Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

КĕперСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеВӗре ҫӗленТантăшсемСунарçă халлапĕсемСăвăсемпе поэмăсемВăрман ачисем

Çул çинче


Халаллани

Валерий Егорова

 

Салам! Чун виçине пĕлмесĕр

Чи çывăх тус ытамĕпе

Эс чĕннĕ сăмаха илтмесĕр

Санран халь уртăнам-и эп? [1]

 

Пĕр çемçелсессĕн, ху пĕлетĕн,

Юмартлăх — чиксĕр япала.

Ĕлĕкхиллех — эс кăшт тӳлек те

Виçесĕр шухă эп пулам.

 

Мана юрать — ăш пусармашкăн —

Çурри пĕтсе, çурри çĕтсе

Сан кăмăлна сапăрламашкăн,

Çĕр сăмахран пĕри çитсен...

 

Эс çукчĕ те, тĕл пулаймарăм,

Шупашкарта пĕрле утса

Юлашкинчен калаçаймарăм,

Сигара тĕтĕмне çăтса.

 

Хăçан-ши калаçма тӳр килĕ

Тепре курса ăш каниччен

Твардовский чапĕ, Шкловский стилĕ,

Айхи «çылăхĕсем» çинчен? [2]

 

Хуçа пек кăмăллăн, вăраххăн

Хула урамĕпе пырса,

Ялан эс галстук пушататтăн

Алăпа мар — пуçна пăрса...

 

Хăçанччĕ çав? — тен астăватăн —

Çак тĕл пулу килессине

Шанса тăрса, эс алă патăн,

Эс ăнăç сунтăн çул çине.

Малалла

Иккĕн


— Хăçантанпа курман эп сана. Çакă иккен вăл тунсăх, эс çумра чухне вăл мĕнне пĕлменччĕ.

— Чирлерĕм те вырăнпах выртрăм. Темех мар... Вилетĕн терĕ тухтăр.

—... Хăçан? Каçар, ухмахла ыйту... Мĕнле... вилетĕн?..

— Хăçан та пулин пурте вилеççĕ терĕ тухтăр.

— Хăçан та пулин... Эсĕ ăна пĕлмен-и?

— Пĕлмен. Халĕ те пĕлместĕп. Тĕрĕсрех, ĕненместĕп. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнас тесессĕн — хăçан та пулин вил: çак йĕркене пĕлетĕп.

— Мĕне ĕненместĕн — çавă саншăн çук. Эпĕ ĕненетĕп вилĕм пуррине. Çавăнпа пурăнма та чăн-чăнла пурăнмалла тесе шутлатăп. Хăçан та пулин чăн-чăн вилнĕ пекех чăн-чăн пурнăçпа пурăнмалла: кашни утăма, кашни ĕçе чăн-чăн тумалла. Чун тĕпĕнчен парăнса...

— Ман çутă пулас килет. Ăнланса илес килет çутă вăрттăнлăхне.

— Анчах эпир хамăра хамăр та пĕлместпĕр...

— Çапах та такамăн çулне çутатма пултарăп-çке-ха эпĕ, такамăн кăмăлне ăшăтма пултарăп çутă пулса тăрсассăн... Çутă çунса вилет. Манăн та тĕлкĕшем пекки туса мар, çунса пурăнас, çунса вилес килет... хăçан та пулин: ĕмĕр-ĕмĕрех юлассишĕн. Çак самантра та ăшăм çунать. Çĕр чăмăрĕ мĕнле чăтать-ши ăшĕнчи вута?..

Малалла

Савни патне


Кăнтăрпала хĕвелĕ пĕçерет-и,

Каçпа тĕттĕм хуплать-и хулана —

Пĕлесчĕ сан, мĕнле вĕчĕрхенсе эп,

Кĕтĕтĕп, тусăм, санăн çыруна.

 

Кунти çĕре мĕнле майпа-ха мухтăн?

Ăçта кайсан та ку çĕрте кичем.

Тулли ешĕл çу пуçланнă чух та,

Кунта çук пек ниçта нимле илем.

 

Мĕн-ма çырмастăн, аякри савниçĕм,

Мĕн-ма капла вăраххăн кĕттерен?

