлатса хуçăлни илтенчĕ. «Пăшисем иртсе кайрĕç пулас», — шухăшларĕ Эрхип мучи. Ик-виç минутран чакак та хăйĕн сассине пачĕ. Вăл йывăç хăвăлĕнчен пуçне кăларса çĕнтерӳçĕ пек чаклатса ларать: пакша кил-çуртĕнче хуçаланать вĕт-ха! Çӳлелле пăхсан та кăвак пĕлĕт курăнмасть, йывăç турачĕсем ăна пĕтĕмпех хупласа илнĕн туйăнать. Ĕмĕрхи хырсен хĕрлĕрех вуллисем, ятарласа çĕкленĕ колоннăсем пек, пĕлĕтелле кармашаççĕ.

Кирек мĕнле çанталăкра та илемлĕ вăрман. Ачаш та çепĕç тата мăнаçлă та унăн илемĕ. Шухăша путнă Эрхип мучи, тавралăхпа самант та киленме парахмасăр, вăрмана шаларах кĕчĕ. Хырпа чăрăш, хурăн тата ăвăс турачĕсем вăрман хуралçине саламлаççĕ.

Малалла

«Такамăн чунĕ, манăн чуншăн çуннăн...»


Такамăн чунĕ, манăн чуншăн çуннăн,

им-сип парса тем пăшăлтатрĕ çуттăн.

Ăна чунпа итлерĕм эпĕ сумлăн

ялан туйса хăй Турă тăнăн çуммăн.

 

Ман чун лăпланчĕ. Илтрĕм эпĕ тĕрлĕ

сĕнӳ-канаш. Пăлхавлă, хĕнлĕ-тертлĕ

кун-çулăмран — пурнăçăмран хам тĕллĕн

кайма хушмасть — хуть тĕлĕн, хуть ан тĕлĕн.

 

Тавах сана, хĕрхевлĕ вăрттăн сасă!

Кӳтсе çитсе эп сӳнессе туйсассăн,

чĕмрен кайса ӳксен, татах эс ассăн

сывлаччĕ манпа çумлăн — ят тухсассăн...

«Тахçантанпах çырмастăп сăвăсем...»


Тахçантанпах çырмастăп сăвăсем.

Тахçантанпах савмастăп никама та.

Савас текен пур кăмăла хăватăп,

пурнатăп çылăхран тухас тесе.

 

Тахçантанпах кĕтместĕп никама.

Тахçантанпах никамшăн та çунмастăп.

Чĕре чĕнмест — юнланнă, ĕннĕ ластăк.

Юн сивĕннĕ. Чун вилнĕ. Хусканмасть.

 

Татах чĕртсе хускатĕç-ши ăна?

Пĕр йăпатса, пĕр амантса турткалĕç?

Çавна: чăн юрату ку тесе калĕç?

Анчах кичем, салху çак йăлт мана.

 

Кичемлĕхре вилетĕп пулĕ эп?

Салхулăхра вилме пуль Турă çырнă?

Тулмарĕ кăмăл ман, каçмарĕ çылăх.

Хыт тĕмсĕлсе, мĕскĕнлĕхре вилеп...

Хуралти чăрăшсем


Аллейăпа утса пыратăп.

Ик енĕпе те чăрăшсем.

Вĕсен хитрелĕхне туятăп:

Ытла та капăр тумĕсем.

 

Хĕл кунĕнче, тен, уйрăмах та

Туяп вĕсен илемлĕхне.

Тупаймăн нимĕнле сăмах та

Хурлас тесе эс вĕсене.

 

Шап-шурă шупăр-кĕрĕк — уртнă

Йăп-йăрăс пĕвĕсем çине.

Кун пек сăнпа камах-ши курнă,

Иртсе пыруçăн, вĕсене?

 

Хама парадри пек туятăп.

Хуралтисем-çке — чăрăшсем.

Вĕсен енне пуçа таятăп,

Салтаксене аса илсе.

 

...Яш каччăсем хурал тăраççĕ

Çĕршывăн тĕрлĕ чиккинче.

Вĕсем-и тăшманран хăраççĕ?

Çук, ун пекки пулман хальччен.

 

Хитрелĕхпе шав тĕлĕнтерччĕр

Паян, ыран та чăрăшсем.

Ыр хуралта кăна ирттерччĕр

Чикĕсенчи патвар яшсем.

Тавçарулăх


Ма çитмест-ши тавçăрулăх

Пурнăçра хăш чух пире?

Ĕçчене çаран та улăх

Тунсăхлаççĕ пурпĕрех.

 

Кирлĕ пек чунпа туймастпăр

Çутçанталăк илемне.

Куçсăр пек, асăрханмастпăр

Кăткă тусăн çĕклемне.

 

Ав, пыл хурчĕ шыв ĕçесшĕн

Чăмрĕ мар-и каткана?

Çакăнпа эп ак мĕн тесшĕн:

— Уншăн кирлĕ такана.

 

Маçтăрласчĕ те хурасчĕ

Меллĕн, çывăхрах çĕре.

Кăшт шывне ярса парасчĕ,

Ĕçĕччĕ ăна пĕрех.

 

Çук-çке, çук, тавçăраймастпăр

Камсене мĕн кирлине.

