Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртПулас кинсемТăм ӳкнĕ ирСалампиСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

Тырă сăрчĕ


Хам куçа шанмастăп темшĕн,

Тинкереп йĕтем енне.

Улăп куçарса килмен-ши

Хăйĕн çӳллĕ ту-сăртне!

 

Ун çине халь улăхсассăн,

Выляса эп ачалла,

Пăхăп ялăма хавассăн,

Çуртсене палла-палла.

 

Йĕтемпе утап, калаçнăн

Хампа хам эп: «Мĕн-ха ку!»

Умăмра тăрать мăнаçлăн

Тырă сăрчĕ — çӳллĕ ту!

Укçа хутаççи


— Натюк, ан кулян. Пысăк парне кирлĕ мар. Эпир санпа менельнике çынна хисеплесе каятпăр, — мăшăрĕн шывланнă куçĕ çине пăхса шăппăн каларĕ Коля.

— Коля, хăçан ăнланма пуçлатăн эсĕ пурнăçа? Раиса 50 çул тултарать. Юбилей унăн. Апла пулсан пирĕн асăнмалăх парне туянмалла. Килте пурĕ те 600 тенкĕ. Паян çак укçана пĕтерсен, миçе кун укçасăр ларма тивет. Эсĕ çавна ăнланатăн-и? — чуна тивмелле сăмахсем кăларчĕ Натюк, Коля мăшăрĕ.

— Натюк, кăшт лар-ха. Раиса пирĕн тус. Иксĕмĕрĕн укçа ытла нумай маррине пĕлет. Вăл çыравçă. Пире писательсене мĕн кирлĕ? Пĕр ылтăн калем тата шухăшсене çухатасран ĕç тетрачĕ илетпĕр те, çитет. Юлнă укçипе — эрне пурăнатпăрах.

— Эх, Коля, Коля. Эсĕ пурнăçран кая юлнине пĕлсеччĕ-ха, анчах та çавăн пекех пулнине паян тин туйрăм. Санăн ылтăн пероллă калему 800 тенкĕ тăрать.

Кольăпа Натюк темиçе самант пĕр-пĕрин çине пăхса шăппăн ларчĕç. Коля хăйне питĕ аван мар туйрĕ. Менельнике каймаллăх укçа çукки, кашни пус шутра пулни питĕ хурлантарчĕ ăна. Мĕн тумалла?

Çамрăк мар арçын хăй компьютерне ĕçе ячĕ. Унăн алли пуç мимине итлемесĕрех темле сăмахсем пичетлеме пуçларĕ. «Аллă çул тултарнине халалласа! Хам туни. Тытăмĕ: кăшман, çĕпре, шыв. Хаярлăхĕ 60 процент.»

Малалла

Тăван чĕлхе


Тăван енре хĕвелĕ те хĕрӳллĕ,

Анне алли пек лăпкăн çупăрлать.

Тĕнчемĕр вăранать хитрен ир кӳлĕм,

Пин саслăн савнă тăрăхăм юрлать.

Тăван енре пуплетĕн шăкăл-шăкăл,

Анне чĕлхи парать мана хавал.

Йăмра çулçийĕсем те шăпăл-шăпăл

Тăсса параççĕ тейĕн ăшшăн ал.

Тăван чĕлхен ытарайми çăлкуçĕ

Анне чĕлхи пек янкăс саспала

Çу çилĕ евĕр кăмăла пĕр уçĕ,

Ĕмĕрĕпех вăл пулĕ манпала.

Тăван чĕлхе! Эс уçлăха хăпартăн,

Олимп тăвне çĕклентĕн пĕрре мар,

Тĕнчен мĕн пур енне сукмак хыватăн…

Сана савса çĕн сăвăсем хайлар.

Хаклавçăпа сăвăç


Сан сăввунтан, Митӳç, калам:

Тăвар пĕрре те каламан

Яшка пекех. Çапман калай

Кала, кама рехет парать?

Ытла та хăйăлти сассу,

Тип кашăка çăвар туять.

Каланине веçех асту,

Ан ман: ик вĕçлĕ вăл туя.

Хĕлхем тете, асав шăлу

Куратăп: хĕрхенми çыртать.

Чăтаймĕ те капла шăллу.

Çапсан пурин те ыратать.

Сăмаххуна илеп шута,

Анчах та эпĕ шур хута

Чун тарĕпе çеç хуратам,

Хам утас тенĕ пек утам.

Сăваплă çĕрĕм


Типсех пыраççĕ çăлкуçсем,

Хирти чечек таçта çухалчĕ.

Тунсăхпала путать пит-куç,

Тăван тавралăх-и ютланчĕ.

Ал çитменни пайтах касать,

Халь урăхла çынсен уйлавĕ.

