Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шевле çутиМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Катӑлнӑ уйӑхТаркăнХĕрлĕ тюльпанХӗвел мулкачӗсемКăвак çĕмрен

«Хушăран хĕмленсех çапăçатпăр...»


Хушăран хĕмленсех çапăçатпăр

Чукмарпа е хивре сăмахпа,

Çăмарта сарринче çӳп шыратпăр...

Хамăраччĕ те çирĕп нăхта!

 

Пĕр кăкран-çке эпир, шутласассăн,

Хурăнташлă кашни пуринпе.

Çут çанталăк сывлать пулĕ ассăн,

Ачисем вăрçнине курнипе.

 

Харкашас вырăнне вĕренесчĕ,

Тăнласа ăнланма пĕр-пĕрне...

Кӳршĕре иртенпе ĕрлешеççĕ,

Кĕскетеççĕ хăйсен ĕмĕрне.

 

Пурнăç иккĕ килмест пĕр никамшăн,

Иртнĕ кун тек килмест чĕрçине.

Кĕркунне макăрать ав такамшăн,

Сарă çулçă тăкса çĕр çине.

Хĕрарăм


Мĕн авалтан сĕме çурса,

Çул пылчăкне ашать хĕрарăм.

Юратăва тĕпе хурса,

Ĕненĕве тӳлет вăл парăм.

 

Çыран-и, сăрт-и умĕнче —

Утать канмасăр хĕлĕн-çăвĕн.

Ун ырă сăнĕ-чунĕнче

Илемлĕ варкăш — тăвăл вăйĕ.

 

Сукмакĕ хĕлĕх пек çинçе,

Хăш чух çиес чĕлли те йӳçĕ.

Çапах, вăл пур тăк çĕр çинче,

Типмест вара телей çăлкуçĕ.

 

Чĕркуçленсе ун сипетне

Тутаннă май тупа тăватпăр:

Анне,

Аппа,

Савни ятне

Чĕм пур чухне çӳлте тытатпăр!

Кирлĕ чух çеç тытаççĕ


Пурăннă тет ĕлĕк-авал Шăрпăк ятлă ялта Вут-çулăм. Пĕррехинче вăл кӳршĕри Штанаш ялне хăнана кайма шутланă. Кучченеçсем илнĕ те çула тухнă. Анчах ăна курсан пурте тарса пĕтнĕ. Мĕншĕн? Вут-çулăм нимĕн те ăнланайман. Сăлтавне пĕлме вăл Кĕрлев ялĕнче пурăнакан асамçă патне кайма шут тытнă. Уйкаса çитсен те çынсем унран тарнă, патне пыма хăранă. Вут-çулăм вĕсем çине кӳреннĕ. Нимĕн те ăнланайман вăл: сăн-питрен те тиркемелле мар-çке. Асамçă патне çитсессĕн вăл карчăка хăйĕн хуйхи çинчен тĕплĕн каласа панă. Асамçă нумай шухăшламан, Вут-çулăма çапла канаш панă: «Эсĕ — Вут-çулăм, çавăнпа санăн ялтан инçе каймалла мар. Кирлĕ чухне çынсем хăйсемех сан патна пырĕç, ялсем тăрăх, килсем тăрăх ан çӳре».

Вут-çулăм асамçăна итленĕ, хăйĕн килнелле васканă.

Чăнах та, çакăн хыççăн Штанаш ялĕн çыннисем ун патне хăйсем килме пуçланă, кирлĕ чухне çеç шăрпăка алла тытнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштернĕ, туслашнă, Вут-çулăм та çынсем хушнине итленĕ. Кăна эпĕ суймарăм, мана çакна Вут-çулăм хăй каласа пачĕ.

Тăван ял вăранчĕ


Шурăмпуç шуралчĕ,

кун пуçланнăран.

Тăван ял вăранчĕ

Тарăн ыйхăран.

