Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурнӑҫ утравӗсемХĕн-хур айĕнчеВатă чĕре — çамрăк чунÇамрăк ĕмĕтТăм ӳкнĕ ирТантăшсемКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

Тăван ялăма


Çук тулли юханшыв. Çук вăрман.

Çеçен хир, çеçен хир, çеçен хир...

Сан çинчен чаплă юрă çырман,

Пурпĕрех эс пилленĕ çут ир.

 

Ăшăх шывĕ — пĕр тан Атăлпа,

Умри сад — пĕр тăван вăрманпа.

Уйăм-хирĕм — пуян çăкăрпа.

Ялăм-шывăм — тулли кăмăлпа.

 

Çеçен хир ачашланă мана,

Вăштăр çил çупăрланă мана.

Савнă ял... Курнăнах тăвана,

Пултарап-и ăна эп манма?!

 

Пуç çитмест пуль сире пуç тайсан,

Юрласассăн — çитмест пуль сăмах.

Вĕçсе çитĕттĕм майĕ пулсан

Сан пата кĕттермесĕр вăрах.

Çуралнă кун


Сăпас! Сăпас! Хресчен уявĕ.

Ак панулми сĕткен сапать.

Симпыл чашки... Епле кун савăк!

Умра — сĕтел тулли апат.

 

Çак тулăх ир куçа эп уçнă,

Çĕре вăратнă кăшкăрса.

Таса чĕреллĕ, ырă куçлă

Пулма пилленĕ çĕр тулса.

 

Мана чĕр пурнăç пиеленĕ,

Юлма хăйман эп парăмра:

Вăй пур таран ятне çĕкленĕ

Хастар ĕçре, çĕн юрăра...

 

Сăпас! Сăпас! Пуса таятăп.

Юнпа эп çыхăннă санпа.

Сăпай пуласчĕ, ырă ятлă —

Сан пек пуласчĕ чунăмпа.

«Кавир тĕртесшĕн эп чечексенчен...»


Кавир тĕртесшĕн эп чечексенчен,

Сарса ăна хурасшăн сан умна.

Пин туйăм вылĕ унăн айĕнче,

Çĕр кĕвĕ илемлетĕ ыр кунна.

 

Хĕрли, шурри, тӳпе пек кăвакки...

Илемсĕр тĕс кĕртместĕп эп унта.

Кун-çулăн питĕ сарлака сакки —

Ăраскалу ан кайтăр çумăнтан.

 

Шутланă пек пулайĕ-ши эреш?

Савсах тĕртетĕп хаклă кавире.

Юратупа каварлăх — йĕкĕреш:

Кам калĕ-ши?

Мĕскер кĕтет пире?!

Кĕрхи йĕпхӳ


Мĕн амакĕ кăçал — çăвĕпех ăшăнса кураймарăмăр! Çанталăк, тен, кĕркунне «йĕркене» кĕмĕ-ши тесе шутланăччĕ — çук, авăн уйăхĕ те çавнашкалах çумăрлă. Пĕр хушă хĕвел йăл-йăл кулса илет те, эсĕ кăкăрна сарса лайăххăн сывлама та ĕлкĕрейместĕн, тӳпене каллех хура-тĕксĕм пĕлĕтсем капланса тулаççĕ, йĕпхӳ тăкăнма тапратать...

Кăркка урам варринчех чарăнса тăчĕ: чим-ха, мĕскер мăкăртатса пыратăн эсĕ? Мĕн тума кирлĕ сана уяр çанталăк? Тупăннă синоптик! Мухмăрлă пуçна турлетесси çинчен шухăшла луччĕ. Усси пулĕ. Атту паçăр ик черкке яни мĕн вăл — пăсĕ-тĕсĕ те юлман. Типсе çуркаланнă çĕр çине темиçе тумлам çумăр ӳкнĕ пек çеç... Мĕн! Каллех... çумăр! Хĕрт-сурт тытасшĕ!