Леш, кахал чирĕ-и асать,

Уйра-хирте кам пилĕк авĕ.

Çăл-куç шарлакĕсен сасси

Хир ĕçĕнче вăй-хал паман-и?

Юлташăм, çăл шывне асил —

Сипечĕ кăкăртах юлман-и?

Ачалăхра, сенкер ирпе,

Хĕвелпелех ĕçе васканă.

Шавланă сас тăван хирпе,

Яра куна вĕçленнĕ канăç.

Куç виçейми ана-çаран…

Несĕлĕмсен сăваплă çĕрĕ

Мĕскершĕн хăвăрт çаралан,

Сан куççульне курса кам йĕрĕ?

Салтак тӳми, утмăл турат…

Уй-хирĕмри тĕнче илемĕ.

Усал чи хитрине юмлать,

Пуянлăха хакпа тӳлемĕ.

Аванччĕ пулăхлă тăпра

Унпа пĕлсе усă курсассăн.

Сахал-им колхоза тупра

Вăл кӳнĕ. Эп сывлатăп ассăн.

Сăваплă вăл тăван уй-хир,

Авалтанах чăваш сумланă…

Çерем пăсса акайнă вир,

Çӳл тӳперен ыйтса юмланă.

…Кала, уй-хир, кам кӳрентерчĕ

Суха туса та хăвармасăр?

Малалла

Кӳршĕре


Кӳршĕре лартаççĕ телевизор.

Сас-хура хаваслă кӳршĕре.

Калаçать яш:

— Тунсăх-çке Нарсписĕр,

«Нарспие» курасчĕ ман тепре.

— Нарспи мар-ха. Ман курасчĕ, чимĕр...

Эй, аптармăш, ан пӳл сăмаха.

Ман мăнук медальлĕ, — тет, — мучимĕр, —

Чи малтан курасчĕ мăнука.

— Вăл-ку тармĕ. Ытлашши ан хыпăн, —

Пур иккен хыпарĕ кинемин.

Хулара, — тет, — мăшăрланнă ывăл,

Кинĕме курасчĕ хуть, эппин...

Кӳршĕре лартаççĕ телевизор.

Сас-хура хаваслă кӳршĕре.

Ял-ял çийĕн ывăнма пĕлмесĕр

Хăлаçлан, антенна, тӳпере!

Йытă тĕлĕкĕ


Çĕр çине çынсем вăхăтлăха пурăнма килеççĕ. Кашни хăй ĕмĕрне пурăнса ирттерсен вĕсен чунĕ Турă патне пырать. Çын чунĕ Турă умĕнче хăй ĕмĕрне мĕнле ирттерни çинчен каласа парать. Лайăх пурнăçпа пурăннă çынна Çӳлти Турă çăтмаха ярать, чунне тепĕр хут çуралакан çамрăк патне вĕрсе кĕртет, япăх пурнăçпа пурăннă этеме тамăка хăвалать. Юлашки вара урăх нихăçан та çут тĕнче илемне курма пултараймасть. Шел пулин те ун пеккисем те пур — вĕсем çынсене вĕлернĕ, хăрушă пурнăçпа пурăннă.

Тата тепĕр тĕрлĕ Турă этемĕ пур. Çăтмаха яма май çук, тамăка валли те çылăхĕ сахалтарах. Вара Çӳлти Турă çакăн пеккисен чунĕсене тĕрлĕ чĕр чун ăшне ярать. Кам ĕне чунĕпе, кам лаша, кам сурăх, кам йытă...

— Мĕншĕн мана Çӳлти Турă йытă тумне тăхăнтартрĕ-ши? Çынна çаратман, вĕлермен. Мĕн панă пурнăçа ĕçре ирттерсе. Çылăхсем пулса-ха, анчах та йытă тумне тăхăнтартмалăхах-ши?

