Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕрес хывнă хĕвелПулать-çке пурнăçраАли-паттăрХĕллехи каçсенчеСуя телейСӳнми хĕлхемВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Вокзалта


«Часрах!» — васкатаççĕ. Васкатăп

Хам та. Вăхăт çитнĕ кайма.

Чикан майри: «Юмăç пăхатăп», —

Тесе таçтан тухрĕ ума.

 

Вун тенкĕ сăмахсăр тыттартăм, —

Унтан утрăм вăрт çаврăнса.

«Старик, тăхта-ха! Ыр хĕрарăм

Тĕлне пул!» — вăл юлчĕ кулса.

Сунарта


Ирхине тӳлеккĕн кӳлĕре

Ишет кайăк кăвакал пĕччен.

Кӳршĕпе ларатпăр хӳтлĕхре, —

Куç илместпĕр хамăр ун çинчен.

 

«Кӳршĕ ĕнтĕ ку хитрескерне

Перет», — терĕм хыпăнса ӳксе.

Вăркăнтартăм хăмăш хушшине

Самантра чул катăкĕ илсе.

 

Вăл хăрарĕ. Кӳлĕ леш енне

Кайса ларчĕ — çын курман çĕре.

Пытармасăр хăй тарăхнине

Мана вăрçрĕ кӳршĕ хӳтлĕхре.

 

Кун пек çын теменччĕ эп кӳрше, —

Шарламарăм — петĕм илтмĕше.

Саккăрла çаптарнă ташă


Матви, чип-чипер, тăрмашсах хыр тураттисене иртекенскер, пурттине чанк! тăрăнтарчĕ, яшт тӳрленчĕ, алă лаппине йĕкĕрлесе чарт сурчĕ, сăтăрчĕ, пĕççи çумне шарт! çапрĕ, йăлт-ялт! сиккелесе илчĕ те кирза аттипе тăрăс! тăрăс! тăрăслаттарса ташша ячĕ.

— Э-эх-ха-ха! Уп-па-па! Уп! Ух! У-ух! Хоп!

Упаленсех турпас пуçтаракан карчăкĕ пуçне çĕкленипех шак хытрĕ.

— Уй туру-у... Хваспатиех!..

Ывăлĕ те — асли — Çемен, каска çине сывлăш çавăрса ямалла ларнăскер, пĕр самант аптраса тăнă пек пулчĕ, унтан тин çеç хыпнă пирусне сурса вăркăнтарчĕ.

— Охо! — ура çине сиксе тăчĕ вăл. — Вăт тăк мыскара...

Алă çупса ахăрашма пикенчĕ:

— Давай, давай, атте! Хоп! Хоп! У-у-ух!..

— Упля! Уп! Эх-ха! Э-э-эхх! Уп-па-па! Уп! — хуçкаланчĕ Матви. Пĕр вĕçсе каяслах саркаланса сиккелерĕ, пĕр лапчăнса ларассăн кукленсе пăркаланчĕ. — Ух! Ух! Эх-хаха! Э-эх! Упля! Упля! Упа-па!..

Пахчаран, çăвăннă çĕртен, кĕске йĕм вĕççĕнех тепĕр ывăлĕ — Аркадий — сиксе тухрĕ. Çеменпе пĕрле алă çупма пуçларĕ.

 

Атя, атте, яра пар,

Малалла

«Сан кĕпӳ йăран çинчи...»


Сан кĕпӳ йăран çинчи

Чечекрен те кĕренрех,

Ирхи Атăл тӳпинчи

Шуçăмран та хӳхĕмрех.

 

Хаклă Тусăм! Ху вара

Вĕсенчен те хитререх.

Эсĕ манăн умăмра

Çиçекен телей пекех.

«Кăвак çулăм»


Ĕлĕкрех, вутта каймашкăн,

«Хурçă урхамах» ыйтмашкăн

Кантура хутланă Павăл.

Тивĕçмен машина явăл.

Те сăмси кăшт кукăр пулнă,

Çавă вăхăт хыçа юлнă.

Вăхăт ыткăнчĕ мала, —

Ырлăх çитрĕ халь яла.

«Кăвак çулăм» ăшăтайрĕ

Килсерен кĕре-кĕре.

Савăнăç юрри шăратрĕ

Ял çынни кĕрекере.

Сивĕ, шартлама хĕл кунĕ

Хăратаймĕ Павăла…

Ма тесессĕн çулăм çунĕ

Ăшăтса тăван яла.

«Куçăмран пăхма хăймасăр...»


Куçăмран пăхма хăймасăр

Эс иртетĕн ман çумран.

Эп сана ытараймасăр

Тинкеретĕп çывăхран.

 

Эс çӳçе çиветлемесĕр

Пуçтаратăн çавăрса.

Çеп-çемçе сар ункă евĕр

Вăл тăрать сан курăнса.

 

Куç илми пăхса юлатăп

Яштака кĕлеткӳне.

