Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиХурапа шурăЮрату ҫӑлкуҫӗКулăш кустăрмиАвăн уйăхĕÇамрăк ĕмĕтӐшӑ ҫумӑр

Ют çын


Хĕреслĕ çул юппи кĕрлевлĕ.

Хĕп-хĕрлĕ çутă — çынсене

Хĕссе хурассăн пĕвеленĕ:

Çурхи шыв пек, йыш ӳсĕнет.

 

Çурхи шывра куçран пытанмĕ

Мăн пĕрене е вĕт çӳп-çап...

Çак ушкăнра кашни пĕр тан-мĕн,

Курмастăп уйрăмлăх та чап.

 

...Сĕм суккăр çумрине, тен, сисĕç?

Шак-шак! шаккать вăл туйипе.

Сасартăк çутă пулчĕ симĕс —

Пĕве тапраннăн туйăнчĕ.

 

Юлать сар куçлăхлă этем çеç

Чĕлхесĕр евĕр шаккаса,

Çынсем унран иртсе пĕтеççĕ —

Кам пулăшма илет аса?

 

Пĕри, темскер манса хăварнăн,

Вăрт çаврăнчĕ те каялла

Пырса кĕç çавăтрĕ тăванлăн

Çав ют çынна — мухтан, хула!

 

Никам та хăлхине чикмерĕ

Чĕре таппи пекех сасса.

Пĕр çын анчах — илтсе — чиперрĕн

Ăна илейрĕ уйăрса.

 

«Урам» хутне те кĕрекенĕ

Илтет пулех чун-чĕрипе.

Тăм савăтпа телей çĕкленĕн

Каçаççĕ иккĕн ерипе.

 

Ылмашрĕ çутă, хăлĕ — сарă,

Мĕлтлетрĕ вăл та — сӳнесле...

Машинăсем ӳле пуçларĕç,

Сиксе ларас чĕрчунсемле...

Анне сехечĕ


Туяннă-мĕн стена сехечĕ

«Ача укçи» илсен анне.

Кунне-çĕрне пĕлми ĕçлетчĕ

Васкатнăн вăхăта манне.

 

Хăй самаях сулмак пуканлă,

Тăват упа — çамки çинче.

...Халь ак, мăнтарăн, тупнă канлĕх —

Шап-шур каланккă хыçĕнче.

 

Çинçе вăчăринчен çаклатнă

Анне тем пысăкăш çăра.

Ăна вăл пулăшсах йăпатнăн

Хистенĕ ĕçлеме вăрах.

 

Ачалăха илмен-ши тетĕп

Унпа асамлăн питĕрсе?

Унта часах пырса кĕретĕп

Асилӳпе уçма пĕлсе:

 

Каллех шкула ирех васкатăп,

Çулла çӳретĕп кĕтӳре,

Темскер шыратăп та тупатăп,

Вĕçес кклет çӳл тӳпере...

 

Ак тамаша, такам юсанăн

Пуçларĕ шаккама сехет.

...Çук çав, ăш-чик вăркать те манăн

Чĕремçĕм хытăрах сикет...

Парнеллĕ пултăм


Пĕррехинче эпĕ пасара кайма шутларăм. Унта вăрман витĕр каймалла. Утса пынă чухне темĕнле чултан такăнтăм. Чул çине çапла çырса хунă:

«Сылтăмалла кайсан юлташна ырă ĕç туса савăнтарăн.

Сулахаялла кайсан тусна çухатан.

Тӳрĕ кайсан илемлĕ тетте тупатăн».

Манăн, паллах, юлташăма ырă ĕç туса савăнтарас килетчĕ, анчах эпĕ тетте тупас шутпа тӳрĕ çулпа кайрăм.

Утса пынă чухне манăн алă çине йывăç çинчен темскер ӳкрĕ. Мулкач иккен. Хитрескер, çăмламасскер.

— Эсĕ мĕн ятлă? — ыйтрĕ вăл манран.

— Наташа.

