Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗКĕперÇăлтăрчăксемКуçа-куçăнАсаттесемÇил-тăвăлАвăн уйăхĕ

«Каçар мана эс, ылтăнăм...»


Каçар мана эс, ылтăнăм,

каçар мана эс, кĕмĕлĕм.

Сана ялан ăстăвăп эп —

юратăп, юрă кĕвĕлĕп.

 

Чăн тӳпере çич çăлтăр тет,

пĕри кăна чăн çутă тăр.

Калатăн эс: «Тул çутăлать»,

мĕнех тăвайăн, çутăлтăр.

 

Урампала пыратпăр ак,

тĕтре ав карчĕ чатăр пек.

Пире шур уйăх ăсатать,

пĕрне-пĕри юратăр тет.

 

Иртмен-ха çĕр, ах, шăпчăкăм.

Иртмен-ха ĕмĕр, тусăмçăм.

Тулта — сиреньлĕ çуркунне!

Пуçу сан мĕншĕн усăнчăк?

 

Юрат мана эс, ылтăнăм,

юрат мана эс, кĕмĕлĕм.

Сана нихçан та манмăп эп —

савса пин юрă кĕвĕлĕп...

«Телей-и çак?..»


Телей-и çак? Телей пуль. Эп çырап.

Çĕр-çĕрĕпе варлатăп хут. Çурап.

Çĕн туйăм-сисĕм чунра вăй илет.

Çĕн шухăш-ĕмĕт пуçра кĕр-кĕрлет.

 

Телей-и çак? Телей пуль. Эп çунап,

асар-писер вутра туптап чуна.

Пурах, пурах-тăр çав ман Тур пани —

пĕртте пăрахăç мар эп юрлани.

 

Телей-и çак? Телей пуль. Эп пурнап.

Хĕн-хура мар, ĕçе çеç парăнап.

«Вил перĕнсе, пĕт эсĕ!» — теççĕ те,

çук, шел-ха пульлăма, усрасчĕ теп.

 

Тусран-йышран-и шутсăр йĕрĕнсе,

пĕр вăхăт шăранмарĕç йĕркесем.

Мĕн турăм-ха? Арларăм кĕнчеле.

Телей-и çак? Телей пуль. Чăн телей!

 

Хура юнсем, ан савнăр антăхса.

Талант сӳнмерĕ, кайрĕ кăтăрса.

Чунра — суран. Тумлать юн. Ӳт илмен,

Çав юн — ман сăвă. Чĕрĕ! Эп вилмен...

Малашлăха курас тесе


(Хыçсăмах вырăнне)

 

Питĕ кăткăс, йывăр та пăтрашăнчăк тапхăра суйласа илнĕ Юхма Мишши хăйĕн çак çĕнĕ историлле романĕ валли. Ку вăл X ĕмĕр пуçламăшĕнчи Атăлпа Урал, Çурçĕр Кавказ тăрăхĕсенче, пĕтĕмлетсе каласан, пĕтĕм Еврази талккăшĕнчех пулса иртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем.

Ку тапхăхрта пирĕн авалхи ламтайсем пулса тăракан пĕр тымартан тухнă пăлхар йăхĕсем тĕпрен илсен виçĕ çĕрте пурăнаççĕ. Дунай çинче, унта вĕсем хăйсен вăйлă патшалăхне тăваççĕ, византисемпе вĕçе-вĕçĕн вăрçă вăрçаççĕ, çак çур тĕнчене тытса тăракан вăйлă патшалă-ха темиçе хутчек те çапса çĕмĕреççĕ.

Пăлхарсен тепĕр пайĕ — Çурçĕр Кавказрах. Унта вĕсем хăйсен патшалăх тытăмне упраймаççĕ, хазарсен пусмăрне кĕрсе ӳкеççĕ.

Пăлхарсен тепĕр пысăк пайĕ — Атăл çинче, кунта вара вĕсем аслă та чаплă патшалăх туса хураççĕ. Ку вăл — Атăлçи Пăлхарстан.

Атăлçи Пăлхарстан патшалăхне пĕрлешнĕ пирĕн авалхи ламтайсем пĕтĕм Еврази талккăшĕнче питĕ курăмлă вырăн йышăнма тытăнаççĕ. Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ ӳссе-сарăлса, вăйлăланса пырать. Унта тĕрлĕ тăрăхсем, тĕрлĕ йăхсемпе халăхсем пурăнакан çĕрсем кĕреççĕ. Çурçĕрте Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ, унти тĕрлĕ йăхсене хăй ытамне илсе, Пăрлă океан патнех çитме тытăнать. Çурçĕрте пурăнакан йăхсем пирĕн авалхи ламтайсенчен вĕренсе хăйсен пурнăç тытăмне çĕнелле йĕркелеме тытăнаççĕ: выльăх-черлĕхе йĕнерлеме, çĕнĕлле пӳрт-çурт тума, аталаннă çĕршывсенчи пек суту-илӳ тума вĕренеççĕ. Анăçра пирен ламтайсен чикки Хура Атăл, хальхи пек каласан, Ока шывĕ таран тăсăлать. Аслă Атăл тăрăх тăвалла кайса, пăлхар-чăвашсем Балти тинĕсĕ таврашĕнче пурăнакансем патне çитиех, тепĕр чухне Скандинави çĕрĕсене те суту-илӳ тума çӳреççĕ. Тухăçра вара пăлхар-чăвашсен суту-илӳпе çурекен тĕве караванĕсем Енисейпе Алтай таврашĕнчи халăхсем патне те, тепĕр чухне Китай çĕрне те çитеççĕ. Кăнтăрта кăна пăлхар-чăвашсен çулĕ хупă пулнă. Вĕсене Атăл тăрăх анаталла кайма, вăйлă аталаннă кăнтăрти çĕршывсемпе çыхăну тытма хазарсем чарнă.

