Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаВăхăт таппиĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеАсаттесемКулăшла калавсемЧакăл-туАкăшсем таврăнаççĕ

Ĕçри телей


Шанса пачĕç Макара

Çĕнĕ трактор колхозра.

Тар юхтарчĕ акара.

Ят-сум илчĕ халăхра.

 

Ĕçре çын чапа тухать,

Ĕçре çын телей тупать.

Хир юрри


Çеп-çемçе чĕлхе-çăварлă,

Ырă, çепĕç çуркунне

Ман кăмăлăмпа пĕр варлă,

Эп саватăп ун кунне.

 

Йăлкăшать хĕвел хĕрӳллĕн:

Çутăрах та, ăшăрах

Хуçаланмĕ сивĕ ӳлĕм, —

Юхса кайрĕ шырланпах.

 

Чĕрĕлет тăван тавралăх:

Сад пахчи, уй-хир ани…

Пур çĕрте те халь хаваслăх —

Кайăк-кĕшĕк юрлани.

 

Кĕç, хир анлăш ĕçпе тулчĕ,

Пуçланать ака-суха…

Вунă трактор шуса тухрĕ:

— Ăмăртар-и? Эй, Сахар!

 

Тăрисем тăрăлтатаççĕ

Ăмăртса хресченпеле.

«Шăпчăк ыйхине» татаççĕ

Ĕçченсем унпа пĕрле.

 

Хир юрри юхать пин саслăн:

— Пурте тухăр акана!

Ĕç кĕвви юхать хаваслăн

Мухтаса акаçăна.

 

…Хумханса ак тыр-пул ӳсĕ

Ылтăн пек, куçа шартса.

Вăй хурсан килет вăл ӳсĕм

Чечек-курăк пек шăтса..

 

Хал пулсан — хавал та пулĕ.

Мĕн акатăн çав шăтать.

Ĕçлекенĕн пӳлми тулĕ,

Сӳрĕккийĕ мĕн чăмлать.

 

Çурхи кун — çулталăк тенĕ,

Этеме тăрантарать.

Ак мĕн-ма уй-хир ĕçченĕ

Акара иккен тарлать.

Кĕркунне


Сап-сарă тумлă кĕркунне

Сапать пĕр вĕçĕм кĕмĕлне.

Тавралăх çулçă эрешпе,

Йăлтăртатать сар шевлепе.

 

Хĕвел йăвашшăн хĕмленет,

Вучаххинче, тен, вутă пĕтнĕ?

Е ăшшине вăл хĕрхенет?

Çак хурава камах-ха пĕлтĕр?

 

Салхулланать кĕрхи тĕнче,

Вăл ылтăн пек йăлтăртатсан та

Тупатăп тунсăх сăнĕнче,

Кăвак инçетлĕх йыхăрсан та.

 

Кăллин-каллин! Хур кайăксем,

Ман тунсăха вут пек чĕртетĕр.

Çапах ĕлккен кĕрхи кунсем,

Ыр сăнлăх чĕрене кĕртетĕр.

Каçма


Эп ку енче, эс леш енче —

Хушша каçма хывар-и?

 

Атăл тарăн, каçма çук,

Хамăр хывса каçар-и?

Халăх юррисенчен

 

Пĕрремĕш сыпăк

Асатте килĕнче çуралнă эпĕ. Аттепе аннен пĕрремĕш ачи пулнă. Йышлă çемьере пурăнаттăмăр. Кил хуçи асаннеччĕ. Асатте туя тытса картишне тухатчĕ те кун каçипе пӳрте пĕрре-иккĕ кĕрсе тухатчĕ-и, çуктаччĕ-и? Вăл пирĕнпе пĕрле ларса апатланнине те астумастăп. Тем кăштăртатса çӳреетчĕ хăй тĕллĕн. Ĕç тунă-ши вăл, çапла вăхăт вĕлернĕ-ши, ăна та пĕлместĕп. Пирĕнпте пĕрле аттен шăллĕ те пурăнатчĕ. Темшĕн çара илмерĕç ăна. Асатте пулнă, атте пулнă, кунăн та тăрса юлма нимле йӳтĕм те çук тесе шутлатчĕç килтисем. Хулара-мĕнре ĕçлекелесе пурăнатчĕ-пурăнатчĕ те каллех яла таврăнатчĕ. Аттепе темшĕн ялан хирĕçетчĕç. Мĕн пайланă? Каллех пĕлместĕп.

