Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕШевле çутиҪул пуҫламӑшӗХура çăкăрПулать-çке пурнăçраАча чухнехиТăм ӳкнĕ ир

Çĕмĕресси тăвассинчен çăмăлтарах


Иван пичче пурнать ман кӳршĕре,

Ватах та мар, пĕлместĕп миçере.

Пур ямахачĕ: арăм, ывăлсем,

Ӳссе вăй илнĕ çамрăксем.

 

Эх, пĕвĕпе патвар

Ӳсеççĕ хĕрĕсем,

Хитрескерсем.

 

Кил-çурчĕ япăх мар,

Кăшт кивĕрех пулсан та — питĕ.

Хуралтăра: кĕлет, вите тата ытти те.

Кил картинче пур тĕрлĕ

Хур-кăвакал та выльăх-чĕрлĕх.

Тавах Турра, пурнаççĕ хирĕçӳсĕр,

Иван пичче пулман нихçан та ӳсĕр.

Хуçалăхра йĕркелĕх яланах.

Анчах...

Пĕр ăшă ирхине

Тем пулчĕ пиччене...

 

Шуйттан çури çакланнă пуль чунне.

Лара-тăра пĕлмесĕр уткалать,

Чарăнаймасăр калаçать.

Çитет, тен, пурăнмашкăн кив çуртра,

Чӳречисем ун ансăр та маччи лутра.

 

Пăсатăп та тĕпрен

Тăватăп кирпĕчрен

Кермен.

Каланă — тунă.

 

Сисмерĕ те ял-йыш — пăсса та хунă.

Иртет виç кун, виçĕ эрне —

Ял-йыш курмасть ĕç пынине.

Иван пичче çухатнă канлĕхне

Лавккасенче куллен чупать,

Темскер шырать —

Малалла

Юрататăп анне куллине


Юрататăп анне куллине,

Ăшшăн-ăшшăн куçран пăхнине.

Ыр сăмах, пил парса суннине,

Тĕнчере чи хитри — ман анне.

Юрататăп анне уттине,

Юнашар ирхи кун çутипе

Вăранать ман анне чи малтан,

Сарă кун çĕкленет кăмăлтан.

Ĕç вĕрет ман анне аллинче…

«Эп ĕшентĕм» темен халиччен.

Яланах çутă кулă, телей:

Анне сăнĕ кил-йышшăн хĕвел.

Юрататăп анне куллине,

Ăшшăн-ăшшăн куçран пăхнине.

Ыррине пил парса суннине…

Тĕнчере чи хакли — ман анне.

Çамрăклăх


Çамрăклăх — кăвар чĕре.

Çамрăклăх — хăй ĕмĕт.

Çамрăклăх — вунçиччĕре, —

Шурă-шурă çĕмĕрт.

Вĕресе тăран инçет

Кăчăк çеç туртсассăн,

Чун таçта мана чĕнет

Тунсăхлăн та сассăр.

Симĕсех тӳремлĕхсем.

Кур: тăван уй-хирĕм…

Чун-чĕре хĕлĕхĕсем —

Çакă манăн ирĕм.

Тăван ял, тăван анне,

Тăван кил вучахĕ.

Сăввăма кĕрет атте

Тата тыр пучахĕ.

Ав, ачалăхри туссем…

Сăнĕсем çиçеççĕ,

Тĕл пулаймĕç чул тусем,

Кăмăлсем — кĕтеççĕ.

Çамрăклăх — кăвар чĕре.

Çамрăклăх — хăй ĕмĕт.

Çамрăклăх — вунçиччĕре, —

Шурă-шурă çĕмĕрт.

Тĕлĕнтермĕш çулçӳрев


Пĕррехинче Мумукпа Пĕçук тус шырама тухса кайрĕç тет. Кайсан-кайсан вĕсем вăрмана çитрĕç. Унта мулкачпа пакшана курчĕç те вĕсемпе пĕрле выляма пуçларĕç. Эх, сикеççĕ, эх чупаççĕ! Çĕнĕ тусĕсемпе пытанмалла та вылярĕç. Унтан пурте пĕрле малалла утрĕç.

