Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кушкă ачиÇич çунатлă куракӖмӗр вӗренÇут пайăркаКатӑлнӑ уйӑхАтте пилĕПулас кинсем

Несĕлӳ сан пулманччĕ йăваш


Хура халăх, чăвашăм, чăваш,

Несĕлӳ сан пулманччĕ йăваш.

Хурахла тапăнсан та тăшман

Вăл ăна виличчен парăнман.

 

Чĕлхе пур, пур Çĕр-шыв чăвашсен,

Пур Патшалăх ялавĕ вĕсен.

Çак мула упраса хăварар,

Çултан-çул йышланса вăйланар.

 

Ĕçчен халăх чăвашăм, тăван,

Мĕн кăна, мĕн кăна-ши курман?

Пур пĕрех йăх тымарĕ хăрман,

Пур пĕрех çĕр çинчен çухалман.

 

Мухтава тивĕç эсĕ, чăваш,

Аслă Атăл сана хурăнташ.

Асаил несĕлсен хăватне,

Ан çухат эс чăвашăн ятне.

Çĕнтерӳçĕ


Чун-чĕрене пĕр вĕçĕм çунтарса

Манма памастăн эсĕ хурлăха.

Пĕрре хĕсcе, тепре чуна уçса

Çывăхлататăн хаклă чăнлăха.

 

Чĕртсе асар-писер вут-çулăма

Кĕрлет пек урăм-сурăм çапăçу.

Асилтерсе кăра кун-çулăма

Ума каллех тухать-çке çуйлă çул.

 

Ятран тавпа пурне те асăнма

Çĕклетĕн эсĕ çӳллĕ тӳпене.

Кĕмешкĕн тивĕç эсĕ сăввăма

Тата хăвна: «Чи паттăр çын!» — теме.

Кĕрӳ тутри


I

Эрнене яхăн ĕнтĕ кĕркунне умĕнхи лăпкăран та лăпкă çанталăк тăрать. Ăшă çумăр çуса иртет те, хĕвел йăл кулса ярать. Сывлăш калама çук уçă, урама тухсан, пӳрте кĕрес килмест. Каç пулсан вара уйрăмах хаваслă, çăлтăрсем тĕттĕм кăвак тӳпере илĕртӳллĕн çиçеççĕ, таçтан аякран, вăрманпа сăрт хыçĕнчен, çурла уйăх тухса çутатма тытăнать. Çак илеме ытараймасăр пĕр каччăпа виçĕ хĕр эртел хапхи умне çитиех шавлăн калаçса пычĕç. Вĕсем кино курса таврăнатчĕç. Калаçса вара кинокартинă çинчен мар, пачах урăххи пирки сăмах хускатнăччĕ.

— Халĕ вĕсем Атăла саламласа иртеççĕ пуль, — терĕ тĕреклĕ те вăйлă хул-çурăмлă каччи.

— Хĕрсем, сирĕн шухăшпа мĕнле! — ыйтрĕ хăй çавăнтах.

— Пĕтĕм тĕнчене саламлаççĕ вĕсем. Çавăнпа пĕрлех — пирĕн Атăла та, — пысăк хура куçне савăнăçлă йăлкăштарса хуравларĕ хĕрсенчен пĕри, йăрăс пӳпли, тĕрĕ ăстисен эртелĕнче Анкка тесе чĕнекенскерри. Пуçне кăлт çĕклесе пăхнă хушăра вăл чечеклĕ пурçăн тутăрне тӳрлетсе çыхрĕ те, тăпăл-тăпăл пит-куçĕ ун тата çамрăкрах туйăнса кайрĕ. Каччă паçăртанпах ун еннелле куç ывăткаласа пыратчĕ. Вăл çийĕнчех сăмах тупайманнипе пӳрни сыпăкĕсене шăлтлаттаркаланă вăхăтра хĕр хулăнрах та янăравлă сассипе тата ак çапла каларĕ:

Малалла

Пĕрлĕх


Палламан алăка яр! уçуçăн,

Именсе пĕр сăмах калаймăн

Çын пулса эпĕ тăтăм пĕр хушă —

Иртнипе куçа-куç тĕл пулсан...

Кашни сăн, кашни сасă ăшпиллĕн

Хăй патне кăчăк туртнă чухне,

Теме сиснĕн, сăнарăм эп тимлĕн

Ватă Суздалĕн шурă чулне.

Чиркӳсен кивелми илемне те

Авалтан юлнă ылтăн тĕсе

Тинкерсессĕн — ĕретĕн-ĕретĕн

Сенкерленчĕç синкер ĕмĕрсем.

...Чул çырма халĕ ăшăх... Мăнаçлăн,

Юханшыв хĕррипе сарăлса,

Тӳпене карăнайнă сăнавçăн

Спас-Ефимий... Тăшман хăмсарсан,

Мăнастир пулса тăнă-мĕн крепăç,

Хӳтлĕх кӳне мĕнпур таврана...

Манăçа тухакан чаплă эпос

Халь пире юмах пек туйăнатъ.

...Çамрăк чух ăс пăявĕ те çук-тăр.

Сăнаса соборти фрескăна, —

Этем чунĕ ан пултăрччĕ суккăр, —

Асăрхарăм сасартăк... Ăна!

Вăл — Çветтуй та, вăл — Суздаль хресченĕ.

Пĕр пăхсассăн — чăваш евĕрлех!

Тен, Истори пĕлмен сăр ĕçченĕ

Пин çынран калăпланă пĕрре?

