Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнСăвăсемпе поэмăсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеИрĕк çилТутимĕрКĕтмен венчетСуя телей

Тыр-пул ăстине


Тăван çĕре юратнăран

Эп саврăм уйăм-хирĕме.

Кунта, ялта çуралнăран

Чĕрем туртать пуль ирĕке.

 

Хиртен вăй илнĕ-çке эпир,

Хиртех ӳссе çунатланайнă.

Кам курнă уй-хирти ире, —

Тĕпленнĕ, çирĕп тымар янă.

 

Ăна çĕр ĕçченне, савса

Сахал-и сăвă-юрă хывнă.

Ун мулĕ — пилĕкне авса

Пуçтарнă ылтăн пĕрчĕ тырă.

 

— Мухтав, — теетĕп пуç тайса. —

Хура тăпра çынни, ял-йышăм!

Эс кĕртнĕ тырă пуçтарса, —

Чунри сăмахăма та йышăн.

 

Сана савса юрлать тăри те,

Хĕвел сăпки çине ларса.

Уй-хирĕм хумханса тăринччĕ,

Шав ĕмĕр-ĕмĕр юрласа.

«Эпир иккĕн çума-çумăн...»


Эпир иккĕн çума-çумăн

Килнине курнă пекех

Çул çинчи хуралçă хурăн

Пурçăнлă пуçне пĕкет.

 

Те кĕтсе чунĕ вăрканă,

Те илесшĕн хăтăрса,

Те пĕрле курма ăмсаннă,

Те ярасшăн уйăрса.

 

Тĕлпулу пĕриншĕн хурлă,

Тепĕрне телей кăна,

Сахал мар-тăр хурăн курнă

Килекен каякана.

 

Пĕрле чух пире те курчĕ,

Те ятлать вăл, те пиллет.

Тем калас сăмахĕ пурччĕ —

Пурçăнлă пуçне силлет.

Йĕпсĕр чĕрĕп


Малтанах чĕрĕпсем те йĕпсĕр пулнă. Хӳтлĕх питĕ кирлĕ пулин те чĕрĕп нимĕн те тăвайман.

Пĕррехинче вăл асамçăпа тĕл пулнă та хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен каласа панă:

— Йĕпсĕр пурăнма çук. Мана тилĕ те тытса çиесшĕн. Мĕн тăвам-ши? Пулăш-ха, тархасшăн. Эпĕ чăрăш йĕпписем çинче те йăванса пăхрăм, вĕсене хамăн çине тирсе те аппалантăм — пур пĕр усси пулмарĕ, — куççульпех макăрнă çавскер.

Асамçă ăна Америкăна кайма хушнă:

— Паллах, çулĕ питĕ инçе. Анчах та унта çитмесĕр йĕплĕ пулаймастăн. Сана Америкăн тĕп хулинче пурăнакан чĕрĕп патши çеç пулăшма пултарать. Ун патне кĕме вара питĕ йывăр. Патшан пысăк хитре керменĕ умĕнче тимĕр картасем пур. Унти пĕрремĕш алăкне уçма санăн йытă пек вĕрсе кăтартмалла. Алăк уçăлсан сан умри йывăçăн пĕр çулçине татса илмелле те унта çырнă ыйту çине хуравламалла. Тупсăмне тĕрĕс пĕлсен малалла çул уçă, — ăнлантарнă асамçă. — Иккĕмĕш алăкĕ эсĕ кашкăр пек уласан уçăлать. Унти çӳллĕ йывăçăн çулçине татса илсе ыйту çине тĕрĕс хуравласан, малалла васка. Виççĕмĕш алăк умĕнче санăн тăмана евĕр ӳлемелле пулĕ. Унти йывăçăн ыйтăвĕ çине те тĕрĕс хурав парсан çеç эсĕ патша патне çитĕн. Ăнăçу сунатăп сана! Телейлĕ çул пултăр!

Малалла

Хресчен


Уй-хирте ырми-канми ĕçленĕ атте-аннене тата ял-йышăма халалласа

 

Сап-сарă тырă пуссинче

Тăри юрри чуна çĕклет.

Ăш варкăш çилĕн кассинче

Тĕнче пин кĕвĕлĕн сĕрлет.

Хресчен каçалăкне кĕрет

Çĕн çăкăра пуçланă пек…

Хĕвелпеле çунса хĕрет

Ĕç умĕнче вăл кунĕпе.

