Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирАтăл шывĕ юха тăратьЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеПахчапа мунча хуҫиҪул пуҫламӑшӗХум пӑшӑлтатӑвӗ

Тăван халăхăма


Тăван сăмах — ахах-мерчен,

Çемçе, ĕлккен тата чечен.

Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,

Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.

Тăван сăмах — уяр çу кунĕ,

Йăлтăртатан хĕвел тĕрри.

Унра пурнать чăвашăн чунĕ

Пĕр ывăнмасăр, çав тери.

Пин саслă, çутă тĕнчере

Чăваш сăмахĕн ялтăравĕ.

Çунса тăратăн ĕнчĕлле,

Сана тивмен кун-çул пăтравĕ.

Чăваш юрри-сăвви, тĕрри…

Илтет, пĕлет тĕнче хĕрри.

Иккĕленместĕп: тăван халăх

Мăнаçлă, аслă, чыслă, халлă.

Эс — çутă ĕмĕрсемпе тан,

Сипет илетĕн Атăлтан.

Чи авалхи чĕлхен ят-сумĕ

Нихçан та, ĕмĕрне те хухмĕ.

«Ан ятла мана, тăванăм...»


Ан ятла мана, тăванăм,

Асăнсан теприн ятне.

Ăнлансам-и, чунăм манăн

Туртăнать телей патне.

 

Тĕлĕнсе ун-кун пăхатăп,

Лекнĕ пек чĕнмен туя.

Учĕсем пахи паха та,

Шел, тĕпре çӳрет суя.

 

Эсĕ илтнĕ-и, сар кайăк

Юрламасть-мĕн тыткăнра.

Пĕр-пĕр кун эп вĕçĕп кайăп,

Ман çулташ — кĕсле-тăмра.

 

Усалпа мана ан асăн,

Эп сана хаяр сунман.

Иккĕн чух та кил хавасĕн

Ăшшине эпир туйман.

Кампурпа чух-чух


Пĕррехинче йытă çури уçăлма тухать. Вăл пылчăкра чаваланакан вараланчăк сысна çурине асăрхать.

— Кам эсĕ? — тĕлĕнсе ыйтать Кампур.

— Эпĕ — сысна çури. Чух-Чух ятлă.

— Мĕншĕн пылчăкра чаваланатăн?

— Курмастăн-и, эпĕ канса выртатăп. Туслашар-и?

— Туслашăпăр-ха, анчах эсĕ малтан пылчăкран тух, — хушать Кампур.

Чух-Чухăн пылчăкран тухас килмест, тус умне хура çи-пуçпа тухма та намăс.

Кĕçех Кампурпа Чух-Чух выляма пуçланă, пĕр-пĕрне хăваларĕç, тарласах кайрĕç.

Çавăнтанпа вĕсем яланах пĕрле. Туслă пурăнаççĕ.

Кăмпа


Пĕр çамрăк Чĕреп сукмакпа

Утса пырать салхуллă утăмпа,

Ватти курсан

Часрах ыйтать унран:

«Кума, мĕн пулнă-ха сана?

Хăрушлăх тапăнман-и сывлăхна?»

«Тавах Турра, сывлăхăмпа çӳретĕп,

Чĕнтернĕччĕ Сар Тилĕ — халь килетĕп.»

«Мĕн кирлĕ-ха ăна?»

«Кăмпа, тет, леçмелле.»

«Эс мĕн вара, леçместĕн-и элле?»

«Ан кул-ха кăлăхах, саккунсене пĕлетĕп,

Тивĕçлине вăхăтĕнче леçетĕп.»

«Апла пулсан мĕн кирлĕ çав Тилле?..

Кăмпа, тет, леçмелле.»

«Мĕнле кăмпа?

Ăнкараймарăм хам ăспа.»

«Çак сукмакпа çӳренĕшĕн — кăмпа...»

 

Тĕлĕннипе чĕнмерĕ ватă Чĕрĕп,

Пит-куçĕнче юлмарĕ кулă-йĕрĕ.

 

Эп çыртăм юптару,

Эп юптарса каларăм.

Анчах та, ĕненсем,

эп нимĕн те суймарăм.

