Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемПулас кинсемТутимĕрАндрей ПеттокиХĕн-хур айĕнчеМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнеке

«Тăлăх хĕрарăм пурнăçне...»


Тăлăх хĕрарăм пурнăçне,

Пĕчченлĕх йывăр пулнине,

Ури çине ĕне пусмасăр,

Ăнланмĕç хаклă юлташсем.

 

Мăшăрсăр сумлăх çуккине,

Чĕре те сӳрĕк тапнине

Хăйсен чунĕсемпе туймасăр,

Ĕненмеç çывăх тантăшсем.

«Çулçăсем ӳкеççĕ ман ума...»


Çулçăсем ӳкеççĕ ман ума,

Тĕксĕм пĕлĕтсем те çывăх, çывăх.

Кам каланă — йывăр уйрăлма?

Тĕл пулма кайран — пин-пин хут

йывăр.

 

Кайăк хур вĕçет.

— Кайри — мала!

— Кик! Ки-как! — хурланнăн сас параççĕ.

Ĕмĕр виçĕнмест утăмпала.

Кайăк мар, çулсем тек таврăнмаççĕ.

 

Пит кичем: çаралнă йывăссем,

Çывăх, çывăх тĕксĕм пĕлĕтсем те.

Ĕмĕтсем çеç çутă, ĕмĕтсем...

Пурăнасшăн, çунатсем ĕнсен те...

Чечняра вăрçă


Çук сикме каçалăк урлă...

Пулнă вăхăт шутлама.

Алăкран шаккать халь хурлăх —

Килнĕ ывăл уйрăлма.

 

Юлашки çула ăсатăн

Кĕр-кĕр туй кĕрлес чухне.

Салтак амăшĕ, çăтатăн

Эс тăварлă куççульне.

 

Пĕрисем халь мул пайлаççĕ,

Чап пайлаççĕ — теприсем.

Камшăн, мĕншĕн юн тăкаççĕ

Чечняра ачамăрсем?!!

 

Итлесемччĕ, Çӳлти Турă!

Шеллесем хĕрарăма!

Кам курман, çакна ан куртăр —

Ачасем хыçне юлма...

Пукан


Çапĕ, тӳнтерĕ

Пурнăç тӳнтерĕ,

Пурпĕр ан парăн,

Çапăç хастаррăн...

 

Владислав ăшра кулса илчĕ: тупăннă поэт! Чăнах, ăçтан килсе çакланчĕç-ха ку сăвă йĕркисем? Хă, «ан парăн...» Калама çăмăл. Парăнас мар тет-ха та — пурнăçĕ ав епле пăтрашăнса кайрĕ. Çитменнине Владиславăн, пуçлăх пулнăскерĕн, ĕçрен тухма тиврĕ. Нумай çул пĕтĕм савăнăç-телее, хуйха-суйха пĕрле пайланă йышран уйрăлма ай-ай йывăр...

Арçын чӳрече патне пычĕ, тарланă кантăка алă лаппипе шăлса урамалла пăхрĕ. Кĕр вăраха тăсăлчĕ кăçал. Халь чӳк вĕçленет — тулта вара çумăр пĕрĕхет, хура тротуар тăрăх шыв йăпăр-йăпăр юхатъ. Анчах Владислав, кĕрхи çанталăк вылянчăкне асăрхамасăр, шухăшĕпе пачах урăх çĕрте. Кӳреннинчен ытла шалт аптраса ӳкрĕ вăл паян, çын чун-чĕри мĕн тери хăвăрт улшăнма пултарнинчен шутсăр тĕлĕнчĕ.

Павăл ун патне час-часах пырса çӳретчĕ. Пĕчĕкрех пӳ-силлĕ те яка сăн-питлĕскер, вăл алăка хыттăн мар, пӳрне вĕçĕпе çăмăллăн кăна тĕкĕнсе шаккать те «тархасшăн, тархасшăн» тенине илтсен пӳлĕме вăшăрт кĕрсе тăратчĕ.

Малалла

Уй-хирте


Тырри-пулли

Уй-хир тулли.

Хум ывăтать,

Пĕр авăнать.

 

Хĕвел шартать,

Пучах хытать.

Сар тинĕсре

Хресчен ĕçре.

 

Комбайнсем,

Машинăсем

Кун каçипе

Ĕçлеç çил пек.

 

Руль умĕнче

Пăхаттирсем.

Вĕсем çинчен

Çак йĕркесем.

 

Ĕçченсемпе —

Хитре тĕнче.

Ĕçĕсемпе

Куçас ĕнче.

«Ах, самана!..»


Ах, самана!

Ăçта илсе каян?!

Миçе çын ĕмĕтне шеллевсĕр татрăн?!

Çула тухмашкăн çăмăл мар паян,

Пĕр тăвансем те ют пек пурăнатпăр.

 

Туртать те туйăм — çӳп-çӳхе кĕсье.

Ыр кăмăлшăн çул алăкне уçмаççĕ.

Савса каласчĕ:

— Тус-тăван, тавсье!

Çук, тӳресем тăванлашма хушмаççĕ...

 

Тăван-пĕтенсĕр — хăрăк туратсем...

Йăх йăмрине чеелĕх

кăшламасть-ши?

