Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеЯл калавĕПепке çуралсан...Шевле çутиПурăнас килетЙытă тĕлĕкĕ

Хĕллехи каç


Кăн-кăвак-çке хĕл каçĕ,

Тĕлĕрет тăван тавралăх.

Йăмрасем тĕнсе лараççĕ,

Çывăрать иккен йăмралăх.

Каç чаршавĕ карса хунă,

Ял пĕр авăклăх канать.

Çăлтăрсем вăййа-ши тухнă,

Ушкăн-ушкăн пухăнать.

Шурă юр çути хĕмленчĕ

Кĕмĕл уйăх çуннипе.

Чăн, эреш пулса тĕрленчĕ

Çăлтăрсен пин çутипе.

Тӳперен анса ларман-ши

Çакă кĕмĕл хĕлхемсем?

Пурнăçран-ши, юмахран-ши

Ярса панă пӳлĕхсем.

Юр çути епле шап-шурă,

Мĕнешкел хитре, ĕлккен.

Сăпка уйăх шăппăн шурĕ

Ырă-ырă тĕлĕке.

Ал арманĕ


Кăлтăр-кăлтăр сас паратчĕ

Йывăç лаçри армак арман.

Сар тулла кăтăрт! кататчĕ,

Çавăрнă майăн аран.

Ун хуçи Сандра аппаччĕ,

Кӳршĕри сăпайлă ватă.

Килене ыр сăмахпаччĕ, —

Калаçатчĕ тараватлă.

Хапăлччĕ кас çыннине

Хăй патне çул хывнине.

Çаврăнатчĕ ал арманĕ,

Сассине камах-ха манĕ?

Сас памасть халь çав арман,

Çынсене, тен, кирлĕ мар?

Хуçи канлĕн тĕлĕрет,

Асăма час-час кĕрет.

Кӳршĕсемпе пурăнма пĕлмелле


Хĕрарăмшăн ĕмĕрне те ĕç пĕтмест, теççĕ. Ку кунсенче тăтăшах çумăр çукаларĕ. Шăматкун кунĕпе пӳрт-çурт тасатса, кĕпе-йĕм çуса, мунча кĕрсе иртсе кайрĕ.

Вырсарникун пахча çумлăп-и тесе тăраттăм, татах пĕлĕт «шăтрĕ», çумăрĕ çăвать те çăвать. Канам-ха пĕрре «Санта-Барбарăри» майрасем пек тесе диван çине майлашăнса выртрăм кăна, çак самантра телефон шăнкăртатса кайрĕ. Ачасем хĕрсе кайса «Дендипе» вылянă пирки телефонри сасса аран уйăрса илтĕм. Малтанах йывăррăн сывлани илтĕнчĕ, унтан: «Санькка, ку сан кӳршӳ пулчĕ-ха, Рая. Ви-илетĕп, тархасшăн пирĕн пата çит», — тени илтĕнчĕ.

«Васкавлă пулăшу» чĕнтĕн-и хуть?» — теме çеç ĕлкĕртĕм. Рая: «Чĕнтĕм. Пурĕпĕр çит!» — тесен телефон пик-пик! тума пуçларĕ.

Рая, ман кӳршĕ хĕрарăмĕ, ман пекех çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Васкаса халат кĕсйине таблеткăсем тултарма пуçларăм. Аспирин, анальгин, димедрол... биндпа йод чиксе Райăсем патне чупса çитрĕм. Крыльцаран хăпарса çенĕке кĕтĕм. Çуллахи верандăри кравать çинче Рая выртнине куртăм. Килĕнче тата шăп, «шăна вĕçни» илтĕнет, никам та çук. «Тӳр килнĕ вĕт çак вăхăтра аптрама», — тесе Рая патне ыткăнтăм.

Малалла

«Çĕртме уйăх пĕтмĕшĕнче...»


Çĕртме уйăх пĕтмĕшĕнче

Ытла та капăр-çке тĕнче.

 

Мăн Атăл хумханмасть пачах,

Нихçанхинчен вăл лăпкăрах.

 

Урам — ем-ешĕл кĕнеке,

Çăка çеçки вулать пике.

 

Сĕнтĕрвăрри хутлăхĕнче

Нихçанхинчен хитре тĕнче.

 

Сĕнтĕрвăрри

мĕскер вăрлать?

Сĕнтĕрвăрри-мĕн шыв вăрлать.

 

Ман вăрă куçăм

мĕн вăрлать?

Ман вăрă куç илем вăрлать.

Чул хушшинчи чун


Пĕтнĕ тейĕн пархатарĕ,

Киленсе унта-кунта —

Пĕлĕт çĕрĕпе таптарĕ

Ăшă чунлă кăвайта.

 

Вăл çапла ташланă хыççăн

Типĕ çип те çук çумра.

Кашкăр пек улать çил выççăн,

Хăвалать-ши çумăра?

 

Тăрăшсах вĕретĕп — пĕтĕм

Кăвайта сывлаттарам.

Кăмрăк хуп-хура. Шур тĕтĕм

Çĕкленмест, кĕтни харам.

 

Хĕрлĕ юнлă пĕр кăвар та

Курăнмасть кĕл ăшĕнче.

Вилĕ пек ăна хăвартăм

Шухăшăн çăви çинче.

 

Чим, чула сирсе пăхатăп —

Йăл кулса илет хĕлхем:

— Пурнăç пуринчен паха та...

Чун тени, чăтма пĕлсем...

Чун


Вăрмантан инçетре,

кĕл купи хушшинче

Пĕр-пĕчченçĕ ларатчĕ ват йывăç.