Алăксен шăв-шавлă

Илтĕнет сасси.

Çакăн хыççăн паллă

Ĕç пуçланасси.

Сукмаксем çĕнелчĕç

Çĕнĕ йĕрсемпе.

Çăлалла уттарчĕ

Пĕр кин витрепе.

Хыçалтан шур анчăк

Ăсатса чупать.

Аякран щур пăнчă

Евĕр курăнать.

Вăй илсе хастарлă

Çĕнĕ кун килет.

Паянхи пĕр майлă

Пурнăçа кĕрет.

Шурăмпуçĕ сарчĕ

Çунатне аран.

Тăван ял вăранчĕ

Тарăн ыйхăран.

Вăйă уçланкинче


Кунта эп халĕ тин — хăна кăна...

Мĕскер курма çавра уçланкăна

Кĕпĕрленсе тухаççĕ чечексем —

Пĕлĕтпеле вăрман хĕрачисем?

 

Астăвăмăр, ах тур, ытла кĕске, —

Ара, паян хĕвеллĕ çимĕк-çке!..

Вăй картине яш-кĕрĕм тухмалла,

Çут çăлтăр юррине юрламалла.

 

Куçран пăхать, пăхать кăвак çеçке,

Мана мĕскер каласшăн вăл, мĕскер?

Çур ахрăм пĕр каять те пĕр килет,

Ăна пĕччен итлетĕп эп — поэт.

 

Чун юхăмĕ пулса хускалнă çил

Уçса пăхать çăка çулçисене:

Мĕн каласа ытарлăн çырнă-ши

Чăваш шăпи пирки вĕсем çине?..

Асăм-палăк


Аттил чухнехи анлă Атăл умра,

Митта чухнехи пĕлĕтсем саланаççĕ.

Чарса чарăнми ирĕкри юхăмра

Шывпа пĕлĕт мар — ĕмĕрсем ăсанаççĕ.

 

Мĕнле йăхсенче халь вылять тихалла

Аттилăн пăлхавăрлă юнĕ?

Ăçта капланса юхса çитнĕ, кала,

Миттан вĕресе тăнă кунĕ?

 

Тăратăп кăшт катăлнă кăмăлпала,

Чунра — чун тытмалăх сайхалăх.

Ниме пăхăнман аслă Атăл, кала:

Ăçта кайса кĕчĕ вăй-халăм?

 

Текех инçете чĕнекен тӳпене

Касса уçаймасть çут çунатăм.

Яш вăхăт таçта хĕмлене-хĕмлене

Çунса çухалнишĕн çунатăп.

 

Халь урăх ăру «Юрату сăмсахне»1

Чарлан чĕпписем пек иленнĕ.

Халь урăх ăру юрату сăмсахне

Гранит карлăкра чĕрмеленĕ.

 

Шеллев туйăмне çутçанталăк пĕлмест:

Туйра та вилет паттăр каччă2...

Аттила, епле хĕрĕх тăххăрта эс

Тĕнче тытакан утаманччĕ!

 

Шеллев туйăмне çут çанталăк пĕлмест;

Таптаннă та ваннă настурци...

Тăванăм, Митта, хĕрĕх тăххăрта эс

Епле поэтла пит маттурччĕ!

 

Малалла

Виçĕ пинмĕш çула каçнă май


Пин енлĕ пин çул, пурте вĕçсĕр инçе,

Çапах та пĕр ĕмĕр пурне те вĕçлет.

Кăлт турĕ чĕре ĕмĕрсен сыппинче —

Уксах сехетле тикĕс мар вăл ĕçлет.

 

Мĕн тăвăн — хĕвел те анать анăçа,

Анать те — пире хăварать тăлăха.

Епле манăçми те юлать манăçа,

Çурта-мĕн çутни те вара кăлăхах.

 

Çак пурнăç хакне кăлармашкăн мĕнле,

Мĕнле пурăнсан лайăхрах, кам — калать?