Юрататăп, юрататăп

Сар кăтраллă пикене.

Ман пата эс килме пултарсан


Ман пата эс килме пултарсан,

Эп пулăттăм чи телейли.

Эпĕ калăттăм эс чуп тусан:

Çук пĕр çын та санран илемли.

 

Ун чухне пгур юра хăпăтса

Пахчара мăкăньсем çĕкленсен,

Юрату хăватне ăнланса

Эпĕ опера çырăттăм, тен.

 

Ун чухне шăнкăрчсем шăхăрса

Раштаврах килессе Индирен

Чĕререн савăнса, хумханса

Ĕненме эпĕ пуçлăттăм, тен.

 

Ман пата эс килме пултарсан,

Йыттăм пуçлĕччĕ, тен, ташлама.

Купăс калĕччĕ пуль ват автан.

Сăвă çырĕччĕ, тен, хурама.

Аля


Аля ялти ĕне ферминче ĕçлет. Шкул пĕтернĕ хыççăн ниçта та каймарĕ вăл. Пысăк çемьери иккĕмĕш ача. Асли, пиччĕшĕ, шкул пĕтернĕ хыççăнах хулана тухса кайнă. Альăн ирĕксĕрех амăшне пулăшма юлмалла пулчĕ. Амăшĕ ахаль те фермăра ырми-канми ĕçлет. Киле апат çиме килсе каять те... каллех фермăна. Аля мĕн пĕчĕкренех амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă, фермăна та кайнă. Халĕ те амăшне шеллерĕ: тăван ялтах ĕçлеме юлчĕ.

Ытарма çук илемлĕ Пушкăрт тăрăхĕ. Альăсен ялĕ лапам вырăнта сарăлса выртать. Юнашарах çутă кӳлĕ. Вăрман. Авкаланса Шур Атăл шывĕ юхать. Çаран умĕнче — çӳллĕ ту. Çак ту патне ача-пăча çĕр çырли пуçтарма çӳрет. Çырли вара лаптăкĕ-лаптăкĕпе сарăлса выртать. Пĕчĕк куркапа кайнине астумасть Аля, кашнинчех витри-витрипе татса килнĕ.

Ачалăх кунĕсем... Епле хăвăрт иртеççĕ иккен вĕсем. Аля та çемьере çитĕннĕ çын шутланать. Пысăк çемьере ашшĕ-амăшĕн пĕр шухăш — ӳссе пĕве кĕнĕ ывăл-хĕрне тивĕçлĕ çемье çавăрма пулăшасси. Ун пек чухне аслă хĕрĕ качча часах каяймасан, ыттисене те чăрмантарма пултарнă. Альăн амăшĕ те мăкăртатма пуçларĕ: качча кайса вырнаçман хĕрĕн усси çук, имĕш.

Малалла

Чăвашла калаçар


Кам-ши, кам пахчара

Сас кăларчĕ ара?

Сăмахссм шăрçалать.

Ку вăл лăпкă çăка,

Çĕнĕ вăрлăх акать —

Чăвашла калаçать.

 

Хулара шăй та çуй —

«Еткерпе» акатуй,

«Канаш» ятлă хаçат,

Шупашкар хулине

Кумнă май Кулине

Чăвашла калаçать.

 

Çӳпĕ-çап хăш чухне

Мăкатать чĕлхене,

Илтĕнет çăт та çат...

Çутă çăлтăр сиссе,

Аякран куç хĕссе,

Чăвашла калаçать.

 

Чĕмпĕрти хурăнташ,

Çывăх тус е юлташ,

Пĕр сăмахлă пулар:

Трамвайра тĕл пулсан:

Савăнса, янратса

Чăвашла калаçар.

«Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр...»


Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр,

Тепре çĕтсе çӳрер-и чăтлăхра.

Тупсаттăмăр унта сап-сарă мăйăр —

Хунавĕ халĕ хамăр пахчара.

 

Хитре иккен Карай, Тусай вăрманĕ,

Пилешĕ те, паланĕ те пылак!

Эй, хамăр та кăшт шухăрах пулман-и —

Юрать-ха çул кăтартрĕ пĕр чакак.

 

Авăссемпе ача пек калаçар-и,

Йăваланар-и курăк хушшинче!

Пире курса чипер çерçи пасарĕ

Татах шавлатăр хурăн тăрринче.

 

Тен, йывăçсем унта паян та йăвă,

Пире кĕтет-тĕр ватăлман чакак.

Хĕпĕртесе каллех, тен, çырăп сăвă.

Пилеш çырли, тен, халĕ те пылак.

 

Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр,

Çĕтсе çӳрер-и хамăр чăтлăхра!

Хутаçĕпех, тен, тупăпăр сар мăйăр —

Вун çичĕ шĕшкĕ ӳстĕр пахчара.

■ Страницăсем: 1... 442 443 444 445 446 447 448 449 450 ... 796