Пĕлесчĕ сан, кунта çыру илсен çеç

Аса илен тăван çĕршыв çинчен.

 

Чĕвĕлтетмеççĕ сарă кайăксем те,

Ирпелен, тухăç хăмаçланнă чух.

Кунта çук çӳллĕ ешĕл топольсем те,

Çаврака кӳл те, хурăнлăх та çук.

 

Кăнтăрлапа хĕвелĕ пĕçертет-и,

Каçпа тĕттĕм хуплать-и хулана —

Пĕлесчĕ сан, мĕнле вĕчĕрхенсе эп

Кĕтетĕп, тусăм, санăн çыруна.

 

Корея, 1946.

Хĕрӳ хĕвел


Ĕмĕрĕм тăршшĕне

Теттĕмре ӳсрĕм,

Чуралăх ĕçĕнче

Ураран ӳкрĕм.

 

Шурăмпуç тухиччен

Уй ĕçне чупрăм,

Таврăнсан — ӳкиччен

Ал ĕçпе супрăм.

 

Ачамсем пухăнса

Йĕрсе ларатчĕç,

Çĕтĕксем тăхăнса

Кĕлеме карĕç.

 

Хĕвел пек хĕрелсе

Ирĕклĕх килчĕ.

Юнланса пĕвенсе

Чуралăх вилчĕ.

 

Çитĕннĕ ирĕкĕм

Сыватса ячĕ,

Çĕнелнĕ ĕмĕрĕм

Савăнăç пачĕ.

Колхоз хирĕнче


Юратсах паян ĕçлерĕм

Эп колхозăн хирĕнче, хирĕнче.

Ах, мĕн чухлĕ çĕнĕ юрă

Эп вĕрентĕм вĕсенчен, вĕсенчен!

 

Хирсем халĕ чăн та çĕнĕ,

Кунта çук халь вак йăран, вак йăран...

Кукуруза, сортлă тулă

Ыталарĕç куçăмран, куçăмран.

 

Пит илемлĕ, Атăл евĕр,

Хумханаçççĕ тыррисем, тыррисем.

Юррине те пит хавассăн

Шăратаççĕ çамрăксем, çамрăксем.

 

Ах, мĕнле, мĕнле-ха савмăн

Кун пек çĕнĕ ĕçсене, ĕçсене!..

Мĕнле чăттăр чун хавалĕ

Пĕр савмасăр вĕсене, вĕсене?

 

Юратсах чунтан ĕçлерем

Эп колхозăн хирĕнче, хирĕнче.

Ах, мĕн чухлĕ çĕнĕ юрă

Эп вĕрентĕм вĕсенчен, вĕсенчен!

Юрататăп


Эп сире, атте-анне, саватăп.

Сирĕнтен хакли çук тĕнчере.

Шăллăм,эс пурришĕн савăнатăп —

Иккĕн чух хăрушă мар пире.

 

Савнă ялăм, эп сана мухтатăп.

Çĕр çинче ялсем, паллах, нумай.

Вĕсенчен пĕрне, сана, ырлатăп —

Чунăма эс çывăх-çке, Чурпай!

 

Эп сана, Çĕр-шывăм, юрататăп —

Хӳтлĕхре эп сан ытамунта.

Хăватна туйса çунатланатăп,

Çав тери телейлĕ эп кунта.

 

Чĕрепе туйса илем куратăп:

Эс епле илемлĕ-çке,тĕнче!

Çак хаваслăха курса кулатăп

Сар хĕвел асамлă çутинче.

 

Пурнăç,эп сана чунтан саватăп.

Юрататăп, пурнăçăм, сана!

Çутă ĕмĕтпе эп пурăнатăп.

Пурăнас ыр шухăшпа кăна!

Пепке çуралсан...


1

Йăмраллă ялăн хыçалти урамĕнче пăхса ытармалла мар ултă кĕтеслĕ çĕнĕ çурт куç хупса иличчен ӳссе ларчĕ. Хуçисем çап-çамрăк çав, вăйпитти çынсем. Тĕрĕсех, çемьене йĕркеллĕ пурăнма селĕм пӳрт кирлех. Илтимĕр Карлин çакна вунçиччĕрех ăнланнă. Тытăннă ĕмĕтленме. Унăн шучĕпе, тĕллеве пурнăçлама икĕ япала кирлĕ: укçа тата тирпейлĕ чипер арăм. Иккĕшне те шырамалла, тупсан алăран вĕçертмĕ.

