Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăЯл калавĕХĕрес хывнă хĕвелСар ачапа сарă хĕрКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеХĕçпе çурлаПулать-çке пурнăçра

«Карлав аври касмашкăн кайнă...»


Карлав аври касмашкăн кайнă

Ухсай пиччемĕр яш чухне.

Вăл тĕрлĕ йывăçа куçланă,

Хăйман сулмашкăн пурттине.

 

Шелленĕ хурăна: илемлĕ!

Тумлам çиçет çулçи çинче.

Хурт-хăмăр çăкана иленнĕ,

Кăмпи пур ăвăс айĕнче...

 

Такам вучах чĕртсе çунтарнă,

Патак çак суйласа илет,

Карлав аври касмашкăн кайнă

Лара-тăра пĕлмен поэт.

 

Ку вăл — Ухсай. Паян эп куртăм,

Вулакан тусăм, ращара

Шур пилĕклĕ пĕр ушкăн хурăн

Çул урлă ӳкнĕ катара.

 

Тат милĕклĕх — кирли те пур-тăр, —

Кам илеме упрас чухне

Вăр-хурахла çĕкленĕ пуртă

Çап-çамрăк хурăнсем çине?

 

Выртаççĕ вуллисем шап-шурă,

Çурта пек, яштака, хитре...

Мĕн чухлĕ кăлăх пĕтнĕ хурăн,

Тӳрремĕн тивнĕ пек йĕтре.

Сентябрь — авăн


Ирхине. Уяр çанталăк.

Кăвак пурçăн пек тӳпе.

Мухтанать мĕнпур тавралăх

Кĕрхи капăр тумĕпе.

 

Авăнса епле лараççĕ

Пахчари улмуççисем,

Улмисем вара калаççĕ:

— Астивсемччĕ, астивсем.

 

Ачапча — хаваслă халăх,

Кĕр çитнишĕн хĕпĕртет.

Пирĕншĕн çĕн çул, çулталăк

Пуçланать сентябрьте.

 

Савăнса, кула-кула

Çамрăк йыш утать шкула.

Арçын ачана мĕнле çуратнă?


Пурăннă тет арăмĕпе упăшки. Вĕсен пĕр хĕрача пулнă. Килтисем питĕ арçын ача çуратасшăн çуннă. Акă пĕр кун упăшки сунара кайнă. Сунар ăнман — нимсĕрех таврăннă. Упăшки вăрмантан пĕр хутаç мăйăр татса килнĕ. Ăçтан тупнă-ши? Ара, вăрманта хĕлле нимле çимĕç те ӳсмест-çке. Упăшки вара хăйĕнпе пулса иртнĕ ĕç пирки çемйине каласа панă.

— Эпĕ пĕр мулкач тытнăччĕ. Киле таврăннă чух тахçанхи юлташа тĕл пултăм. Тус, калаçсан-калаçсан, хăйпе пулса иртнĕ хуйхă пирки каласа пачĕ. Юлташа шеллесе мулкача ăна патăм. Вăл питĕ хĕпĕртерĕ те мана пĕр хутаç мăйăр тыттарчĕ.

Çакна илтсен арăмĕ упăшкине вăрçма пуçларĕ. Килте нимĕн те çимелли çук-çке. Нимĕн те тăваймăн — килтисем мăйăр çиме ларнă. Сасартăк арăмĕ хырăмне темле вĕри сывлăш аннине туйса илнĕ. Мĕн пулчĕ-ши? Нивушлĕ мăйăр хĕрарăма пĕтĕленме пулăшрĕ? Нумай та вăхăт иртмен — арçын ача çуралнă. Çемье хытă хĕпĕртенĕ. Çак ача кунсерен мар, сехетсерен ӳснĕ. Çемье вара халĕ те телейлĕ пурăнать.

Çăрттан


Кран айĕнче шыва кĕрен

Çăрттан пулла тытса тăратăп.

Çапкаланать юлашкинчен, —

Ăшалама çатма шыратăп.

 

Мĕскер туять алри çăрттан

Çак самантра? Тен, çутă кӳлĕ

Асне килет пуль?.. Ăнсăртран

Сĕрекене, тен, лекнĕ пулĕ?

 

Çавах çул çук-çке каялла,

Çатталаннин усси пулмарĕ.

Чăмăртаса илсен алла,

Салху куçпа мана сăнарĕ...

