Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаКăвайт çутисемПĕчĕк патшалăхĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томЛаохСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеВăхăт таппи

Хăш-пĕр сăвăçсене


Лĕпĕш вĕлтĕртетнĕ пек çыратăр,

Шухăшсăр та çăмăллăн, хитре.

Кĕç акатăр тата выратăр,

Тар тăкса курмасăр уй-хирте.

 

Хĕр çинчен тĕрлетĕр ярăм-ярăм:

«Шăлĕ тикĕс, пĕвĕ тайăн мар...»

Мур илесшĕ, лаша мар хĕрарăм,

Вулакан улшуçă чикан мар.

 

Сиршĕн пурнăç — вĕçĕмсĕр уяв-тăр,

Çăлтăрсем, чечек те юрату...

Пахчари сар кайăк пек юрлатăр,

Çĕр çинче çук тейĕн ырату.

 

Сăввăрсем, мĕн калăн, вуланаççĕ,

Пыл пекех пылак сăмахăрсем.

Пĕр çитменлĕх: хăвăрт хупланаççĕ

Манăçу тусанĕпе вĕсем.

 

Е нухрат, е шухăш иксĕлсессĕн,

Тăлмача куçатăр вăр-варах.

Çылăха пĕлмесĕр, пĕр тесессĕн,

Майăклатăр мĕскĕн автора.

 

Пĕр-пĕрне каçса кайсах мухтатăр,

Гение тухатăр черетпе...

Турткăш та, хӳре сарсассăн, капăр,

Вĕçевре танлашмĕ пĕрхĕтпе.

Чăваш халăх поэтне, Н.И. Полоруссов-Шелепине!


Чĕкеç чĕлхиллĕ пуласчĕ ман паян Сире салам калама. Шăпчăкла шукăль юрласчĕ паянхи куна савса, савăнса вуласа Сирĕн хальхи кун-çула чăн та тивĕçлипе хисеплесе мухтама.

Чĕкеç пек чипер мар, шăпчăк пек шукăль мар пулин те, çапах Сире паян виç сăмах ырă кăмăлтан каланăшăн ан ятласамăрччĕ мана. Пирĕн орденлă республикăн халăх поэчĕ Н.И. Полоруссов-Шелепи юлташ, Эсир чăваш литератури ĕçĕнче ĕçлеме тапратни 30 çул тултарнине асăнса ирттерекен чаплă юбилей кунĕ чĕререн салам, пысăк салам Сире. Чăвашсен совет поэзинче малашне тата хăватлă, большевикла ĕçлеме сывлăх, вăрăм кун-çул пултăр Сире, хисеплĕ юлташ Шелепи.

 

И. Тăхти

Пĕчĕкçĕ хĕвел


Нина çăмăл калакпа

Шыв юххи уçмашкăн тухрĕ.

Шăнкăр-шăнкăр сасăпа

Шыв хаваслăн хăвăрт юхрĕ.

 

Чăтаймарĕ Нина та,

Вăл ун хыççăнах чуптарчĕ.

Юхрĕ, юхрĕ те

Таçта

Шыв чуппийĕ пач çухалчĕ.

 

Тĕлĕнсе те хурланса

Нина ун-кун пăхкаларĕ,

Юр çинче путса утса,

Вăл ăна шыра пуçларĕ.

 

Путăк пулчĕ.

Мĕнешкел

Шыв унта пырса капланчĕ!

Йăлтăр пĕчĕкçĕ хĕвел

Нина халĕ пулчĕ тăчĕ.

Павăл


Павăл çитрĕ хуларан,

Аякри Шупашкартан.

Тахçанах курман ялне

Тата ватă амăшне.

Пуçĕ çинче шĕлепке,

Вĕл! вĕçет кăтри çилпе.

Çӳлкĕлеллĕ пушмакне

Вăл чикмест ял пылчăкне.

Хирĕç пулсан ыр сунмасть,

Ял-йыша та палламасть,

Вырăсла перкелешет:

«Я, городской», — текелет.

 

Хирĕç пулчĕ кинемей,

Вăл ăна каларĕ: «Эй, —

Гте мой пывший том кунта?

Не бывал тавно ялта!»

Çав вăхăтра пĕр ури

Шуса кайрĕ йăр-яри!

Павăл ӳкрĕ хăма пек,

Вырăс мар ĕнтĕ вăл тек.

 

Вулаканăм, эс тăнла,

Ялта пулсам хамăрла.

Пуканесем


Ман çире те сараппан,

Пуканен те сараппан.

Вăл та,

Эп те тутăрпа.

Вăл та,

Эп те пушмакпа.

Тĕлĕнсе çынсем тăраççĕ, —

Аннерен вĕсем ыйтаççĕ:

— Вăл та,

Ку та пукане, —

Ăçта сирĕн

Марине.

Хам çинчен


Юрлатăп юрă хамăнне кăна!

Çăпатине те хамăннех сыратăп,

Шăтсан-тусан саплатăп эп ăна,

Юррăмсене йăлт çĕнĕрен çыратăп.

 

Çула тухсан ман кимĕ çук пулсан,

Пĕренерен кĕçех ăна чутлатăп.

