Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Суя телейЧакăл-туКулăшла калавсемПулать-çке пурнăçраКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеКатӑлнӑ уйӑхХум пӑшӑлтатӑвӗ

Мĕншĕн?..


Мĕншĕн куç илмесĕр ирĕн-каçăн

Сан енне пăхатăп-ши пĕрмай?

Кӳршĕ хĕрĕсем çумра кулаççĕ,

Ман мăя пăраççĕ тепĕр май.

 

Хурçă сăнчăр та тытса чараймĕ,

Çулăм витĕр хатĕр талпăнма,

Чуллă çумăр та пӳлсе тăраймĕ,

Эс чĕнсен, умна пырса тăма.

 

Ăмăрткайăк пек вĕçсе анасчĕ —

Кам-тăр çыхнă май çунатсене.

Такамсем усал сăмах сараççĕ

Ют яла качча тухан тесе.

 

Ӳкрĕм сăрт çине чупса çитсессĕн.

Çутă уйăх шăвăнать çӳлте.

Куçăм умĕнчех тăратăн эсĕ,

Юнашарах тейĕн ку тĕлте.

 

Ăшă çил пите пырса лăпкарĕ,

Симĕс курăк çупăрлать алла.

Лăпкăн тапрĕ манăн юн тымарĕ,

Çамрăк пурнăç шурĕ малалла.

Сĕве


Чĕмпĕр хулипе тĕлĕнсе утатăп:

Атăл, анлăскер, Кăнтăра анать,

çинçе пӳ — Сĕве Çурçĕре чупать.

 

Атăлпа Сĕве —

Çывăх тăвансем.

Çитнĕ чух пĕве

Курчĕç каччăсем.

 

Днепр, шарласа,

Юрату сĕнет.

Енисей курса,

Хăй патне чĕнет.

 

Лăпкă Дон сăнран

Япăх-и элле?

Тен, эс çул хыван

Атăл патнелле?

 

Атăлĕ чечен,

Лекрĕ тыткăна —

Сарă ту енчен

Хирĕç ыткăнать.

 

Лăпкă Дон — сăна! —

Тепĕр хĕр савать:

Яштака кăна,

Чунĕ — тарават.

 

Кăлăхах, Сĕве,

Кăнтăра юхан —

Хĕл пулман çĕрте

Телейӳ çук сан.

 

Чиперкке Сĕве,

Чăрсăр темелле,

Пăрчĕ юхăмне

Çурçĕр еннелле.

Çил-тăманлă каç


Институт пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн пирĕн хĕрсем çапла сĕнчĕç: пĕр-пĕрне нихăçан та манмалла мар, тăтăшах тĕл пулмалла, хăшĕ те пулин йывăрлăха лексен — пулăшмалла, уявсене пĕрле ирттерме тăрăшмалла. Каччăсем килĕшрĕç. Анчах пурнăç хӳри пăрăнăç çав. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне сапаланса пĕтрĕмĕр эпир. Ленăпа Светланăна пула кăна тăватă-пилĕк мăшăр, арăмлă-упăшкаллăскерсем ĕнтĕ, çыхăнăва татмарĕç. Институтра чухне çав икĕ хĕрпе туслă Алина та тĕлпулусене сиктермесĕр çӳреме тăрăшрĕ. Тантăшĕсен пуçарăвĕнчен ĕçрен пушанайман чухне кăна пăрăнма тивкелерĕ ун, пайтаçă çулне суйласа илнĕскерĕн.

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне те, февралĕн 23-мĕшне, хĕрарăмсем пĕрле ирттерме калаçса килĕшрĕç. Упăшкисене Ленăсен дачинче, хуларан вăтăр çухрăмра, уяв туса пама йышăнчĕç вĕсем

Алина ĕçрен чылай кая юлса пушанчĕ, сакăр сехет иртсен çеç. Çитменнине тата çил-тăман тухрĕ. Кăшт канса илчĕ те хĕрарăм çăмăл машина çине ларса çула тухрĕ. Анчах инçетри дачăра ăна кĕтсе илеймерĕç: кирлĕ çĕре çитеспе вуникĕ-вунвиçĕ çухрăм юлсан хĕрарăмăн, шухăша кайнăскерĕн, машини пăрлак çул çинчен пăрăнса тарăн кĕрт ăшне чăмрĕ. Юрать хăй аманмарĕ-ха. Тарăхнипе хĕрарăм çăварĕнчен темиçе усал сăмах та тухрĕ. Упăшкине шăнкăравласа пĕлтерес — кĕсье телефонне ĕç пӳлĕмĕнче манса хăварнă. Тапаçланса пăхрĕ Алина — кăлăхах пулчĕ: машини вырăнтан хускалмарĕ.