Э-э, авă мĕн! Кăркка тӳрленсе кăкăрне чышкипе хыттăн панлаттарчĕ. Ахальтен талпăнмаççĕ иккен пуçра ăмăр пĕлĕт... тьху!... шухăшсем. Хĕрт-сурт тытĕ-и, çук-и, анчах йĕпе çанталăкра амăшĕ шăмшак сурнипе аптранине вăл лайăх пĕлет. Апла тăк унпа калаçма çăмăлтарах пулать. Чирлĕ çыннăн чăтăмĕ хавшак. Тен, хирĕлĕ-хирĕлĕ те амăшĕ, кунпа тавлашса вĕçне тухас çук тесе аллине сулĕ, кăларса парĕ паспортне.

Ăнланмалла мар-и? Лавккара шурă эрех списокпа сутаççĕ. Хăйсенне, арăмĕпе иккĕшĕнне, Кăркка уйăх пуçламăшĕнченех ĕçсе янă-ха. Амăшĕнне те памĕç-ши тесе сутуçсенчен ыйтса пăхрĕ — яхăнне те ямаççĕ. Суйма хăтланчĕ: «Анне чармасть, ирĕк пачĕ». Лешсем — çак сивлĕк çанталăк пек: «Паспортне илсе кил, вара сутатпăр». Вăт мĕнле мульти-пульти...

Малалла

«Çурхи сад ларать шап-шурă...»


Çурхи сад ларать шап-шурă,

Тин çураçнă хĕр майлах,

Сивĕ çеç ан ятăр Турă,

Тăм ан ӳктĕр аяла.

 

Пĕр ирпе пӳртрех илтетĕп

Хӳхĕм шăпчăк юррине.

Чăнахах садрах-ши тетĕп,

Яр уçап чӳречене.

 

Шăпчăках иккен, чăнах та

Шăратать — сирень енче,

Хушăнса ларать çунатăм

Чун-чĕремçĕм çумĕнче.

 

Пĕчĕк садăм, ешĕл садăм,

Эс илемлĕ, эс паха.

Шăпчăк ĕмĕрех юрлатăр,

Сиртĕр манăн тунсăха.

Алтăр çăлтăр


Лупас тăрри каçпа юмахлă

Çап-çутă уйăх çутинче.

Кив улăм пĕрчисем ахахлă:

Пĕрер çут çăлтăр кашнинчех.

 

Çӳлти таса, вĕр çĕнĕ алтăр

Тӳнсе каяс пек тайăлать.

Ăна шерте кăна чарать-тĕр,

Анма памасть-тĕр аяла.

 

Ик-виçĕ утăм çеç чакатăн,

Сасартăк алтăр çĕкленет.

Халь çӳлтерех ăна куратăн,

Унта-кунта хăй перĕнет.

 

Анкартинчи йăмра тăрри те

Тĕрек ун пулчĕ пĕр кана.

Каллех утатăн лупас умĕн:

Çакланчĕ алтăр çăкана.

 

Таса, вĕр çĕнĕ алтăр çăлтăр

Ăсать анкартинчи каçа.

Садри тавралăх чăлтăр-чăлтăр

Куç вылятса кунта каçать.

 

Куçать те... каçаймасть пӳ-сийĕ

Лупас чаршавĕ туртнипе.

Ват çăкапа йăмра кăтрийĕ

Ишет малта эп утнипе.

 

Ку тĕнчене ним систермесĕр

Чупса тухас анкартине.

Курăксене ним сĕртĕнмесĕр

Çитес юмахлăх хĕррине.

 

Тем вăхăтра шалтлатрĕ алăк,

Ак эпĕ тĕксĕм пахчара!

Улмуççисем шултра улмаллă,

Малалла

Шурă-шурă акăшсем


Шурă-шурă акăшсем

Тӳпене çĕкленнĕçем

Акăш пек ачаш саспа

Эп калатăп сан ятна,

Мамăк пек çунатăмпа

Эп вĕçетĕп сан патна,

Савниçĕм.

 

Çăлтăр куçлă чечексем

Ыйхăран вăраннăçем

Чечекле чеченлĕхпе

Эп калатăп сан ятна,

Çамрăк çĕмĕрт çеçки пек

Сĕртĕнетĕп кантăкна,

Савниçĕм.