Ĕçре хуралнă питĕнче

Сӳнми телей тапса тăрать.

Хресчен çăл куçĕ патĕнче

Çĕр шерпетне хуллен ăсать.

Унтан, ак, канăçлăн çăтать:

«Эх, техĕмлĕ те сивĕ шывĕ!».

Хĕрӳ хĕмрен çăл куç çăлать,

Этем каллех вăй-халлă, сывă.

Çĕрти тыр-пулă кăшăлне

Вăл: «Курăр, пирĕн ылтăн», — терĕ.

Эп туйрăм çыннăн кăмăлне, —

Хăй ĕçĕпе çакна пĕлтерчĕ.

Кĕрше каятпăр


«Ăçта васкатăн ир-ирех, Наçтук кума?

«Праски патне каятăп.»

«Мĕн тума?»

«Килте пĕр чĕлĕ çук — ыйтма.»

«Тĕлĕнтеретĕн эс, кума,

Кĕлетунте шур çăнăх лăк тулли

Ан пул-ха çын кулли.»

«Ах-х...»

«Ан хуйхăр кăлăхах,

Пĕçер-ха çăкăрнă хăвах.»

«Çĕпре пĕр чĕптĕм çук.»

«Ил лавккаран.»

«Мĕнпе илес укçийĕ пулмасан.»

«Татах тĕлĕнтерен, Наçтук.

Мĕнле-ха çук?

Ĕнер çеç сутрăн çĕрулми пĕр лав.»

«Тав Çӳлтине, пит пысăк тав,

Анчах укçийĕ çук.»

«Ăçта вара?»

«Банкра.

Унта куçарчĕ ман упăшкам — Ваççук.»

«Тĕлĕнтерен, кума, çаплах тĕлĕнтерен:

Ил укçуна çынна култариччен.»

«Илесчĕ те ăна — хуçи вĕт эпĕ мар...»

«Ах, Турăçăм. Наçтук...

Ну, юрĕ, пыр, уттар.»

 

Çак çутă тĕнчере эпир пурнатпăр:

Мул-пурлăх пур çинчех кӳрше ыйтма каятпăр.

«Ирхи йăлтăр шевле вылямасть нумай хушă...»


Ирхи йăлтăр шевле вылямасть нумай хушă:

Хĕвел умĕн килет те каять хĕвелпе...

Савăнатăп, сар хĕр, çĕр çинче эсĕ пуршăн,

Эсĕ маншăн — сӳнсен те — сӳнми çут шевле.

 

Çил ачи пекех эс — вĕлтер-вĕл сапаланчăк,

Кăмăлушăн чуну — вĕç-тăррисĕр инçет!

Капăра ăмсанан куçусем те вылянчăк —

Çут тĕнче илемне ăнланатăн тин çеç.

 

Уçă кăмăллăскер, чун-чĕрӳ те яр уçă.

Кам иленмĕ сана, йăлтăр ирĕк шевле?

Анчах темшĕн вăрах вылямасть ирхи шуçăм:

Хĕвел умĕн килет те, каять хĕвелпе.

«Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çӳренĕ...»


Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çӳренĕ,

Анчах темме капла асăрхаман.

Выляс-кулас пулсан, калаçнăçемĕн,

Ыттисемпе сăмах-юмахчĕ ман.

 

Каç-каç сана ăсатакан пулсассăн

Эп марччĕ юнашар утаканни.

Ют каччăпа институтран тухаттăн,

Кӳрентерместчĕ такампа кайни.

 

Санпа пĕрле пулма та шутламанччĕ,

Куçран пăхса та пĕртте калаçман,

Анчах мана такам асăрхаттарчĕ:

— Вăл вĕçĕмсĕр сăнать сана, ан ман!

 

Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çӳренĕ,

Анчах темме хальччен асăрхаман...

Иксĕмĕре, хăй кĕвĕçсе кӳреннĕн,

Пĕр мăшăр терĕ чăнласах такам.

Пĕлменккерен пĕлекен пулса тăчĕ


Хĕлле. Сивĕ. Туссемпе шкула çӳретпĕр. Паян пĕрремĕш урок — музыка урокĕ.

«Эх, пĕр-пĕр юмах геройĕ урока хăнана килинччĕ», — тесе шутласа лараттăм кăна, класа Пĕлменкке кĕрсе тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те манпа юнашар кĕрсе ларчĕ. Пĕчĕкскер, юрлама та пĕлмест иккен.