Час-часах канăçне çухатса каçсенче

Туйăнатчĕ сывланăн вăл йывăр.

 

Çил-тăманлă çĕрле хăлаçланчĕ пĕрре,

Хатĕрленнĕ пекехчĕ вĕçмешкĕн.

Тен, юманлăх çумне кĕрес тетчĕ çĕре? —

Шел, кунтах кĕрĕслетрĕ çак мĕскĕн.

 

Пач кĕтмен самантра хăвăлта хăраса

Тин вăраннăн çĕкленчĕ мăн кайăк.

Ахлатса та йĕрсе, тăвăла тарăхса

Сĕм вăрман еннелле вĕçсе кайрĕ...

 

Унтанпа кайăксем — йывăçсен чунĕсем —

Çуйхашса вĕçнĕнех туйăнасшăн...

...Тен, хаяр этемкке чĕринче те вĕсем

Хĕрхенӳлĕх йăви çавăрасшăн?

Январь — Кăрлач


Хĕллехи каникулта

Пухăнна эпир шкулта.

 

Симĕс чăрăш питĕ капăр.

Хĕл Мучи çинчен юрлатпăр,

Ырăскер ачасене

Кашнинех парать парне.

Тĕнче чăнах та тăвăр


— Хура çырла пиçнĕ, пасарта сутаççĕ, — ырă хыпар илсе пычĕç ман пата кӳршĕ хĕрарăмĕсем. — Эпир те кайса çаврăнар-и, Татьяна Николаевна?

— Юрĕ. Кайса килер, — килĕшрĕм эпĕ.

— Ман ыран канмалла, кунĕ хитре, — хăй çула тухма хатĕррине пĕлтерме васкарĕ Клавье те.

Тепĕр кун ирех пуçтарăнса тухрăмăр. Çын нумаях мар. Хĕвел тухса сарăлнă, тӳпе янкăр таса.

— Ĕнер çирĕм тăхăр градус вĕри пулчĕ, паян, тен, вăтăр урлă та каçас тейĕ-ши, — сăмах пуçларĕ Клавье.

— Вăрманта шăрăх ытлах аптратакан марччĕ-ха.

— Кăнтăр тĕлĕнче аслатиллĕ çумăр пулать терĕ-ха радио, — каласа

хучĕ Люся.

— Тем çумăрĕ пултăр? Кунĕ пыл пек, — тавлашма пăхрĕ Клавье Люся сăмахне пӳлсе.

Кассăра билет илтĕмĕр, пăт-пат сăмах перкелесе тăратпăр. Пирĕн ума пĕр аллăсене çитнĕ патвар арçын пырса тăчĕ. Çирĕп кĕлетке-çурăмлă, вăй питти. Сăнĕпе илемлĕ, пĕр куçĕ çеç кăшт айăплă, хĕсĕкрех.

— Хĕрсем, мана та хăвăрпа вăрмана илсе каймăр-ши? Эпир пĕлтĕр çеç куçса килнĕ Шупашкара, Атăл леш енчи вăрмана пĕрре те кайса курман эп, — ыйтрĕ арçын сывлăх суннă хыççăн, унтан ман çине пăхса:

Малалла

«Анне сарриллĕ сар чечек...»


Анне сарриллĕ сар чечек

Ям çулĕ хĕрринче.

Чăваш хĕрарăмĕ пекех

Чипер çурхи тĕнче.

 

Хушпу тенкиллĕ шыв хыçра

Чăнкăртатса юлать.

Чипер хуккук çăкалăхра

Çӳрес куна шутлать.

 

Арçын куçĕ пекех элле

Пыл хурчĕсем вĕл-вĕл.

Хĕрарăм кĕпилле вĕлле

Чĕлл-чĕлл, чĕлл-чĕлл, чĕлл-чĕлл.

 

Чупас çулсем инçе-инçе —

Юртать, юртать юпах.

Тенкĕ сасси çинçе-çинçе —

Вĕçленесси çуках.

Тăван килте


Тăван килте пур япала та чĕрĕ

Ачалăх ĕмĕрех юлсан чунра.

Пĕр талăкрах юмахрилле ĕрчерĕ

Тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш ман умра:

 

Турат куçсем шăтарасла пăхаççĕ

Сĕрсе тасатнă сарă маччаран.

Улмуççисен писевĕ пит паха-çке,

Кĕрет чи тутлă шăршă пахчаран.

 

Аттен картишĕнчи ут урапи те

Машинăран хитре çак кунхине.

Çу çитнине пăхмасăрах ман питĕ

Ларса курас килет çуни çине.

 

Лашасăр-мĕнсĕрех вĕсем хастаррăн

Илсе çӳрессĕн туйăнать самай.

Ача чухне шуç чуманпа, мăнтарăн,

Лартса кайма пулсаччĕ кукамай.

 

Аннен çут шăллă йывăр ал арманĕ

Тĕк евĕр çăмăлланнă, тамаша.

Ăна вăйпа тахçан эп çавăрман-и?

Тĕкĕнсенех халь ухăнать ташша.

 

Вутта хыпать шур кăмака çăварĕ,

Хăй чĕлхипе ухват та калаçать.

Хытах çилленнĕ пек вучах кăварĕ

Пĕр хĕрелсе, кăвакарсах каять.

 

Аппа тума пĕлетчĕ хӳхĕм тĕрĕ,

Упраннă ал шăллийĕ лайăхах.

Унти сар кайăк каснă-лартнă чĕрĕ,

Вĕçсе тухассăн туйăнать часах.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 448 449 450 451 452 453 454 455 456 ... 796