 

Иш, савăн эс юлашкинчен,

Кран шывĕ тутлă мар, вăл хлорлă.

Çăрттан, сана телей пӳрмен,

Мана вара ан пултăр çылăх1.

Яраплан


Пĕррехите пирĕн ентеш — çар летчикĕ Михаил Филиппович Шуреков яла кивĕ çар самолетне турттарса килнĕччĕ.

 

Санра мĕнле кун-çулăн терчĕ?

Мĕскер антарчĕ тӳперен?

Мĕнле сăлтав илсе çитерчĕ

Чăваш ялне. Çуран çӳрен...

 

Тен, çунату сан халсăрланнă,

Тен мотору хавшанă-и?

Тен, çĕннисем хĕссе кăларнă?

Е тăкăсланнă капонир2?

 

Пĕрер çулталăк, тен, вĕçеттĕн,

Çитетчĕ вырăн пĕлĕтре?

Ялта эс ăнсăртран, пĕлетĕн,

Сан каймалла çитес çĕре.

 

Сана шеллетĕп... Мĕн тăвайăн?

Пĕлетĕп эп: паян-ыран

Мана та, санашкал, тăванăм,

Тĕртсе кăларĕç ангартан.

Парашют


Сарă-хĕрлĕ пăнчă,

Сеп-сенкер тӳпе...

Пăнчă пысăкланчĕ,

Анчĕ майĕпе.

 

Чечек çыххи ӳкнĕн

Туйăнать пăхсан.

Епле чупса çитмĕн,

Курас килмĕ сан?

 

Сарă-хĕрлĕ вутăн

Çутă тĕсĕпе

Ярăнать мăнаçлăн

Ялăн çийĕпе.

 

Чечек çăмхаланнă

Ешĕл айлăмра.

Пĕлĕт çинчен аннă

Каччă ман умра.

 

Хăюсăррăн пытăм

Çав тете патне.

— Ку чечек-и? — ыйтрăм,

Пăхрăм яш питне.

 

Йĕкĕт çивĕч, чĕрĕ,

Куçлăхĕ çап-çут.

— Чечек мар ку, — терĕ,

Ячĕ — парашют.

 

Кайран хам та картрăм, —

Атте куриччен

Сĕтел çитти картăм,

Сикрĕм пӳрт çинчен.

 

Айван пулнă мар-и,

Ăнланасси çук.

Çук вĕт, уçăлмарĕ

Ун чух парашют.

 

...Çитрĕ çалтак терчĕ,

Сикрĕм нумай хут.

Хĕрлĕ чечек сарчĕ

Манăн парашют.

Тăван ялта


Тĕнче варринчи ман пĕчĕкçĕ ялăм,

Шăпам парнеленĕ кун-çулăм курки.

Кунта эп çуралнă та ӳснĕ, пур ятăм

Пĕлет-ха, паллать Аялкасăм кукри.

 

Атте-анне килĕ, атте-анне пилĕ

Ман чун-чĕремри çут тивлет.

Пурнан пурнăçа валли илĕп

Эп унăн имне чĕр сипет.

 

Тăван ялăмра хитререх ирĕсем те,

Чуна илĕртейнĕ чечен сар кунсем.

Ялсем çумĕнчи уйĕсем-хирĕсем те,

Епле вĕсем ырă, тăван вырăнсем.

 

Хуллен, шăпăл-шăпăл юхать Пăла шывĕ

Çич кукăр туса тăван ял хĕррипе…

Мĕнле ырлас мар-ха, çуралнă çĕр-шывăм?

Сăмахăм çитмест мухтама тӳррипе.

 

Ачалăх сăпки те, кулли те, вăййи те

Тухмасть асăмран, чĕремрен.

Чĕнет, йыхăрать пек çаплах тăв айккийĕ,

Утатăп вара çар уран çеремпе.

 

Тăри шăнкăравĕ çӳлте сас парсассăн

Хире ăнтăлатăп, хиртех манăн чун…

Уй-хирĕм, пĕлен-ши епле кичем сансăр,

Эп сансăр, пĕччен, вăйсăр-халсăр та чух.

 

…Ватти те, яшши те хирте кун кунлатчĕ,

Ĕç шавĕ тăратчĕ каç пуличченех.

Малалла

Сирень çеçки-ши унăн куçĕ?