— Атя, иксĕмĕр туслашар.

— Туслашар эппин.

Эпĕ мулкача киле илсе кайрăм, ăна ăшă пӳлĕм уйăрса патăм.

Вăл халĕ те ман патра пурăнать.

Пăшăл-пăшăл


Çулçăсем

Чăштăр-чăштăр пăшăлтатрĕç,

Вăштăр-вăштăр çил вăркать.

Çăлтăрсем

Каччă куçенче çуталчĕç —

Хĕрен пуçĕ çаврăнать.

 

Кăкшăмра

Туй сăри ăнса алхасрĕ,

Пăчăр-пăчăр çĕкленет.

Урамра

Яш каччă купăс тăсрĕ —

Метр çурă сиктерет.

 

Пăянам

Ывăнмасăр çимĕç лартрĕ,

Кăштăр-кăштăр чупкалать.

Пăятам

Ĕнсине йĕрсем хăварчĕ,

Кăтăр-кăтăр хыçкалать.

 

Йĕкĕреш,

Тĕнчене сăнаççĕ иккĕн

Лăстăр-лăстăр сăпкара.

Шĕкĕрех,

Пурăнатпăр улттăн-çиччĕн

Шăкăл-шăкăл кил-йышра.

Тĕлпулу


— Пĕр сăмах калам-ха, — терĕ

Çамрăк йĕкĕт ир çинче.

— Эп сана кĕтетĕп, юрĕ,

Шурă хурăн патĕнче.

 

Хĕр качча ачашшăн савнă,

Ун телейĕ çывхарать.

Чĕрере тытса упранă

Юрату кăварланать.

 

Сарă кăтрине салатрĕ —

Сарă кайăк пытанать.

Шурă кĕпине якатрĕ —

Шурă акăш вăтанать.

 

Кăлăхах куçне илмесĕр

Хир сăнарĕ сукмака.

Ун чĕри, аманнă евĕр,

Тăпăртатрĕ ухмахла.

 

Тарăхса килне утасчĕ —

Хурăн ытамран ямасть.

Куççульпе йĕрсе ярасчĕ —

Чунĕ ултава шанмасть.

 

Кĕтнĕ çын хиртен сасартăк

Хашкаса чупса çитет.

— Тин анчах, каçар тархасшăн,

Трактора сӳнтертем, — тет.

 

Ним чĕнмесĕр ыталарĕ

Сарă хĕр мăйран ăна,

Тутисем çеç пăшăлтатрĕç:

«Юрататăп эп сана...»

Йăмра таврашĕ


Йывăç тавраш ялта сахал-и?

Анчах та маншăн чи пахи —

Асатте пек кăтра сухаллă

Йăмран хумханчăк сăмаххи.

 

Чĕр хулă лартнă-мĕн аслашшĕ

Ман асатте çуралнă кун.

Ыр ĕçĕпе асра юласшăн

Куллен вăрканă ăшĕ ун.

 

Ыт ахальтен хĕрмен-тĕр юнĕ:

Епле хунавлă халь йăмра!

Çӳлте вĕçет ват çыннăн чунĕ:

Десантçă, летчик — пĕр йăхра.

 

Колхозçă, тухтăр та, салтак та

Çунат саратпăр пур ĕçре.

Йыш хушăнать — йăмра лартатпăр

Пепке-шевле выляс çĕре.

 

Ахаль-и паттăрсен аслашшĕ

Медаль çакса уявсенче,

Эпир лаштра Йăмра таврашĕ

Тесе вĕçет кĕрекинче.

 

Эпир — йăмралăх! Ял савмалăх

Ӳсетпĕр хӳхĕм те парка!

Тайма пуçах кăтра сухаллă

Асаттене — чĕр палăка.

«Шыв юхнă, юхнă, çыр тапраннă...»


Шыв юхнă, юхнă, çыр тапраннă —

Халь çĕр йăва çав çурăкра.

Çĕн вучахра кăвар шăраннăн

Вĕркеççĕ çунатсем умра.