Малалла

Хур кайăксем карталанса


Хур кайăксем карталанса

Тăван енех вĕçеççĕ.

Кикак! Кикак! кикаклатса

Ял çийĕпе иртеççĕ.

 

Малти, кур, ывăнчĕ пулас

Çил юхăмне сирмешкĕн.

«Йышрах, эппин тĕрев тупас

Çитес çĕре çитмешкĕн».

 

Тепри вăр! тухрĕ картинчен:

Кăллин! Каллин! Сас пачĕ.

Çав эрлĕк сасă темĕнччен

Ман чĕремрех-çке юлчĕ.

 

Çурхи куна саламласа

Хăварнă çакă сасă,

Чиперленсе, сăнарланса

Пуянланайрĕ асăм.

Ачалăха шырарăм


Утса-чупса та çаврăнса

Ачалăха шырарăм.

Йăлтах палланă вырăнсем,

Чун-чĕреме шуйхатрăм.

 

Авкаланса юхать Пăла

Тухăçалла вăраххăн.

Çĕклентерет чун-кăмăла,

Туймасп хама хăраххăн.

 

Çич кукăрлă çырма хĕрри,

Çеремĕ симĕс-симĕс.

Ăçта ачалăхăм йĕрри,

Çул хывса иртнĕ тикĕс.

 

Тен, ав, инçетлĕхĕн вĕçне

Кайса кăна çухалнă.

Çитесчĕ тетĕп, эх, вĕçсе

Мăшăр çунат хăлатăн.

 

Шухăшăмсен шуйхавĕнче

Тăратăп, Улăп евĕр.

Чăнах, епле хитре тĕнче!

Туссем, çакна пĕлсемĕр.

«Шанмасăр ан кĕлту Турра...»


Шанмасăр ан кĕлту Турра,

ан ыйт нимскер те — ĕненмесĕр.

Суятăн, юратмастăн эсĕ,

эс ăшунта кулан унран.

Пуш çын эс — чунсăр та чĕресĕр.

 

Чунра çиçмест тĕк юрату,

Турра тупаймăн çынсем урлă.

Малтан çынсем патне çул туп,

чун уç, юрат та ырă ту,

вара, тен, курнĕ çулĕ Туррăн.

 

Тен, курăнмĕ... Юратăвна

çĕрти ĕçсем-пуçсем хупларĕç.

Çĕрти — çителĕксĕр. Ăна

çак пурнăç тулашне кăлар эс,

вара... кĕлту. Ыр çул сана!

«Эй, Турă, пар мана туйса илме...»


Эй, Турă, пар мана туйса илме

хам вилĕмсĕрлĕхе. Парсам, тархасшăн.

Эп ĕмĕрех пуççапрăм илеме,

чи çут илем вăл эсĕ пултăн маншăн.

 

Эпир пулсах çитмен, илемлĕ мар,

айван, хавшак, кирек мĕне шанатпăр.

Вăй илеймест çаплах чунри кăвар,

çавна пула ĕнтĕркесе шăнатпăр.

 

Çараçланса, ăнкартăмăр çапах:

ма эпĕр нишлĕхлĕ, ма эпĕр сусăр.

Çутасчĕ тетпĕр çĕр çинче çăтмах,

тупли çăтмах — хĕн-тертсĕр, пуç касусăр.

 

Паллах ĕнтĕ, юмах ку, шанчăк çук,

çыпăçаймасть тееççĕ каснă чĕлĕ,

анчах та пирĕн пур, çапах та, чун,

чун вилĕмсĕр, апла эпир те чĕрĕ...

Йăнăш утăм


Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех Зоя кăмăлĕпе те, чĕлхипе те ытти хĕрсенчен чылай уйрăлса тăнă. Çи-пуçĕ те яланах илемлĕ те тирпейлĕ пулнă унăн. Вăл ял урамĕ тăрăх акăш пек утса пынине курсан мĕнле каччăн чĕри хыттăн тапма пуçламĕ, кăмăлĕ çĕкленмĕ!

Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Зоя Шупашкара çул тытрĕ. Ĕçе вырнаçрĕ унта. Часах юлташсем тупăнчĕç. Рита унăн чи çывăх хĕр-тантăшĕ пулса тăчĕ. Чăваш хĕрĕсем пĕр пӳлĕмре пĕр çемъери пек пурăнма тытăнчĕç. Хулара пурăннă май, хĕрсем модăран юлас мар тесе, хăйсем валли çĕнĕ кĕпесем çĕлеттерчĕç.

Хулара Зойăпа паллашас текен каччăсем сахал мар пулчĕç. Анчах та вăл пĕринпе те çывăхланмарĕ. Ваньăпа пăртак çӳрекелерĕ вăл, пĕвĕпе çӳллех мар каччă унăн кăмăлне каятчĕ. Ваня вара ăна юратсах пăрахрĕ, пĕрле пулма ӳкĕтлерĕ. Рита та ырларĕ çак шухăша. Вăл темле ӳкĕтлесен те Зоя хирĕç чĕнмерĕ. Унтан темшĕн Ваньăпа çӳреме пач пăрахрĕ.

— Мана ялта савни кĕтет, — терĕ хĕр, куççульне шăлнă май. Çуралса ӳснĕ ялĕнче Зойăна чăнах та Виктор ятлă каччă кĕтнĕ-мĕн.

Вăл вырăнти колхозра ĕçлет. Механизатор. Мĕн ачаран ашшĕ-амăшĕ япăх воспитани панăран, Виктор хăй тантăшĕсемпе те, ялти ытти çынсемпе те йĕркеллĕ калаçма вĕренеймен. Ĕçкĕпе те иртĕхет, çапăçкаланисем те пулкаланă. Çакна Зоя пĕлнĕ-ха. Ку енĕпе ашшĕпе амăшĕ те асăрхаттарман мар.

Малалла

Шупашкар


Шупашкар, тăван ялăм пекех

Йышăнатăн хаваслăн мана.

Эп санран ютшăнас çук текех,

Калаçар-ха санла пĕр кана.

 

Çулсерен эп санпа курнăçал,

Кашнинче чаплăрах курăнан.

Пытараймăп тек хам савнăса:

Асăрхатăп çĕнелнĕ сăнна.

 

Уйрăмах скверсемпе парксенче

Кăмăллă уçăлса çӳреме.

Пĕр çӳп-çап тени çук вĕсенче,

Калăн, çын алран ним ӳкермен.

 

Çавăнпа та Раççей шайĕнче

Пултăн эс пуринчен те таси,

Чи хитри — хитрисен хушшинче,

Эп шанатăп: сан пур пуласси.

 

Çавăнпах хĕпĕртетĕп санпа:

Вĕрентетĕн пире ĕçлеме.

Çирĕп сывлăх, вĕй-хал çеç эс пар

Йывăрпа нушана çĕнтерме.

 

Çут малашлăхлă эс, Шупашкар!

Кунсерен хитрелен, чечеклен!

Чун пилленĕ сана мăн Пăлхар.

Ун пекех хăватпа эс çĕклен!

Ан ӳркен


Тавра курăмлă çын айван мар,

Вăл çынра иксĕлми тавçăрулăх.

Витлешни те унпа аван мар, —

Пурнăçра вăл ялан пуçаруллă.

Ачаран вуласран пушанман,

Пинлесе кĕнеке шĕкĕлченĕ.

Каласа панипе çырлахман,

Кирлине хăй пĕлесшĕн тĕпченĕ.

 

Тĕнчере мĕн пулса иртнине

Çав çынран тĕплĕнрех кам-ши пĕлĕ?

Темиçе çĕр çултан пуласне

Нострадамус çеç пĕлнĕ тет ĕлĕк.

Тăнлă-пуçлă çынсем — ăсчахсем —

Халăхшăн мĕн чуль ĕç пуçарман-тăр.

 

Вĕт вĕсем те-çке, пирĕн йăхсем,

Тĕнчене урăхла çуралман-тăр.

Çавăнпах та кашни ĕçлĕ çын

Ăс-тăнне туптама ан ӳркентĕр.

Анăрасшăн ан ĕçтĕр краççын...

Ыйхăран хĕвелпех-и çĕклентĕр.

Ир-ирех пуçăнса хăй ĕçне

Кунĕпех тăрăшса пурнăçлатăр.

Тухайсассăн пĕр ĕçĕн вĕçне,

Теприне пĕр сăмахсăр пуçлатăр.

Мĕншĕн çын космоса вĕçнине

Çĕр ĕçченĕ те лайăх ăнлантăр.

Пурнăçа вĕренсе, кулленех

Тавра курăмлăхĕ анлăлантăр.

Ун чухне пурнăçра вăл тинех

Никамран та пĕр утăм та юлмĕ.

Тухнă тарăн тăвар тутине

Тутанни пач унран ӳлĕм кулмĕ.

■ Страницăсем: 1... 459 460 461 462 463 464 465 466 467 ... 796