 

Пахчари сар кайăксем

Юррине пуçланăçем

Сарă кайăк чĕлхипе

Эп калатăп сан ятна,

Сар хĕвел пек чĕрӳпе

Ăнланан-ши эс мана,

Савниçĕм?

Амăшĕн чунĕ


Хăй килне пырса пăхрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Мăрьере тĕтĕм çук, кантăкра çутă çук.

Хулана ларса кайрĕ тет амăшĕн чунĕ

Каçхине, пуйăсра вырăнсем пушă чух.

 

Ачисем патне çитрĕ тет амăшĕн чунĕ.

Итлесе тăчĕ тет пĕр кана алăкран.

Куççульпех йĕрсе ячĕ тет амăшĕн чунĕ

Çак килте, çак йышра ун сăмахĕ çукран.

Кĕрт йытти


Пĕрремĕш пайĕ

Иртĕхеççĕ çамрăксем, иртĕхеççĕ... Чарас — чаракан çук, хăйсене хăйсем алла илме шалти чарак çук.

Кăшт сăра-эрех сыпкаласан каччăсем ăйăрлансах каяççĕ: кашни утăмра кĕсре шырама тытăнаççĕ. Пурте мар, паллах, Нестăр йышшисем. Пăхăр-ха, ячĕ кăна мĕне тăрать — ашшĕ-амăшĕ ăçтан тупса панă-ши? Тусĕсем ăна хăйсене майлă çавăрттарса янратаççĕ: «Мистăр». «Мистер» ĕнтĕ тĕрĕсрех. Мистер теме хăй çумĕнче мĕн пур-ши? Сăнĕ-пичĕпе палăрсах каймасть, чĕлхи япшарах мар, ăс-тăнĕпе уйрăлçа тăмасть, укçи-тенки хăçан пур, хăçан çук... Чăрсăрлăхĕ ытлашшипех ĕнтĕ, çав кăна: именмесĕр-вăтанмасăр çыпçăнать хĕрсем çумне. Лешсене, апăршасене, ялтан куçса килнĕскерсене, чĕтрете-чĕтрете пăхăнтарать. Уйрăмах общежитире пурăнаканнисене хăй ташшине ташлаттарма хăнăхтарса çитерчĕ. Хĕрсен, хӳтĕлекен çук тăк, ăçта кайса кĕрес? Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çакланкалаççĕ Нестăр-Мистăр серепине.

Тусĕсем те иртеймеççĕ унран. «Ку ман пулать, ку — сан», — пайлать вăл общежити çывăхĕнче шăл çеммисене асăрханă-асăрхаман чипертереххисене суйласа.

Икĕ юлташĕпе пĕрле Лена тĕлне пырса тухсан та Нестăр иккĕленсе тăмарĕ.

Малалла

Ирхине


Кашни ирех хĕвел, ачашшăн

Шевле сапса, вылянă чух

Васкатăп ял çумне тухасшăн,

Унта — çунатлă манăн чун.

 

Ем-ешĕл çур калчи тип-тикĕс:

Парка туналлă пур çĕрте.

Хумханнăн туйăнать мăн тинĕс,

Куçа ун хумĕ илĕртет.

 

Чăлт сирпĕнет çап-çутă сывлăм,

Мерчен пекех йăл-йăлтăрса.

Сим-пыл пек сиплĕ ирхи сывлăш

Тусансăр, уçă, тап-таса.

 

Хырвар куккукĕ тараватлăн

Пĕр вĕçĕм авăтать: ку-ку!

Асамлă шăпчăкăн янравлă

Ыр кĕввине илтет хăлху.

 

Сĕвен шур пăсй хумлăн-хумлăн

Çĕкленнĕçемĕн çӳлелле

Утрав çинчи кăтра шур хурăн

Шывра вылять мĕлкипеле.

 

Нимрен паха ирхи илемлĕх

Çулла Сĕве тăрăхĕнче.

Тахçан кайран аса илмелĕх

Ыр сунăмне пиллет тĕнче.

■ Страницăсем: 1... 466 467 468 469 470 471 472 473 474 ... 796