Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанСинкерПограничниксемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеÇил-тăвăлАча чухнехиЙытă тĕлĕкĕ

Автан


— Кунсерен ӳссе пыратăп, —

Эп ӳссен кам пек пулатăп? —

Ыйтрĕ чĕпĕ автанран.

— Эс-и? —

Тет ăна автан, —

Ман пекех, паллах, пулан:

Кăкăр урлă шӳлкемеллĕ,

Çырла тĕслĕ тупетейлĕ,

Кăлтăрмач пек шур хӳреллĕ,

Çĕр чавма —

Çинçе чĕрнеллĕ...

Ӳс-ха,

Ӳс-ха эс,

Петюк.

Кăт-кăт-кăт,

Кукуруку-у-ук!

Пирĕн йăли çавнашкал


Вăрăм çултан таврăннă хыççăн, машинă çинчен анса, хăвăртрах кантура кĕрсе пĕлтерме Сапатаров пĕр-ик утăм çеç тунăччĕ, ăна хирĕç кантур картлашкипе анакан хĕрарăм ун еннелле пуçне çĕклесе пăхрĕ те уттине хăвăртлатрĕ. «Мĕн пулнă вара Акаçа?» — вĕлтлетсе илчĕ шухăш Сапатаров пуçĕнче. Акаç сăнран-питрен те хуйха ӳкнĕ пек туйăнчĕ ăна. Пĕр-пĕрин умне çывхарсан, Сапатаров хĕрарăмăн куççульне асăрхăрĕ. Çавăнпа чарăнса тăмах тиврĕ.

— Чирĕ нимĕн чухлĕ те иртмен унăн. Санаторисем те пулăшаймарĕç,— ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Акаç.

Ним ыйтса пĕлме те ĕлкĕреймерĕ Сапатаров, лешĕ, çын умĕнче йĕме аван маррине туйса пулас, пăрăнса, хăй çулĕпе васкарĕ. Вăл тĕл пулнă-пулманах мĕн пĕлтерсе хăварни Сапатарова та пăшăрхантарса пăрахрĕ. Талматин санаторирен килсе çитнĕ пуль ĕнтĕ. Арăмĕ куççульпех йĕни сăлтавсăр марах. Ĕçсем япăхран çапла-тăр. Акаç епле утса кайнине пăхса юлма та йывăр Сапатарова. Çӳллĕ кăна кĕлетки те хĕрарăмăн лутраланнă пек туйăнчĕ. Халиччен кирек мĕнле платйĕ те ун çинче килĕшӳллĕн курăнаканччĕ. Паян ун пек мар — шалпаррăн вĕçкелет.

Таврари ешĕл çуллан савăнăçлă илемĕпе киленсе иртекен çынсем хуйхăллă Акаçа асăрхамаççĕ те. Сапатаровăн та нимле мар пулса тухрĕ-ха. Сăмах уçса ĕлкĕреймерĕ Акаç умĕнче. Камăн маларах ун инкекне ăша илмелле? Маçтăрăн — Сапатаровăн. Пĕтĕм сменă кĕтекен пултаруллă рабочи Талматин çаплах чиртен сывалаймасть...

Малалла

Тупра


Хум хăвалать уй-хир пусси,

Пучах тулса тĕшĕленет.

Çӳл тӳпере хĕвел куски

Уй анлăшпе ĕштеленет.

Сап-сарă кĕмĕл шевлипе

Сăрлать хирти пур пĕрчĕне.

Хĕвел тĕррийĕ — шевлепи

Çĕн сăвă хыврĕ чĕрене.

Юрлать чĕрем çунатланса

Паян тăрипеле танах.

Итлекене, чăнах, ансат,

Ансат та мар — юрлакана.

Кашни тимлетĕр вăй хурса

Çут хĕвелтен хĕрӳ илсе…

Кĕр уй-хире, хĕрес хывса

Ана çине, кунта килсен.

Çĕр-аннене хисеплесе

Ыр ĕçпеле пиелесен,

Кӳрет рехет хура тăпра,

Унран пухатăн эс тупра.

Юман


Ĕмĕрхи кашлавлă вăрмантан

Манăн ал тӳнтерчĕ ват юман.

Çамрăк йывăçсем те ӳсчĕр теп —

Çак юманшăн лартрăм виçĕ тĕп.

 

Юманран эп турăм çĕн вĕлле.

Сап-сарах вăл — сăрă кирлĕ мар.