Утсан-утсан кашкăр-кашамана курчĕç. Кашкăр вĕсене хăвалама руçларĕ. Аран-аран тарса хăтăлчĕç вĕт. Юрать-ха мулкачĕ хăвăрт чупать, пакши йывăç тăрăх сикме пултарать, унсăрăн Мумук тарса хăтăлаймастчĕ. Чупсан-чупсан вĕсем канма ларчĕç. Хăйсем те сисмен — çывăрса кайнă. Миçе сехет çывăрнине хăйсем те пĕлмеççĕ.

Вăрансассăн хитре хĕрачана асăрхарĕç.

— Мĕн ятлă эсĕ, хĕр пĕрчи? — ыйтрĕç вĕсем.

— Юмахпи.

— Ăçта пурăнатăн?

— Çак вăрманта пĕр хитре чечек айĕнче пурăнатăп. Тен, хăнана пырса курăр? — сĕнет хĕрача.

Юмахпи туссене хăнана илсе кайрĕ, тутлă чейпе хăналарĕ.

— Маттур, пултаратăн, — мухтарĕç ăна туссем. — Тен, эсĕ те пирĕн пата хăнана пырăн?

Юмахпи килĕшрĕ. «Çывăр, Аптраман тавраш» телепередачăна та кăмăлларĕ.

Шăпах çавăнтанпа Мумукпа Пĕçук патне кашнинчех Юмахпи килсе тăрать.

«Эй, айван çилçунат янаварăм...»


Эй, айван çилçунат янаварăм,

Мĕн пăхатăн хыçа çаврăнса?

Тӳррĕн кас. Çулĕ такăр, юр тарăн,

Эпир хамăр — турхан та мăрса!

 

Хăтасем паян эпĕр, атьсемĕр,

Шухă чунлă та чăрсăр маттур!

Атăлçи çыннисем, ах! ан тейĕр —

Савăнса калаçма сăмах пур.

 

Хĕрĕрсем çурхи çĕмĕрт пек капăр,

Сăнĕсем пăхайса тăранми,

Уçă кăмăллă, ăслă та сапăр —

Ăçта пултăр татах аванни!

 

Эх, айван, юмахри çилçунатăм,

Ма юртатăн пуçна авăсса?

Е татах та килесшĕн çунатăн,

Е сисетĕн туйсем пуласса?

Ирĕкре


Мăш Павăлне пайтахранпах пĕлетĕп,

Малти касра пурнать хуçалăхпа.

Салху питпе пулманччĕ вăл пĕрре те

Çынна курсан çиçетчĕ кулăпа.

 

Хуçалăхра усратчĕ çичĕ сурăх,

Ĕне, сысна, вун чăхă та автан.

Сĕтел çинчеччĕ: çăкăр, аш, сĕт-турăх,

Хăна пырсассăн хатĕрччĕ шăрттан.

 

Аслăк çинче тулличчĕ утă-улăм,

Улма-çырла пухатчĕ пахчаран.

Ялан çапла — çынран ăçтан-ха юлăн,

Ĕçне-пуçне яман ик алăран.

 

Çаксем халь çук. Хуçалăхĕ аманнă.

Ыйтусемпе суптарнă вăл яла:

Мĕн пулнă ентеше?

Мĕнле амак çакланнă?

Кам улăштарнă пирĕн Павăла?

 

Кӳрши-арши кăштах пĕлтернĕ тăрăх

(Кӳрши суймасть, ку чăн, ĕненмелле),

Каланă вăл кун тăнă чух пит шăрăх:

«Пуçлатăп пурăнма эп çĕнĕлле.»

 

Ытла нумай шухăшласа тăмасăр,

Хуçа кăларнă выльăх-чĕрлĕхе.

Хăйсем валли апат шыраччăр харпăр,

Çӳреччĕр, пĕлччĕр, курччăр ирĕке.

 

Чăнах, лешсем апат хăйсем шыранă.

Те тупнă апатне те тупайман —

Малалла

Икерчĕ


Ӳнерçĕ Сурăх ӳкерет ӳкерчĕк,

Ик-виçĕ кун ĕçлет пит тăрăшса.

Ӳкерчĕкĕ çинче: çап-çаврака икерчĕ

Кăмакара пиçет пăс кăларса.

Ĕç вĕçленсен, сăрсем кăштах кушсассăн,

Сĕвĕнтерсе хурать хапха çумне.

Чĕнсе илет пăхса хак партарасшăн

Кил картинчи мĕнпур чĕрчунсене.