Куршанак ятлă йытă шухăшла-шăхăшла çывăрсах кайрĕ... Акă вăл пĕчĕк ача. Ачалăх. Ашшĕ çуралнă кун пĕр хутаç премĕк илсе парать. Вăл çак парнене пĕчченех çисе ярать. Юнашар тăракан икĕ йăмăкпа виçĕ шăллĕне тутанса пăхма нимĕн те памасть. Çисе ярсан вара кулса чĕлхине кăтартать. Çӳлти Турă çакна курса пĕрремĕш хут ачана асăрхаттарать. Виçĕ эрне чĕлхере çăпан чирĕ ачана макăрттарать. Шкул пĕтерсе аттестат илнĕ хыççăн пĕр пускил хĕр ачипе, лешĕ вун пиллĕк те тултарман, пĕр пахчана хăяр вăрлама каяççĕ. Хăярĕ качки, вăл çак хĕре çĕр улми анинче юратма пуçлать, унăн сĕткенне тутанать. Турри çак Славика хытă вăрçасшăнччĕ, хĕр ачи хăй ирĕкпе килĕшнине кура каçарать. Славик-куршанак ĕç професси илет. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Нумай çĕрте çын пулăшнипе усă курать. Хăй никама та пулăшмасть. Пулăшмасть мар, килен çынна шыв та ярса памасть. Пĕррехинче ун патне пĕр ял механикĕ комбайн валли ремень ыйтма килет. Вăл ăна çĕнни вырăнне киввине парать. Тепрехинче тепĕр ял тĕп инженерĕ трактор ремонт тăвасси пирки кирлĕ хут илсе пырать — вăл ăна икĕ хут хаклă хакпа ремонт туса парать. Çулланнă арçын пулнă çĕре пĕр ĕçе те парнесĕр тума пăрахать. Парни хаклăран та хаклă пулса пырать. Малтан çур литр, кайран литр, коньяк шайне те çитет, кăшт каярах чей сервисĕ, кавир, укçа: ал тенкĕ, çĕр, ик çĕр...

Малалла

Çунать çурта


Асаттесен «хули» ял хĕрринче.

Йĕс чан сассиллĕ çимĕк кунĕнче

Юманпала çăка сулхăнĕнче

Çавра та ешĕл тĕмеске çинче

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Çӳлте, çут тӳпере, пуç тăрринче,

Тытса-ши сар хĕвелĕн çиппинчен

Ытла та, ман хăраххăм, пĕр-пĕччен

Пĕр пуçласа вĕçне те пĕлмиччен,

Те хăй çинчен, те ман шăпа çинчен

Юрлать тăри.

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Кайри Çырман сĕвек çыранĕнче

Çăлкуç тапса тухать çĕр тĕпĕнчен.

Кĕркке хитрен вылять ун шывĕнче.

Çырма ик енĕ — йывăç та чечек —

Хур-кăвакалшăн ырлăхлă тĕнче.

Шăнкăртатса ир пуçласа ирччен

Тапать çăлкуç.

Юрлать тăри.

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Çук, çук, ял-йыш, эп тăлăха юлман.

Ман çухатас-и хамăн шанчăка? —

Аттеçĕм пулса тăчĕ яш юман,

Аннеçĕм пулса тăчĕ сар çăка.

Пĕрин сасси — тăри юрланинче,

Теприн сасси — çăлкуç янравĕнче.

Ан кăларах, çĕршывăм, çич юта.

...Çунать çурта.

Тымар сĕткенĕ


Эпир — çĕртен, шывран та сывлăшран.

Эпир — хĕн-асапран, йăл кулăран,

Эпир — кĕвĕçӳрен; юратуран,

Эпир — тăнăçлăхран, çапăçуран.

Эпир — пит аякри аваллăхран.

 

Тымар сĕткенĕ пĕтĕмпех упрать:

Манра — ман несĕл хурлăхĕ-ыратăвĕ,

Манра — ун çутă шанчăкĕ-юратăвĕ,

Манра — ун чăнлăхшăн çӳннин пăлханăвĕ.

Ман несĕл чунĕ-кăмăлĕ — манра.

 

Килет çак аслă пурнăç тымартан.

Ман ывăлра та — ман таса сăпайлăхăм,

Ман ывăлра та — манăн курайманлăхăм.

Эппин, пуласлăхра та сĕм аваллăхăн

Кăварĕ сӳнмĕ.

Пĕл çавна, тăшман!

Парне


Тачка пĕлĕт хуплать тӳпене,

Сарă çулçă ӳкет çĕр çине.

Шăнкăрч хăйĕн хăма вĕллине

Хĕл каçма парнелет çерçие:

 

— Кил-ха, йăмăкăм,

Çакă çуртра

Пурăнма ыр сунатăп сана.

Кивĕрех те кăштах,

Кăшт лутра.

Ан тирке пĕчĕккишĕн

Ăна.

 

Сивĕре вут хутса ăшăнма

Кăмака юсавлах,

Чиперех.

Ĕçлесе ĕшенсессĕн канма

Тĕк тӳшекĕм те пур —

Сарнипех.

 

Çыру çыр эс хăш чух кăнтăра,

Хăв çинчен пĕлтерсех тăр вара.

 

Парнелерĕ çапла вĕллине,

Вĕçрĕ пăр-р-р!

Тусĕ чĕннĕ енне,

 

— Чим!

— Тăхта! —

Хыпаланчĕ çерçи,

Шăнкăрча тем каласшăн пулса,

Чăрмантарчĕ ăна çил ачи,

Хăлхинчен ши! те ши! шăхăрса.

■ Страницăсем: 1... 479 480 481 482 483 484 485 486 487 ... 796