Эпĕ вуннă тултарсан йăмăк çуралчĕ. Асилсен халĕ те кулас килет. Сăпкара выртакан йăмăкăм хăлхине темшĕн тыта-тыта пăхаттăмччĕ. Çемçе-çемçе пек туйăнатчĕ вăл мана. Çав çулах атте шăллĕ авланчĕ те, атте, хĕрӳллĕ те теветкеллĕ çын, Çĕпĕре тухса кайма шут тытрĕ. Пĕр шăтăкра икĕ упан пурăнмалла мар тесе каланине халĕ те астăватăп.

Малалла

«Ай-хай, сăпка сикет, ярăнать...»


Ай-хай, сăпка сикет, ярăнать,

Сăпка тавра тĕнче çаврăнать.

Пай, пай, пайăшки,

Пилеш йывăç пĕкечи,

Уртăш йывăç сиктĕрми...

 

Ай-хай, Турикасра туй шавлать,

Шилĕк тавра тĕнче çавранать.

Пай, пай, пайăшки,

Пилеш йывăç пĕкечи,

Уртăш йывăç сиктĕрми...

 

Ай-хай, тупăк анать, çĕр хăпарать,

Тăпра тавра тĕнче çаврăнать.

Пай, пай, пайăшки,

Пилеш йывăç пĕкечи,

Уртăш йывăç сиктĕрми...

Чĕкеç баллади


Вĕçрĕ, вĕçрĕ чĕкеç аякран, аякран,

Сенкер Нил тинĕсе васкакан тăрăхран.

 

Вĕçрĕ вăл çумăрта, вĕçрĕ вал шăрăхра,

Ма тесен сар хĕвел ячĕ ăшă йыхрав.

 

Вăл асилчĕ каллех чĕвĕлти амăшне,

Ун ачаш кăмăлне, унăн чун савнăçне.

 

Йăвара çунатланнă чипер кунсене,

Сывлăша çупăрланă вĕçев çаврине.

 

Ак Сăр шывĕ умра, ялăн-ялăн йăмра,

Чăваш Ен, эс каллех ытарми ытамра.

 

Таврара — ешĕл сас, таврара — ĕçлĕ сас,

Сывă-и, сывă-и, чечекри Анаткас!

 

Вĕçсе çитрĕ чĕкеç — килĕ çуккă, ай-хай,

Кивĕ пӳрт тĕлĕнче халĕ пушă сарай.

 

Хăйпе хăй калаçан карчăк кайнă вилсе,

Ачисем ун çуртне сутса янă килсе.

Авалхи юрăçă


Пурнать этем.

Сăпайлă та ĕçчен.

Ытти çынсен ушкăнĕнче ун çулĕ.

Куллен-кунхи ĕçре ун халиччен

Ялан тарпа хуралнă пĕвĕ, хулĕ.

 

Вăл чухăн мар.

Çумри кушелĕнче

Пуçтарăннă самай ăспа ĕç мулĕ.

Унпа такам та хăйĕн ăшĕнче

Хавас та, кăмăллă та пулĕ.

 

Вăл хытă мар.

Çумри кӳршисене

Пуянлăхне сахал-и парнеленĕ.

Хама та çитĕ,

Çитĕ çынсене

Текен ыр шухăш унăн тĕвĕленнĕ.

 

Анчах кун-çул тумхахĕ ăнсăртран

Ăна авал такăнтарса ӳкернĕ.

Вăл асаппа çĕкленнĕ вăхăтра

Ун пурлăхне чылай туртса пĕтернĕ.

 

Усал сунакансем

Тусанлă пит-куçне,

Тусанлă тумтирне асăрхасан,

Сулланă тĕлĕнсе пуçне:

«Кушелӳнте мĕн юлнă сан?

 

Пĕлместпĕр,

Пулнă-ши унта тупра?

Авалтанпах мул çапларах пулман-ши?»

Этем каланă:

«Пурлăхăм — чунра.

Çухатрăм та...

Çавах нумай-ха манăн».

Халăх монологĕ


Пуçтартăм эпĕ юрă-кĕвĕ

Хитре чечек суйланă пек.

Ăна упрарăм хĕлĕн-çĕвĕн

Чун хӳттипе, чун ăшшипе.

