Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренÇут пайăркаКайăк тусĕКĕтмен венчетПулас кинсемӐшӑ ҫумӑрСалампи

«Пурте тĕл-йĕрсĕр çухалать...»


Пурте тĕл-йĕрсĕр çухалать.

Пĕтет-мĕн юрату. Сӳнет-мĕн

чĕре кăварĕ, çук пулать.

Чараймăн ним туса, çĕнеймĕн.

 

Ан кай, тăрсам тата кăштах.

Мана эс сывлăш пек халь кирлĕ.

Куçу сан халь те çап-çутах.

Чуна савăнтарма эс килнĕ.

 

Ан кай, йăпат та авăнтар

пĕр кун, ик кун, эрне е уйăх.

Ман ирĕкрен ан тух, ан тар,

тарсан — пĕтен, тĕп тăвĕ хуйăх.

 

Эс йышăн, килĕш çакăнпа.

Йӳтетмĕш мар эп, ăнлансамччĕ.

Ан кай, пул ĕмĕр çеç манпа,

эп виличчен анчах пулсамччĕ.

 

Çунсан-çунсан чун йăмăхать.

Кăвар сӳнсен асап тамалĕ.

Ан кай, юлсам яланлăха!

Ан кай... тытмасть сана тек алă.

Салтак ачи


Салтака хăй ывăлне

Амăш ячĕ ăсатса.

Шăпа чĕннĕ çул енне

Утрĕ каччă васкаса.

 

— Ыр аннеçем, чипер юл,

Часах таврăнăп киле.

Ан кăлар йĕрсе куççуль,

Ырă çул мана пилле...

 

Шыв-шур юхĕ сахал мар

Вăл çаврăнса киличчен.

Килте амăш, янавар,

Кĕтĕ ывăлне пĕччен.

Анне уявĕ


Сетел çинче çунать çеçке,

Кил-йыш питех хавас.

Аннен çуралнă кунĕ-çке, —

Мĕскер ăна сунас?

 

Сунатпăр сывлăхлă пулма,

Ĕçре ялан малта пыма.

Сунатпăр ыр телей курма,

Çут хĕвел пек, савса кулма.

Кӳлĕ хĕрринче


Çуллахи хĕвеллĕ кун. Урамра пăчă, сывлама та йывăр. Сенкер пĕлĕт тап-таса, унта пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Çынсем шыва кĕме васкаççĕ. Кӳлĕ хĕрринче ура пусма вырăн çук. Çамрăксемпе ача-пăчасем йĕри-тавра шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Ăшă çанталăкпа пурте савăнаççĕ.

Пĕр хĕрачапа ашшĕ те кулĕ хĕррине пырса çитрĕç. Ашшĕ çыр хĕррине пулă тытма вырнаçса ларчĕ. Унăн вунвиççĕри хĕрĕ шыва кĕме чупрĕ. Вăл ашшĕне: «Эпĕ кӳлĕ тĕпне чăмса пăхас-ха», — терĕ. Акă вăл пĕрре чăмрĕ, тепĕре...

— Асту, хĕрĕм, асăрхан, — терĕ ашшĕ.

Те илтрĕ вăл ашшĕ асăрхаттарса каланине, те çук. Иккĕмĕш хут чăмнă хыççăн самаях вăхăт иртрĕ, хальхинче хĕрача шывра курăнмарĕ. Инкеке туйса, ашшĕ чупкалама пуçларĕ. Анчах чылай вăхăт иртнĕ хыççăн тин вăл чĕннипе чупса пынă çынсем хĕрачана шывран туртса кăларчĕç. Çапла çамрăк хĕрача пурнăçĕ, вăл унăн тути-масине пĕлсе ĕлкĕреймесĕрех, сарăмсăр татăлчĕ.

Ачасем, нихăçан та вилĕме хирĕç ан утăр. Сирĕн кун-çулăр пуçланатъ кăна-ха. Сарăмсăр ан татăр ăна. Çывăх çынсемпе пĕрле пулнă чухне те асăрханма ан манăр.

Мĕн пулчĕ-ши?


Мĕн пулчĕ-ши, Çĕршыв, сана —

Хавшатрăн улăп пек вăйна?

Те куçăхтарчĕç ют туссем,

Пуянлăхшăн çунакансем?

Пуян пулсан та, чухăн эс,

Çынсем кăнттам, çынсем çиллес.

Хăр-хар тăваççĕ ним çукран,

Сăмах чĕнмешкĕн аптăран.

Çĕршыв, мĕн пулчĕ-ши сана,

Тăрантараймастăн халăхна?

Ĕрчерĕç тĕрлĕ йăх-яхсем,

Вăр-хурахсем, пусмăрçăсем.

Вакла-вакла патшалăхна,

Сумсăрлатасшăн халăхна.

Çап-çут тăваççĕ хыснуна,

Епле сисместĕн эс çавна?

Хаксем кармашрĕç тӳпене,

Илеймĕн нимĕн кирлине...

Мĕн пулчĕ-ши сана паян,

Хăçан-ши пулăн эс пуян?

Иртеççĕ ларусем вĕçрен,

Усси çаплах çукрах вĕсен.

Кунран-кунах улшăнусем, —

Кăмпа пек шăтрĕç ушкăнсем.

Витĕнекен утиялне

Кашни туртасшăн хăй енне.

Ăçта пырса тухас капла?