Вăкăр


Ал айĕнче пулман-ши ĕç лаши —

Сухапуçне кӳлеççĕ вăкăра.

Кĕтмен çĕртен чылай вăхăт хушши

Асар-писер шавларĕç пахчара.

 

Малтанлăха ĕç пычĕ сапăрах.

Йăран çумне тепре хутăшăнсан

Тем тытамакĕ тытрĕ вăкăра:

Ана урлах вăл шăйăрчĕ йăран.

 

Нушаланса тепрер хут çаврăнсан

Мăйракипе çаклатрĕ çатана.

Çапсан та, кăшкăрсан та вырăнтан

Тапратасси пулмарĕ-çке ăна.

 

Çилленнипе тăварчĕç те — кайран

Хăваласа кăларчĕç пахчаран.

Каларĕç: пултăр хăй вырăнĕнче —

Ял ĕнисем çывăхĕнче.

Кĕсле ту çинче


Я.Ухсая

 

Поэтăн вил тăпри-им çакă ту —

Çак чăнкă кăкăр евĕр Кĕсле ту?

Талант ялан пĕччен тесе, пиччем,

Кунта та пулас терĕн-им пĕччен?

 

Сана эп пытарма пыман, Ухсай, —

Халь уншан пăрахам-и вак укçа:

Леш тĕнчере те çутăра çӳре,

Ӳре хур кайăк пек малта çӳре.

 

Сар хĕвелпе хура çĕр сăвăçи,

Хура çĕр пултăн та, хĕвеллĕ çил

Ту çийĕн вăхăта тек хăвалать —

Ак эс вилни те ултă çул тулать.

 

Тĕнче йĕрки, тăванăм, çаплалла:

Мĕн илнине йăлтах хăвармалла.

Апла мĕн-ма çакна пĕле тăркач

Каяс чухне пĕр вĕçĕм ăш вăркать...

 

Вилсен те пурăнасшăн-çке этем —

Ĕçе-хĕле сум хурасса кĕтен.

Ан пăшăрхан, Ухсай пичче, тĕнче

Сана картать талантлăх шутĕнче.

 

Çак таврари тусем пĕр тан пулсан,

Шур ту, мăнаçлăху чакатчĕ сан.

Ан çилленсемĕр, тантăш поэтсем,

Эпир Ухсай çурри те çук тесен.

 

Поэт ятне илтмешкĕн халь ансат,

Çӳп-çапă хăпарать кăпăкланса.

Малалла

«Тĕнчемĕр тăваткал тесе ма ытарлăн калатчĕç?..»


Тĕнчемĕр тăваткал тесе ма ытарлăн калатчĕç?

Юмах-и, чăнах-и — ĕненнĕ ăна чиперех.

Çаплаччĕ чăнах та, эпир çамрăкрах чух çаплаччĕ:

Тăватă енне те çулсем тараватчĕ пире.

 

Тирпейсĕр салатнă картсем пек мĕн пурăннă кунăм

Шур хутăм çине кĕреймесĕр выртать çаплипех.

Килес телее пултăрах! — кăшт хуçăлнă чунăм

Хупмасăр хăварнă кĕрхи укăлча хапхи пек.

 

Тĕнчийĕ çавах, енĕсем те çаплах ун тăваттă.

Мĕн улшăннă? — Кĕр еннелле аннă вăхăт кăна.

Апла хывăх пексалатса тĕрĕс мар эп тăватăп

Шăпа шутласа парнеленĕ малашлăх куна?

 

Унччен çут тĕнче çулăхсах, тен, мана ыталатчĕ...

Мĕн-ма, пархатарсăр, çавна хаклама эп пĕлмен?

Епле пĕр енне талпăнаттăм эп — ирĕк хăлачĕ,

Хыçа юласса тепĕр енĕ аса та илмен.

 

Халь акă тĕнче ытамне пушатса пынăçемĕн,

Хамах çулăхса ыталатăп ăна, йӳнĕскер.

Мĕн-ма юратса пĕтермен эп, тăваткал тĕнчемĕн

Тăватă енне те пĕр пек юратма килнĕскер...

Юлташĕ пулăшрĕ


Пĕр карчăкпа старикăн Ванюк ятлă арçын ача пулнă. Вăл Коля тусĕпе яланах пĕрле вылянă.