 

Мĕн чухлĕ ĕмĕр сыхă тăтăм

Таса сăпкийĕ умĕнче.

Тăшман юрра ан сăхтăр вăрттăн,

Ан вилтĕр юрă çынсенче.

 

Суранлăран тута-çăварăм

Хăш чух асапсăр уçăлман.

Çапах та çепĕç сасă-çаврăм

Манран пĕрре те уйрăлман.

 

Вăл чĕтрени суранăм тăрăх

Куçатчĕ çал таппи пекех.

Юнпа пĕвеннĕ ăшăм — шăрăх,

Эс çеç сиплеттĕн тек-текех.

 

Мана сĕнетчĕ çĕнĕ кĕвĕ

Вăрман та, улăх та çырма,

Йăлт реквием юрланă евĕр

Асилтеретчĕç шăпама.

 

Таçта лере арканнă килĕм

Час-час курнатчĕ тĕлĕкре.

Урсах йĕрлетчĕ сивĕ вилĕм

Ялăмсене кĕре-кĕре.

 

Анчах ман юррăм — ман чĕремçĕм —

Вилмерĕ. Эпĕ те унпах.

Пĕтмерĕ ытарми чĕлхеçĕм,

Пĕрлешрĕ юрăпа сăмах.

 

Çĕн самана ман кĕввĕме те

Вăй-хал пиллерĕ çĕр çинче.

Чăваш сăмахĕн илемне те

Яланлăх упрĕ çут тĕнче.

Малалла

Чăматан вăррисем


Самсун ялтан пуйăспа таврăнчĕ. Шупашкарта вокзал умĕнчи лапама тухсан паллакансем çук-и тесе йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Пур иккен, çывăхрах Агафон тăрать. Кӳршĕ çуртра пурăнаканскер. Ун патне пырса сăмах хушнăччĕ çеç — тахăшĕ Самсуна хул пуççинчен хыттăн çатлаттарчĕ.

Манул Савиткин! Вĕсем пĕр ялтан. Заводра ĕçлет.

— Ăçтан эс капла? — Самсун сарă-хăмар шлепкепе çĕнĕ костюм тăхăннă пĕлĕшĕ енне тăрăхлавлăнрах пăхса илчĕ. — Ват хусах пуçупа авланма шутламарăн пуль те?

Савиткин тĕлĕннипе куçне-пуçне чарса пăрахрĕ.

— Эс мĕнле пĕлен?

Самсун ахăлтатса ячĕ. Шӳтлесе çеç каларĕ те — шăпах тĕл тивертрĕ иккен! Манул паян чăнах та авланать-мĕн. Каçпа хĕр илме каймалла. Пулас арăмĕ Шупашкартан çирĕм çухрăмри ялтан.

Çав вăхăтра Агафон пăрăнса утрĕ. Тепĕртакран кусем те автобуса ларма васкарĕç. Самсун сумка çĕкленĕ, Манул — чăматан. «Мир» кинотеатр патĕнче анса юлчĕç.

— Апла кĕтетĕп сана, — терĕ Манул хĕр илме каймашкăн Самçун та килĕшнипе савăнса.

— Юрĕ... Эй-эй! — кăшкăрса ячĕ юлташĕ. — Авланас шухăшпа пуçна пачах çухатмарăн пуль те. Чăматанна хăвартăн!

Малалла

Каллех вĕçеççĕ йăвине


Альбина хĕрĕме

 

Чĕвик-чĕвик чĕвĕлтетсе,

Çурхи чĕкеç пекех вĕçсе,

Эс çитрĕн инçетри ялна.

Унтан шаккарăн хапхана:

Шак-шак! шак-шак! Уçсам, анне!

Сисмерĕн-им эп çитнине...

 

Сана курсан, чӳречерен,

Пуçларĕ талтлатма чĕрем...

Вăя пухса юлашкинчен

Васкарăм хирĕç пуличчен,

Лăпка-лăпка çурăмĕнчен

Юратрăм чунăм каниччен.

 

Çулран-çулах, кунран-кунах

Кĕтсе пурнатпăр яланах

Тур пехилленĕ чунсене,

Ытарайми ачасене.

Улт-çич куна килнĕскерсем,

Ик куç тулли чĕппемĕрсем

Сирсе ярсассăн тунсăхне,

Калла вĕçеççĕ йăвине.

■ Страницăсем: 1... 467 468 469 470 471 472 473 474 475 ... 796