Пыраççĕ чĕннисем. Пăхса тăраççĕ.

Шыв сыпнă пек, чĕнмеççĕ пĕр сăмах.

Хакне пама вĕсем, тен, чухлаймаççĕ:

Ӳкерчĕкре — курман-илтмен çăтмах.

Юлашкинчен калать сыхлавçă Йытă:

«Ӳкерчĕкĕ аван, илемлĕ. Пур çĕнни.

Анчах та эп санран ыйтасшăн хыттăн,

Чăн-чăн икерчĕ эс ху çинĕ-и?»

 

Ӳнерçĕ Сурăх лаш усать пуçне.

Ун айăп çук. Тăвать вăл хушнине.

Тĕлĕнтермĕш çулçӳрев


Аппа çураличчен шăллăмпа пĕрле хулана кайрăмăр. Унта эпир пĕр лавккана кĕтĕмĕр. Кунта пĕр пуспах тем те илме пулать иккен. Эпир хамăра валли çăкăр туянтăмăр та ăна çисе ларатпăр. Кайран хула курса çӳрерĕмĕр. Утса пынă чухне шăллăм çине светофор йăтăнса анчĕ. Шăллăм ун айне пулчĕ. Эпĕ ун пуçĕнчен юн тухнине курсан ăна йăтрăм та больницăна чупрăм. Сасартăк пире автобус таптаса кайрĕ. Эпĕ тăтăм та — лапчăкскерех, малалла чупрăм.

Акă шăллăма йăтса больницăна çитрĕм. Ăна тухтăрсем темле тăрăшсан та сыватаймарĕç. Шăллăм çакăнтах вилсе кайрĕ. Эпĕ тарăхнипе тухтăрсем çине вĕртĕм те, вĕсем пурте вĕçсе кайрĕç. Эпĕ хамах шăллăма операци тума тытăнтăм. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртрĕ — вилнĕ шăллăм чĕрĕлчĕ те мана ыталаса илчĕ.

Больницăран тухсан эпир киле кайма шут тытрăмăр. Килелле утнă чухне пирĕн ума çунатлă темĕнле тĕлĕнтермĕш пысăк кайăк анса ларчĕ.

— Сире киле илсе каяс-и? — ыйтрĕ вăл.

— Илсе кайсан аванччĕ, — хуравларăмăр эпир.

— Эппин, ларăр ман çине, эпĕ сире киле çитерĕп.

Çав хушăра кайăк татах пысăкланса кайрĕ те, унта икĕ пукан курăнчĕ. Эпир çак пукансем çине лартăмăр. Тĕлĕнтермĕш кайăк кĕçех çӳл тӳпене вĕçсе хăпарчĕ. Часах киле те çитрĕмĕр. Çав кайăк пире антарса хăварчĕ те куçран çухалчĕ. Эпир савăнса пӳрте кĕтĕмĕр.

Малалла

Ватăпа пул ватă


Ватăпа пул ватă,

Ачапа — ачан.

Этемри хăватлăх —

Юрату пуртан.

Чун ăшши хĕлхемĕ, —

Ырăпа пулсан,

Пирчесе чирлемĕ

Чун-чĕрӳ те сан.

Ут тĕреклĕн, сыввăн

Аслă çĕр çинче.

Пурăнса ан ывăн,

Сав çут тĕнчене.

Ĕç юрри юхсассăн

Уй-хирте хуллен,

Ан тăрсам пĕр сассăр,

Пул эрттелпелен.

Ватăпа пул ватă,

Ачапа — ачан.

Этемри хăватлăх —

Юрату пуртан.

Хĕвел


Йăлтăр-йăлтăр! — йăлтăркка,

Кăлтăр-кăлтăр! — кăлтăркка…

Сар хĕвел — пăхсассăн пĕчĕк, —

Уçлăхра çӳрет пек мечĕк.

 

Тӳпере çиçсе вылять,

Шевлине çĕре сапать.

Çутатать вăл ывăнмасăр,

Каçченех çӳлтен анмасăр.

 

Савнăран пуль тĕнчене

Йăлкăш кулă питĕнче.

Хĕвелпе пĕрле ĕçчен

Тăрăшать ĕçре каçчен.

■ Страницăсем: 1... 470 471 472 473 474 475 476 477 478 ... 796