Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗПирвайхи юратуТутимĕрПепке çуралсан...Кушкă ачиИлле ТăхтиМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Яш чухне...


Яш чухне — аслăрах пулас тенĕ.

Яш чухне —

ăслăрах пулас тенĕ.

Кайран ăнлантăм:

аслăрах пулни

ăслăрах пулнине

пĕлтермест...

Ăслăрах пулни

тĕнчери ăссăрлăха

çĕнеймест...

Айванла ăнтăлни

чун çӳллĕшне

çĕклеймест...

Тав сăмахĕ


Пурăнма тăрать-и çĕр çинче? —

Çутçанталăк илемпе пуян.

Пит ачаш чун ун илемĕнче,

ăшă-ăшă çав чун хӳттинче, —

вăл пире те савнă пек туян.

 

Хуйхă-суйхă, ĕç-хĕл хушшинче —

ырнă, йывăрланнă шăплăхра,

шакăлтатĕ шăпчăк пĕринче.

Эс итле, манса ĕç-хĕл çинчен —

сан валли юрламĕ вăл ыран.

 

Шав чĕре таппи хăлхасенче —

çаврăнса пăх, тусăм, анăçа:

кур, ав, инçетри хула çинче

хĕмлĕ анăç шуçăмĕ çиçет.

Çав кăна та — тунсăх манăçать.

 

Шăпчăк та çав анăç. Асăнта

пур тепре — ачалăху тата

ывăлун ачалăхĕ унта,

урăх ним те çук та, пурпĕрех,

çакăншăн тав ту тăван çĕре!

Çамрăклăх


Сисĕнмесĕр иртекен пурнăçăн юхăмĕнче нимрен хаклă та паха, савăнăçлă та таса туйăмсемпе палăрса асра юлан тапхăр пур. Унăн ырă самантне ăш сăмахпа асăнма, пайăр ятпа палăртма уйрăм йӳтĕм-сăлтав пур.

Куçсем йăл-йăл çиçĕнсе, чĕре сиксе тапнăçем, вăй-хал тапса ухăнса юнра вăй вылянăçем, çав асамлă ыр самант ялан çумра пулас пек, нихçан иртсе каймасть пек. Анчах яшлăх вăхăчĕ ирхи кĕмĕл сывлăмла, шур-кăваккăн явăнса тĕтре каран сывлăшла часах типсе-сирĕлсе куçран тарса пытанать, манăçми хыçа юлать.

Турă панă пурнăçăн йĕрки-саккунĕ çапла, Çĕр çинчи пур япала ылмашăнса тăмалла — çĕнелсе улшăнмалла. Çав саккуна пăхăнса кунăн-çулăн уттинче, пурăнăç тăрăшшĕнче Пепкелĕх — Ачалăхпа, Ачалăх — Çамрăклăхпа, Çамрăклăх — Арçынлăхпа, Арçынлăх —Ватăлăхпа ылмашăнса сыпăнать, майлашăнса тăсăлать.

Çавна пулах çамрăклăх хăй тапхăрĕ иртсен те, куç умĕнчен çĕтсен те çаплах чунра пурăнать, ăна вăй-хăват парать.

Чĕрене хăват кӳрен, чуна çулăм хыптарса туйăма вĕретекен яшлăхăн асамлăхĕ, малалла çул хывакан чарусăр маттурлăхĕ сывă пултăр яланах, чунсенче упрантăрах!

Ман юррăмсем — çунатăмсем


Пĕлетĕп, янрамасть ман сассăм:

Эп шăпчăк кайăк мар пачах.

Пĕрмай, пĕрмай килет юрлассăм

Илтет пулсан та çил анчах.

 

Çапах та сывламастăп ассăн,

Ман юррăмсем — çунатăмсем.

Чĕрем хăех ыйтать пулсассăн

Ма юрлас мар-ха, тусăмсем?

Эх, пурнăç, пурнăç...


Эх, пурнăç, пурнăç, ма каплах

Мана каллех асап кӳретĕн?

Йăлу-йĕркӳ, тен, сан çапла:

Нушийĕ-терчĕ — ретĕн-ретĕн.

 

Мĕнпе-ши пулăшĕ йĕни?

Ав куçăмсем кулма та маннă.

Ăçта-иш çăлăнăç тени?

Ун çутине курасчĕ манăн.

 

Туртать пĕр шелсĕр каялла

Синкер шăпамăн йывăр лавĕ.