Виталие çак эрнере тем пулчĕ. Е вăл сунтал çине хунă тимĕр татăкне мăлатукпа пĕрре çапсах лапчăтса çӳхетрĕ е, вăхăтран-вăхăта вĕркĕч авринчен уртăнса, шухăша путса тăчĕ. Ĕнер авă, тимĕрç лаççинчен киле кайма тухсан, çутă пĕве хĕррине анса ларчĕ. Тăрă шывра лĕпсĕррĕн чӳхенекен сăнне вăл нумайччен тинкерсе пăхрĕ, унтан ури вĕçĕнчи чула çĕклесе шывалла вăркăнтарчĕ.

Хĕвел анас умĕн лаççа пырсан, Микантăр мучи Витали мĕн хăтланнинчен пушшех те ытларах тĕлĕнчĕ. Çамрăк тимĕрçĕ лутра пукан çине утланса ларнă та умĕнчи сунтал çине тетрадь уçса хунă. Мучие курсан, вăл ытти чухнехи пек ăшталанса ӳкмерĕ, «тĕпелелле» иртсе ларма та сĕнмерĕ. Вучахри кăмрăк çинче мĕлтлетекен пĕчĕк кăвак çутăсем еннелле тинкерекенскер, вăл, кăранташне сурчăкпа йĕпетсе, хăвăрт-хăвăрт çырма пуçларĕ.

— Мĕн тăватăн эсĕ, Витали?

— Поэма çырас тетĕп, Микантăр мучи.

Мучи халĕ каччă çине шикленерех пăхса илчĕ.

— Хм-м! Апла эпĕ сана пилĕк çул поэм çырма вĕрентрĕм пулать-и, Витали? Сана эп плугпа сеялка юсама, сана эп...

— Микантăр мучи, — пӳлчĕ ăна çамрăк тимĕрçĕ, — уншăн-куншăн тав-ха сана, анчах эсĕ поэма çырма вĕрент халĕ.

Малалла

«Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх...»


Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,

Хурал çурчĕ, хурăн, йĕтемпе мунча...

Ялти ĕçчен халăх курса савăнмалăх

Хĕвĕшет ир-каçăн йышлă ачапча.

 

Çурла, авăн уйăх — тырă пухнă вăхăт,

Çаранлăх йĕтемĕ пасар пек шавлать.

Молотилка янă, кӳлнĕ лаша-вăкăр —

Кив-Улхаш хресченĕ хура тар тăкать.

 

Хул-пилĕкĕ сурнă ватă çын йăваннă,

Айлăмра тулеккĕн тулхăрать лаша.

Тарасаллă пусă тӳпене кармашнă,

Вăй карти çĕклерĕ çамрăк чăваша.

 

Çурла уйăх шăппăн хурăн тăрне ларчĕ,

Алтăр Çăлтăр тайрĕ çутă куркине.

Яш-кĕрĕм хавассăн ташшине çаптарчĕ,

Кĕмĕл юрă юхрĕ каçхи ял çине.

 

Çаранлăх, çыранлăх, çаруран ачалăх,

Колхоз çурчĕ, пусă, кĕлетсем, мунча...

Иртсе кайнă кун пек, юлчĕç асăнмалăх,

Паянхи ял сăнĕ урăхла пачах.

Вăхăт


Пĕлĕт мар — шав шăвать,

Шыв та мар — шав юхать.

Тимĕре аркатать,

Чул тăва та ватать.

 

Курăнмасть, шавламасть,

Апат-çимеç ыйтмасть,

Çын çӳçне шуратать,

Вилĕмпе хăратать.

 

Вăл çуралнă чуна

Вăй кбртет, чун парать.

Çавă шутлă куна

Ӳстермест, çывхартать.

 

Хуйăха вăл сиплет,

Айăпа каçарать.

Çуралмасть те вилмест,

Çил-тăман кăларать.

 

Пыр хуллен ун патне —

Паттăра ал парать.

Нишлĕ çыннăн ятне

Тикĕтпе варалать.

 

Шăпуна татакан

Санпа çумлă çӳрет.

Вăхăт — акă вăл кам

Çавă паттăр кĕтрет.

■ Страницăсем: 1... 458 459 460 461 462 463 464 465 466 ... 796
 
1 «Сана пурнăç çук, мана çылăх çук», — теççĕ чăвашсем выльăх пусас умĕн.
2 Капонир - аэродромра самолетсене лартма такан евĕр купаланă тĕмеске. Çӳлтен самолечĕсене брезентпа, маскировка сеткипе витеççĕ.