Çамрăк хурт амин çемйи сĕрлет.

Пыл пухма вĕçеç хуртсем вăр-вар.

Каялла килеççĕ пит сулмак.

 

Çĕн пылран шерпет туса лартсан,

Вуник кăшăл пичкине тапса,

Вĕллери хуртсем пек сĕрлесе,

Йӳçрĕ кăрчама. Пăхар ĕçсе!

 

Туй халăхĕсем ташша çапма

Хатĕр. Хатĕр такмак калама.

Ырă йăлапа ĕлĕкхилле

Асатте пире чунтан пиллет:

Вĕллери хурт пек килĕштерсе

Пурăнсамăр. Ачăр-пăчăрсем

Ӳсчĕр юмаха асилтерсе.

Учитель


Шкулта урок учитель ирттеретчĕ,

Илместĕмĕр вуншар куç ун çинчен:

Хура хирте шап-шур мулкач сикетчĕ,

Йĕрлеттĕмĕр эпир ун хыçĕнчен.

 

Эпир вĕреннĕ косинус е синус...

Учитель калани: вĕрен, пул çын эс —

Асрах.

Ăс-тăнăмăр шкул хыçĕнчен

Туптанчĕ институт сакки çинче.

 

Шкулта урок эп халĕ ирттеретĕп.

Каймасть вуншар куç ман çинчен.

Хура хирте шап-шур мулкач сикет тек.

Вуншар ача йĕрлет ун хыçĕнчен.

Тӳпе хĕвелпе кăна çиçтĕр


Ан пултăр вăрçă нихăçан,

Тӳпе хĕвелпе кăна çиçтĕр!

Телейлĕ, мирлĕ пурнăçа

Чăнах, тата мĕнех-ха çиттĕр.

Уй-хир хумхантăр тыр-пулпа,

Парка пучах куçа шартайтăр.

Хресчен ĕçри йăл кулăпа

Çĕн çăкăр умĕнче пуç тайтăр.

Ĕç юххипе шăрантăр чун.

Пулинччĕ пурнăçăмăр тулăх.

Хĕвеллĕ пултăрччĕ сар кун,

Ешертĕр, чĕнтĕр ешĕл улăх.

Çăлкуç шаркатăр вашмăкра,

Шерпечĕ çынсене сип кӳтĕр.

Телей тупаймăн шаймăкра,

Ырмарлăхпа тĕнче ан кӳттĕр.

Юратупа кун-çул тату,

Ыратупа чĕре ан суртăр.

Çĕршыв, çĕклентĕр хăвату —

Мăнаçлăхна пур çын та куртăр.

Шантал çинчи çурта çути


Çынна хĕрхенекенсем телейлĕ, вĕсене хăйсене хĕрхенĕç.

Таса чĕреллисем телейлĕ, вĕсем Турра курĕç.

[Мф.5:7,8]

 

Эпĕ ăна автобусрах асăрханăччĕ. Пĕрре пăхнипех вăл мĕнлерех çын пулнине тавçăрма та, миçе çулта иккенне тĕшмĕртсе калама та аптăрамалла пек туйăнчĕ те, пĕр ăстрăм витĕрлесех пăхса лартăм çак ни ытла ватă, ни çамрăках мар арçын çине. Платна хул-çурăм, шăртлă янах, вăрăмрах хура çӳçне ĕнсе хыçне резинкăпа пуçтарса çыхнă. Çыхха шăнăçайман çӳç пайăркисене хăлха хыçне меллештернĕ. Çийĕнче тĕттĕм кăвак футболкăпа хура шăлавар, хулпуççи урлă пысăках мар сумка уртнă. Тек-текех енчен-енне çаврăнкаласа автобус чӳречинчен хула урамне тĕсесе пыратчĕ вăл. Ахăртнех, кунти çын мар-тăр та, хăйне кирлĕ чарăнура анма пĕлмесĕр шăхăрса юласран çапла канăçсăрланать пулĕ-ха ку терĕм вара эпĕ ун çинчен куçăма илсе.