Илесчĕ телее алла

Хупăниччен кун-çул чаршавĕ...

Ачалăха таврăнни


Шурă пĕлĕт çине-ши ларса ăсанать,

Манăçми шух ачалăх ирĕ.

Тетте–крепость хули пушанать,

Пире мар — ыттине кĕтсе илĕ.

Ав вăрман, укăлча та мăн çул,

Хир сăпки, тăрисен шăнкăравĕ.

Хамăр пухнă яка та вĕт чул,

Вĕтĕр-шакăр ача янăравĕ…

Аслă улăх пире илĕртетчĕ,

Хăй еннех тек туртатчĕ вăрман.

Каçченех çуйхашу илтĕнетчĕ —

Вĕтĕ халăх нихçан та ырман.

…Вăйă-кулă сăртне таврăнсассăн,

Тинкерсе эп сăнап таврана.

Темшĕн-темшĕн сывлатăп пит ассăн:

Тек ачалăх нихçан таврăнмасть.

Çĕнĕ çулпа тĕл пулни


Вăхăт — лайăх урхамах,

Кун юртать те, çул иртет.

Ак, каллех пирĕн умма

Çĕнĕ çул килсе çитет.

Лăпкăн, кăмăллăн, татун,

Симĕс чăрăш, Хĕл мучи…

Эх, мĕн чуль хăна пур ун:

Юрпики те çил ачи…

Вăрмантан, çеçенхиртен

Çитнĕ шуçăмччен, ирччен

Чее тилĕ те мулкач —

Кĕпер урлă сик те каç.

Ав, кунта упа та кашкăр —

Хĕл Мучи калать: — Эй, ташлăр.

Тус-тăван, хăна-вĕрле.

Савăнар, юрлар пĕрле.

Телей


Телей, телей тенипех телей тулса тăкăнмасть, янкăр çутă тӳперен ырлăх çумăрĕ çумасть. Телей енне тăсăлан сукмак çулĕ такăр мар, ун тăрăх утма-чупма, ай-ай, пĕртте çăмăл мар. Телей текен ăнлавăн пĕлтерĕшĕ пит анлă, анлă кăткăс кăна мар, тĕрлĕ енлĕ сăнарлă. Телей тĕшшин виçине, ăраскалăн ырлăхне кашни курать хăй майлă, виçет хăйĕн ăс шайлă. Ăраскалăн, чăннипех, сăнĕ тĕрлĕ пурнăçра. Хăшĕ хăйĕн телейне курать укçа-тупрара, тепри тупать ăраскал иксĕлми юратура, виççĕмĕшĕ тивлетне туптать «ылтăн» аллипе хĕрӳ ĕçре тар тăкса, тăваттăмĕшĕ шăпине асăрхать ăслăлăхра...

Тем тесен те пурнăçра телей хăй тĕллĕн килмест, хăй ăçта упраннине ниепле те пĕлтермест. Ăна тупас тесессĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр утса иртмелле, çын пулма вĕренмелле, пархатарлăх илмелле. Телей пурах тĕнчере!

Эппин, ăна хаклама, тĕрĕс-тĕкел упрама, хӳтĕлеме пĕлмелле. Ăрас-калăн ырлăхне, иксĕлми асамлăхне, вĕçĕмсĕр хăватлăхне кашни туйтăр тĕнчере! Унăн çутă хĕлхемĕ çунтăр кашни чĕрере!

«Эп хăртрăм...»


Эп хăртрăм,

хăтăртăм путсĕрлĕхе,

пĕр шухăшсăр питлерĕм.

Сăмахăма

çил,

аскăнчăк ăслăскер,

çавăрттарса

илсе кайса пăрахрĕ

мăкăнь çеçки çине.

 

Пăч! сӳнчĕ чĕлтĕрти илем.

«Кунта никам пăхса куçăхтарман...»


Кунта

никам пăхса куçăхтарман таса чечек

шырарăм.

Тупаймарăм.

Ун пек чечек

кунта ӳсмест.

Кунти тавралăха

хура тухатмăшсем тухатнă.

Кунта

сăмахăм та

çилпе вĕçсе каять,

такам ури айне пулса

вилет.

Ах, кăткă теми пек,

çӳлтен пăхсассăн,

çĕр.

■ Страницăсем: 1... 431 432 433 434 435 436 437 438 439 ... 796