 

Шуркучĕсем нумайланаççĕ

Çыранĕсем ишĕлнĕрен.

Чĕкеçĕсем сахалланаççĕ

Лупас тăрри тимĕрлĕрен.

 

Çавал хĕрри Упи этемĕн

Те савăнас, те хурланас:

Шывра çăрттан ишмест ку темĕн,

Упи те тарнă. Мĕн курас?

 

Выртать пин кукăр улăх урлă,

Юхать çырма анаталла.

Ларса каять сисчӳллĕ кулă,

Чăваш юлать — ун юлмалла.

Хĕрлĕ чул


Пĕр карчăкпа старикĕн виçĕ ача пулнă. Асли — Витя, тепри — Вова, кĕçĕнни Ваня ятлă. Карчăкпа старик вилес умĕн ывăлĕсене çапла каланă:

— Çӳрĕр тĕнче тăрăх, хăвăрăн телее шыраса тупăр.

Лешсем вара инçе çула тухнă. Утсан-утсан ывăннă.

— Айтăр, çак çӳллĕ ту çине хăпарăпăр, — сĕннĕ кĕçĕнни.

— Эпĕ ывăнтăм, унта улăхмастăп, — хирĕçленĕ асли. Вова та пăлахая пенĕ.

Ваня ту çине пĕчченех хăпарнă. Унта робот пайĕсем выртнă-мĕн. Каччă мĕн пур япалине миххе пуçтарнă та каялла аннă. Хăй пиччĕшĕсене пĕр сăмах та шарламан.

Часах телей шырама тухнă çул çӳревçĕсем пĕр патша патне çитнĕ. Лешĕ пурнăç парнелен хĕрлĕ чула шыранă. Çав чула çăтсан çын нихăçан та вилмест-мĕн. Асамлă чула шыраса тупакан çынна патша хăйĕн хĕрне качча пама шантарнă.

Ваня нумай шухăшламан, михĕрен робот кăларнă. Лешĕ хăйĕн çи-пуçне тăхăнсан тӳрех чул ăçта выртнине шыраса тупнă. Хĕрлĕ чула сыхлакан арăслан сисиччен Ваня асамлă япалана йăтса тарнă.

Патша хăйĕн хĕрне Ивана качча панă. Вĕсем халĕ те килĕштерсе пурăнаççĕ тет.

Хамăр чун


«Вăхăт вилĕме килет чĕнсе», —

Теççе хăш-пĕр чух çиллес çынсем.

 

Ман вара ӳпкевĕм çук ăна,

Пур-çке пĕчĕк калаçу кăна.

 

Аслăланнăçемĕн çулĕпе,

Ăслăлантăр çын хăй ĕçĕпе.

 

Тĕрлĕрен усаллăхпа вăрçа

Хăвăртрах хăвартăр манăçа.

 

...Хамăр чун паратпăр вăхăта,

Пирĕн пек вăл ырă, сăхă та.

 

Пĕр-пĕрне, кашни çын, ырă ту, —

Вăхăт пулĕ тăрĕ — юрату...

«Виç кĕтеслĕ чĕкеçĕ...»


Виç кĕтеслĕ чĕкеçĕ —

Салтак çырнă çыру пек.

Вĕçĕм вĕçсе килеççĕ —

Ăçта вăрçă пырать тек?

 

Тен, Пăлхартан килеççĕ —

Асаттесем çырнисем?

Тен, нимĕçрен çӳреççĕ —

Аттемĕрсем янисем?

 

Виç кĕтеслĕ пĕлĕтсем

Анкарти пек ӳсеççĕ.

Шарт тăвать те каштисем,

Çĕре лап-лап ӳкеççĕ.

 

Çыру çăвать килсерен —

Чуна шари çураççĕ.

Çыру килет Чечнерен —

Çĕр çултан та вулаççĕ.

■ Страницăсем: 1... 443 444 445 446 447 448 449 450 451 ... 796