Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ытла та хитреччĕ ун чух çуркуннеВатă чĕре — çамрăк чунТаркăнПепке çуралсан...ПограничниксемЧипер АннаТаната

«Чупса эс пырăн та — карта...»


Чупса эс пырăн та — карта,

Утса эс пырăн та — карта,

Шуса эс пырăн та — карта.

Тинех ăнланăн — эс шалта.

 

Тулта — шевле йăл-ял çиçет,

Тулта — пĕлмен, курман тĕнче,

Тулта — чĕнен, туртан инçет.

Карта — шалта юлма хистет.

 

Эс никама та ан ылхан

Мăн тĕнчене тухаймасан.

Эс ху — имшер, эс ху — ырхан,

Ху тытнă картуна. Вăл — сан.

«Кам çӳл тӳпепе пуплет...»


Кам çӳл тӳпепе пуплет,

Эп — çĕртипе.

Кур-ха, кăпшанкă йĕрлет —

Хăй çулĕпе.

 

Тупсăмĕ пурпĕр пулать:

Хăйĕн — хăйне.

Курăк шăтать те тухать

Пĕр ирхине.

 

Канăçăн — канăç екки:

Вăл хускалмасть.

Çĕрĕн пулмасть ун пекки:

Вăл — чарăнмасть.

 

Кам çӳл тӳпепе пуплет,

Эп — çĕртипе.

Пурнăç пурне те пиллет

Çĕр те тӳпе.

Юрату


Сана халалласа миçе поэт юрă хывман пулĕ. Сана мĕнпе кăна танлаштарман пулĕ. Иксĕлми вăй-хăват паракан, çунат хушакан юрату. Эсĕ пуррипе эпĕ ирĕккĕн сывлатăп, эсĕ пуррипе эпĕ юрă юрлатăп, эсĕ пуррипе эпĕ ташша яратăп, эсĕ пуррипе эпĕ тăвăр пӳлĕмре те хама ирĕккĕн туятăп. Эсĕ пуррипе манăн хĕрсем ӳсеççĕ. Эсĕ пуррипе эпĕ телейлĕ. Ĕмĕр пурăн, юрату!

«Кервен утпа çӳрет сентябрь çилĕ...»


Кервен утпа çӳрет сентябрь çилĕ,

Çĕр кăкăрне лăпкать ăш кăмăлпа.

Йăсăрланать шур тĕтĕм ана çийĕн,

Хир йыхравларĕ тутлă шăршăпа.

 

Тусанлă сăн-питсем, ӳт-пӳ ĕшенчĕк,

Çут ялкăшу çапах кашни куçра:

Яланхилле кăçал та ĕçлĕ Елчĕк —

Çуралнă енĕм юлмĕ парăмра.

 

Хирти кăвайт, тен, ăшă килтинчен те:

Вуншар çынна вăл пухнă пĕр тĕле,

Улма аврин кăварсăр кĕлĕнче те

Улми кĕрпеклĕ — шалт тĕлĕнмелле.

 

Çу каçипе хĕвел хĕмне вăл пухнă,

Тăватă уйăх тулнă тăпрара.

Ак халĕ хĕрлĕ куçлăскерсем тухнă

Вĕрин сикмешкĕн кушнă алăра.

 

Тăван уй-хир, пире çапла хăналăн,

Çитес кĕрччен пулаймĕ ун пекки.

Пĕлет кашни ĕçре хуралнă алă:

Кĕр кĕреки вăл — хирĕн кĕреки.

«Тути вĕри пылак кăварччĕ...»


Тути вĕри пылак кăварччĕ

Чуптунăран, вăтаннăран...

Пире нумай та кирлĕ марччĕ,

Кив пальтопа — çав ытамра.

 

Мĕскер калаçнă, чĕвĕлтетнĕ,

Мĕне шанса та ĕненсе?

Ун чух эпир телей те кĕтнĕ —

Телей хыçра иккен, инçе.

 

Çапла вăл çамрăклăхăн ирĕ:

Вĕри, пылак, асаилсен.

Пире нумай-нумай халь кирлĕ —

Кăвар пек мар çеç тутасем.