Пĕррехинче Ванюкпа Коля вăрмана кăмпа пухма кайнă. Кăмпи нумай, пуçтарса çеç ĕлкĕр. Ванюкпа Коля малтанлăха пĕрлех çӳренĕ, кайран уйрăлса кайнă. Ванюк пĕр сарлака уçланкăна çитсе тухнă, Коля урăх еннелле çул тытнă.

Киле кайма вăхăт çитсен çеç Коля тусĕ çухалнине асăрханă, ăна шырама пуçланă. Ванюк çав вăхăтра чăх урисем çинче ларакан çурт умне пырса тухнă иккен. Çакă тухатмăш карчăк пӳрчĕ пулнă. Ванюк пӳрте кĕнĕ, хуçине сывлăх суннă, çĕр каçарма ыйтнă. Карчăк шăпах хуран çуса тăнă-мĕн. Каçхи апат çинĕ, хырăмĕ тутă. Вăл каçхи хăнашăн питĕ савăннă: ирхине арçын ачаран яшка пĕçерме шут тытнă.

— Килех, ирт малалла.

Вăл Ванюка вырăн сарса панă, хăй кăмака çине хăпарса выртнă, шăпăрне кăмака хыçне пăрахнă. Ванюк çакна йăлтах курнă.

Çав вăхăтра Коля тусне шырама пуçланă.

— Эсĕ Ванюка курнă-и? — ыйтнă вăл тилĕ çуринчен.

— Çук, курман. Тен, ман анне курнă? Анне, эсĕ Ванюка курман-и?

— Курман пулин те шăршă тăрăх эпĕ санăн тусна тупса пама пултаратăп, — тенĕ тилĕ. Кольăна йĕр тăрăх ертсе кайнă.

Малалла

Кăсăя


Ача чухне эп кăсăя тытсаччĕ,

Пӳрте илсе кĕрсе ăна ярсаччĕ.

Тĕнче илемĕ курнă, тен, унра,

Алра тăр-тăр чĕтрен ик çунатра.

 

Анчах ман ĕмĕт вăраха пымарĕ:

«Яр ирĕке!» — тесе анне каларĕ.

Эп тăрăшрăм каллех тытас тесе,

Çук, тыттармарĕ тыткăна сиссе.

 

Кăварланса çунан кăмакана

Кĕç вĕçрĕ-кĕчĕ, куртăм кăшт кăна.

Тем чĕпĕтрĕ ман пĕчĕк кăкăра,

Тем чăмакки кĕç ларчĕ-çке пыра!

 

Пĕл: кăсăя шăпи çавăнтанпа

Умран кая пĕлмест, ялан манпа.

Пĕтсессĕн пĕтĕп шелсĕр çулăмран,

Ман сыхланасчĕ тарçă пуласран.

Пĕрремĕш вĕрентекене


Пуçламăш хут

Таиççи Тимакова

Пире вĕрентрĕ мар-и тăрăшса?

Çыратăп эп:

«Данилов Лёва»,

Чернилпала çамка тарне хушса.

Тĕнче çинчен, Çĕр чăмăрĕ, çанталăк, —

Пур кăткăса уçатчĕ кашнине,

Уç(ă)латчĕ те ирпе-ирех мăн алăк:

«Салам сире!» — таятчĕ вăл пуçне.

Учителе мĕн чухлĕ чăтăм кирлĕ

Пурăнăçа ăнлантарас тесен:

Ан пултăр вăл никамшăн урлă-пирлĕ,

Ан кайтăрччĕ çак тĕнчере çĕтсе.

Ас-тăн парса,

Çапла пире вĕрентрĕ.

Хыçа та юлчĕ пурнăç урати...

Çапла шкулта ачалăх манăн иртрĕ,

Çавах куç умĕнче

Унăн çути.

Мĕнле пурнан, Таиççи Тимакова?

Эс вĕрентни

Йăлт юлчĕ ĕмĕре.

«Таймапуçах», — калать Данилов Лёва.

Эсир яланлăхах ман чĕрере.

■ Страницăсем: 1... 473 474 475 476 477 478 479 480 481 ... 796