Ĕç пĕтесси пĕр çур сехет юлсан,

Татах та тепĕр ĕç тытма шутлатăп.

 

Çукпа аптранă кăмăл мăртăхсан,

Вăл кăмăла çĕре вăрçса таптатăп,

Чун хĕлĕхĕ пăта пек тутăхсан,

Ăна пĕр шелсĕр вăтарса таптатăп.

 

Юратнă чух вутран тухма пĕлмен,

Паян та акă çулăмпа çунатăп...

Çын телейне нихçан туртса илмен,

Каян кашни-пĕрне эп ыр сунатăп.

Ытамра 31 минут


Ваççа хăна çурчĕшĕн тӳлесе татиччен кану паркĕнчи тенкел çинче темиçе сехете яхăнах шухăшласа ларчĕ. Ăна тĕрлĕ шухăшсем канăç памарĕç. Юратнă мăшăра тăван шăллĕ патне каятăп тесе улталани мар, ют хĕрарăмпа тĕл пулма калаçса татăлни те мар, хуçалăх ертӳçине çĕнĕ тулă вăррине Шупашкара шырама тесе килни те мар. Çук, урăх, ăнланмалла мар, ĕлĕк нихçан пуçа килмен шухăшсем. Мĕнле майпа çак çамрăках мар ар çын « Ваççа нумаях пулмасть хĕрĕх виçĕ çул тултарчĕ» пĕтĕм пурнăç проблемисене манса кайса, пуçне çухатса виçĕ кун каялла кăна паллашнă çамрăк хĕр арăм патне çиçĕм пек вĕçтерсе килчĕ? Нивушлĕ çур ĕмĕр патне çывхаракан ар çынăн çавăн пек выçă туйăмсем? Чăннипе каласан арăмсăр пуçсăр урăх хĕр арăм пулман тесен те тĕрĕс мар, Ваççа ĕлĕкхи саккун психологийĕпе пурăнмасть. Хăй унталла-кунталла чупса, ют хĕр арăма шыраса та çӳремест, анчах та май килсен аяккалла тармасть, вăй çитнĕ таран хĕр арăма ырă тума тăрăшать. Ун пек ют хĕр арăмсемпе нумаях пулман, сахал тесен те тĕрĕс мар. Пурнăçра тем те пулнă. Анчах та паянхи пек васкаса, пĕтĕм ĕçсене пăрахса юбкă хыççăн чупса килни пулман. Ваççа, тен ватăлма пуçларăмăр? Çук, иртерех-ха, юнашар пурăнакан пускил старикки, ав, çитмĕлтен иртсен çамрăк хĕр арăма качча илчĕ. Вăтăр тăватă çул çамрăкрах. Çав çулти пек пулсан калама юрать. Çук, иртерех-ха ватă чирĕпе чирлеме. Апла пулсан мĕнле туйăм-ха ку?

Малалла

Асатте çапати


Эп ачаран ялта-çке ӳснĕ,

Унтах эп çăкăр тутине

Çул иртнĕ майăн пĕлсе çитнĕ,

Хресченĕн йывăр нушине.

Асаттерен астунă лайăх.

Ахальтен мар ун çăпати

Сыхланнă, ĕмĕр асăнмалăх,

Çав кивĕ ĕмĕрĕн пайти.

Шур чăланта, музейри евĕр,

Çаплах тăрать вăл çакăнса.

Эпир, мăнукĕсем, ӳсетпĕр

Ăна унта кăна курса.

Тиркесен...


Эп юратрăм сар хĕре,

Саррине пулах тиркерĕм:

Кăкăрта вăркать чĕре —

Хурине тупасчĕ терĕм.

Хурлăхан çӳçлĕ хĕре

Вăйăран килне ăсатрăм,

Паян каç курсан тепре

Айккине утма васкарăм.

Çитрĕм ĕнтĕ вăтăра,

Хусахра çаплах çӳретĕп,

Хĕрсенчен хăра-хăра

Мĕншĕн-ши çӳренĕ, тетĕп.

Юрату хăвачĕ сӳнчĕ,

Кашни кун анне вăрçать.

Ман çулхи хĕрсем те пурччĕ,

Халĕ ĕнте чун хăрать.

Малта ялан


Шăллăм таврăнать шкултан

Хаваспа çиçсе ялан:

Пăх-ха унăн дневникне —

Курăн «пиллĕк» йĕркине.

 

Урокне хатĕрленет,

Пулăшать ват аннене.

Уçăлса тулта çӳрет,

Сывлăхне çирĕплетет.

 

Толя, Петĕр, Кемачи —

Мĕнпур хамăр кас ачи —

Ун юратнă тусĕсем,

Ав тăраççĕ-çке кĕтсе.

 

Ак пуçлаççĕ ăмăртма,

Тупăшса пĕрле чупма.

Манăн шăллăм чи малта,

Ыттисем йăлт хыçалта.

 

Пит маттур çав шăллăм ман,

Вăл малта пырать ялан.

■ Страницăсем: 1... 475 476 477 478 479 480 481 482 483 ... 796