«Çутăринччĕ çумăр пĕрех хут!..»


Çутăринччĕ çумăр пĕрех хут!

Аслатиллĕ, кăпăклă, озонлă.

Çырана çывхартăр пăрахут

Шурă юмахри пек шур асамлăн.

 

Иштĕрин шыва çура-çура.

Çырансем куçран çухалнă майăн

Палламан çынпа, калаçура,

Санăн ултавна та манса кайăп.

 

Тур пӳрмен пулас пире манма.

Пурпĕр çутăр çумăр чарăнмаслăн!

Пăрахут килет — анчах ман мар,

Çыннисем лараççĕ — эп лармастăп.

«Эп юмахри пек пурăнатăп...»


Эп юмахри пек пурăнатăп

Чăнпа асамлăх хушшинче:

Пĕр пӳрт, пĕр ватă хурама та

Пĕр сарă уйăх пуç çинче.

 

Каç пулттипе çутмастăп çутă,

Хутса яратăп кăмака,

Ташла-ташла çунать те вутă,

Сирет кăштах сĕм шăплăха.

 

Вара юсанкалать пек кăмăл,

Хаваслăх çуралать чунра:

Иртни ума тухать çăп-çăмăл,

Пулассисем те çăмăлрах.

 

Суятăп. Шутласа кăлартăм

Мĕлке ташланине кура:

Мана çынпа та çăмăл мар та,

Пĕччен тата йывăртарах.

 

Те юмахри пек пурăнатăп,

Те мĕскĕн эп çак çĕр çинче.

Пĕр пӳрт, пĕр ватă хурама та

Пĕр сарă уйăх пуç çинче.

Учук йăмри


Эсĕ, вăрман хĕрринчи икĕ юплĕ пысăк йăмра, аякранах курăнса ларатăн. Учук йăмри тетчĕç сана. Ватăсем каланă тăрăх, ĕлĕк-авал чăвашсем — пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем — унта чӳк тума çӳренĕ. Кунта вĕсем хăйсен савăнăçĕпе те, хуйхипе те килнĕ. Хуйхи ытларах пулнă пуль ĕнтĕ вĕсен. Ытла та йывăр пулнă-çке-ха чăваш хресченĕн пурнăçĕ. Анчах та темиçе çын ĕмĕрĕ ӳссе ларнă йăмрана кам-тăр вут хунă. Вăл, тĕпĕнчен çунса, йăваннă. Мĕнле çыннăн алли çĕкленнĕ-ши çак ĕçе тума? Сăнӳкерчĕк çинче çеç юлчĕ иккен вăл çитес ăрусем валли. Эпир çак йăмрана тĕп тунă пек, хамăра та, чăвашлăха та пĕтерместпĕр-ши, тăвансем?

«Хуçăлнă туратăн...»


Саша Волкова

 

Хуçăлнă туратăн

Ем-ешĕл çулçийĕ...

Çуккă кун-çулĕ,

Çуккă куççулĕ,

Çу кĕр енне...

Хăвăр куратăр:

Эп — кайăк çеç,

Эпĕ — чĕкеç.

Сыввăн сывлап,

Сывлăм сыпап

Ун ятне...

«Ут юртать...»


Ут юртать. Ут юртнă-юртнă майăн,

Лăппи-лаппи юр вĕçсе юлать...

Шухăша каймашкăн питĕ лайăх,

Сăнаса пырса хыçри çула.

 

Хĕл юрлать. Юрлать çуна тупанĕ

Уçлăх евĕр аслă хирĕмре.

Эп пĕлместĕп, мĕншĕн ырă, канлĕ

Канлĕхе çухатнă чĕремре.

 

Чунăмра та çакнашкал сăваплăх

Ман упрас килетчĕ ĕмĕрех.

Уй çути çунать кĕрен-кăваккăн,

Чун çути темскершĕн тĕксĕмрех...

 

Ут юртать, юртать уй урлă,

Лăппи-лаппи юр вĕçсе юлать...

Эпĕ савнă, курнă, тӳснĕ пурнăç

Манăнах та мар пек туйăнать.

■ Страницăсем: 1... 455 456 457 458 459 460 461 462 463 ... 796