Тупма тăрăшатăн та çын кăмăлне,

Ик хаклăх, виç хаклăх хам кăмăл юлать.

 

Элле уссăрах-ши эпир çаплалла

Çунса пурăнни, ӳкĕнни, савăнни...

Мĕн илтнĕ, мĕн курнă — йăлтах манмалла,

Йăлтах манмалла-мĕн сана та, савни...

Çемен, Çемен шăллăм!


Хăюллă, вăйлă ĕçлерĕн эсĕ совет ĕçĕнче, чăваш литературинче, пирĕн пичетре. Октябрь революцийĕ çуратса ӳстернĕ культурăшăн эсĕ те чунтан тăрăшни сахал мар. Ленин-Сталин ĕçĕсем тĕнчипе чаплăланса, ӳссе, пĕтĕм тĕнче ĕç халăхне коммунистсен партийĕ тавра тăратнă вăхăтра эсĕ чирлесе çамрăкла вилни — йывăр хуйхă. Тăпру çăмăл пултăр сан. Чăваш совет литературишĕн, революци культуришĕн, Совет Союзĕн çирĕплĕхĕшĕн, унăн чаплă пурнçĕшĕн килти икĕ питлĕ тăшмансемпе, империализм-фашизмăн хăрушă ĕçĕсемпе хам пурнăçа хĕрхенмесĕр кĕрешме сăмах паратăп эпĕ те сана çĕре пытарнă вăхăтра.

Çемен Фомич тăванĕсем, хурăнташĕсем! Çемен Фомич арăмĕ, ачисем! Сире пысăк хуйхă пулчĕ. Ытла пит ан кулянăр, ан хурланăр. Совет патшалăхĕнче социализм вăхăтĕнче партипе правительствăн сире те пур енчен те пулăшма иксĕлми тахат-хăват мĕн тери вăйлине асрах тытса тăрăр. Вара сирĕн хуйхă çăмăллансах пырĕ.

 

И. Тăхти

Асамат çине хăпартăм...


Асамат çине хăпартăм,

Пĕлтĕм унăн асамне.

Хĕвелпе пĕрле эп лартăм,

Сисрĕм ăшă туйăмне.

Уйăха куçпа сăнарăм,

Куртăм йăл-йăл куллине.

Çынсемпе курса калаçрăм,

Илтрĕм тĕплĕ сăмахне.

Савнине чунран юратрăм,

Шантăм туслăх пуррине.

 

Пурнăçа пĕлсе юрларăм,

Юратса ăна ырларăм.

Виçĕ тĕрек


Çамкуна пустуй пĕретĕн,

Пурнăç,

Тимĕр урапу

Таптас çук пĕрех.

Тĕрекĕм —

Ĕмĕт, шанăç, юрату.

 

Кăшăллать чуна каç сĕмĕ,

Тӳсĕм — хĕлĕх пек çинçе.

Вăранать çапах та ĕмĕт —

Чĕпĕ евĕр — ир çинче.

 

Пĕринче,

Сӳнсессĕн анăç,

Уксахларĕ те тивлет,

Унтанпа хистевлĕ шанăç

Каçăхсах ăна сиплет.

 

Кӳлĕмри чĕре хавхаллă,

Тунсăх кайтăр-и çама,

Юрату — умри каçалăк,

Ман тупас пулать çавна.

 

Суяран явмастăп карăм,

Юптармастăп куçкĕрет.

Хам валли хамах хайларăм

Чĕремрен эп виç тĕрек.

 

Çавăнпа тек хăратмасть те,

Пурнăç, тимĕр урапу.

Ун айне пулма памаççĕ

Ĕмĕт, шанăç, юрату.

■ Страницăсем: 1... 474 475 476 477 478 479 480 481 482 ... 796
 
1 Атăл хĕрринчи çамрăксен юратнă кĕтесĕ
2 Аттила хăйĕн туйĕнче вилнĕ