Малалла

Пĕчченлĕх шăплăхĕ


Çут тĕнчене хура каç карчĕ.

Хăрушă шăплăх пуш пӳртре.

Йăраланать ыйхисĕр карчăк

Тăр пĕчченех сĕм тĕттĕмре.

 

Хăравçă вăрă евĕр шăплăх

Кунта пытаннă шăв-шавран.

Сехрийĕ унăн хытă хăпнă

Таçтан пĕр сасă тухасран.

 

Анчах парать пĕр шăрчăк сасă.

Те кăтăклать вăл шăплăха.

Хуралнă пӳрт те, чăтаймасăр

Кулса вăратĕ халăха.

 

Тăрса ларать аптранă карчăк,

Асаилет иртнисене:

Тахçан вăл пач телейсĕр марччĕ —

Ӳстернĕ чух ачисене.

 

Ун чух çак шăрчăкăн юррийĕ

Кĕмен пачах та хăлхана.

Мĕн пултăр ыйхăран тутлийĕ,

Туй-çуй вĕçтереймен ăна.

 

Паян кунччен курмарĕ канăç,

Пурне те хăйĕн тумалла.

«Çум курăк пахчара, мĕн калĕç,

Çын куриччен çумламалла».

 

Пуçа кĕми капланчăк шухăш.

Ав шăрчăк та «сĕм шăплăха

Кăтăкласа пĕр уссăр» шухă

Ача манерлĕ йăлăхать.

 

Пĕчченлĕх шăплăхĕ хăрушă,

Çĕрле те канăçа пăсать.

...Вакланчĕ пĕлĕт, юлчĕ хушăк —

Ват уйăх аллине тăсать...

«Пурнатпăр тупмалли юмах пулса...»


Пурнатпăр тупмалли юмах пулса.

Каларăшсем этем пирки нумай-мĕн:

«Шалта мĕскер — унта кĕрсе кураймăн,

Ăша ăшăтаймастăн вут хурса.

 

Пĕлмешкĕн питĕ йывăр-çке ăса,

Пăрçа хутаçĕ мар — çурса пăхаймăн...»

Анчах, тӳре пулма чарса сăпаййăн,

Мана сасартăк çак килет аса:

 

Кун-çул йăла-йĕрки хăш чух хатарлă.

Хура сăрра тăваççĕ хăрăмран,

Тен, шурă хурăнах такам çунтарнă.

 

Алли инкек-синкекĕн вăрăмран

Çынна тустарнă пуль — хуçса хăварнă

Пĕр эпĕ вăхăтра упрайманран.

«Уяртать çанталăк...»


Уяртать çанталăк,

Хытрĕ çутă пăр.

Вĕçленет çулталăк —

Ярăнмашкăн тăр.

 

Çырмана анатăп

Йĕлтĕре сырса.

Чи çӳлтен чăматăп

Ши çеç шăхăрса.

 

Кăпăшка тавралăх

Пас тăкса çиçет.

Хĕрелет хăвалăх,

Çăлтăрлă инçет...

Юрла, чĕкеç


Тулта — чĕкеç юрри,

Тулта пин-пин чечек,

Ах, чӳрече карри

Качча каяс хĕр пек.

 

Шур тюль, туй кĕпилле

Шăп урайне çити.

Мĕн пулчĕ хĕвеле?

Чунра та — аслати.

 

Качча каять савни!

Каччи кăна эп мар.

Унпа ташлаканни

Ман чунăмшăн кăвар.

 

Эп пĕчченех пӳртре,

Чĕнмест капрон чаршав.

Пĕрле пулма пире

Турри çырман пуль çав.

 

Тулта — чăн-чăн çулла,

Çунат çапать чĕкеç.

Юрла, чĕкеç, юрла!

Ман тусăм халь эс çеç!