Пуçсенче çавăраймастпăр

Кирлĕ пек шухăшсене.

 

Тусăмсем, мĕнрен килет-ши

Тавçăрулăх çитменни?

Çыннăн ăсĕ мăкалать-ши?..

Тен, ку пирĕн ӳркенни?

 

Ватăлăх пусса килсен те

Тивĕçе пач манар мар.

Паянхи яш çын вĕрентĕр

Тавçăруллăрах пулма.

Çурхи вăрманта


Çурхи хĕвел йăлл! кулса ăшшăн пăхать. Тӳпере вĕçен кайăк сасси илтĕнет. Шăнкăрчсем тахçанах вĕçсе килчĕç. Урамра çуллахи пекех туйăнать. Уй-хир, çаран, сăрт-ту, вăрман сăн-пичĕ улшăннăçем улшăнса пырать. Çутçанталăк хĕлтен вăраннă. Пĕтĕм тавралăх çурхи илĕртӳллĕ те чечен тĕспе çиçсе тăрать.

Çак вăхăтра çерçи васкамасăр вĕçсе анчĕ те, йывăç айккине пырса ларчĕ. Вăл çутçанталăкăн ырă вăхăчĕ килсе çитнишĕн хĕпĕртесе çунаттисене икĕ еннелле сарнă та, йывăç çывăхĕнчи айлăмра ташă пуçларĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ пулĕ, пахча енчен ун еннелле кушак йăпшăнса пырать. Вăхăтра курса ĕлкĕртĕм эпĕ çакна, телейлĕ вĕçен кайăка тытма памарăм.

Юмахри пек илемлĕ, хĕпĕртӳллĕ кунсенче камăн-ха пӳртре пăчăхса ларас килтĕр? Тарават хĕвел тулалла туртать, юнашарти вăрмана çитсе курма чĕнет.

Акă эпир пĕр вырсарникун хамăн çывăх юлташпа вăрмана тухса кайрăмăр. Пĕр-пĕринпе калаçса та шӳтлесе утса пынă май вăрмана çитнине те сисмерĕмĕр. Вăрман çывăхне çитсен кайăк-кĕшĕк сасси илтĕннине туйрăмăр.

— Епле хитре юрлаççĕ! — терĕ манăн юлташ, вăрман сассине савăнăçлăн тăнласа.

Пиртен инçех те мар куккук сасси илтĕнсе кайрĕ. Вăрмана шалтан-шаларах кĕрсе пыратпăр. Çулçă кăларнă йывăçсем лăпкă çил вĕрнĕ май пĕр-пĕрин еннелле пуç тайнăнах туйăнать, сывлăх сунса кĕтсе илеççĕ тейĕн вĕсем пире.

Малалла

Виçĕ ыйту


1

Чĕлхеçĕ, калаçатăн эс чĕкеçĕн,

Çĕклен тăван сăмахăмăр шайне,

Ун саккунне, ун виçине тĕпчетĕн

Хушасшăн хыпăнатăн ун вăйне.

Чĕлхе йăлттамĕн чĕрĕ вылявне

Асамçă пек сăнанăçем, ĕçтешĕм,

Кала, чăваш падежĕсен шутне

Хăçан кĕртетĕн юрату падежĕ?

 

2

Апостол, эсĕ уçнă аслă чăнлăх

Тымар ярать кашнин чун-чĕринче.

Сăпайлăх, чыслăх, çураçулăх, хăтлăх —

Ак мĕн сăваплă эс çырнисенче.

Хĕрес хурса пуç тайнипе пĕрлех,

Таса атте, санран çакна ыйтатăп:

Хăçан-ши юрату ячĕпеле

Ятарласа евангели хыватăн?

 

3

Хисеплĕ Президентăмăр, сана та

Хĕвел шевли пек ăшăтать илем:

Çурхи çеçке пек вăранать соната

Ик йăлтăр куç вут-çулăм сапнăçем...

Телейлĕ çĕклену самантĕнче

Сан кăмăлу та уççине эп сисрĕм,

Эппин, кала: ертӳçĕ йышĕнче

Хăçан пулать-ши юрату министрĕ?

«Сирень шăрши чуна уçăлтарать...»


Сирень шăрши чуна уçăлтарать.

Çут хурт çути йăлтăртатать сад сĕмĕнче.

Çак вăхăтра ĕç шухăшĕ тарать,

чеченлĕх, çепĕçлĕх выртать чĕре çинче.

 

Чун шухăшĕ вĕçсе çӳрет çӳлте.

Сăваплăх туйăмĕ сăвап пекех таса.

Эп вăрттăн тарăнăшсене çитеп,

чĕр çутçанталăка савса та мухтаса.

 

Йăл! çутăлчĕ ак çăлтăр тӳпере.

Ман çăлтăр! Курăн, ан пытан эс çĕрĕпе!

Ах, çак ытарайми илем пире

асамлă эмел пек — чуна та чĕрене.

 

Хальччен курман пуль эп кун пек çутта:

пĕр тухатать сенкер хĕмпе, пĕр илĕртет,

çĕн вăй-хăват манра вăл çуратать —

кун пек чухне Турра, Турра курать этем...

■ Страницăсем: 1... 460 461 462 463 464 465 466 467 468 ... 796