Манăн хама шараçлантаракан ыйтусем те мăй таран-ха, тĕрĕссипе. Паян акă анчăк хӳри евĕр вăрăм чĕлхемпе таçта та пырса кĕме юратакан сăмсана пула чут кăна ĕçсĕр тăрса юлаттăм. Эпĕ вăй хуракан хаçатăн паянхи номерĕнче ман статья тухмаллине пĕлеттĕм-ха. Сусăр ача-пăча шăпине сăнлакан материала эрнене яхăн питĕ тĕплĕ пуçтарнăччĕ, икĕ каç куç хупмасăр тенĕ пек текст шăрçаларăм. Ирхине халь çеç пичет станокĕ айĕнчен тухнă хаçата алла илсе кирлĕ страницăна уçсан ахлатсах ятăм — статьяна çуррине яхăн кĕскетнĕ. Куçăмпа урлă-пирлĕ виçелесех ăнлантăм: материалти тавлаштаракан, сусăррисен проблеми çине урăхларах куçпа пăхтаракан шухăшсене кăларса сирпĕтнĕ те çара фактсене çеç хăварнă. Чухлатăп, хаçат калăплассишĕн яваплă редакторăн ĕçĕ ĕнтĕ ку. Автора ним пĕлтермесĕрех çапла туни пĕрре мар пулкаланă ун, ытти журналистсем тарăхса ятлаçнине хам та сахал мар илтнĕ. Шалтан вăй-й! вĕркесе çĕкленнĕ тарăхăвăма çăварлăхласа ĕлкĕреймесĕрех редактор ларакан пӳлĕме таплаттарса пырса кĕтĕм. Вара çăвара ăнсăртран персе чикнĕ вĕри улмана пак! кăларса пенĕн тӳрремĕнех çапла ыйтрăм:

Малалла

Кăмăл сăвви


Сар саппунлă, сарă тутăрлă,

Çут куççуллĕ кĕркунне

Ылтăн туй тăвать те хурлăхлăн

Майĕпен хывать тумне.

 

Сарă питлĕх янăрать-и ку? —

Пат! ӳкет те панулми,

Кунсерен те талăк-талăкăн

Тем каять ним таврăнми.

 

Кайăк хур кас-кассăн иртрĕ те,

Сассинче мĕн? Илтрĕр-и? —

Те малашлăхăн кĕвви ĕнтĕ,

Те асаилӳ юрри?

 

Сар саппунлă, сарă тутăрлă,

Çут куççуллĕ кĕркунне,

Тунсăхпа килен те тунсăхлăн

Хăваратăн чĕрене.

Шур акăш хӳхлевĕллĕ ахрăм


(поэма-реквием)

 

Мĕн пулса иртнине

Ăнланмасăр вăраххăн

Тăрнасем вĕçнине

Пăхса юлтăм хăраххăн...

П.Афанасьев.

«Тăрнасем вĕçсе иртрĕç»,

1977 ç.

 

1

Епле илĕртӳллĕ çанталăк —

Пин тĕслĕ уяр кĕркунне!

Пĕр пĕлĕт çеç — пĕчĕк шăналăк

Кармашнăччĕ çӳл тӳпене.

 

Çĕр тĕрлĕ чечек, çырла-çимĕç —

Пĕрле çитĕнтернĕ садра.

Туллин татăлать пирĕн тивĕç —

Çак çимĕç йăлт кайтăр ырра.

 

Тăратпăр санпа куç илмесĕр

Тур панă таса илемрен.

«Сыв пул, чун ăшши», — терĕн эсĕ

Асамлă пĕлтерĕшпелен.

 

Те сар хĕвелпе сыв пуллашрăн,

Те эс тем систертĕн мана,

Шур акăш хӳхлевĕллĕ ахрăм

Килсе пăчăртарĕ чуна.

 

Çил килчĕ те — канлĕх вĕçленчĕ,

Малалла

«Эс çирĕм иккĕреччĕ...»


Эс çирĕм иккĕреччĕ,

Эп çирĕм иккĕре.

Шап-шурă çеçкереччĕ

Садсем Йĕлмелĕре.

 

Хăватлă та таса-мĕн

Çурхи тĕнче юрри!

Асаплă каç асамĕ

Вĕри, вĕри, вĕри...

 

Тавралăх шăп пĕр хушă

Е — тăвăллă тепре.

Çак аслă тĕл пулушăн

Çуратнă-ши пире?!

 

Пĕри теприсĕр тăлăх

Ик çын пĕрлешнипе

Сиксе чĕтрет тăп-тăрă

Çут çăлтăрлă тӳпе.

 

Эх, пилĕ те тивлечĕ

Мумай-çке тĕнчере!

...Эс çирĕм иккĕреччĕ,

Эп çирĕм иккĕре.

■ Страницăсем: 1... 480 481 482 483 484 485 486 487 488 ... 796