Атте-анне


Тĕнче Хуçи пилĕпе, ашшĕ-амăш чун-чĕри хавалĕн хăвачĕпе çуралать çын çĕр çине телей курас ĕмĕтпе. Унăн кунĕ-çулĕнчи ăраскал çӳпçийĕнчи тивлет тупри малашра мĕнле шайра пуласси ашшĕпеле амăшĕн кăмăлĕпе, ăсĕпе, пурăнăçăн анлăхне туйма-курма пĕлнипе тӳрĕ майпа çыхăнать — çак чăнлăха, тăнлăр-ха, мĕнпурне пĕлсе тăран аслă шайри ăслăлăх та сăмахсăрах йышăнать.

Атте-анне хӳттинчи, мăшăр çунат айĕнчи — тăван кил ытамĕнчи — савнăçлă ачалăхăн нихçан манми кунĕсем, шухă яшлăх çулĕсем, çӳл тӳпере тĕксĕм кун кăлтăр-р! кулса пăхакан сар хĕвелĕн кулли пек, вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра вут-хĕм сапса çунакан çăлтăрăн яр! çути пек аса кĕрсе юлаççĕ, чуна вăй-хал параççĕ.

Атте-анне ырлăхне, савнă ачи-пепкине юратса парнелекен кăмăл-сипет хаклăхне мĕнле картса пăхайăн, мĕнпе виçсе хаклайăн. Шел те, ăшă пиллĕх шайлăхне ятарласа кăтартма, ырлăх вăйне палăртма çук, паман çав, тупата, нимле виçе-тараса, çук унашкал мăскал та.

Тĕлĕнтермĕш туйăмăн, Турă панă асамăн никĕсĕнче — çураçу, вĕçсĕр-хĕрсĕр юрату. Хĕрӳ чĕрин ăшшине, кăмăл-туйăм тĕшшине атте-анне пурнăçра нимĕскер хăвармиччен, тумлам-пĕрчĕ юлмиччен ачисене пехиллет, ыр çын пулса ӳсчĕр тет. Хăйĕн çинчен пĕтĕмпех манса кайма хистекен вышкайсăр юратăвăн, ăшă пиллĕ туйăмăн тымар тĕпĕ — çынлăхра, несĕл панă чунлăхра. Унăн вара йĕрĕсем — йăх-тымарăн паллисем — упранаççĕ халăхра, ламран лама куçакан, пин-пин çул шутланакан хаклă, тăван йăлара. Эппин, эсĕ туйрăн-и, атте-анне чун-чĕри хăйĕн йăхĕн юнĕпе, ăсĕпе те чунĕпе тачă тăрать çыхăнса, халăхлăхне палăртса.

Малалла

«Çулçăсем вĕçеççĕ...»


Çулçăсем вĕçеççĕ. Манăн пуçăм

Тĕпсĕр туйăм вăйĕпе хĕрет.

Кĕрен тухăç, шурă, кăвак шуçăм

Куçне хупрĕ ĕшнене кĕрсе.

Ална пар ман туйăмсен эрттелĕ,

Ална пар юратнă тăван сас.

Кил-ха, кил-ха, сăмахсен эктелĕ,

Саламлам-ха укăлчаллă кас.

Саламлам-ха, иртнĕ кил тĕпелĕ —

Тек мана сар кайăк йыхăрмасть.

Каçăра ачалăхăм кĕперĕ

Çӳрен ут юртавлăн тулхăрмасть.

«Ишмест кӳлĕре сивĕ пăр тек...»


Ишмест кӳлĕре сивĕ пăр тек,

Тавралăх халь — пĕр аслă сад.

Кăвак тӳпери тăрнасем пек

Пилеш çулçи сарнă çунат...

 

Çӳлтен кайăк хур сасă панăн

Каять туйăнса чунăма.

Телейĕм çухалчĕ-ши манăн?

Пăрахрĕ савни курăнма.

 

Пилеш çеçкене ларайман-ха,

Пăхать каçхине тăм ӳкме.

Çапах ир-ирех сар уçланкă

Ыр варкаш ярать пӳлĕме.

 

Пилеш — шукăль çимĕçлĕ тухтăр...

Савни те — палан хăраххи...

Унран ăшçунтармăш та çук-тăр,

Вăл темшĕн ман чи лайăххи.

■ Страницăсем: 1... 446 447 448 449 450 451 452 453 454 ... 796