Ав, хĕрарăм сăн-пичĕ. Кам кале

Вăл кнеç хĕрĕ пулнах-тăр тесе?

Сухаç арăмĕ тейĕç, пахалĕç

Малалла

Шухăш-ĕмĕт


Пурăнатпăр эпир

Сар хĕвел айĕнче…

Ĕмĕтри тулăх хир, —

Çаврăнайтăр ĕнче.

Ăраскал вăл — ĕçре,

Телей çук-çке хĕçре, —

Тенине манар мар —

Ăслă-тăнлă пулар.

Пурăнатпăр пĕрре,

Хисеплер пĕр-пĕрне.

Пушансан чунсенче…

Эх! кичем-çке тĕнче.

Ман çĕршывăм утти

Çирĕп пултăр ялан…

Çунтăр çăлтăр çути.

Тусăм, пирĕн ятран.

Пиçен чечекĕ


Ытараймасăр-ши кĕрен тĕсе,

Е: «Кĕр енне чечек пулмасть», — тесе

Эп татрăм пач туймасăр чикнине

Пиçенĕн илĕртӳллĕ çеçкине.

 

Анчах пиçен пăхма кăна чечен,

Ытла та хăвăрт шанчĕ çак чечек.

Илемĕ унăн пычĕ пĕр куна,

Кӳмерĕ савăнăç пачах мана.

 

Пĕлетĕп: вăл çум курăкĕ кăна.

Мĕн-ма васкарăм-ши татма ăна?

Çаран çинче хитре чечек нумай,

Пĕлмерĕм пулĕ тимлĕрех пулма.

Санпа кăна пулас килет


Сана курас килет каллех,

Ыран та мар, паян, халех.

Сенкер ачаш куçусенчен

Ман тинкересчĕ темĕнччен...

Пит тунсăх сансăр ман чуна,

Парнелесемччĕ куллуна...

 

Хĕвел-и, çумăр-и? Эс кил.

Пире ачашлĕ шухă çил.

Эп сан çинчен манман пачах,

Ман чĕрере те — эс анчах.

Пĕрле çӳренисем асрах,

Килсемччĕ, тусăм, эс часрах.

 

Килсем, килсем, ан кĕттерсем.

Ман пурнăçа илем кӳрсем.

Санра çеç савăнăç, тивлет,

Санпа кăна пулас килет...

Пĕрле чухне çеç ик чĕре

Илемлĕ пурнăç тĕнчере!

Пĕчĕк çулçӳрев


Пĕррехинче, кукамайсем патĕнче хăнара пурăннă чухне, Наçтук аппапа кукамай пасара хăмла сутма кайма пуçтарăнчĕç. Манăн та вĕсемпе каяс килет. «Илсе кайăр-ха», — тесе тархаслатăп. Мĕнле йăлăнсан та мана хăйсемпе илмерĕç. Апат-çимĕçне тутăр çыххипе çыхрĕç те тухса утрĕç.

Эпĕ те вĕсен хыçĕнчен пытанкаласа утатăп. Ялтан тухрăмăр. Вĕсем мана çаплах асăрхамаççĕ-ха. Инçех мар айккипе иртекен аслă çула çитиччен кăшт маларах çеç çаврăнса пăхрĕç те эпĕ хыçалтан пынине курчĕç.

— Эх, Турă, çак ачана! Пăх-ха, Наçтук, таса тумтирне те тăхăнман-çке, çаплипех килнĕ, — тет кукамай тарăхса. — Ну, кил ĕнтĕ. Халь тин ăçта хăвса ярас сана? — шавлать кукамай.

Çул хĕррине канма лартăмăр. Хĕвел хĕртсе пăхать. Чылайччен ларма тиврĕ. Ĕçес те, çиес те килет. Хĕвел пĕçернине те чăтма хĕн.

Акă пĕр грузовик çитсе чарăнчĕ. Эпĕ пуринчен малтан вăшт кăна хăпарса лартăм. Машина хускалса кайрĕ. Хăй питĕ аякка каять пулмалла. Кузов çине темĕн чухлĕ краççын тата тикĕт пичкисем лартса тултарнă.

Каç енне сулăнчĕ. Аслă çултан пăрăнакан пĕр çул тĕлне пире машина çинчен антарса хăварчĕç. Малалла çуран утмалла иккен. Çăкăрпа, суханпа тата пиçнĕ çăмартапа çырткаласа янă хыççăн утма пуçларăмăр.

Малалла

Чӳрече умĕнче


Те эсĕ,

те юр пĕрчи,

те чӳрече сенкерлĕхĕ,

те каç?

 

Тунсăх

ярса илет те —

йăлт сахăр пек,

йăлт ирĕлсе каять,

йăлт

музыка пулса тăрать.

 

Эсĕ

е юр пĕрчи,

е чӳрече сенкерлĕхĕ,

е каç.

 

Вĕри-вĕри пăшăлтату пек

асилӳсем

ирте-ирте каяççĕ.

Ăспа ăнланайми,

куçа та курăнми

асилӳсем...

 

Те эсĕ куç хĕсетĕн,

те чӳрече сенкерленет,

те каç пулать,

те юр пĕрчи вылять.

Сывлăм


«Эп шапчăкăн куççулĕ.

Шăплăх эп.

Мана

илтмеççĕ.

Эп çăкăртан та пĕчĕкрех.

Мана асăрхамаççĕ те...»

Çурçĕр.

Уйăх çине

шăтарасла пăхать сывлăм тумламĕ.

■ Страницăсем: 1... 435 436 437 438 439 440 441 442 443 ... 796