Итле, Çĕршывăмçăм, кала!

Кĕрлет, пасарти пек, шăв-шав,

Усси... Усси сахал-ха, ав.

Хĕрарăм куççулĕ


«Арçын алли кирлех çав», — теççĕ,

Арçынсăр юлнă кил-çуртра.

Вăй çитменнишĕн тертленеççĕ,

Вăйне ыйтаççĕ Турăран.

 

Хĕрарăм юхтарать куççулĕ,

Ытла хатарлă ун шăпи.

Савни çухалнă вăрçă çулĕ, —

Çапах кĕтет-ха Салампи.

 

Иртет сисмесĕрех хĕл кунĕ,

Сад пек чечекленет тĕнче.

Пурнасшăн халăхĕ, чĕрчунĕ

Хĕвелĕн ылтăн карринче.

 

Анчах хĕрарăмăн телейĕ

Арканнă иртнĕ вăрçăра.

Эс ху та, тантăшăм, пĕлетĕн, —

Юратнă çын пурнать чунра.

«Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм...»


Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм,

Ăçта кăна çитмен санпа,

Ачалăхри майлах йăпантăм

Эс сунакан малашлăхпа.

 

Ялан-ялан ырра кĕтетĕп,

Ура хурсассăн та усал,

Ăсчахсене телей пиллетĕп

Хам ятăмпа пĕрер мăскал.

 

Çип пек татăлмасан кун-çулăм,

Пурнасчĕ çутă ĕмĕтпех:

Çĕклентĕр шухăш, çиçтĕр сывлăм,

Кĕтрет саманинчи пекех.

«Ан йĕр...»


Ан йĕр... Çулсем ахаль иртмерĕç:

чун хытрĕ, сӳнчĕ куçăн хĕмĕ.

Ан ĕсĕкле. Мана илтмен эс,

ман чи çурхи те кăлăх ĕмĕт.

 

Юлсамччĕ юррăн та юмахăн.

Каçартăм ултавна, лăплан эс.

Ӳксе çухалас умĕн манăн

ӳпкевĕм çук, пур кăшт кулянăç.

 

Хĕвел те лешĕ мар халь, урăх.

Чие те çĕнĕ çеçке çурнă.

Хальхи хĕре мĕскер вăл уйăх,

укçа — асамлă та çап-çутă.

 

Юратнă ятсене чĕнетĕп.

Чылайăшне эс те пĕлен-тĕр.

Пĕр сана çеç савманччĕ эпĕ,

пĕр эсĕ ĕмĕрлĕх пĕртен-пĕр.

 

Санпа татах чуна йăпатăп.

Чăнах-ши пулчĕ ĕмĕт кăлăх?

Каллех, ак, çамрăк та айван эп

çурхи каçра — пĕччен те тăлăх...

Кĕçтукпа Кĕтерук


Кĕтеруксен каçăр качаки Кĕçтуксен картине кĕтесри калиткерен купăста кăшлама кĕнĕ. Качакана Кĕтерук курнă, катаранах кăшкăрать: «Кай кунтан, кутăнскер!» Качака каймасть, кутăнлашать. «Каятăн-и каялла, каймастăн-и?» — каллех кăшкăрать каччă. Кăмăлсăрланать Кĕçтук: «Кĕтерук, качакуна кăларатăн-и, кăлармастăн-и?»

— Кăларăп-ха, кăларăп, — Кĕçтукран кулать Кĕтерук.

Каярахпа Кĕтерук купăста кăшлакан качакине картаран кăларчĕ, килне кайса кăкарчĕ.

Кĕтерукпа Кĕçтук кутăн качакашăнах кăмăлсăрланмарĕç, курнăçсанах кăвăл кăвакарчăнла кăмăллăн кулчĕç, килĕштерчĕç.

Ăс кĕмен çамрăксене


(Нумай амăшĕсен калаçăвĕ тăрăх)

 

Хăлхуна чиксемччĕ, çамрăк çыннăм,

Эп паян каланă сăмаха.

Амăшĕ тарăхнипе эп çыртăм,

Пытарас килмерĕ чăнлăха.

«Кив патак пекех авса, шарт хуçрĕ, —

Терĕ вăл, — ача кăмăлăма.

Эп тăваймăп чĕререн çут хурçă

Ватăлсан та уншăн мул пухма.

Çухалать вăл таркăнла, хыпарсăр,

Вак-тĕвек ĕç тупнă вăхăтра.

Чун-чĕрӳ чăтаймĕ çав çунмасăр,

Чĕптĕм пулăшмасть хуçалăхра.

Паянхи кунпа çеç пурăнасшăн,

Çĕтнĕ унăн пурнăç кĕнеки;

Ĕçкĕ-çикĕре телей тупасшăн

Ăсĕ-пуçĕ çăмăлттай пирки.

Çынран ĕмĕр пулăшу кĕтсессĕн,

Хăнăхсассăн ямăта кăна,

Сăнă пек чĕлхи те сӳсленсессĕн,

Ватăлсан хăй курĕ ман куна...»

Ырă-и, усал-и — пурпĕр хăйĕн,

Амăш чĕринче вăл яланах.

Кирлĕ кил-çуртра арçыннăн вăйĕ,

Ывăлĕ ăнлантăрччĕ çавна.

■ Страницăсем: 1... 462 463 464 465 466 467 468 469 470 ... 796