Ытти уроксенче те пирĕнпе пĕрлех ларчĕ. Киле каймалли вăхăт çитсен Пĕлменкке манран юласшăн пулмарĕ.

— Мана юрлама вĕрент-ха, — ӳкĕтлеме пуçларĕ.

— Сăмах памастăп лайăх юрлама вĕрентетĕп тесе, анчах та тăрăшса пăхма юрать, — хавхалантартăм Пĕлменккене.

Çулпа пынă чух ăна тĕрлĕ юрă шăрантарса патăм, вăл вара ман хыççăн ĕнĕрлесе пычĕ. Чим-ха, чим, темшĕн ман сасă çĕте пуçларĕ, унтан çĕтсех ларчĕ. Юрлайми пултăм. Йĕрсех ятăм.

«Эпĕ сан сассуна кам вăрланине пĕлетĕп. Кӳлĕри пулă, — терĕ Пĕлменкке. — Вăл калаçма пултараймасть, çавăнпа хытă кулянатчĕ, камăнне те пулин сассине вăрласси пирки ĕмĕтленсе пурăнатчĕ. Санăнне вăрланă та ĕнтĕ вăл!»

Çапла ман сасса вăрланă пулла шырама кайрăмăр. Кӳлĕ хĕррине çитсен Пĕлменкке шыва кĕрсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, шывран пĕр пулă йăтса тухрĕ: «Тытрăм! Тытрăм! Çак пулă çын чĕлхипе калаçать! Сан сассупа! — хаваслăн кăшкăра пуçларĕ вăл. Эпĕ пулла хамăн сасса тавăрса пама ыйтрăм.

Малалла

Кашкăр


Пĕр аслă вăрманта

(Хăш-чух шăв-шав та пулкалать унта)

Хĕл сиввинчен тухса кĕрсен ăшша

Вăрман халăхĕсем

Пĕр ĕç тума кӳлеççĕ пар лаша.

Канашласа пăхаççĕ те вĕсем

Тилхепене шанса параççĕ Упана.

«Асту», — тесе

Калаççĕ вĕрентсе, —

Асăрханса пĕр тикĕс тыт ăна,

Унта-кунта карт-карт ан турткала.

Сулăнчăкра тӳнсе ан кайтăр лав.»

«Ан пăшăрханăр, — тет Упа,

Хăпартланса мăн сасăпа, —

Тилхепене тытас ĕç кăткăс мар

Явкалса илсессĕн — яра пар...

 

Каç пуласпа

Тулли лавпа

Кĕтеççĕ Упана.

Вăл çук та çук. Паллах, пăшăрхану:

«Ах, çул çинче тем пулнă-ши ăна?

Каяççĕ шырама. Кураççĕ (ну и ну):

Йăваннă тулли лав. Арканнă урапа.

Кăшт леререх ларать Упа.

 

Ăна курсан каларĕ халăх:

«Тилхепене тытма кирлех ăсталăх».

Кашкăр


Каска çинче лараççĕ чĕрчунсем:

Куян, Пакша, тин çеç вăраннă Чĕрĕп.

Сăмах çăмхи сӳтеççĕ ватăсем.

Çанталăк ăшă, кирлĕ мар çăм кĕрĕк.

«Эсир вара илтмен-и», — тет Куян.

«Илтмен-çке, — тет Пакша, —

Ăçта-ши мĕн арканнă?»

«Пĕлетĕр-и, леш Кашкăр — кашаман...»

«Мĕн тунă вăл тата?»

«Вăл капкăна çакланнă.»

«Ай-уй! Ан тĕлĕнтер! Чăнах-и ку?»

«Чăнах.

Пĕр витерен вăл сĕтĕрнĕ, тет, сурăх.»

«Тавах Турра, тин пĕтнĕ вăр-хурах,

Чĕрчунсене шар кăтартаймĕ урăх.»

«Эй, кăлăхах ларатăн савăнса, —

Çăвар уçать чĕнмесĕр ларнă Чĕрĕп, —

Ак курăр-ха, вăл тухĕ хăтăлса

Çав капкăнран сиен курмасăр, чĕррĕн.

Чăнах,

Çав Кашкăра эрне иртсессĕн курнă

Васканине ял еннелле хир урлă.

Сас-чӳ пур вăрманта — вăрман хăлхаллă:

Вăл туслă Упапа. Ытти — сăмахсăр паллă.

■ Страницăсем: 1... 471 472 473 474 475 476 477 478 479 ... 796