Ав, анăçран васкаççĕ «тăвансем»,

Ав, тухăçран васкаççĕ «йăхташсем».

Пĕр-пĕр «тăван» халь

Саламат явмасть-ши?..

«Кĕрлет самана, эй, кĕрлет...»


Кĕрлет самана, эй, кĕрлет,

Çак ахăр-эсрел самана...

Чуна тăрмалать, хĕтĕртет —

Пăрасшăн çултан вăл мана.

 

Чăнах та, пĕр тикĕс пулман

Ман çулăм пурнан пурнăçра.

Кам чунсăр — тен, çав йăнăшман,

Кам ĕçсĕр — тен, çав такăнман.

 

Юнпа анне панă чĕре

Хăйпе хăй кĕреймĕ чĕрре:

Ик пуçлă пулаймăн пуйма,

Ик чунлă пулаймăн суйма.

«Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă...»


Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă

Пур ача умра чухне кăна;

Пин-пин çăлтăрлă тӳпемĕр аслă,

Çут хĕвел те ăшăтать чуна.

Сивĕ хĕлĕн вăрăм çĕрĕ-каçĕ:

Пысăк пӳрт çемьесĕр шăп-шăпах.

Пĕр сехет шаккать, пĕлмесĕр канăç,

Çурçĕр иртнĕ, ыйхă çук çапах.

Хăшĕсем пĕчченлĕхшĕн çунаççĕ,

Пĕр сас-чӳсĕр ырă-мĕн çуртра...

Сас пулсан вара пăшăрханаççĕ...

Мана йывăр, йывăр... шăплăхра.

Эп пурнăç пурăнма çăмăл тесе...


Ах, епле хăрушă. Çунаттисене хуçнă кайăк пек аялалла вирхĕнет-çке вăл. Чун сӳлетет. Хăрушă. Акă, акă, вăл ӳкес çĕртех-çке шĕвĕр вĕçлĕ чул татăкĕ выртать. Акă, чĕре тĕлĕнчех вăл. А-а-х-х!..

Оксана хăрушшăн кăшкăрса янине илтсен тĕлĕрсе ларакан сестра шартах сикрĕ. Пĕр самант кам кăшкăрнине ăнкараймарĕ-ха вăл. Анчах ку пĕр самантлăх çеç пулчĕ. Çакăн пек хăрушшăн Оксана çеç кăшкăрма пултарнине Анук аппа пĕтĕм чунĕпе, ăс-тăнĕпе туйса илчĕ. Сĕтел çинчен малтанах хатĕрлесе хунă ыратнине ирттерсе яракан эмеле илчĕ те палатăна васкарĕ. Укол тусан та часах лăпланаймарĕ Оксана. Темĕн аташрĕ, такама чĕнчĕ. Хĕрĕн тытăнчăк сасси сыпăкăн-сыпăкăн çеç хăлхана пырса кĕрет. Вăйсăр кĕлетки вара пач та хускалмасть.

Виçĕ кун каялла çĕрле илсе килчĕç ăна. Пăхма та хăрушăччĕ ун чухне хĕр çине. Çӳçĕ-пуçĕ сапаланчăк, хăй — çара юн. Хĕр тăна кĕрессе икĕ кун кĕтрĕ Анук аппа, дежурство вăхăчĕ пĕтсен те хĕр çывăхнерех пулма тăрăшрĕ. Паян, виççĕмĕш кунхине, тин тăна кĕчĕ Оксана, тинех, вăйсăр сассине те пулсан пачĕ.

Оксана тĕлĕрсе кайсассăн сестра палатăран тухрĕ. Унăн эмелсене салатмалла. Анук аппа палатăсем тăрăх васкарĕ.

Малалла

Чунри сукмаксем


Вăрман эп. Ман уçланкăра

Асамлă Сольвейг пӳрчĕ пур.

Кĕрхи хĕвеллĕ юрăра

Васкавсăр ирĕлет хĕн-хур.

 

Пӳрт умĕнчи çулсăсенче

Шăпа салхуланса кулать.

Шанăçпала ик чӳрече

Шуçăм çути пек çуталать.

 

Кунтах Нарспи утса иртет, —

Асамлă Сольвейгăн хăни.

Юман патне çитсе хӳхлет:

«Ăçта, ăçта эс, чун савни?»

 

Ача пек çутă юмахсем

Иртеç Татьянăна йăтса.

Юлаççĕ ырă упасем,

Хаваслă кăмăлпа пăхса.

 

Кĕсле кĕвви янранипе

Пилеш хуллен-хуллен ташлать.

Такам асамлă аллипе

Мана ун еннелле туртать.

 

Ах, кам ку? Ватă асатте!

Вăл çитнĕ ик çĕр-виç çĕре.

Ним ăнланми çĕн ĕмĕрте

Пурнать сăнарĕ кĕвĕре.

 

Ав пӳрнесем сĕртĕннипе

Янраççĕ кĕмĕл хĕлĕхсем.

Чĕтреççĕ пĕлĕт варринче

Самолетсен шур йĕрĕсем.

 

Шыратăп ыттисем курман

Упасарри çеçкисене.

Хальччен манра мĕскер пулман,

Кĕресшĕн çав ман чĕрене.

■ Страницăсем: 1... 468 469 470 471 472 473 474 475 476 ... 796