Илтимĕр шухăшне Турă илтнĕ-тĕр, çав пулăшрĕ ахăр. Йĕркеллĕ иртрĕ унăн çар хĕсмечĕ. Срок тухсан киле каймарĕ вăл, çар карапĕ çинчех юлчĕ, укçаллă службăна. Амăшĕ вара ывăлне мар, çыру çеç кĕтсе илчĕ. Ах, тарăхрĕ вăл. Мăкăртатрĕ. Çын килте те питĕ кирлĕччĕ, ара, сахал-и арçын тытса тумалли ĕç. Хирĕлнĕ кăмăлне кӳршĕ-аршăпа пуплесе пусаркаларĕ вара майĕпен. Каярахпа, кăмăлĕ çаврăнсан, Илтимĕр амăшĕ, Минепи кинемей, ывăлĕ пирки мăнаçланма тытăнчĕ.

Пур ял-йышра лĕкĕрчĕксем. Илтимĕре çĕн ят тупса пачĕç — Мичман. Кам чĕлхинчен вĕçерĕннĕ-тĕр ку? Паллă мар. Путех флотра пулнă морякăн ĕçĕ. Пур вĕсем, темиçе те. Çак таврари сывлăш сиплĕ-тĕр. Ахальтен мар маттур яш-кĕрĕм çитĕнет. Ун йышшисем, паллах, флота юрăхлă. Унтан таврăнсан çӳреççĕ вара çиçтерсе морякăн илĕртӳллĕ тумĕпе пикесен чунĕсене хускатса. Вĕçкĕнленĕçин. Вĕсем тивĕçлĕ. Тиркеме никам та хăяймĕ.

Малалла

Атте шинелĕ


Хăрушă, юнлă вăрçăра

Кивелнĕ симĕс шинельне

Атте усрать-ха арчарах.

Тем сăлтавпа час-час вара

Кивелнĕ симĕс шинельне

Илсе пăхать вăл арчаран.

 

Сывлать хаш кашнинчех атте

Илсессĕн симĕс шинельне:

— Кĕве çиет, шинель пĕтет...

— Эс ан кулян, аттем.

Пĕлсем: Эс тунă паттăр ĕçсене

Çиеймĕç вăхăт кĕвисем.

«Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн...»


Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн

Шухăшра пĕр эс кăна.

Ыр ĕнен сап-сарă çăвĕн

Ирĕлсе кĕрен чуна.

 

Санпала таçта та кайăп,

Каламастăп-çке юри.

Ман пулман-ши пĕр-пĕр кайăк

Шăратма чĕре юрри.

 

Тепĕр чух куратăп тĕлĕк:

Тĕртрĕн шурă катан пир.

Йăли пур — хăть халь, хăть ĕлĕк

Кĕтнĕ шилĕк туй эпир.

 

Сан çинче пек çĕнĕ çĕлĕк,

Ман çинче пек ал шăлли.

Ай, хăçан-ши çавă тĕлĕк

Чăн пулать пире валли?

«Пĕлейместĕп: тăлăх ӳснĕрен-ши...»


Пĕлейместĕп: тăлăх ӳснĕрен-ши

Кутамас юман пек лутака?

Тен, ачалăх йывăр

килнĕрен-ши

Тулли ӳт кĕмерĕ шăм-шака?

 

Çавăнпах-и вăкăр пек эп чĕмсĕр,

Упа евĕр кутăн та чăкраш.

Хăш чухне туятăп

катăк йĕмсĕр

Чупакан ача пек пит йăваш.

 

Эп çапах та пурпĕр — этем чунĕ.

Ман телей те, чыс та ĕмĕт пур.

Элекпе ултавçăн хура юнĕ

Ăшра çук тумлам та — уçса кур.

■ Страницăсем: 1... 481 482 483 484 485 486 487 488 489 ... 796